Республикӑн тӗп хулинчен Турцие канма каякансен йышне Шупашкарти аэропорт икӗ хут ӳстересшӗн. Маларах «Пегас Туристик» компани самолетсене 10 кунта пӗрре вӗҫтерес тенӗ. Халӗ ҫӗршыври пысӑк турооператорсенчен пӗринпе калаҫса татӑлнӑ. Ҫапла туни Анталия хулине тӳрремӗн каякан рейссене Шупашкартан икӗ хут нумайлатма май парӗ.
Маларах эпир Турци Раҫҫей ҫыннисене ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех кӗртме пуҫласшӑннине хыпарланӑччӗ. Аса илтерер, «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра Мускавпа сӳтсе явасшӑннине асӑннӑччӗ. Ун пирки Турцин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мевлют Чавушоглу каланӑ. Хӑйӗн шухӑшне министр Антальере Раҫҫей гражданӗсемпе тӗл пулнӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе ҫыхӑннӑ ку пӑтӑрмах иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Шупашкарта пулса иртнӗччӗ. Следовательсем палӑртнӑ тӑрӑх, Юрий Шлепнев Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи кафере 32 ҫулти арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрӳленсе кайнӑ «халӑх тарҫи» ҫамрӑка хырӑмӗнчен чикнӗ. Шар курнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна пулӑшу кӳнӗ.
Пуҫиле ӗҫе халӗ прокуратура ҫирӗплетсе Шупашкарӑн Мускав район судне ярса панӑ. Юрий Шлепнев ҫынна ятарласа ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе палӑртнӑ. Депутат хай айӑпне йышӑнман, сывлӑха сиен кӳнипе те килӗшмен. Анчах ҫав каҫ «Товарищ» (чӑв. Юлташ) кафере пулнисем пӑтӑрмаха хайсен куҫӗпе курнӑ та, «халӑх тарҫи» темле тунсан та тӗпчевҫӗсем ӗненмен.
Шупашкарта пурӑнакансем хулара светофор ҫитменнине палӑртса тӳре-шара патне ҫитнӗ. Вӗсен ыйтӑвне ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Светофорсене хулан ҫак вырӑнӗсенче ларттарасшӑн: Пирогов урамӗнчи 1/1-мӗш ҫурт патӗнче («За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта ҫырнӑ тӑрӑх, асӑннӑ урамра ун пек ҫурт ҫук. Ҫавӑнпа та кунта сӑмах 1-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ пирки пырать-ши, анчах унта светофор пур тесе пуҫ ватнӑ. Е, тен, 1-мӗш ҫурт патӗнче вырнаҫтарасшӑн-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ); М. Павлов тата Надежда урамсем, Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗпе Шумилов урамӗсем, Кадыков тата Бауман урамӗсем, М. Павлов тата Гузовский урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте, Граждан урамӗнчи «Яноушек урамӗ» чарӑну патӗнче.
Герценӑн 2-мӗш урамӗнче машинӑсем хутлассине чакарасшӑн, Ватутин урамӗнче пӗр майлӑ кӑна ҫӳреттересшӗн. Президент бульварӗнчи «Экономика институчӗ», «Лебедев урамӗ», «Чернышев урамӗ» чарӑнусене хитрелетесшӗн.
Пассажирсене турттаракансем 59-мӗш маршрута тата 5-мӗш автобус маршручӗсене «Лента» патне ҫитересшӗн, Ленин урамӗнче Гагарин урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте сулахаялла пӑрӑнма чарасшӑн, Мускав проспектӗнчен Ҫурҫӗр пасара пӑрӑнмалли ҫула хӑтлӑх кӗрттересшӗн.
Нарӑс уйӑхӗнче Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченне маршрутчиксенчен сӗтев илни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна Алексей Ладыков ӗҫрен кӑларса янӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсем ҫав арҫын тата пысӑкрах сӗтев илнине тупса палӑртнӑ. 40 пин тенкӗ — тинӗсри тумлам кӑна пулнӑ-мӗн.
Хайхискер икӗ усламҫӑран 280 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Ҫакӑншӑн чиновник маршрутчиксене сахалрах тӗрӗслеме, килӗшӳсене пӑрӑхӑҫламасса шантарнӑ.
Халӗ ҫак тӳре-шарана килтен тухмалла мар тунӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хура ӗҫӗшӗн вӑл 2–4 миллион тенкӗ штраф тӳлеме пултарӗ.
ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов ирхине Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫитме йывӑр пулнине хӑй курса ӗненнӗ. Ку — тахҫантанпах ҫивӗч ыйту.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхи 6 сехет ҫурӑра Владимир Иванов Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсемпе тата журналистсемпе пӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарти общество чарӑнӑвӗсене ҫитнӗ, унти лару-тӑрӑва сӑнанӑ. Хула ҫыннисем ирхи 7–8 сехетсенче Шупашкара аран-аран ҫитеҫҫӗ. Маршруткӑсем туп-тулли.
«Турист» чарӑнура, тӗслӗхрен, ҫур сехетре 262-мӗш маршрутка икӗ хутчен ҫеҫ иртсе кайнӑ. Пӗри те чарӑнман. Ҫынсем ҫапла кашни ир 20-30 минут кӗтсе тӑраҫҫӗ. Уйрӑмах хӗлле Шупашкара ҫитме йывӑр-мӗн.
Хӑшӗ-пӗри ӗҫе ӗлкӗрес тесе машина чарать. Ҫынсем влаҫ ку ыйтӑва татса парасса тахҫантанпах кӗтеҫҫӗ. Чиновниксем хулара ку енӗпе чӑнах та ыйту ҫивӗч пулнине ӗненнӗ. Владимир Иванов министр маршруткӑсен час-часрах ҫӳремеллине палӑртнӑ. Ку ыйтӑва вӑл тӗрӗслесех тӑрӗ.
Шупашкарта чи лайӑх вӗрентекене суйланӑ. Ҫак ята тӗп хулари 46-мӗш гимназире ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Диана Харченко тивӗҫнӗ.
Конкурс финалӗ пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 45-мӗш шкулта иртнӗ. Кӑҫал унта 27 вӗрентекен хутшӑннӑ. Анчах вӗсенчен 12-шӗ ҫеҫ финала ҫитнӗ.
46-мӗш гимназири педагога ҫитекенни пулман. Икӗ конкурс витӗр тухса вӑл «Ҫулталӑкри вӗрентекен» ята тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна 20-мӗш шкулти биологипе хими вӗрентекенӗ Марина Николаева тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — 29-мӗш шкулти Вера Морушкина. Вӑл математика предметне ертсе пырать.
Диана Харченко Шупашкар чысне республика шайӗнче иртекен конкурсра хӳтӗлӗ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Енре ачасене ҫуллахи лагере канма яма ашшӗ-амӑшӗнчен заявлени пухма пуҫлӗҫ.
Заявленисене электрон меслетпе йышӑнаҫҫӗ. Апла пулин те аслисем хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать. Черет йӗркеллӗ пынипе пыманнине тӗрӗслесе тӑма Чӑваш Енре общественниксен ушкӑнне пухаҫҫӗ. Вӗсем тӗрӗслев тивӗҫне хӑйсем ҫине илӗҫ. Уйлӑха каймалли заявленисене епле йышӑннине сӑнаса тӑрас текенсен Шупашкарти М. Горький урамӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Ҫамрӑк пуҫаруҫӑсен центрне» кайса хут ҫырмалла. Ӗҫе вӗсене республикӑн Вӗренӳ министерстви ака уйӑхӗн 4—6-мӗшӗсенче хӑнӑхтарӗ.
Аса илтерер, кӑҫал путевка 13 пин те 767 тенкӗ пулмалла. Хак пӗлтӗрхинчен 700 тенкӗ ӳсӗ. Анчах тӳре-шара ҫӑмӑллӑхсем упранса юлнине пӗлтереҫҫӗ.
Тунтикун Шупашкарти хӑш-пӗр районӗсенче ҫутӑ пӗтнӗччӗ. Теприсене ҫакӑ шырлӑх та кӳнӗ — техника ҫунса кайнӑ тӗслӗхсем паллӑ пулнӑ. 18 пин ҫын вӑхӑтлӑх ҫутӑсӑр юлнӑччӗ.
Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах сӑлтавӗ «Южная-2» (чӑв. 2-мӗш кӑнтӑрти) сывлӑшри линин 34-мӗш юпи ҫывӑхӗнче пралуксем перӗннипе (кӗске замыкани пулса иртнӗ) ҫыхӑннӑ. Халь ку тӗлӗшпе тӗрлӗ ведомство ҫыннисенчен йӗркеленӗ ушкӑн тӗпчев ирттерет, унӑн пӗтӗмлетӗвне 20 кун хушшинче пӗлтерме шантараҫҫӗ.
Техника ҫунса кайнипе шар курнӑ ҫынсен ертӳлӗх компанисене е «Чувашская энергосбытовая компанине» (чӑв. Энергипе тивӗҫтерекен чӑваш компанийӗ) ҫитмелле. Енчен те шырлӑх кӳнине саплаштарма килӗшмеҫҫӗ пулсан — суда ҫитме тивӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин район сучӗ патӗнче полицейскисем тӑватӑ ҫамрӑка тытса чарнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» портал Алексей Глухов право хуралҫи пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Каччӑсене «административлӑ протокол ҫырма» тесе полицин 1-мӗш пайне илсе кайнӑ-мӗн. Пакунлисен аллине ҫакланнисем хушшинче Семен Кочкин, Роман Романов, Дмитрий Робсон тата Константин Ишутов пулнине пӗлтернӗ.
Аса илтерер, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗ патӗнче халӑх пухӑвӗ иртнӗ. Асӑннӑ каччӑсем унта хутшӑннӑ. Ӗнер вӗсем Юрий Сидоров ятлӑ ҫын тӗлӗшпе пыракан суд процессне кайнӑ. Лешне полицие пӑхӑнман, «Молодая Гвардия» (чӑв. Ҫамрӑк гварди) йӗркеленӗ экологи митингӗнчен каясшӑн пулман тесе суд ӑна пин тенкӗлӗх штраф ҫырса панӑ-мӗн.
Тытса чарнисем «Ҫыхӑнура» портала пӗлтернӗ тӑрӑх, полицейскисем митинга хутшӑннӑ ҫынсенчен сахалтан та утмӑлӑшӗн ятне-шывне, вӗсем ӑҫта пурӑннине пӗлеҫҫӗ тата вӗсенче хайхисен сӑнӳкерчӗкӗ пур.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫейӗн чылай хулинче Дмитрий Медведьев пирки ӳкернӗ фильм тавра халӑх пухӑннине, унта илсе панӑ фактсене тӗрӗслеме, коррупципе кӗрешме ыйтса калаҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов республикӑн Патшалӑх Канашне куҫать. Хулари депутатсен ӗнерхи ларӑвӗнче либерал-демократ полномочирен хӑтарма ыйтса пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче заявлени ҫырнине пӗлтернӗ.
Константин Степанов Шупашкарти Депутатсен пухӑвне парти списокӗпе суйланнӑ. Йышра вӑл ҫав партирен пӗчченех пулнӑ.
Чӑваш парламентне либерал-демократ Надежда Петрова вырӑнне куҫӗ. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ сессире хӗрарӑм-депутат обществӑлла ҫав тивӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнине пӑхса тухнӑччӗ.
Аса илтерер, Патшалӑх Канашӗнче либерал-демократсене виҫӗ вырӑн лекнӗччӗ.
Шупашкарти Депутатсен пухӑвне депутата кама сӗнессине либерал-демократсен партийӗ ҫывӑх вӑхӑтра палӑртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |