Шупашкар хулин мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Политканашӑн ҫитес вӑхӑтра иртекен ларӑвӗнче ӑна партирен кӑларасси пирки ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Кун пирки «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн пресс-служби пӗлтерет.
Регионти уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов каланӑ тӑрӑх, партин уставӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫпе ҫыхӑннӑ ҫынна партирен кӑларма пултараҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ӑна каялла йышӑнаҫҫӗ е кӑлараҫҫӗ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин сайтӗнчи анкетӑна тишкерес тӗк Ирина Клементьевӑн питӗ нумай награда: «Сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ», ЧР Элтеперӗн Тав хучӗ, «Шупашкар хули умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль, «Ветерансен юхӑмӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден, Патшалӑх Канашӗн грамотисем тата ыттисем.
Шупашкарти общество хастарӗ Шупашкарти Ленин палӑкӗ умӗнче пикет тӑвать. Юрий Шакеев ӑна пӗчченех йӗркеленӗ.
Общество хастарӗ Ленин палӑкӗ умӗнче палаткӑра паян пурӑнма тытӑннӑ. Унта вӑл ыран та, ҫу уйӑхӗн 23–24-мӗшӗсенче те кун кунласшӑн.
Юрий Шакеев халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл ҫапла майпа халӑха регионти ҫивӗч ыйтусем тӗлӗшпе куҫ хупмалла маррине пӗлтересшӗн. Ӑна ҫынсене пурӑнма юрӑхсӑр районсене куҫарни кадр политики, политикӑри тӑванлӑх ҫыхӑнӑвӗсем, коррупци тата ытти ыйту канӑҫсӑрлантарать.
Ун патне журналистсем, полици ӗҫченӗсем пынӑ ӗтнӗ. Шакеев йӑлтах ӑнлантарнӑ, лешсем саккуна пӑсма юраманнине асӑрхаттарнӑ та кайнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан ветеран Алексей Яковлев парадра сӑмах паманшӑн кӳреннине сайтра пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть ун патне Шупашкарти Калинин район администрацийӗн ӗҫченӗсем килнӗ, каҫару ыйтнӑ.
Вӗсем унӑн хӗрӗнчен Верӑран та каҫару ыйтнӑ, ку ӑнланманлӑх пулса тухнине каланӑ.
Хӑнасем Алексей Алексеевича тимлӗ итленӗ, унӑн ыйтӑвӗсене хуравлама тӑрӑшнӑ. Мероприяти йӗркелӳҫисем ветеран пӑшӑрханнине пӗлсе тӑрсах мӗншӗн ун патне тухтӑр яман? Ҫакна никам та хуравлайман.
Ветеран каланӑ тӑрӑх, ун патне ҫак пулӑма пачах хутшӑнман ҫынсем каҫару ыйтма килнӗ. Сӑмах паман ҫынсем вара килсе курӑнман.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку хыпара ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Следстви шухӑшӗпе, 2013 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Ирина Клементьева, ун чухне вӑл «Чувашия-Мед» страхлав компанийӗн» тӗп директорӗ пулнӑ, саккуна пӑсса икӗ сделка тунӑ, кун пирки директорсене пӗлтермен, компани пурлӑхӗпе хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланнӑ.
Вӑл 370 ытла тӑваткал метрлӑ лаптӑка пӗр фирмӑна, унӑн директорӗ — упӑшки, 10 ҫуллӑха тара панӑ. Унтан хакне пӗчӗклетнӗ. Чӑннипе вӑл уйӑхне 132 пин тенкӗ пулмалла, фирма вара 80 пин тенкӗ тӳленӗ.
Кунсӑр пуҫне вӑл страхлав компнийӗ ятӗнчен тӗп бухгалтерӑн амӑшне 1,7 пин тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ сутнӑ. Ӑна та 4,4 миллион тенкӗпе мар, 1,5 миллионпа панӑ. Ҫапла майпа страхлав компанийӗн хыснине тӑкак кӳнӗ.
Шупашкарта ҫулсене хак паракан общество комиссийӗ йӗркелӗҫ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хулара «Хӑрушлӑхсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» программа пурнӑҫа кӗрет. Ун валли федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен 664,572 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ку укҫапа хулари 27 ҫула юсӗҫ, ҫул хӗресленекен 5 вырӑна анлӑлатӗҫ тата ытти ӗҫе пурнӑҫлӗҫ.
Шупашкарта ҫул пахалӑхӗсене тӗрӗслекен общество комиссийӗ йӗркеленӗ. Унта кирек кам та кӗме пултарать. Ҫапах ҫул-йӗр ҫинче ӗҫлесе опыт пухнисен унта кӗрес шанчӑк пысӑкрах.
Заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Ехрем купса бульварӗ, 16-мӗш ҫурт. Е электронлӑ почтӑпа ярса памалла: gkhb@gcheb.cap.ru.
Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗ рубрика уҫас терӗ — унӑн ячӗ «Чӑваш усламҫи» пулӗ. Ҫак рубрикӑн тӗп тӗллевӗ — республикӑри халӑха тӑван тӑрӑхра ӗҫ тупма пулӑшасси, хамӑр патрах мӗнле ӗҫ пуҫарма май пурри пирки каласа парасси, инҫетри тӑрӑхсене каймасӑрах республикӑра укҫа ӗҫлесе илме май пурри пирки хыпарласси. Уйрӑмах эпир ҫамрӑксемшӗн кӑсӑклӑ статьясем хатӗрлес шухӑшлӑ — вӗсене вуласа яш-кӗрӗм хамӑр республикӑрах юлса пӗр-пӗр ӗҫ пуҫарма пултарасса шанса тӑратпӑр. Ҫамрӑксемсӗр тем тесен те пирӗн Чӑваш Енӗн пуласлӑхӗ пулаймӗ, пурте пысӑк укҫа ӗҫлесе илес тесе инҫетри тӑрӑхсене тухса кайсан республикӑна кам аталантарӗ?
Хамӑр материалсенче эпир пӗр-пӗр ӗҫе мӗнле пуҫарса ямалли пирки каласа памӑпӑр. Кама кирлӗ ИП уҫмалли вӑрттӑнлӑхсем пирки е хӑш сферӑра ӗҫлесе чи нумай укҫа ӗҫлесе илме май пурри пирки е ытти ҫавнашкал ыйтусен хуравӗсене пирӗнсӗрех тупма пултарӗ. Пирӗн статьясенче эсир ӑнӑҫлӑ усламҫӑсем пирки пӗлейретӗр. Ҫӗнӗ ӗҫ уҫнӑ чухне мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулни пирки, мӗнле ҫӗнӗлӗхсене республикӑра пурнӑҫлама май пурри пирки.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче ВИЧ тата СПИД чирӗсем ернисене палӑртмалли акци иртӗ. Ӗнер ун пеккине Шупашкарти медицина колледжӗнче йӗркеленӗ.
СПИДпа тата инфекци чирӗсен профилактикипе тата ҫав чирсемпе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен республикӑри центр тата «Волонтер-медиксем» общество организацийӗн регионти уйрӑмӗ пуҫарнипе ирттернӗ акци вӑхӑтӗнче студентсене чир ҫинчен каласа кӑтартнӑ, буклетсем валеҫнӗ, ВИЧпа СПИДа тӗрӗслеме анализ илнӗ.
Ун йышши тепӗр акци ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти кооператив институтӗнче иртмелле. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Лакрей вӑрманӗнче йӗркелӗҫ. Унта пухӑннисене чир епле ернине ӑнлантарса панипе пӗрлех сывлӑха тӗрӗслемешкӗн анализ илӗҫ. Ку процедурӑшӑн пӗр пус та тӳлемелле мар.
Шупашкарта 22-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус уҫасси пирки сӑмах тухни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче ҫакна официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ. Вӑл 49-мӗш маршрутка вырӑнне кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчен ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районне ҫӳрӗ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, троллейбус «Ҫӑкӑр» тулли мар яваплӑ общество — Университет» маршрутпа ҫӳрӗ. Кунсӑр пуҫне тепӗр икӗ троллейбус маршрутне кӑштах улӑштарӗ. Ку 9-мӗш маршрута пырса тивет. Вӑл Хӗрлӗ тӳреме анӗ. 21-мӗш троллейбус та маршрута улӑштарӗ. Вӑл университета ҫитсен каялла Гузовский урамӗн ҫулӗпе килӗ.
7-мӗш маршрутлӑ троллейбус вара пачах ҫӳреме пӑрахӗ. Вӑл «Ҫамрӑклӑх бульварӗ – Агрегат савучӗ» маршрутпа ҫӳренӗ.
Ҫитес ҫул ҫӗршыври Сапантуй Шупашкарта иртмелле. Аҫтӑрханта иртнӗ тутарсен наци уявӗнче «Тулпара» Сапантуй элемне Чӑваш Ене панӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, уява тутарсем Шупашкарта ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Икӗ кун каялла, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта тутарсен Сапантуйӗ иртнӗ. Ытти ҫулсенчи евӗрех кӑҫал та наци уявне тутарсемпе Шупашкарта пурӑнакансем Лакрей вӑрманне пуҫтарӑннӑ.
Сӑмах май, Сапантуя ытти вырӑнта та йӗркелеҫҫӗ. Темиҫе ҫул каялла Ҫӗнӗ Шупашкарта тутарсем хӑйсен чи пысӑк уявне паллӑ тунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Тутарсем ҫеҫ мар, тӗрлӗ регионта пурӑнакан чӑвашсем те наци уявне ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Тольяттинче «Уяв» иртмелле.
Орел хулинче шашка енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта Чӑваш Енӗн ҫамрӑк спортсменӗ виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарти 61-мӗш шкулта вӗренекен Даниил Леонидов Раҫҫей шайӗнче иртнӗ ӑмӑртура палӑрнӑ. Вӑл – Европа тата тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусен чемпионӗ. Хальхинче те вӑл медальсем ҫӗнсе илнӗ.
Даниил турнир рекордне ҫӗнетнӗ. Ӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗртнӗ. Команда Болгарире ҫурла уйӑхӗнче 23-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 2-мӗшӗччен иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнӗ.
Сӑмах май, Орелта иртнӗ ӑмӑртӑва Азербайджана, Арменири, Беларуҫри, Грузири, Италири, Латвири, Литвари, Молдовӑри, Раҫҫейри, Украинӑри 160 яхӑн спортсмен хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |