ЧР ШӖМӗ ултавҫӑсене шырать. Республикӑра Пенси фончӗн суя ӗҫченӗсем ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ тӗслӗхсем пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе Пенси фончӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер пенсин пӗр пайне социаллӑ картта ҫине куҫарса пама шантарнӑ, номерне ыйтнӑ, ят-шывпа кӑсӑкланнӑ. Лешӗ ӑна ӗненсе йӑлтах каланӑ. Кӗҫех хӗрарӑм патне СМС-ҫыру килнӗ. Унти хисепсене палламан хӗрарӑм пӗлтерме ыйтнӑ. Юрать, ултавҫӑн ӗҫӗ вӗҫне ҫитеймен. Банк ҫак операци иккӗленӳллӗ тесе блокировка тунӑ.
Сӗнтӗрвӑрри тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пурӑнакан хӗрарӑмсем те ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ. «Пенси фончӗн ӗҫченӗсем» вӗсен 7500 тата 12500 тенкине вӑрланӑ.
Халӗ полици ҫав ултавҫӑсене шырать. Астӑвӑр: банк карттин даннӑйӗсене никама та пӗлтерме юрамасть.
Паян К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче премьера пулнӑ. Хальхинче Наталия Сергеева режиссер Александр Островскин «Хӑв пурӑнас тенӗ пек ан пурӑн» пьесине сцена ҫине кӑларнӑ.
Ӗҫсем Ҫӑварнинче пулса иртеҫҫӗ, ҫавӑнпа унта вӑйӑ нумай. Режиссер вырӑсла версине пӗрлештерсе чӑваш колоритне хушнӑ: юрӑсемпе ташӑсем пур.
Палӑртмалла: ҫак спектакльтен театр историйӗ пуҫланнӑ. Ку 1918 ҫулта пулнӑ: пьеса сцена ҫине тухнӑ. Кайран театр ун патне икӗ хутчен таврӑннӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче Иоаким Максимов-Кошкинский режиссер ӑна лартнӑ. Хальхи верси азартлӑ, детективлӑ пулса тухнӑ.
Вандалсем «вӑраннӑ». Шупашкарта каллех вӗсен киревсӗр ӗҫне тупса палӑртнӑ. Геннадий Айхи проспектӗнчи «Аникеево» чарӑнӑвӑн павильонне вӗсем сӑнсӑрлатнӑ. Унти кантӑка ҫӗмӗрсе пӗтернӗ. Чарӑну павильонне ҫитес вӑхӑтра йӗркене кӗртӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑна Шупашкарти общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнчи 5 павильонра 18 кантӑк ҫӗмӗрнӗ. Вандалсем ҫапла майпа пӗтӗмӗшле 135 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Павильонсен ҫӗмрӗк кантӑкӗсем вырӑнне ҫӗмӗрме йывӑр оргкантӑк лартнӑ.
Шупашкарта уҫҫӑнах ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ. Пластик, йывӑҫ, хутаҫ тата ытти япала мӑкӑрланнӑ.
Ку Атӑл леш енче, Сосновкӑра, пулнӑ. Палӑртмалла: вӑл Шупашкар хула территорине кӗрет. Унта легаллӑ полигон ҫук. Унта ҫӳп-ҫапа лицензисӗр ҫунтараҫҫӗ. Тӗп хулара та санкцилемен свалкӑсене тупса палӑртнине асӑнса хӑвармалла.
Тӗслӗхрен, пӗлтӗр коммунальщиксем Автозаправка проездӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ. Ун чухне ку лару-тӑрӑва полици, прокуратура тӗпченӗ. Халӗ ӗҫе суд пӑхса тухать.
Сосновкӑра ҫӳп-ҫапа лицензисӗр ҫунтаракансене мӗн кӗтни хальлӗхе паллӑ мар. Халӑх вара Экологи ҫулталӑкӗнче поселокри ҫак ҫивӗч ыйту татӑласса, влаҫ пӑрӑнмасса шанать.
Пӗтӗм тӗнчери покер турнирӗсенче темиҫешер миллион тенкӗ выляса илнӗ Шупашкар арҫыннине налук тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Ҫав этеме тӗрлӗ ҫӗрти ҫавӑн пек вӑйӑсенче ӑннӑ: АПШри Лас-Вегасра, Германири Берлинта, Данири Копенгагента тата Франции Довиль хулинче.
Ниҫта та тӗпленсе ӗҫлемен арҫын уйрӑм ҫынсем тӳлемелли налукран пӑрӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 36-ри Шупашкар арҫынни 2011–2013 ҫулсенче 4 миллиона яхӑн налук тӳлемен-мӗн. Ҫав ҫулсенче вӑл 30 миллион тенкӗ ытла тупӑш илнӗ.
Вӑл уйрӑмах пысӑк виҫепе парӑма кӗнине кура ӑна виҫӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Парӑма арҫын хӑй кӑмӑлӗпе татсан пуҫиле ӗҫе чарма пултараҫҫӗ.
Укҫа енчен телейлӗ 36 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следователӗсем пуҫарнӑ.
Шупашкарта ЧР тава тивӗҫлӗ архитекторӗпе Анатолий Орешниковпа сывпуллашаҫҫӗ. Вӑл — Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир чиркӗвӗн проекчӗн авторӗ. Анатолий Борисович Шупашкарти шыв управӗн аталану концепцине хатӗрленӗ ҫӗре те хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Анне палӑкне хатӗрленӗ ҫӗрте хӑйӗн тӳпине хывнӑ. Унӑн ӗҫне нумайӑшӗ пӗлет. Шупашкарти ют ҫӗршыв специалисчӗсен ҫурчӗ те унпах ҫыхӑннӑ. Мускав проспектӗнчи, Университет, Талвир, Лебедев урамӗсенчи ҫуртсем тӑрӑх та ӑна пӗлеҫҫӗ.
Анатолий Орешников пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 72 ҫулта пулнӑ. 1992–1995 ҫулсенче вӑл Шупашкарӑн тӗп архитекторӗ пулнӑ. Вӑл хулан генеральнӑй планне, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерессине хатӗрленӗ ҫӗре хутшӑннӑ.
Анатолий Орешниковпа пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра 11–12 сехетсенче сывпуллашаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта «Эпир – пӗрле!» митинг-концерт пулать. Ку мероприятие Крым Раҫҫейпе пӗрлешнӗренпе 3 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Кунпа ҫыхӑннӑ мероприятисем Раҫҫейӗпех иртӗҫ. Шупашкарта Республика лапамӗнче митинг йӗркелӗҫ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарӗҫ. Халӑх умне пултарулӑх ушкӑнӗсем тухӗҫ.
Палӑртмалла: Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх шухӑшне тӗпчекен центр ирттернӗ ыйтӑм паянхи кун Раҫҫейпе Крым пӗрлешнине респондентсен 97 проценчӗ ырланине кӑтартнӑ. Вӗсенчен 78 проценчӗ ҫакӑ лайӑх витӗм кӳнине каланӑ респондентсен 89 проценчӗ Раҫҫейпе пӗрлешни Крым ҫыннисемшӗн лайӑх пулнине палӑртнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче 4 ҫулти арҫын ача вилнӗ. Куншӑн халӗ унта ӗҫлекен икӗ тухтӑра суд умӗнче явап тыттарасшӑн.
Следстви шухӑшӗпе, ҫак икӗ тухтӑр дежурствӑра ачана тӗрӗс пӑхман. Шурӑ халатлисем ачан шалти органӗсене тӗплӗн тӗрӗслеме яман, рентген тата ультрасасӑ кӑтартӑвӗсене шута илмен. Пӗчӗкскерӗн вара перетонит аталаннӑ. Тухтӑрсем тӗрӗс диагноз лартса операци туман.
Тухтӑрсен тимсӗрлӗхне пула ача нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине пульницӑра вилнӗ. Следовательсем тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
«Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсене ӗҫ укси тӳлеменни пирки республикӑра кӑна мар, Раҫҫейре те калаҫма тытӑннӑ. Ку ыйту РФ транспорт министрне Максим Топилина кӑсӑклантарнӑ.
Максим Топилин кун пирки Патшалӑх Думинче «правительство сехетӗнче» калаҫнӑ. Ҫак ыйтӑва унта Чӑваш Республикинчен РФ Патшалӑх Думине кайнӑ депутат Олег Николаев ҫӗкленӗ.
Министр ку ыйтӑва тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. «Пирӗн инспекци ӗҫлӗ. Ку ыйтӑва татса пама тӑрӑшӑпӑр», — тенӗ Максим Топилин.
Аса илтерер: «Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсене пӗтӗмпе 67 миллион тенкӗ тӳлемен. Предприяти парӑма татасшӑн-ха. Вӑл регион хыснинчен социаллӑ категорие кӗрекен ҫынсене илсе ҫӳренӗшӗн 127 миллион тенкӗ уйӑрса парасса кӗтет.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енри икӗ рабочи ӗҫнӗ тивӗҫлипе хакланӑ. Вӗсене награда пани пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ савутӑн пиротехника производствин пуҫлӑхӗн ҫумне Леонид Воробьева тата хатӗр-хӗтӗре юсакан, техноснастика тата инструмент хатӗрлекен цехӑн слесарьне Сергей Зюкина Владимир Путин ятарлӑ техника шухӑшласа кӑларас, ҫӗннине хатӗрлес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн чысланӑ.
Леонид Волкова II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Сергей Зюкина «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ машиностроителӗ» хисеплӗ ята панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |