Шупашкара Раҫҫейри 200-е яхӑн архитектор килӗ. Вӗсем Раҫҫейри тӗп архитекторсен Канашӗн ларӑвне хутшӑнӗҫ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче иртӗ.
Хӑтлӑ хула – халап е чӑнлӑх? Архитекторсем ларура ҫак ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Шупашкар хулин тӗп архитекторӗ Владимир Мамуткин ларура ҫак ыйтӑва сӳтсе явнисӗр, хальхи мегаполиссенче хӑтлӑх кӗртмелли ҫӗнӗлӗхсене шыранисӗр пуҫне экспертсем Шупашкарти архитекторсен ӗҫне те хакласа ӗлкӗрессе шанать.
Вениамин Мамуткин пирӗн кӑтартмалли вырӑнсем нумай пулнине палӑртнӑ. Сӑмах май, Пӗтӗм Раҫҫейри канашлу кӑҫал хӗрӗхмӗш хут иртӗ. Вал тӑватӑ куна тӑсӑлӗ.
Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта тутарсем Сапантуйра саванӗҫ. Уяв Лакрей вӑрманӗнче иртӗ.
Сапантуйра яланхи пекех наци вӑййисене тата ӑмӑртӑвӗсене ирттерӗҫ: шӑчӑ ҫине хӑпарӗҫ, михӗсемпе кӗрешӗҫ, куршак ҫӗмӗрӗҫ, йывӑр япаласене ҫӗклӗҫ, кӗвенте йӑтса чупӗҫ, тутар-пушкӑрт кӗрешӗвӗнче (кэряш) вӑй виҫӗҫ.
Ҫавӑн пекех Тутар Республикинчи, Чӑваш Енри ал ӑстисен куравне йӗркелӗҫ, вӗсене сутӗҫ. Уява килнисем тутарсен наци апат-ҫимӗҫне тутанса курӗҫ.
Паллах, уяв юрӑ-ташӑсӑр иртмест. Сапантуйра фолькор ушкӑнӗсем сцена ҫине тухса халӑха савӑнтарӗҫ.
Ака уйӑхӗн 20–28-мӗшӗсенче Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта «Кино возвращается» (чӑв. Кино таврӑнать) ятарлӑ программӑпа тӗрлӗ кино кӑтартассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. «Ну, погоди!», «Мальчик-с-пальчик», «Муха-цокотуха», «Лиса и Заяц», «Шапокляк», «Про собаку Розу» анимацилле кинопа пӗрлех Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарнине те шута илнӗ. Аса илтерер, кӗҫнерни кун, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра И.С. Максимов-Кошкинский 1930 ҫулта ӳкернӗ «Киремет кати» илемлӗ фильма пӑхма май пур.
«Чӑваш Енри пӗр ялти колхозра ӗҫлекенсем ҫӗр ҫителӗксӗр пулнипе асапланаҫҫӗ, комсомолецсем ҫавна пула киремет катине касса-кӑкласа усӑ курмалли ҫӗр фондне ӳстерме сӗнеҫҫӗ. Колхозниксем хушшинче Турра ӗненекенсем те пур, вӗсем ҫак шухӑшпа килӗшмеҫҫӗ, анчах та ҫӗр ҫителӗксӗр пулни ҫӗнтерет...» — паллаштарать фильм содержанийӗпе халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Чӑваш наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева.
Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Иван Васильевич Васильев 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи витӗр тухнӑ, мӑшӑрӗпе пӗрле 7 ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ.
Иван Васильевич 1917 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1938 ҫулта вӑл салтака тухса кайнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан каччӑ III Украина фронтне лекнӗ. Чӑваш каччи фронтра кун кӗнекине ҫырса пынӑ. Халӗ вӑл — ҫемьен чи хаклӑ тупри. Ветеранӑн кун кӗнекипе ӳсекен ӑрӑва паллаштараҫҫӗ. Иван Васильевич вӑрҫӑран лейтенант званийӗпе таврӑннӑ.
Ветеран халӗ хӗрӗ патӗнче, Шупашкарта, пурӑнать. Вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухиччен шкулта истори тата географи предмечӗсене вӗрентнӗ.
Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Космоса парӑнтарнӑ хӗрарӑм» савӑнӑҫлӑ мероприяти иртет. Ӑна Совет Союзӗн паттӑрӗ, тӗнчери пӗрремӗш космонавт-хӗрарӑм Валентина Терешкова 80 ҫул тултарнине халалласа йӗркелӗҫ.
Мероприяти 16 сехетре пуҫланать. Унта кирек кама та тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Аса илтерер: Валентина Владимировна Терешкова пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш космонавт-хӗрарӑм 80 тултарнӑ май Шупашкарта мероприятисем тата ирттерме палӑртнӑ.
Валентина Терешкова — Андриян Николаев космонавтӑн арӑмӗ пулнӑ. Вӗсем 1963 ҫулта пӗрлешнӗ. 18 ҫул пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн уйрӑлнӑ. Вӗсен хӗр Елена ҫуралнӑ. Вӑл тухтӑр профессине суйланӑ.
Шупашкара йывӑр тиевлӗ машинӑсене малашне те кӗртмӗҫ. Ку чарӑва тепӗр 10 кунлӑха тӑснӑ. Хушӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машинӑсен Шупашкарти автоҫулпа ака уйӑхӗн 28-мӗшӗччен ҫӳреме юрамӗ. Ку ҫанталӑк япӑх тӑнипе ҫыхӑннӑ.
Аса илтерер: йывӑр тиевлӗ машинӑсене Шупашкарти ҫулсемпе пуш уйӑхӗн 20-мешӗнчен ҫӳреме чарнӑ. Ку чару ыран, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, пӗтмеллеччӗ. Анчах хула влаҫӗ ӑна тӑсма йышӑннӑ.
Сӑмах май, республикӑра йывӑр тиевлӗ машинӑсене ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗччен ирӗклӗ ҫӳреттермӗҫ.
Йӗпреҫ районӗнче Буинскра ҫынсене кивӗ ҫуртран пӗлтӗрех хӑтлӑ хваттере куҫармалла пулнӑ. Анчах «Санар-строй» компани ӗҫе халӗ те вӗҫлемен. Куншӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ паян ирттернӗ Правительство канашлӑвӗнче строительсене ӳпкеленӗ, васкаманнисен тӗлӗшпе тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма чӗнсе каланӑ.
Аса илтерер, ҫынсене кивӗ тата ишӗлекен ҫуртран куҫармалли программӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.
«Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан муниципалитетсем те пур-ха. Шупашкар хулипе Ҫӗмӗрле районӗнче лару-тӑру ҫӑмӑлах мар. Паянхи куна илес пулсан ҫапах та вӗсенче ӗҫ планпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Программӑна 2017 ҫулта авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмпех пурнӑҫласа пӗтермелле», — тенӗ республикӑн строительство министрӗ Владимир Михайлов.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Мускавра «Раҫҫей мисӗ—2017» наци конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Шурӑ ылтӑнран хатӗрленӗ, 1 миллион доллар тӑракан коронӑна тивӗҫме тата тӗнчери илемлӗх конкурсӗсене хутшӑнма Чӑваш Енри тӑватӑ пике тӗмсӗлнӗ. Ҫавсен шутӗнче — 19 ҫулти Анна Антонова (ӑна Чӑваш Енрен тесе паллаштарчӗҫ), 20-ри Анастасия Рыжкова сцена ҫине Шупашкар ячӗпе тухрӗ, 23-ри Кристина Андреева — Ҫӗнӗ Шупашкар ячӗпе. Чӑваш патшалӑх университетӗнче психолога вӗренекен Ольга Портнова та конкурса хутшӑннӑ. Иркутскра ҫуралнӑ пике хӑйӗн тӑван хулин ячӗпе конкурса хутшӑннӑ.
«Раҫҫей мисӗ» ята Свердловск облаҫӗнчи Полина Попова ҫӗнсе илнӗ. Ӑна 3 миллион тенкӗ укҫа тата автомобиль парнеленӗ. Унсӑр пуҫне ҫӗнтерӳҫӗ пикене тӗнчен кирек хӑш ҫӗршывӗнче вӗренме май туса параҫҫӗ. Анчах кӑҫалхи ҫӗнтерӳҫӗ Раҫҫейрех вӗренес шухӑшлине пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Чӑваш Енре эрех ӗҫсе 200 ытла ҫын шар курнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, кӑҫал эрехпе наркӑмӑшланакансен йышӗ пӗчӗкленнӗ.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр пирвайхи 3 уйӑхра 301 ҫын эрехпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсенчен 65-ӗшӗ вилнӗ.
Ытларах чухне арҫынсем шар курнине палӑртмалла. Ку кӑтарту 78,6 процентпа танлашать. Кӑҫал 14 ҫула ҫитмен 5 ача эрехпе наркӑмӑшланнӑ.
Куславкка, Комсомольски, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле районӗсенче, Канаш, Шупашкар хулисенче наркӑмӑшланнӑ тӗслӗх нумай пулнӑ. Улатӑр, Комсомольски, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле районӗсенче, Ҫӗмӗрле хулинче эрехпе наркӑмӑшланнӑ пур ҫын та вилнӗ.
«Уҫӑ Раҫҫей» хастарне Юрий Сидорова экстремист тесе айӑпласшӑн. Вӑл унччен ача пахчинчен кӑларса янӑ воспитателе (вӑл коррупцие хирӗҫ йӗркеленӗ митинга хутшӑннӑ) судра хӳтӗленӗ.
Паян ун патне ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче участковӑй патне пымашкӑн повестка килнӗ. «Мана «Контактра» соцсетьри страницӑра нацистсен символикине вырнаҫтарнӑ тесе айӑпласшӑн», — тенӗ Юрий Сидоров. Хастар каланӑ тӑрӑх, йӗрке хуралҫисем 2000 ҫулта ӳкернӗ «Сильные силы» илемлӗ фильмран кадрсем скриншот тунӑ. 4 сехете тӑсӑлакан фильмра свастика ялавӗ курӑнать-мӗн. Ку экстремистла материалсене сарнӑшӑн административлӑ явап тыттармалли сӑлтав имӗш.
Сидоров хӑйне участковӑй патне чӗннине чӑваш оппозицийӗнче ӗҫленипе ҫыхӑнтарать. Е, унӑн шухӑшӗпе, ӑна митинг ирттерме чарассишӗн сыхлаҫҫӗ. Шӑпах ҫав кун вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта митинг ирттермешкӗн заявка панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |