Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлекен икӗ кулинара ҫӗршыври Кулинарсен наци ассоциацийӗ хӑйӗн чи пысӑк наградипе — «Знак достоинства» (чӑв. Пархатар палли) кавалер ятпа — чысланӑ.
Халӑх апатланӑвӗнче ӗҫлекенсене хавхалантарма йышӑннӑ наградӑна «Кулинар» тулли мар яваплӑ обществӑн ертӳҫи Лилия Бенда тата «Алексгруп» тулли мар яваплӑ обществӑн «Депо» столовӑйӗн ертӳҫи Надежда Яковлева тивӗҫнӗ. Вӗсене Мускавра иртнӗ «Chef a la Russe» кулинари чемпионатне уҫас умӗн чысланӑ. Сӑмах май, Раҫҫей шайӗнче чемпионата кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ.
Чӑваш Енри кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫине Николай Уездноя Кулинарсен наци ассоциацийӗ Тав хучӗпе хавхалантарнӑ. Кун пирки ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ.