Ҫанталӑк начар тӑни ҫул-йӗр ӗҫченӗсемшӗн чӑрмав мар. Ҫумӑр ҫусан та, юр ӳксен те вӗсем асфальта саплаҫҫӗ.
«Про Город» редакцине вулакан видео йӑтса килнӗ. Вӑл ҫул-йӗр ӗҫченӗсем япӑх ҫанталӑкра асфальта сапланине ӳкернӗ. Алексей каланӑ тӑрӑх, шӑтӑк-ҫурӑка шыв кӳлленчӗкӗ тӑрсан та сапланӑ. «Кайран тӗлӗнетпӗр: мӗн чухлӗ укҫа тӑкнӑ, усси вара ҫук», — тенӗ Алексей. Арҫын ҫула япӑх ҫанталӑкра юсанине ҫулленех курать-мӗн.
Хула администрацийӗ ҫакна ҫапла ӑнлантарнӑ: ҫул-йӗр ӗҫченӗсем асфальт-бетон хутӑшпа усӑ кураҫҫӗ. Вӑл, ҫулла усӑ курмалли хутӑшпа танлаштарсан, пысӑк температурӑпа уйрӑлса тӑрать.
Шупашкар хула администрацийӗ ҫул-йӗр ӗҫченӗсен умне ҫула сапламашкӑн тӗллев лартнӑ. Пӗр талӑкра 408 тӑваткал метр ҫул юсанӑ. Алексей Ладыков хушнипе нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти ҫул-йӗре талӑкӗпех саплаҫҫӗ.
Шупашкарта 31 ҫулти Наталия Леонтьева ҫухалнӑ. Ӑна полицейскисем те, тӑванӗсем те шыраҫҫӗ. Наталия ҫухални пирки аппӑшӗ Светлана Софронова хыпарланӑ.
Наташа Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑннӑ. Вӑл хут уйӑрттармасӑр пурӑнакан упӑшкипе кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хирӗҫнӗ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман.
Аппӑшӗ каланӑ тӑрӑх, Наташа унпа кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче юлашки хутчен ҫыхӑннӑ. Ун чухне йӑлтах йӗркеллӗ пулнӑ. Телефонне вӑл кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче сӳнтернӗ.
Наталия унччен те килтен тухса кайкаланӑ. Анчах вӑл аппӑшӗпе ҫыхӑну тытнӑ. Наташа 160-165 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ хӑмӑр. Мӑйӗ ҫинче, сылтӑм енче, тур палли пур. Наташӑна курсан ҫак телефонпа ҫыхӑнма ыйтаҫҫӗ: 89825541744.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвӗ пуҫланнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта килнӗ спортсменсенчен пӗрипе Шупашкарти аэропортра ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Замир Шкахов самолетран коляскӑпа анма тӑнӑ та ятарлӑ хатӗр пулманни чӑрмав кӳнӗ. Аэропорт ӗҫченӗсем ӑна багаж уйрӑмӗнчен тухма сӗннӗ. Куншӑн спортсмен хӑйне япала вырӑнне хураҫҫӗ тесе кӳреннӗ. Самолет трапӗнчен вӑл алӑ ҫине таянса аннӑ.
Хӑйсем утайман спортсменсене аэропорт ӗҫченӗсем йӑтса антарнӑ-мӗн. Унтисем федерацин информаци агенствисенчен пӗрне ӑнлантарнӑ тӑрӑх, аэропортра сусӑрсене йӑтма хӑнӑхтарнӑ ятарлӑ ушкӑн пур.
Пӑтӑрмах пирки халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем лару-тӑрӑва право тӗлӗшӗнчен хак парӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан ултӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем контрафактлӑ эрех сутнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2017 ҫулхи кӑрлас уйӑхӗччен вӗсем, 31–54 ҫулсенчи ҫынсем, лицензи ҫук пулсан та маркӑламан тата пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан эрех сутнӑ. Ӑна вӗсем республика тулашӗнчен туяннӑ — ҫур литршӑн 50 тенкӗ ҫеҫ тӑкакланӑ.
Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Чӑваш Ене йывӑр тиевлӗ икӗ машина ҫак эрехпе килнӗ. Пӗтӗмпе унта 370 пин тенкӗлӗх алкоголь пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем шырав ирттернӗ хыҫҫӑн 22 канистра, 555 курупка эрех туртса илнӗ. Кашни курупкара ҫур литрлӑ, пӗр литрлӑ 6–20 кӗленче пулнӑ.
Паян Шупашкарти «ЭКСПО-КОНТУР» суту-илӳпе курав центрӗнче «Ҫӗрулми – 2017» курав уҫӑлнӑ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев, Пӗтӗм Раҫҫейри А.Г.Лорх ячӗллӗ ҫӗрулми хуҫалӑхӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗн ҫумӗ Борис Анисимов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Виктор Горбунов хутшӑннӑ.
Курава РФ Ял хуҫалӑх министерстви тата Раҫҫейри Ҫӗрулми пӗрлӗхӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Михаил Игнатьев тухса калаҫнӑ чухне РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗрулми экспортне аталантарма тӗллев лартнине палӑртнӑ. Элтепер хамӑрӑн, Чӑваш Ен ҫӗрӗ ҫинче ӳсекен вӑрӑсем пулассине пӗлтернӗ. Ку – питӗ лайӑх, мӗншӗн тесен ют ҫӗршывран вӑрлӑх кӳрсе килме укҫа сахал мар кирлӗ. Пӗр килограмӗшӗн 60-70 тенкӗ тӳлемелле.
Кӑҫал курава Раҫҫейри 22 регион хутшӑнать. Ҫӗрулмине ҫӗнӗ технологипе ӳстерекен компанисем, фирмӑсем вӑрлӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.
Шупашкарти 4-мӗш гимназие нумай ҫул хушши чӑрмав кӳрекен никӗс валли чавнӑ шӑтӑка хупласа хума йышӑннӑ. Ку йышӑнӑва хула админисстрацийӗ вырӑна ҫитсе тишкернӗ хыҫҫӑн тунӑ. Комисси пӗлтернӗ тӑрӑх «Два капитана» (чӑв. Икӗ капитан) пулмалли катлован вырӑнне машинсем тӑратмалли парковка тӑвасшӑн. Ҫавӑн пекех ӑна пӗтернӗ хыҫҫӑн шкула ҫитмелли ҫула лайӑхлатма май пулӗ. Ку ӗҫе тума ҫавӑн пекех юнашар вырнаҫнӑ металл гаражсенчен хӑтӑлма тивӗ.
Энгельс урамӗ, 1а адрес ҫумӗнчи никӗс шӑтӑкӗ 4-мӗш гимназие нумай ҫул лӑпкӑлӑх памасть. Ҫурта хӑҫан хӑпартма пуҫласси паллӑ мар, ҫавӑнпа та шӑтӑк ҫумӗнчи ҫӗр ишӗлет. Пӗр ҫулхине шкул карти те унталла ишӗлсе аннӑччӗ. Ҫавӑн пекех гимназие ҫитерекен тротуар та ҫурӑлса тайӑлнӑччӗ.
Пӗрлехи транспорт карточкин (ПТК) операторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ЕТК карточкине йӳнерехпе сутас тапхӑра пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑснӑ. Кун пирки «Советская Чувашия» хаҫат пӗлтерет.
Ҫул хакӗ иртнӗ уйӑхӑн 20-мӗш кунӗнчен пуҫласа ӳсрӗ. Пӗрлехи транспорт карточкипе тӳлесен маршруткӑпа, троллейбуспа е автобуспа ҫӳреме хака 4 тенкӗ йӳнӗрех тунине пула чылай ҫын ҫав карточкӑпа усӑ курма тӗмсӗлет. Хӑй карточки вара тӳлевсӗр мар, ӑна туянас тесен 100 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Карточкӑллӑ пулас шутлӑ ҫынсем нумай пулнӑран ПТК операторӗ нарӑс уйӑхӗнче ӑна 70 тенкӗпе сутасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫапла май уйӑх вӗҫленнӗ кунсенче карточка сутнӑ вырӑнсенче уйрӑмах пысӑк черетсем йӗркеленнӗ. Ҫакна шута илсе ПТК операторӗ 70 тенкӗпе сутас тапхӑра пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑснӑ.
Хальхи вӑхӑтра троллейбусра укҫан тӳлесен ҫул хакӗ 17 тенке ларӗ, карточкӑпа — 13 тенке. Автобусра — 18 тата 14 тенкӗ; маршрутлӑ автобуссенче — 22 тенкӗпе 18 тенкӗ. Каласа хӑварас пулать, Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен маршрут автобусӗсенче хула тӑрӑх ҫеҫ кайсан укҫан тӳлесен йӳнӗрех ларать. Водителе 20 тенкӗ ҫеҫ тӳлеме тивӗ. ПТК карточкипе вара хаклӑрах пулӗ — 24 тенкӗ.
Нумаях пулмасть Челепире такан (коньки) спорчӗ енӗпе Раҫҫейри ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта хутшӑннӑ пирӗн республика каччи ҫитӗнӳпе таврӑннӑ. Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, спортӑн ҫак енӗпе юлашки темиҫе ҫулта ун пек ҫитӗнӳ пулман.
Ӑмӑртӑва Спорт министерствин Олимп резервӗн 2-мӗш шкулӗн коньки уйрӑмӗнче ӑсталӑха туптакан Тимур Карамовпа (вӑл Шупашкарти 59-мӗш вӑтам шкулта вӗренет) Анастасия Порфирьева хутшӑннӑ. 500 метра чупассипе Тимур пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. 1000 метра яш пиллӗкмӗш ҫитнӗ, 1500 метра тупӑшнӑ чух малти 20 спортсмен ретне лекнӗ, 3000 метрта 30-мӗш пулнӑ. Тӑватӑ дистанцире Тимур 67 ҫамрӑкран 21-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Конькипе чупас ӑсталӑха ӑна Александр Никандров тренер хӑнӑхтарать.
Шупашкарта студенткӑна занятирех тытса чарнӑ. Унччен вӑл Борис Немцева асӑнса ирттернӗ протест акцине хутшӑннӑ пулнӑ.
Студентка кӗпер ҫине «Пурне те вӗлерсе пӗтерейместӗр, пурне те лартса пӗтерейместӗр» плакат ҫакнӑ.
Борис Немцева вӗлернӗ куна асӑнса Шупашкарта акци иртнӗ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче ҫамрӑксен ушкӑнӗ кӗпер ҫине плакат ҫакнӑ. Ун чухне вӗсем пиротехникӑпа те усӑ курнӑ — ҫапла водительсене тимлӗхсӗр ирттерсе ярасшӑн пулман. Анчах ку акцие йӗрке хуралҫисем асӑрхамасӑр иртмен.
Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУна полици килнӗ те студенткӑна тытса кайнӑ. Хальлӗхе Натся ҫыхӑнӑва тухман. Вӑл Шупашкарти 1-мӗш полици участокӗнче пулмалла.
Шупашкарти агрегат савучӗ промышленноҫ тракторӗсем валли каток кӑларма пуҫлӗ. Унччен те унта ӑна хатӗрленӗ-ха. Анчах производствӑна пуҫласа вӗҫне ҫитериччен пӗр лапамра пурнӑҫламан.
Кирлӗ изделисен пӗр пайне агрегат савутӗнче хатӗрленӗ, унтан вӗсене «Промтрактор» савута ӑсатнӑ. Унта ӗҫе вӗҫне ҫитернӗ. Пӗр номенклатурӑна икӗ вырӑнта кӑларни «Трактор савучӗсем» концерна тивӗҫтерме пӑрахнӑ. Пӗр енчен, турттарса ҫӳресе тӑкакланмалла. Тепӗр енчен, производство лапамӗсене туллин усӑ курма тӑрӑшмалла. Ҫапла вара ӳлӗмрен катоксене агрегат савутӗнче кӑларма пуҫлӗҫ. Рабочисем ҫӗнӗ ӗҫе хӑнӑхнӑ. Чӑваш Енӗн Экономика министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсем паян тесен паян производствӑна кӳлӗнме хатӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |