Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче паллӑ чӑваш композиторӗ Григорий Хирпӳ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа концерт лартнӑ. Унта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Элла Леонтьева, Елена Ананьева, Татьяна Асламас, Ольга Шарыкина, училище преподавателӗсем Раиса Андреева, Надежда Данилова, Зоя Долгова, вокал уйрӑмӗн студенчӗсем Мефодий Галкин тата Роман Волков хутшӑннӑ.
Григорий Хирпӳ 1911 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Хусан кӗпернинчи Шупашкар уесӗн (халӗ Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри районӗ) Чикмеҫын ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри консерваторире пӗлӳ илнӗ. Чӑвашрадиори вокал ансамбльне, Чӑваш Енри Хор обществине чылай ҫул ертсе пынӑ.
Пултарулӑх енӗпе 50 ҫул ытла ӗҫленӗ хушӑра Григорий Хирпӳ тӗрлӗ жанрлӑ тата содержаниллӗ 5 пин ытла вокал сочиненийӗ ҫырса хӑварнӑ. Григорий Хирпӳ 1983 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Кӑҫал пирӗн республика халӑх юратакан артист, Мефодий Денисов (1922-1998), ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Вӑл — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ, К.И. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗ лауреачӗ.
Юрӑҫа асра тытнине палӑртса Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Портрет в музыке. Посвящение Мефодию Денисову» (чӑв. Кӗвӗ-ҫемӗри портрет. Мефодий Денисова халалласа) каҫ иртӗ. Вӑл, паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 11 сехетре пуҫланӗ.
Мефодий Денисов театр ӳнерӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ. Хӑйӗн баритон сассипе «Нарспи», «Шывармань», «Хамӑръял», «Прерванный вальс», «Сеспель» чӑваш наци оперисенче юрланӑ, классика репертуарӗнче ӑна куракансем Евгений Онегин, Алеко, Фигаро евӗр астуса юлнӑ. Романссене, совет композиторӗсен юррисене, фольклор композицийӗсене хитре шӑрантарнӑран та халӑх ӑна юратнӑ.
Мефодий Денисовӑн пултарулӑхне искусствоведени кандидачӗ, Любовь Бушуева музыковед, Раҫҫей тата Чӑваш Ен халӑх артисчӗ Петр Заломнов, Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев, педагогика наукисен кандидачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Кудаков, Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч, Хальхи вӑхӑтри историн патшалӑх архивӗн специалисчӗсем тӗрлӗ енлӗн уҫса парӗҫ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ «Голос поэта – летопись жизни» театрланӑ концерт хатӗрленӗ. Ӑна чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Куракансене поэтӑн биографийӗнчи паллӑ саманчӗсемпе паллаштарӗҫ. Унта поэтӑн литература хайлавӗсенчи пурнӑҫпа, шӑпапа, юратупа ҫыхӑннӑ саманчӗсем янӑрӗҫ.
Мероприятие Петӗр Хусанкайӑн ывӑлӗ Атнер Петрович хутшӑнӗ. Концерта чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина тата ача-пӑчан «Суварята» ансамблӗ илем кӳрӗҫ.
Концерт пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче институтӑн концерт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче чӑваш наукипе культуринче хӑйӗн ятне хӑварнӑ Семен Горский (13.02.1897-22.10.1975) профессора, филологи наукисен докторне, Чӑваш АССР наукин тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, актера, режиссера асра тытса портрет-каҫ иртӗ. «Ученый-педагог, актер и режиссер Семен Горский» ят панӑ мероприятие ӑсчах ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Вӑл пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 14 сехетре пуҫланӗ. Унта ученӑйӑн хӗрӗ Вера Семеновна та хутшӑнӗ.
Семен Горский 1918-1922 ҫулсенче Чӑваш театрӗнче актер тата режиссер пулса ӗҫленӗ. Унтан вӑл пурнӑҫне педагогикӑна халалланӑ. 1951 ҫулта чӑваш литература чӗлхин историне тӗпчесе доктор диссертацине ҫырнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавшӗнче филологи наукисен докторне, профессора Георгий Фёдорова асра тытса пуҫтарӑнӗҫ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ, вӑл 137-мӗш пӳлӗмре иртӗ.
Георгий Иосифович – Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен союзӗн членӗ. Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Наци вулавшӗнче «Тупасчӗ сӑмахӑн пӗртен пӗр таса вӑрттӑнне…» ятпа литература каҫӗ иртӗ. Унта Георгий Фёдоровпа пӗрле ӗҫленисем, тусӗ пулнисем, ентешӗсем, ун пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑнӗҫ.
Ӑсчахӑн мӑшӑрӗ Галина Фёдорова Георгий Иосифовичӑн «Суйласа илнисем. Поэмӑсем, сӑвӑсем» тата «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи» илемлӗ хайлавӗсен пуххисемпе паллаштарӗ. Георгий Фёдорова литература тӗнчинче поэт, прозаик, литературовед тата критик евӗр те пӗлеҫҫӗ-ҫке. Унӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсен шучӗ вара 250-ран иртнӗ, 4 монографи, вӑл тӗрлӗ учебникпа вӗренӳ пособийӗн авторӗ.
«Петр Яковлевӑн (Петӗр Яккусен) пур пичетленнӗ кӗнекисене пухса пӗр пысӑк том тумаллах пирӗн. Вӗсем ҫапла пӗр ҫӗмелте пулсассӑн, чӑвашӑн малти кун ҫутийӗ тата ытларах палӑрма пуҫлӗ тетӗп. Тен, йӑнӑшатӑп?», — ҫакӑн пек шухӑшлать Фейсбукра хӑйӗн шухӑшӗпе паллаштарма кӑмӑллакан филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Леонид Пэленич (Петров-Атлай).
Хальхинче автор Петӗр Яккусен поэта аса илнӗ. Вӑл ҫак тӗнчерен 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 71 ҫула ҫитсен, уйрӑлса кайнӑччӗ.
«Кашниех мар пулин те, нумай сӑмаххи унӑн чӑн-чӑн кӗмӗл: ӑна пур чӑваш пурӑнакан вырӑна сапалать вӑл, унтан пире ҫав чӗкеҫ чӗлхиллӗ сӑмахпа сыватать, чӗртет, ирӗке ярать, тӗксӗм чӑтлӑхра сывлама, куҫа уҫма мӗнле япӑх пулнине илсе кӑтартать, инкек-синкексӗр пурӑнмаллине тӑтӑш аса илтерет...» — тесе пӗтӗмлетнӗ Леонид Петров-Атлай.
«Питӗ лайӑх шухӑш, Леонид Порфирьевич! Гуманитари институчӗ «Ҫырнисен пуххине» калӑплама килӗшет-и? Петр Яковлевич вӑл палӑка тивӗҫлех. Пӗлтерӗшлӗ пукан-вырӑнсене варягсем йышӑнса пӗтериччен тӑвасчӗ», — тесе ҫырнӑ постпа паллашнӑ хыҫҫӑн Анатолий Абрамов.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти Андриян Николаевӑн мемориал комплексне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. 2021 ҫулта ҫав тӗллевпе республика бюджетӗнчен 9,5 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Вӑл укҫана планпа смета документацине йӗркелесе ҫитерме тесе уйӑрнӑ.
«Чӑваш Енӗн Культура министерстви хӑш-пӗр ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра татса парса Чӑваш Енӗн Стройминӗпе проект ӗҫӗсене пуҫарса ярӗ», — палӑртса хӑварнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнӑ май.
Малтанласа шутланӑ тӑрӑх, проект хакӗ 350 миллиона яхӑн тенке кайса ларӗ. Музейпа юнашар 4 хутлӑ ҫурт туса лартасшӑн. Ҫапла вара экспозици залӗсем, «Планетари», интерактивлӑ кафе, «Хальхи вӑхӑтри космос» интерактивлӑ зал , конференц-зал, обсерватори пулмалла.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Муркаш районӗнчи пултаруллӑ та ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ҫинчен кӗнеке пичетленсе тухнӑ. «Почетные граждане Моргаушского района» ятлӑ кӑларӑма Муркаш районӗнчи тӗп библиотека тытӑмӗн коллективӗ пухса хатӗрленӗ.
«Муркаш районӗн хисеплӗ ҫынни» ята муниципалитетра 2001 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Паянхи куна ҫитиччен ун пек ята 45 ҫынна панӑ. Асӑннӑ ҫынсен биографине кӗнекере хайхисене хисеплӗ ят хӑҫан пани тӑрӑх вырнаҫтарса тухнӑ. Сумлӑ йышра, сӑмахран, Николай Никольский историк, этнограф, фольклорист (2003), чӑвашсен пӗрремӗш писателӗ, этнограф тата критик Спиридон Михайлов-Яндуш (2007), Валентина Егорова спорстменка (2004).
Кӗнеке редакторӗ – В.В. Степанов, художникӗ – Д.В. Литаврин.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар ҫумӗнчи Чантӑрти «Салют» культура керменӗнче Чӑваш Республикин Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Владимир Сергеева асра тытса астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Пурӑннӑ пулсан вӑл ҫав кун 80 ҫул тултаратчӗ.
Тӗрлӗ ҫулта Владимир Иванович республикӑри икӗ пысӑк культура учрежденине ертсе пынӑ: 1973-1978 ҫулсенче Вырӑс драма театрӗн директорӗ пулнӑ, 1978-1984 ҫулсенче — Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн (халӗ вӑл Оперӑпа балет театрӗ шутланать). 1991 ҫулта каллех Вырӑс драма театрне таврӑннӑ, 1997-2004 ҫулсенче театрӑн илемлӗ ертӳҫинче тӑрӑшнӑ.
Астӑвӑм каҫне Владимир Сергеевӑн мӑшӑрӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Алевтина Зинкина йӗркеленӗ.
Ҫак уйӑхра, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче, Виталий Сергеев чӗлхеҫӗ, филологи наукисен докторӗ ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна асра тытса Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче астӑвӑм каҫӗ иртӗ.
«Корифей чувашского языкознания» ят панӑ каҫа кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 14 сехетре пуҫтарӑнӗҫ.
Виталий Сергеевӑн тӗп ӑслӑлӑх ӗҫӗсем морфологипе, лексикологипе, этимологипе, семасиологипе тата морфемикӑпа ҫыхӑннӑ. Вӑл 100е яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, 10 ытла монографи. Сӑмахран, «Морфемика», «Развитие лексической семантики чувашского языка», «Чувашско-тунгусо-маньчжурские лексико-семантические параллели», «Морфемика тата морфологи» (Морфемика и морфология), «Хальхи чӑваш литература чӗлхи» (Современный чувашский литературный язык), «Лексика тата лексикологи» (Лексика и лексикология).
1982 ҫултанпа ӑсчах Н.Н. Уляьнов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |