Чӑвашстат ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, статистика органӗ кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенчи республикӑри демографи лару-тӑрӑвне пӗтӗмлетнӗ.
Малтанласа шутланӑ тӑрӑх, ҫуралакансен хисепӗ пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен пирӗн тӑрӑхра 142 ҫын ( 3,8%) сахалланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вилекенсен шучӗ 33 ҫын нумайрах. Ҫапла вара вилнисен шучӗ ҫуралнисенчен 44,5% йышлӑрах (2019 ҫулхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче ҫак хисеп 38,1% пулнӑ).
Кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра ҫуралнисенчен 1252 ача (мӗнпур ҫӗн кайӑкран 35,0%) — ҫемьери пӗрремӗш пепке, 1277 ача (35,7%) — иккӗмӗш, 781 ача (21,8%) — виҫҫӗмӗш, 269 ача (7,5%) — тӑваттӑмӗш е ун хыҫҫӑнхи.
Маларах асӑннӑ тапхӑрта ҫулталӑка ҫитмен 10 ача вилнӗ.
Мӑшӑрланакансен йышӗ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 79, е
6,3% сахалланнӑ, уйрӑлакансен йышӗ 314 тӗслӗх, е 24,5% чакнӑ.
Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалалса БРИО мультстуди 12 ҫул тултарман ачасене «Чӑваш Енри паллӑ ҫынсем – ачасен куҫӗпе» анимаци проектне хутшӑнма чӗнет.
Ачасем Чӑваш Енри паллӑ ҫынсем пирки 5 мультфильм хатӗрлӗҫ. Ҫавӑн пекех пултаруллӑ ҫынсен биографийӗсемпе паллашӗҫ. Проекта хутшӑнакан ачасем чӑн-чӑн мультфильм хатӗрлеме вӗренӗҫ. Вӗсене пурне те стоп-моушен техникӑна тӗпе хурса ӳкерӗҫ.
Проект дистанци мелӗпе ӗҫлӗ. Кӑшӑлвирус чарӑвӗсене пӑрахӑҫласан ачасем студирех тӗл пулма тытӑнӗҫ. Проекта 89083050874 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Электронлӑ почта: e-mail: info@briostudio.ru.
Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 15 сехет те 50 минутра Шупашкарти Алькеш поселокӗнче, Айзман урамӗнче, икӗ хӗрарӑма «ВАЗ-2107» машина ҫапса хӑварнӑ. Вӗсем ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ пулнӑ.
Ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн водитель вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна шыраса тупнӑ. Руль умӗнче 13-ри арҫын ача ларнӑ-мӗн.
Ачан аллине машина уҫҫи мӗнле майпа лекнине халӗ тӗпчеҫҫӗ. Паллах, унӑн водитель прави те ҫук. Ҫакӑ паллӑ: «семеркӑна» вӑрлани пирки йӗрке хуралне хыпар килмен.
Хӗрарӑмсене вара пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.
Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче шлюз каналӗсем патӗнче Атӑлта 15-ри ача путса вилнӗ . Следстви органӗсем тата хулари прокуратура кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
Хальлӗхе 15 ҫулти арҫын ача мӗнле путни пирки пӗлтермен. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ ҫав вӑхӑтра ӑҫта пулнӑ? Ҫакна та палӑртӗҫ. Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен тӗлӗшпе те тӗрӗслев пулӗ.
Следстви органӗсем ирттерекен тӗрӗслеве прокуратура сӑнаса тӑрӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑма тин ҫуратнӑ ачине вӗлернӗшӗн судпа айӑпланӑ. Судья унӑн ирӗкне 2,5 ҫуллӑха чикӗлеме йышӑннӑ.
Суд тата следстви палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал пушӑн 10-мӗшӗнче ҫак хӗрарӑм Шупашкар районӗнчи пӗр ялта арҫын ача ҫуратнӑ. Унтан вӑл пӗчӗкскере полиэтилен хутаҫа чикнӗ те хваттер балконӗ ҫине тухса хунӑ. Арҫын ача унта пӑчӑхса вилнӗ.
Ача ҫуратнӑ хӗрарӑм кӑштахран хӑйне япӑх туйма тытӑннӑ, больницӑна лекнӗ. Тухтӑрсем вӑл нумаях пулмасть ҫуратнине асӑрханӑ та кун пирки полицие пӗлтернӗ. Следовательсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса тӗпченӗ. Хӗрарӑм ачине вӗлерни тӑра шыв ҫине тухнӑ.
Республикӑра ача-пӑча уйлӑхӗсем кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Кӑштах улшӑнусем пулӗҫ: сменӑсем кӗскелӗҫ, ашшӗ-амӑшне ачасем патне килсе курма чарӗҫ.
Уйлӑхри ачасене кӑшӑлвирусран хӳтӗлеме республикӑн резерв фондӗнчен 26 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Резерв фондӗнчен уйӑрнӑ укҫа-тенке Спорт министерствине тата Вӗренӳ министерствине пайласа парӗҫ: пӗрремӗшне – 5,1 миллион тенкӗ, теприне 21,4 миллион тенкӗ лекӗ.
Шупашкарти Калинин районӗнчи ачалӑха сыхлас енӗпе ӗҫлекен пая икӗ ача хӳтлӗхсӗр тӑрса юлни пирки пӗлтернӗ. Амӑшӗ сипленет, ашшӗне вара шыраҫҫӗ.
Арҫын ачасем -2-ре тата 3-ре. Ҫемьере йывӑр лару-тӑру сиксе тухнӑ. Амӑшӗ халӗ стационарта сипленет, ашшӗ ӑҫти паллӑ мар – шыраҫҫӗ. Пай ӗҫченӗсем ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсемпе пӗрле вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Лару-тӑру йывӑр: тӑванӗсем те тӗрлӗ сӑлтава пула пӗчӗк ачасене пӑхаймаҫҫӗ.
Ҫывӑх тӑванӗсем ирӗк панипе ачасене пульницӑна илсе кайнӑ, унтан вӗсене ача ҫуртне куҫарӗҫ. Амӑшӗ сипленсе пӗтериччен, ашшӗне тупиччен арҫын ачасем унтах пулӗҫ.
Шупашкар хулинчи 75-мӗш ача пахчинчи дежурство ушкӑнне ҫӳрекен ачасем лармана пухӑннӑ. Ку мероприятие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Хӗрачасене воспитательсем тӑван республикӑмӑр культурипе паллаштарнӑ, унӑн кун-ҫулӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, кӑҫал тӑван республикӑмӑр хӑйӗн 100 ҫулхине уявлассине пӗлтернӗ.
Лармана пӗчӗкскерсем чӑваш тумне тӑхӑнса пуҫтарӑннӑ. Пӗрин тумӗ тепринчен хитререх, чӑвашла тумланнӑ пӗр ача тепринчен чипертерех. Аслӑ тусӗсем ертсе пынисем вӗсем ал ӗҫӗпе аппаланнӑ.
Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра ача пахчисем ӗҫлеме пуҫламан-ха. Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 319 дежурство ушкӑнӗ ӗҫлет, вӗсене 3550 ача ҫӳрет. Дежурство ушкӑнӗсене хуласенче тата пысӑк район центрӗсенче ӗҫлеттереҫҫӗ.
Ача-пӑча уйлӑхӗсене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ _/news/25090.html|пӗлтернӗччӗ-ха__. Уйлӑхсенчи лару-тӑрӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тӗрӗсленӗ.
Пуҫлӑхсем «Березка» уйлӑхра пулнӑ. Унти пӳлӗмсене, столовӑя юсаса ҫӗнетнӗ. Территорие тата занятисем валли лапамсене ачасене йышӑнма хатӗрленӗ.
«Республикӑри уйлӑхсене ачасене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫламалла. Пирӗн муниципалитетӑн виҫӗ уйлӑхӗ: «Березка», «Бригантина», «Волна» – ачасене йышӑнма хатӗр», – тесе хыпарланӑ Алексей Ладыков тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчи пӗринчи страницӑра.
Шупашкар хула администрацийӗн уйлӑхӗсем кану программине хатӗрленӗ, персонала вӗрентнӗ, вожатӑйсене пухнӑ.
Чӑваш Енри ача ҫурчӗсенче пурӑнакансене ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене илме юрать. Ача ҫуртӗнче темле лайӑх пулсан та килтине нимӗн те ҫитмест. Унта ачасем ҫемьери хутшӑнусене кураҫҫӗ, пӗр-пӗринпе епле тытмаллине хӑнӑхаҫҫӗ. Ку ҫеҫ те мар. Ялан ача ҫуртӗнче пурӑнни йӑлӑхтарать-ывӑнтарать. Ҫемьере пурӑнни вӗсемшӗн уяв пекех. Унта йӑлтах урӑхла.
Каникул вӑхӑтӗнче тӑлӑхсене пӗр-пӗр ҫемьене илес тесен ача ҫурчӗсене ҫитсе заявлени ҫырмалла. Ачана иличчен ҫемьесен ҫӗнӗ кӑшӑлвируспа чирлеменнине тата чирлӗ ҫынсемпе хутшӑнманнине справкӑпа ӗнентермелле. Ҫав справкӑна вӗсен ачана киле илсе кайиччен виҫ кун маларах илмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ. | ||
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |