Шри-Ланкӑра вырӑс чӗлхине вӗрентекен центр уҫӑлӗ. Ӑна чӑвашсене ҫутта кӑларма нумай тӑрӑшнӑ Иван Яковлев ятне парӗҫ.
Чӑвашсене паллӑ вӗрентекенӗ ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа ирттермелли мероприятисене йӗркелессишӗн яваплӑ комитет ҫак эрнере ларӑва пуҫтарӑннӑ. Ларӑва РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков ертсе пынӑ. Унта мероприятисен планне сӳтсе явнӑ.
Ака уйӑхӗн 17-21-мӗшӗсенче РФ Патшалӑх Думинче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ ятпа курав та уҫӗҫ.
Трубина Мархви ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнӗ май «Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх» викторина иртӗ.
Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ, РСФСР шайӗнче Ленин орденне тивӗҫнӗ учителӗн тата чӑвашла ҫыракан малтанхи хӗрарӑм писательницӑсенчен пӗрин «Мучар», «Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх», «Ача чухнехи» ятлӑ хайлавӗсем уйрӑмах паллӑ. Ҫыравҫӑ 1888 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑнти 7 класлӑ шкулта ачасене вырӑс чӗлхипе литературине 30 ҫула яхӑн вӗрентнӗ.
Пуштуйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӑл «Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх» регионсем хушшинчи викторина иртӗ.
Ӑна Трубина Мархви ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗпе Чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсен ассоциацийӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ тата
«Тантӑш» хаҫат ирттереҫҫӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксене асӑнса Нева юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче Астӑвӑм аллейи йӗркеленӗ.
Нева плацдармӗнчи салтаксем блокадӑри Ленинграда хӳтӗлеме паттӑррӑн хутшӑннӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ ҫавӑнта куҫне хупнӑ.
Асӑну аллейинче Питӗрти чӑваш хастарӗсем ентешсене асӑнса стелла вырнаҫтарасшӑн. Ку ӗҫе укҫасӑр тӑваймӑн. Ҫавна май Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен общество организацийӗ укҫа пухассине пӗлтернӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх поэтне Геннадий Айхине (21.08.1934 - 21.02.2006) асра тытса пуҫтарӑннӑ. Кун пирки Марина Карягина тележурналист, сценарист, поэт халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Чӑн поэт сахал. Аслӑ Турӑ чӑваша телейсӗр хӑварман: пирӗн те Сӑмах Хӑвачӗпе тӑван халӑха тӗнче шайне ҫӗклекен Поэтсем пур. Вӗсенчен пӗри — Геннадий Айхи. Унӑн сӑввисене вулатӑп та, куҫран вӗри куҫҫуль юхать. Хамӑршӑн савӑннипе», — тесе ҫырнӑччӗ Марина Карягина поэт ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа халӑх тетелӗсенчен пӗринче.
Патӑрьел муниципалитет округӗнчи Ҫӗньялта ӗнер «Айхи вулавӗсем» иртнӗ.
Поэзине юратакансем Ҫӗньялти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкула «Айхи вулавӗсем» сӑвӑ конкурсне пухӑннӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Кулакова пӗлтернӗ тӑрӑх, вулава ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Кӑҫалхи шучӗпе — 17-мӗш.
Конкурса 3-11 класра вӗренекенсем хутшӑннӑ. Вӗсем поэтӑн сӑввисене чӑвашла, вырӑсла тата ют чӗлхепе илемлӗ вуланӑ. Тӑрӑшнине кура ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантарнӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш тӗррин музейӗнче «Неизвестный Миттов» (чӑв. Пӗлмен Миттов) куравӗ малалла ӗҫлет. Аса илтерер: ӑна паллӑ художник ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта художникӑн халӑхра анлӑ сарӑлман картинисемпе, ӳкерчӗкӗсемпе паллашма, хӑш-пӗр япалипе паллашма май пур.
Куравра пулса курнӑ Светлана Гордеева ҫыравҫӑ тата художник ӑстан ӗҫӗсенче кӑвак тӗс нумаййине палӑртать. «Кӑвак тӗс еплерех янӑранине эсир туймастӑр-и?» — тесе ҫырнӑ иккен Миттов хӑйӗн «Кӑвак тӗс» миниатюринче.
Живопиҫре Миттов наци хӑйнеевӗрлӗхне татти-сыпписӗр шыранӑ. Атнер Хусанкай сӑнанӑ тӑрӑх, ҫав шырава хальхи вӑхӑтри этнофутуристсем малалла тӑсаҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисткине, чӑваш халӑх артисткине Тамара Чумаковӑна асра тытса пуҫтарӑнӗҫ.
Ҫав каҫ театр солисчӗсем, хорӗ тата симфони оркестрӗ куракансене тӗрлӗ хайлавпа савӑнтарӗ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче «Травиата», «Нарспи», «Кармен», «Мадам Баттерфляй», «Царская невеста», «Риголетто», «Севильский цирюльник», «Сильва», «Евгений Онегин» оперӑсенчи сыпӑксем янӑрӗҫ. Иккӗмӗш пая Герман Лебедев, Филипп Лукин, Федор Васильев, Анисим Асламас, Григорий Хирпӳ, Геннадий Максимов музыкинчен йӗркелӗҫ.
Астӑвӑм каҫне Иван Николаевпа Елена Гунина ертсе пырӗҫ. Режиссер-постановщикӗ – Анатолий Ильин.
Чӗмпӗрти паллӑ скульптор Николай Кондрашкин «Пӗрлӗхре — вӑй» проекта пурнӑҫа кӗртессипе ҫине тӑрать. Вӑл ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче Шӑмӑршӑри Аслӑ Кубрат лапамӗнче Историпе культура центрӗ уҫӑлнӑ. Скульптурӑсен авторӗ — Николай Кондрашкин.
Асӑннӑ ӑста хӑй вӑхӑтӗнче Мускавра Н.И. Ротанов профессор, каярах Шупашкарти пединститутра Н.В. Овчинников профессор патӗнче пӗлӗвне туптанӑ.
Николай Кондрашкин скульптор чӑваш халӑхне хӑйӗн авалхи паттӑрӗсемпе паллаштарас тӗллевпе тӑрӑшать. Шупашкарта вӑл Аттила скульптурине вырнаҫтарма ӗмӗтленет.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейне чӑваш халӑх поэчӗ Александр Галкин (1928–2002) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа пуҫтарӑннӑ.
Пулас поэт Элӗк районӗнчи Чулкаҫ ялӗнче 1928 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Литературӑпа ӗҫлеме вӑл иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенче пуҫӑннӑ. Унӑн «Ир-ирех тӑрса эп антӑм шыв хӗрне...» пӗрремӗш сӑввине 1956 ҫулта «Ялав» журналта пичетленӗ. Тепӗр виҫӗ ҫултан унӑн «Пӗчӗк ӗҫченсем» кӗнеки кун ҫути курнӑ.
Александр Галкин сӑвӑсем те ҫырнӑ, проза та, юптарусем те. Нумай писатель хайлавне чӑвашла куҫарнӑ.
Хӑй вара чылай ҫул Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ.
Астӑвӑм каҫне пуҫтарӑннисем поэтӑн «Кӑвак чечексем» сӑввипе Юрий Кудаков ҫырнӑ юрра пӗрле шӑрантарнипе вӗҫленӗ. Пултаруӑх каҫне Юрий Кудаков та хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗ чӑваш ҫырулӑхне пуҫарса янӑ Иван Яковлев ҫинчен сӑвӑсен кӗнекине кӑларма палӑртса хунӑ. Ку хыпара Лидия Филиппова журналист тата публицист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ педагога, писателе, куҫаруҫӑна тата хальхи вӑхӑтри чӑваш ҫырулӑхне парнеленӗ Иван Яковлева халалланӑ вырӑсла сӑвӑсене sd_gordeeva@mail.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ, чӑвашлисене — lrigel@rambler.ru адреспа. Ӗҫсене кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ярса памалла. Епле шрифтпа пулмаллине те кӑтартнӑ: Times New Roman, 12.
Чи лайӑх сӑвӑсене патриарх ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ кун тӗлне кун ҫути кӑтартасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |