«ТурСтат» аналитика агентстви Раҫҫейри ҫак ҫуркунне пулакан культура мероприятийӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чи лайӑх 10 мероприяти йышне Шупашкарта йӗркеленекен Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ те кӗнӗ.
Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак йыша Мускаври «Мускав ҫуркунни A Cappella» фестиваль, Питӗрти «Dance Open» балет фестивалӗ, «Клинри ҫуркунне» юрӑ-кӗвӗ фестивалӗ, Мускав облаҫӗнчи «Красногорский», Ленинград облаҫӗнчи «Литературӑпа кино» кинофестивальсем, Пенза облаҫӗнчи «Ылтӑн провинци» театр фестивалӗ, Челябинск облаҫӗнчи «Уралти искусствӑсен эрни» курав, Тамбов облаҫӗнчи С.В. Рахманинов ячӗллӗ музыка фествивалӗ, Шупашкарти М.Д. Михайлов ячӗллӗ балет фестивалӗ тата Чулхула облаҫӗнчи «Чӗресен кӗвви» бард-фестиваль кӗнӗ.
Палӑртса хӑварар, Шупашкарти фестиваль ака уйӑхӗн 12-22-мӗшӗсенче иртет. Ҫав вӑхӑтра «Жизель», «Золушка» «Ромео и Джульета», «Весна священная», «Жар-птица» тата «Чиполлино» балетсене кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне гала-концерт та пулӗ.