Паян, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта федерацин Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи саккун кӑларакан органсен пайташӗсем канашланӑ. Йӑлана кӗнӗ пуху черетленсе тӗрлӗ регионта иртет. Хальхинче Шупашкара килнӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пуҫтарӑннӑ хӑнасене тӗрлӗ ҫӗре илсе кайса кӑтартнӑ. Паянхи ларӑвӑн кун йӗркине кӗртнӗ тепӗр пысӑк ыйту – йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлесе ҫыхӑннӑ ыйту. Ҫавна май кӳршӗллӗ регионтан килнисене ҫав енӗпе ӗҫлекен е унпа ҫыхӑннӑ объектсене кайса кӑтартнӑ: Шупашкарти «Заовражная» шыв тасатакан станцие, Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫап полигонне тата ҫӳп-ҫапа уйӑракан савута, Биологилле тасатмалли сооружение.
Ӗҫ кунне вӗҫленӗ май Правительство ҫуртӗнче анлӑ лару иртнӗ. Унта РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли праваллӑ пайташӗн ҫумӗ Игорь Паньшин хутшӑннӑ.
Шупашкарти тепӗр предприятире ӗҫ укҫине япӑх тӳлеме тытӑннӑ. Чӑлха хапрӑкӗнче ҫынсем виҫҫӗмӗш уйӑх ӗнтӗ шалу илеймеҫҫӗ.
Ҫынсен тӳсӗмлӗхӗ пӗтнӗ. Вӗсем предприяти умне пухӑннӑ. Хапрӑкра тӑрӑшакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене раштав уйӑхӗренпе укҫа паман. Паянхи кун тӗлне парӑм 6 миллион тенке ҫитнӗ.
Харпӑкри лару-тӑру хӑҫан лайӑхланасси паллӑ мар-ха. Пуҫлӑх та час-часах улшӑнать. Ҫынсенчен чылайӑшӗ унта тахҫантанпах ӗҫлет. Халӗ вӗсене ӗҫ вырӑнӗ тупма йывӑр.
Тӗрӗссипе, харпӑкра ӗҫ те ҫук. Ҫынсем уйӑхне 2–3 кун кӑна станок умне тӑраҫҫӗ. Ку уйӑхра ав пачах ӗҫлемен. Ҫавна май ӗҫ укҫи те пӗчӗк: 7–8 пин тенкӗ. Хӑш чухне 5 пин тенкӗ илни те пулнӑ.
Предприятие Наталья Емельянова ертсе пырать. Харпӑк умне пухӑннӑ ҫынсене вӑл шала кӗме ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн ҫынсене раштав уйӑхӗнчи шалӑва тӳлеме тытӑннӑ. Эрне вӗҫнелле раштаври ӗҫ укҫине парса татма шантарнӑ. Ака уйӑхӗнче вара харпӑка туллин ӗҫлеттерсе яма палӑртнӑ. Хальлӗхе станоксем материал туянма укҫа ҫитменрен чарӑнса ларнӑ. Правительствӑра харпӑкри лару-тӑрӑва сӑнасах тӑраҫҫӗ. Предприяти хупӑнасси пирки калаҫмаҫҫӗ-ха.
Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне халалласа пуш уйӑхӗн 25–26-мӗшӗсенче ЧР Наци вулавӑшӗнче актуаллӑ тата виртуаллӑ поэзин фестивалӗ иртет. «ГолосА» фестиваль кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут йӗркеленӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкара Мускаври, Питӗрти, Хусанти, Чулхулари, Чӗмпӗрти, Сарӑтури, Самарти поэтсемпе критиксем килӗҫ. Вӗсем поэзии вулавне, ҫӗнӗ кӗнекесен хӑтлавне хутшӑнӗҫ. Хӑйсем лекцисем, докладсем вулӗҫ, видеохӑтлав ирттерӗҫ.
Кӑҫал фестивальте ҫӗнӗлӗхпе савӑнтарӗҫ: «micro Art Book Fair» проект пулӗ. Швецири «Ariel» издательство, Чӑваш кӗнеке издательстви, Шупашарти тата Хусанти харпӑр издательствӑсем хутшӑнӗҫ. Игорь Улангин ӳнерҫӗ пичет графики енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттерӗ.
Аса илтерер: ку фестиваль 2008 ҫулта пӗрремӗш хут иртнӗ. Вӑл регионсен хушшинче кӑна йӗркеленет пулин те унӑн географийӗ ҫулсерен анлӑланса пырать. Тӗрӗссипе, вӑл халӗ тӗнче шайӗнчи фестиваль пулса тӑнӑ.
Раҫҫейре эрех хакне хӑпартасшӑн. РФ Финанс министерствине ҫур литр эрех хакне 219 тенкӗ таран ҫитерме хушнӑ. Кун пирки «Интерфакс» пӗлтерет.
Аса илтерер: халӗ ҫур литр эрех сахалтан та 190 тенкӗ тӑрать. Унӑн хакне 29 тенкӗ ӳстересшӗн. Документа Кремльте пӑхса тухӗҫ, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хатӗрлеме пӗтерӗҫ.
Рф Правительствинче ку ыйту пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Эрех хакне ӳстересси пирки кӑрлач тата нарӑс уйӑхӗсенче сӑмах хускатнӑ.
Эрех тенӗрен. Нумаях пулмасть Шупашкарта 26 пин литр суя эрех тупнӑ, ӑна хуҫисенчен туртса илнӗ. Кун пирки те Чӑваш халӑх сайтӗнче хыпарланӑччӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистикӑн факультетӗнче чӑваш халӑх культурине, йӑли-йӗркине аталантарас тӗллевпе «Сенкер инҫет» олимпиада ирттересси йӑлана кӗнӗ. Унта 8—11 классенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ. «Чӑваш чӗлхипе литератури» номинацие чӑваш чӗлхиллӗ тата вырӑс чӗлхиллӗ шкулсем хушшинче пайласа йӗркеленӗ.
Олимпиадӑн куҫӑн тапхӑрне 75 шкул ачи хутшӑннӑ. Вӗсене дистанци мелӗпе 669 ачаран суйласа илнӗ.
Чӑваш шкулӗсенчен 8—9-мӗш классем хушшинче Патӑрьел районӗнчи Турханти шкулти Валерия Осипова мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Муркаш районӗнчи Калайкассинчи Светлана Охлина, виҫҫӗмӗшӗнче — Красноармейски районӗнчи Упири Андрей Илларионов.
Чӑваш шкулӗсенче 10—11-мӗш классене вӗренекенсенчен пӗрремӗш вырӑнта — Патӑрьел районӗнчи Турханти Анастасия Маштакова, иккӗмӗшӗнче — Муркаш районӗнчи Калайкассинчи Алексей Охлин, виҫҫӗмӗш вырӑн никама та паман.
Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенчи 8—9-мӗш класри ачасенчен Шупашкарти 27-мӗш шкулти Кристина Смирнова тата Кӳкеҫ лицейӗнчи Виктория Петрова мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти 4-мӗш лицейри Софья Алешева тата Кӳкеҫри лицейри Анна Иванова, виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкарти 4-мӗш лицейри Константин Храмов.
Шупашкарти «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ют чӗлхесен шкулӗнче нумаях пулмасть ача-пӑча клубӗ ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки «Контактра» ушкӑнра «Икӗ чӗлхеллӗ ачасем/Двуязычные дети» страницӑра пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хыпарланӑ.
Унта ҫырни тӑрӑх хакласан, клуб хӑйӗн ӗҫне пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланӑ. Вӑл уйӑхӑн кашни иккӗмӗш шӑматкунӗнче уҫӑ. Унта ҫитес текенсен Благовещенски микрорайонӗнчи Смирнов урамӗнчи 7-мӗш ҫуртри «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулне ҫитмелле.
«Унта эпир, ашшӗ-амӑшӗ, хамӑрӑн ачасемпе чӑвашла калаҫса вӑйӑ вылятпӑр, мультфильм пӑхатпӑр, конструктор купалатпӑр, ӳкеретпӗр. Тӗп тӗллев — ачасем валли хулара чӑваш чӗлхи хутлӑхне йӗркелесси», — тесе ҫырнӑ хыпарта.
Пӗрремӗш заняти вӑхӑтӗнче ачасем Пинеслун (Татьяна Николаеван) чӑвашла пӗр юррине вӗреннӗ.
Чӑваш Енри следстви управленийӗ Шупашкар хулин транспортпа ҫыхӑну пайӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе Денис Савельев сӗтев илме пултарнӑ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх кӑҫалхи кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗсенче транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ Салминпа Шарафутдинов (52,63,65 маршрутсене йӗркелеҫҫӗ) усламҫӑсенчен 40 пин илме пултарнӑ. Сӗтеве вӑл тепӗр усламҫӑ урлӑ — Дубиков хушаматлӑскертен — илнӗ. Усламҫӑсем тӳре-шарана хӑйсен тӗрӗслевӗсене сахалтарах ирттермешкӗн тата маршрутсене ан хупчӑр тесе панӑ пулать.
«Правда ПФО» хыпарланӑ тӑрӑх Савельева тытса чарнӑ, Шупашкар хулин администрацийӗнче хутсем шыраҫҫӗ.
«Куславкка—Волжск—Куславкка» маршрутпа Атӑл ҫийӗн теплоход ҫӳреттересси, ас тӑвасса, пӗлтӗр те йывӑррӑн пулнӑччӗ. Пӗр вӑхӑтра навигацие чарса лартнӑччӗ. Кайран маршрута ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑччӗ. Кӑҫал, ав, теплоходсем ҫӳремӗҫ тесе хыпарлаҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи йывӑрлӑх пирки Куславкка район администрацийӗн яваплӑ специалисчӗпе те калаҫни асра. Вӑл ун чухне пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти юханшыв порчӗ теплоход тӑмалли вырӑна вырнаҫтарма хаклӑ ыйтнӑ. Ҫавӑнпа енсен ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Хак ыйтӑвне Районти депутатсен пухӑвӗнче те пӑхса тухнӑччӗ. Кайран Куславкка район администрацийӗпе юханшыв порчӗн ӗҫлӗ калаҫӑвӗ ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗччӗ, хак пирки килӗшсе татӑлнине кура теплоходсем ҫӳреме пулнӑччӗ.
Чӑваш Енри шырав отрячӗсене республика Элтеперӗн укҫине парӗҫ. Ӑна илес текенсенчен конкурс комиссине 14 заявка тӑратнӑ. Анчах телее, тепӗр майлӑ каласан, укҫана, тивӗҫекенӗсем — ултӑ отряд.
Аса илтерер, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн вӗренӳ учрежденийӗсенчи тата ҫамрӑксен виҫшер отрядне укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Малтанхи ушкӑнрисене 100-шер, иккӗмӗш ушкӑнрисене 75-шер пин пама палӑртнӑ.
Вӗренӳ учрежденийӗсенчен Улатӑрти П.Г. Макаров ячӗллӗ 9-мӗш вӑтам шкулти, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкулти, Шупашкарти 5-мӗш гимназири отрядсем 100-шер пинлӗ пулӗҫ.
Ҫамрӑксен шырав отрячӗсенчен гранта «Студенческий Совет» (чӑв. Студентсен канашӗ), И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУри «Память» (чӑв. Астӑвӑм) тата «Веда» отрядсем тивӗҫнӗ.
Чӑваш Ене кӗҫех ультрамарафонец Александр Капер ҫитӗ. Хальлӗхе вӑл Чулхула облаҫӗнче. Шупашкара вӑл пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫитмелле.
Александр Капер Мускавран тухнӑ. Вӑл Пекина чупса ҫитесшӗн. «Мускав – Пекин» чупӑва вӑл пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пуҫланӑ. Пӗтӗмпе 8 пин ытла ҫухрӑм чупмалла. Хальлӗхе вӑл 500 ҫухрӑма парӑнтарнӑ.
Спортсменпа пӗрле «автодом» пур. Вӑл унта выртса тӑрать. Кайран ку проект пирки «На бегу» фильм ӳкерӗҫ.
Марафонец Шупашкара ҫитсен унпа пӗрле чупма май пулӗ. Ҫакна тумашкӑн спортсменӑн сайтӗнче трек тӑрӑх сӑнамалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |