Ҫапла палӑртнӑ Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Валерий Котеев. Сӑмахне ҫирӗплетме вӑл Шупашкарти «Салют» культура ҫурчӗ умӗнчи ҫӗре ултӑ усламҫӑна тара панине асӑнса хӑварнӑ. Хайхисенчен пиллӗкӗшӗ лавкка уҫма палӑртнӑ иккен, тепри — карас ҫыхӑнӑвӗн салонне.
Ҫӗре тара парасси ҫинчен калакан пӗлтерӗве вӑхӑтра е пурте курма пултаракан хаҫатра пичетлеменнине кура ытти усламҫӑ асӑрхамасӑрах юлнӑ-мӗн. Конкуренци пирки калакан саккуна пӑснӑ тесе монополипе кӗрешекенсем судах ҫитнӗ. Кунпа тӳре килӗшнӗ иккен. Монополипе кӗрешекенсем тара пани пирки калакан хутсене пӑрахӑҫлаттарма та суда тавӑҫ ҫырса панӑ.
Паян Шупашкарти Чапаев скверӗнче «Сӗтев» хаҫат йӗркеленӗ митинг иртрӗ. Халӑхӗ сахал марччӗ — пӗр 200–300 ҫын таранах пухӑнчӗ. Ытларах, паллах, ватӑраххисем. Ҫамрӑксем те ҫук марччӗ ӗнтӗ. Халӑх пухӑвӗнче ытти чухне тухакан ҫынсем те сахал пулмарӗҫ.
Тухса калаҫакансем хушшинче Эдуард Мочалов, Тамара Романова тата ыттисем пулчӗҫ. Хӑйсен сӑмахӗсенче вӗсем депутатсене ӗҫрен хӑтарма («хӑй вӑхӑтӗнче Тамара Романовӑна хӑтарнӑ пек» терӗҫ), Михаил Игнатьева тата правительствӑна отставкӑна яма чӗнсе каларӗҫ. Ҫавӑн пекех Илле Иванова тата «Сӗтев» хаҫата суя айӑпланине сивлеме ыйтрӗҫ.
Халӑх пухӑвӗ ытла та кичем ан пултӑр тесех пулӗ Эдуард Мочалова килӗштерменнисем хӑйсен плакачӗпе тухрӗҫ. «Мочалов, парӑмсене парса тат!», «Мочаловӑн вырӑнӗ тӗрмере!», «Эдик, пӑрах ҫынсене улталама!» ҫырнӑ хутсене туртса кӑларнӑ хыҫҫӑн тепӗр самантранах тенӗ пек вӑл ҫамрӑксене хӑваласа ячӗҫ, плакачӗсене туртса илсе ҫурса тӑкрӗҫ.
Сӑнсем (78)
Мӗнпе тивӗҫтерет 4G? Хула таврашӗнче унӑн хӑвӑртлӑхӗн вӑтам кӑтартӑвӗ мӗнле-ши? 4G тивӗҫтерекен модем, телефон таврашне туянма юрать-и? Ҫак тата ытти ыйтусем ҫине хурав тупма Шупашкар блогерӗсем хула тӑрӑх пӗчӗк ҫӳрев ирттернӗ.
Тест-драйв маршрутне мероприятие хутшӑнакансем хӑйсем суйланӑ пулнӑ. «Мегафонӑн» 4G тетелӗн майне хулан тӗрлӗ вырӑнӗсенче тӗресленӗ: ҫӗнӗ ҫурт-йӗр таврашӗнче, нумай ҫын ҫӳренӗ вырӑнсенче, хулан промышленность зонисенче. Тӗрӗслеве вара ятарлӑ виҫе техникипе тата ахаль телефонпа пурнӑҫланӑ.
Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх 4G хӑвӑртлӑхӗн вӑтам кӑтартӑвӗ 30 Мбит/ҫ, ытти вырӑнсенче вара 45 Мбит/ҫ та ҫитнӗ. Ҫӗнӗ технологи мелӗпе усӑ курас текенсене карас версийӗ ҫеҫ кирлӗ: телефон е модем.
«Хӑв куҫпа курни, илтнинчен лайӑхрах» каларӑша тӗпе хурса Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов Элкер урамӗнче вырнаҫнӑ мини-пасара кӗрсе тухнӑ. Унта вара чӑваш ял хуҫалӑх продукцине сутаҫҫӗ, ҫав шутӗнчех килте ӳстернӗ пахча ҫимӗҫсемпе ҫырласем те.
Леонид Ильич суту-илӳ ӗҫне пурнӑҫлакансене микрорайон ҫыннисене юрӑхлӑ продукципе тивӗҫтерсе тӑннишӗн тав сӑмахӗ каланӑ.
Администраци пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫынсем суту-илӳ ӗҫӗшӗн тӳллемесӗрех хӑйсен сад-пахчинче ӳсекен ҫимӗҫсене сутса тӑма пултараҫҫӗ. Шупашкарта ун пек вырӑнсем пурӗ 24.
Элкер урамӗнчи сад-пахча ҫимеҫӗсене сутакан мини-пасар Мускав районӗнче чи пысӑк суту-илӳ лаптӑкӗ шутланать. Унта 12 картланӑ навес тата 6 сӗтел: пӗтӗмпе 78 суту-илӳ вырӑнӗ.
Ҫурла уйӑхӗ ҫитнӗрен вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсем пӗччекен ҫӗнӳ вӗренӳ ҫулӗ валли хатӗрленме тытӑнчӗҫ. Шкул ачисем лавккасем тӑрӑх чупса хӑйсене валли кирлӗ тумсем, тетрадь-калем таврашӗсем туянаҫҫӗ. Шӑпӑрлансемшӗн ку хӑйне майлӑ пӗчӗк уяв. Анчах та пур ача-пӑча та ку савӑнӑҫа туллин туйса илеймест. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен: нумай чухне ашшӗпе-амӑшӗн явапсӑрлӑхӗ, укҫа-тенкӗ ҫитменни.
Шупашкар хулинчи Мускав районӗн ачалӑха сыхлас пайӗн ӗҫченӗсем ҫак лару-тӑрӑва лайӑхлатас тесе «Ачана шкула яма хатӗрленер!» акци иртерет.
Нушаллӑ ҫемьесенче пурӑнакан ачасене ҫыру таварӗсем кирлӗ: ручка, кӑранташ, сӑрсем, пластилин, тетрадь тата ытти вӗренӳ япаласем.
Ыр ӗҫ тӑвас текенсем акцине пӗчеккӗн хутшӑнма та тытӑннӑ. Тӗпленрех акци ҫинчен ҫак телефон номерӗсемпе ыйтса пӗлме пулать: 23-52-18, 23-52-15, 23-52-29.
Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ хӑшӗсем. Ӑслӑлӑхпа техника аталанӑвӗ пирки мар-ха... Конкурс тесен тем те пӗр шухӑшласа тупни тӗлӗнтерт.
Шупашкарта, акӑ, хӗрсем машина ҫӑвассипе конкурс йӗркеленӗ-мӗн. Ҫурма ҫарамасланнӑ та (хам кайса курман-ха, ӳкерчӗксем тӑрӑх ӑнланма пулать) вӗсем ӗҫе пуҫӑннӑ. Вӗсене пӑхма тем тӗрлӗ машина пырса ҫитнине пӗлтереҫҫӗ. Пухӑннӑ 40-е яхӑн автомобиль хушшинче ИЖран тытӑнса «Мерседес Бенц» таранах пулнӑ-мӗн.
«Эпир ку мероприятие водительсен тӗксӗм кунӗсене илемлетме пухӑнтӑмӑр», — тенӗ конкурс йӗркелӳҫи Дмитрий Матвеев. Унта хӑйсен клубӗн чи чипер пикине суйланӑ. Ҫак ята тивӗҫессишӗн хӗрсем машина кӑна ҫуман, ташласа та кӑтартнӑ. Йӗркелӳҫӗсем вӗсен илемне, авкаланма пултарнине тата машина ҫунине кура хакланӑ имӗш. Ҫӗнтерме вара Татьяна Вастеева пултарнӑ. «Ачаранах атте машинне ҫуса ӳснӗ те эпӗ ҫавӑнтанпа машинӑсене юрататӑп. Кунта хитре машинӑсемпе илӗртӳллӗ каччӑсем нумай. Тирпейлӗхе кӑмӑллатӑп. Ҫакӑ ҫӗнтерме пулӑшрӗ те», — тенӗ вӑл.
Ҫурлан 18-мӗшӗнчен тытӑнса Шупашкартан Ӗпхӗве 899 тенкӗпе вӗҫме май килӗ. Хаксем пирки каласан, унӑн виҫи темиҫе пин тенке ҫитме пултарать имӗш. Ку вӑл хӑҫан туяннинчен килет тесе пӗлтереҫҫӗ.
Авиарейссене юнкунсерен, эрнекунсерен тата вырсарникунсерен йӗркелӗҫ. Кунтан вӗсем 13 сехет те 30 минутра хускалаҫҫӗ, Ӗпхӗве 17 сехет те 40 минутра ҫитмелле. Вырӑнти вӑхӑтпа — тепӗр май каласан 2 сехет ытларах ҫеҫ кирлӗ пулӗ. Самолетсем авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗччен вӗҫме тытӑнмалла.
Авиарейссене «Тутарстан» авиакомпани 9 вырӑнлӑ «Cessna Grand Caravan» самолетсемпе йӗркелӗҫ.
Шупашкарта ӗнер «Шевроле» тата «Опель» автомашинӑсен дилер центрӗ уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ.
Дилер центрне уҫнӑ компание Михаил Васильевич пысӑка хурса хакланӑ, мӗншӗн тесен ҫаврӑнӑҫуллӑ ҫав предприяти автомашинӑсем сутма хальхисене шутласан Шупашкарта виҫҫӗмӗш центр уҫать иккен. Республика ертӳҫи ҫамрӑксем валли ӗҫ вырӑнӗ туса пани уйрӑмах паха иккенне палӑртнӑ. Дилер центрӗсем уҫакан компани 400 ытла ӗҫ вырӑнӗ туса панӑ-мӗн. Ӗҫ укҫине те япӑх мар тӳлеҫҫӗ имӗш.
Хальхи центр машинӑсене сутнипе пӗрлех тӗрлӗ юсавпа та аппаланӗ. Машинӑн саппас пайӗсене те сутлӑха кӑларать.
Сӑнсем (16)
«Сывлӑх енчен хавшани — пурнӑҫ вӗҫӗ», — каларӑш тӗресех маррине республика спортсменӗсем хӑйсен тӗслӗхӗпе яланах ҫирӗплетме хатӗр. Ӗнер те, ҫурлан 6-мӗшӗнче сусӑрсем ҫӑмӑл атлетикӑпа тата шывра ишессипе Раҫҫейӗн юниорла пӗрлешӳллӗ ушкӑнӗн йышӗнче колясочниксен тата чӑлахсен халӑхсем хушшинчи спорт федерацийийӗн пӗтӗм тӗнчери юниорла вӑййисене (IWAS) хутшӑнма Пуэрто-Рико ҫӗршывне ҫул тытнӑ.
Ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне пирӗн ентеш те — Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗ Константин Репин (тренерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Андрей Михалов) та кӗнӗ.
Константин ахаль лекмен ҫак ушкӑна. Шупашкарта ҫӗртме уйӑхӗнче чӑлахсем хушшинче ҫӑмӑл атлетикӑпа чемпионат тата Раҫҫей первенстви иртнӗ. Ҫак ӑмӑртун пӗтӗмлетӗвсем тӑрӑх ӗнтӗ Константин Репин Тӗнче первинствине кайма тивӗҫнӗ. Пӗлме: ҫамрӑк спортсмен яшсем хушшинчи 100 тата 200 метр чупура ҫӗнтернӗ кӑна мар, унсӑр пуҫне унӑн кӑтартӑвӗ ҫӗршыв чемпионатӗнче Т-38 ушкӑнлӑ спортсменсем валли чи лайӑххи пулнӑ.
Пуэрто-Рикори пӗтӗм тӗнчери вӑйӑсем ҫурлан 16-мӗшччен пырӗҫ.
Тӑмран япала ӑсталакансем кӑҫал Шупашкарта симпозиума пуҫтарӑнӗҫ. «КераМагия» ят панӑ мероприяти тӗрлӗ регионти маҫтӑрсене пухмалла. Ҫав шутра Чулхулари, Кисанти, Нальчикри, Егорьевскри, Мускавпа Питӗрти ӑстасем. Тӑмран илемлӗ тем тӗрлӗ япала хатӗрлеме май пуррине вӗсем пултарулӑх лаҫҫисенче кӑтартӗҫ. Ӑсталӑха ӑша хывас текенсене вара хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑха ним мар вӗрентӗҫ.
Симпозиум ҫак уйӑхӑн 10-25-мӗшӗсенче иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |