Ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушнӑ ваттисем. Патне ҫитсен хускалса кайсан тем туса ӗлкӗрмелле… Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттернӗ ҫак кунсенчи канашлусенчен пӗринче ҫӳлерех асӑннӑ шухӑша тӗпе хурса калаҫнӑ та.
Коммуналлӑ хуҫалӑх отрасльне хӗле хатӗрлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ та унта. Юсамаллине юсаса ҫитерсен те чӑрмав пуласран хӑрамалла. Ара, газшӑн, ҫутӑшӑн, коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннӑ тата ытти тӑкака вӑхӑтра тӳлесе татмасан ҫав пулӑшӑва кӳрекенсем ним те мар кутӑнлашма пултараҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне парӑм виҫине муниципалитетсем 27 процент чакарнӑ. Кун пирки строительство министрӗ Олег Марков асӑнса хӑварнӑ. Виҫӗ муниципалитет (канашлу пирки хыпарланинче вӗсене ятран асӑнман та, хӑшӗсем иккенне пӗлейместпӗр) парӑм тавраш пухман-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗмӗрле хулин тӳлемелли аванах пуҫтарӑннине каланӑ. Парӑмлӑ управляющи компанисене те асӑнса хӑварнӑ. Кунта 318,5 миллион тенкӗ таран пухса янӑ «Новэк», 57,3 миллионлӑ «Реал-Люкс», 37,9 миллионлӑ «Ниди» компанисене кӗртнӗ. «Коммуналлӑ технологисем» обществӑн парӑм чакма мар, чӗрӗк пай ытларах хушӑнса кайнӑ иккен — 454 миллиона ҫитнӗ.
Шупашкар хула кунӗ ҫитесси нумай та юлмарӗ ӗнтӗ — эрне ытларах кӑна. Ҫавна пулах ӗнтӗ уява халь хӗрсе кайсах хатӗрленеҫҫӗ.
Шупашкар хули кӑвакалсен кӳлеписемпе тулса ларӗ иккен. Стеклопластикран ӑсталанӑскерсем пысӑках мар, 140х140 см кӑна. Йывӑрӑшӗпе те сахал — 20 кило ҫех. Ҫавах та ҫирӗп тӑтӑр тесе ӑна тимӗр постамент ҫине вырнаҫтарӗҫ.
Уява хатӗрлекен комитета ку шухӑшпа пӗри пынӑ иккен, тӳре-шара вара унпа килӗшнӗ. Ара, кӑвакалсем хула гербӗнче те пур-ҫке. Ҫапла май малтан йывӑҫран кӳлепине касса ӑсталанӑ, кайран вара ун ӗлкипе усӑ курса ҫак кӑвакалсене хатӗрленӗ.
Ҫак кунсенче стекластикран ӑсталанӑ пӗр кӑвакала хулана илсе ҫитернӗ иккен — вырӑна вырнаҫтарсан вӑл епле курӑннине тӗрӗсленӗ пулать. Хула кунӗччен вара 10 кӑвакал ҫитмелле. Халӑх кӑмӑлне ҫӗклемешкӗн вӗсене уявӑн ҫутӑ тӗсӗсемпе сӑрласа лартӗҫ.
Шупашкарпа Лапсар ял тӑрӑхӗн чиккинче, Вӑрманкас ялӗ ҫывӑхӗнче юпа ларать. Шупашкарпа Кӳкеҫ хушшинчи ҫулпа ҫӳрекенсем ӑна курнӑ курнах ӗнтӗ.
Фёдор Мадуров ӳнерҫӗ пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ Чӑвашсен йӑлари инемлӗхӗн вырӑнти «Турӑ» тӗн пӗрлешӗвӗ сӑваплӑ ӗҫ тӑвать ӗнтӗ — пирӗн мӑн асаттесем тытса пынӑ, пирӗн асаттесем упраса хӑварнӑ халӑх тӗнӗн пурнӑҫне тӑсать. Анчах ҫак пӗчӗк пӗрчӗ евӗр япала та православи тӗнӗшӗн пӳрнене кӗнӗ шӑрпӑк пекех — патшалӑх толерантность пирки кунӗн ҫӗрӗн калаҫать пулин вӗсем пирӗн халӑхӑн авалхи тӗнне йышӑнасшӑн мар. Вӑрманкас патӗнчи юпапа ҫыхӑннӑ пур пӑтӑрмах та, Фёдор Мадуров шухӑшӗпе православӗ пупӗсем хистенипе пулса иртет: малтан ку юпана пуртӑпа такканӑ (хӗрарӑм алли пулни тӳрех паллӑ), кайран лартнӑ йӑмрасене тӳнтернӗ, ҫӑлкуҫа питӗрсе хунӑ. Хальтерех вара, кӑна хӑвсамӑр та асӑрханӑ пуль, ҫывӑхра карта тытса ҫавӑрнӑ. Ку та кӑна мар, юпана кӑларса перес тесе чавма та пуҫланӑ, анчах те хурахӑн вӑйӗ ҫитмен, те такам хӑратнӑ — ӗҫне туса ҫитереймен.
Фёдор Мадуров каласа панӑ тӑрӑх ҫак ӗҫ-пуҫсем пирки ӑҫта кӑна ҫырман пулӗ — пӗр тӳре-шара та хутта кӗресшӗн пулман.
Шупашкарта 2008 ҫултанпа иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль килес ҫул ҫу уйӑхӗн 19–24-мӗшӗсенче пулӗ. Кун пирки иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев йышӑну тунӑ.
Республикӑн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ҫулсенче 330 ытла фильм кӑтартнӑ. Кинофестиваль ӗҫне хамӑр тата ют ҫӗршыври 220 ытла киноматограф хутшӑннӑ. Фильмсене тӳлевсӗр кӑтартаҫҫӗ, пултарулӑх ҫыннисемпе йӗркелекен тӗлпулусемшӗн те кӗсьене ҫӳхетме кирлӗ мар.
Кинофестивалӗн президенчӗ пулма 2009 ҫултанпа Раҫҫей халӑх артистне Карен Шахназарова, «Мосфильм» киноконцерн гендиректорне Карен Шахназарова ҫирӗплетеҫҫӗ. Шел те, юлашки ҫулсенче вӑл тӗрлӗ сӑлтава пула фестивале килейменччӗ. Килес ҫул та ӑнах президент пулма шанасшӑн. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шахназаровпа Мускавра тӗл пулсан сӑмах хускатнӑ, лешӗ килӗшнине пӗлтернӗ.
«Малтан ятшӑн ӗҫлемелле, унтан ят саншӑн ӗҫлӗ», — тесе тахҫан пӗри калани аса килчӗ. Ку каларӑш ят-сумшӑн ҫунакан ҫынна ҫывӑхрахӑн туйӑнать. Анчах хисеплӗ ята, сума ӗҫпе кӑна ҫӗнсе илме пулать-тӗр. Тепӗр ҫынсем пирки нумай каласа кӑтартма кирлӗ те мар — ятне кала та уйӑрса илеҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑн пек ҫынсенчен пӗрин шутне Максим Михайлова кӗртмелле. Максим Дормидонтович — СССР халӑх артисчӗ. Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗн хӑвачӗпе тӗрек илсе ӳснӗ вӑл. Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл, баспа юрланӑ опера артисчӗ, ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет.
Ентешӗсем тата Чӑваш Республики сумлӑ ҫыннӑн ятне асра тытать. Паллӑ куна халалласа епле мероприятисем ирттерессине унчченех палӑртса хунӑ, вӗҫӗмех йӗркелеҫҫӗ. Ҫавсен шутне ача-пӑча викторинисенчен пуҫласа Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 20-25-мӗшӗсенче иртекен Ҫамрӑк опера юрӑҫисен халӑхсем хушшинчи III конкурсӗ таранах кӗртмелле. Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗнче вара ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче уяв каҫне пухӑнӗҫ.
Моряксене асӑнса Комсомольскинче палӑк уҫни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, ун пекки Патӑрьелте те пур. Халӗ, ав, Шупашкар хулинче уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Моряк пулнисем Шупашкар хулинче, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри тата Пӑрачкав районӗсенче уйрӑмах йышлӑ-мӗн.
Палӑка «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче вырнаҫтарӗҫ. Никӗсе Ҫарпа Тинӗс флочӗн кунӗнче янӑ. Ку мероприятие флот ветеранӗсемсӗр пуҫне тӳре-шара та хутшӑннӑ. Пӗрремӗш чула хума ӗнерхи моряксене тата кадет шкулӗн вӗренекенӗсене шаннӑ. Палӑка ҫитес ҫул уҫма палӑртаҫҫӗ.
Ҫыхӑнусӑр каланӑн туйӑнать-тӗр ку йӗркесене вуласан. Чӑннипех ҫапла. Ӗҫӗ-пуҫӗ акӑ мӗнпе ҫыхӑннӑ. Мускаври йӗрке хуралҫисем ҫул ҫитмен хӗре Дагестан ҫынни пусмӑрланӑ тесе шухӑшланипе хайхине тытса чарас тенӗ, вӑл ӗҫленӗ ҫӗре — Матвеевски пасара — пырса кӗнӗ. Арҫынна майлӑ пулса юлташӗсемпе тӑванӗсем сиксе ӳкнӗ. Пӗр полицейские вӗсем амантмаллипех амантнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Мускав полицейскийӗ пасарти мигрантсене тӗрӗсленӗ те саккунлӑ мар майпа ӗҫлесе пурӑнакансем сахал маррине асӑрханӑ.
Шупашкар полицейскийӗсем те тӗп хулари мигрантсене тӗрӗслеме шут тытнӑ. Ара, пӗлсе пӗтер — регистрациленмесӗр-мӗнсӗр пурӑнакансем те, ятарлӑ ирӗк илмесӗрех кунта килнисем те пур-тӑр... Иртнӗ уйӑхра кӑна, ав, миграци саккунне пӑснӑ ют ҫӗршыв ҫыннисене 15-не тытса чарнӑ иккен. Вӗсем Таджикистанран, Узбекистанран, Арменинчен, Грузинчен тата Испанирен килнӗскерсем иккен.
Шӑмӑ чирӗпе аптӑракансем малашне Шупашкартах сипленме пултарӗҫ. Унпа 50 ҫултан аслӑраххисенчен кашни виҫҫӗмӗш хӗрарӑм тата кашни пиллӗкмӗш арҫын аптӑрать иккен.
Асӑннӑ сывлӑх сиплев учрежденийӗнче ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Остеопороз центрне хута янӑ. Чире малтанхи паллӑсем тӑрӑхах тупса палӑртма унта ҫӗнӗ йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ. «Центрта тӳлевсӗрех йышӑнатпӑр, ӑна валли район пульнцисенчи терапевт ҫырса панӑ направлени кӑна кирлӗ», — тесе пӗлтернӗ диспансер ертӳҫи Татьяна Маркелова.
Шупашкар хулинчи Деменьтев урамӗнче 18-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ таврашӗнче хӑйне евӗрле пӗчӗк «аквапарк» ӑсталаннӑ. Ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн ача-пӑча площадкинче пысӑк, тарӑн кӳлленчӗк пулса тӑрать. Ҫав хушӑрах ӑмӑр кунсенче ланкашка хӑйӗн тарӑнӑшне ҫухатмасть, ӳссе тӑрать ҫеҫ.
Шӑпӑрлансене ку вара пачах та кулянтармасть, вӗсем хаваспах ача-пӑчасем валли ятарлӑ ӑсталанӑ сӑрт ҫинчен шывалла шуса анаҫҫӗ, унта кӑвакалсем пек чӑпӑлтатаҫҫӗ. Ҫав-ҫавах ку кӳлленчӗке кӗме именсе тӑракансем те пур. Ҫавӑнпа та ҫутҫанталӑк ӑсталанӑ «аквапарк» пурин кӑмӑлне те каймасть ҫав.
Ҫумӑр паян та япӑхах мар ҫурӗ апла тӑк «мини-аквапаркра» шыв татах та тулӗ-ха, хӳхмӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкарта Краснодартан килнӗ ҫын хӑналанать. Ара, вӑл кӑна-им, таҫтан такам та килет пуль тесе пӗтӗмлетме ан васкӑр-ха. Арҫын унтан квадроциклпа персе ҫитнӗ. Унччен вара вӑл Урал тӑвӗсем патне ҫаврӑнса килнӗ. Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫула тухӑнскер 9 пин километра яхӑн ҫӗннӗ. Анчах Шупашкартан тӑван тӑрӑхне ҫаврӑнса кайма палӑртмасть иккен-ха — вӑл Раҫҫейӗн Европа енчи чи ҫурҫӗр вырӑнне, Рыбачий ҫурутрав патне ҫитесшӗн. Арҫын кӑсӑкланӑвӗне арӑмӗпе ачи те пайлаҫҫӗ иккен. Анчах вӗсем квадроциклпа ларса тухман — упӑшки тата ашшӗ ҫитес хулана трейлерпа (йывӑр тиев турттаракан машинӑсемпе), куҫса пыраҫҫӗ. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, автостоп текен меслетпе.
Краснодартан тухнӑ ҫулҫӳревҫӗсене кашни хуларах хӑйӗн тусӗсем — вырнӑти мотоклуб членӗсем кӗтсе илеҫҫӗ иккен, вӗсемех маршрут пирки ӑнлантараҫҫӗ иккен. Шупашкарсем, сӑмахран, ӑна Чулхулана ҫити ӑсатса ямалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |