
Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти каччӑна нацизма реабилитациленӗшӗн айӑпланӑ. Ӑна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче каччӑ халӑх тетелӗнчи пӗр уҫӑ ушкӑнра фашизм идеологине ырлакан, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑҫрҫи вӑхӑтӗнче Гитлер ӗҫне тӗрӗс тесе шутлакан комментари ҫырнӑ.
Каччӑ преступлени тунине ӗнентернӗ. Кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлнӗ. Суд айӑплава ҫирӗплетнӗ.

Шупашкарти пӗр вакката ваккат кирлӗ пулса тухӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ тӗпчесе пӗтернӗ.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн тусӗсемпе эрех ӗҫсе ларнӑ. Сӑмах ҫине сӑмах — пӗлӗшсенчен пӗри Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти арҫынпа пӑтӑрмах сиксе тухни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн туссем хайхи патне кайса килме шухӑшланӑ. Унта ҫитсен арҫынна тухма ыйтнӑ. Тавлашу алӑ ҫӗкленипе вӗҫленнӗ. Ваккат пӗрре питрен ҫапнӑ, унтан лешӗ ӳксен пӗлӗшӗпе иккӗшӗ тапса-ҫапса пӗтернӗ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн судпа медицина экспертизи туса ирттернӗ, кӳнтеленсемпе калаҫнӑ.

Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрача килтен тухса кайнӑ. Ӑна шырама пуҫланӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Хӗрача тупӑннӑ. Паян ӑна Шупашкарта шыраса тупнӑ. Софьйӑна следователь патне илсе ҫитернӗ.
Софья Савельева 13 ҫулта. Следовательсем каланӑ тӑрӑх, хӗрача килтен хӑйӗн ирӗкӗпе тухса кайнӑ, ятарласа таврӑнман. Халӗ ку лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта 101С маршрутка хутлакан общество транспорчӗ ҫул урлӑ каҫакан ҫамрӑк хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ. Ҫапла, ҫапса хӑварнӑ. Шупашкарти «Пир-авӑр комбиначӗ» чарӑну тӗлӗнче светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе вирхӗннӗ машина чарӑнса тӑман, инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ. Ҫапах та ҫул-йӗр инспекторӗсем ӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл — 51 ҫулта арҫын.
Урине хуҫнӑ хӗрарӑма Республикӑн клиника пульницине илсе кайнӑ. Хӗрарӑмпа «ProГород» портал корреспонденчӗсем ҫыхӑннӑ. Аманнӑ ҫын вӗсене ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка водителӗ те, маршрут хуҫи те унпа ҫыхӑнман.

Республикӑри бизнес-инкубатор тата Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсен центрӗ яш-хӗр хушшинче конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Вӗсене республикӑри туризм брендне /логотипне/ хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ.
Конкурса шкул ачисем, студентсем, ӗҫлекен ҫамрӑксем, автор коллективӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене нарӑсӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗччен mail@rbi21.ru электронлӑ почтӑна йышӑнаҫҫӗ. Е ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, 12-мӗш «Б» ҫурт, 4-мӗш хут. Ыйтса пӗлмелли телефон: (8352) 49-99-95.
Конкурса пушӑн 25-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Финала тухнӑ 10 ҫын диплома, парнене тивӗҫӗ.

Кӑҫал Шупашкарта ултӑ ача пахчи тума палӑртнӑ. Паллах, кашнин валли ят кирлӗ пулӗ. Вӗсене халӑха суйлама май туса панӑ, ҫавна май «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттереҫҫӗ.
Ултӑ ача пахчи валли ятсем суйланӑ. Кашнинех пӗри – чӑвашла. Вӗсем ҫакнашкал: «Пӗрле», «Ачалӑх», «Ҫӑлтӑр», «Пӗлӳҫӗ», «Хӗвелпи», «Асам». Сасӑлав пуҫланни пирки ӗнер пӗлтернӗ. Анчах паян каҫӑпа кайсан темшӗн сасӑлама май ҫук, ӑна хупнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫал «Радужный», «Алькеш», «Благовещенский», «Университет», «Солнечный», «НЮН 14 мкр» микрорайонсенче ача пахчи хута ярасшӑн.

Чӑваш Енре пандеми пуҫланнӑранпа «хӗрлӗ зонӑра» 123 ача кун ҫути курнӑ. Вӗсене пурне те кӑшӑлвирус инфекцийӗллӗ хӗрарӑмсем ҫуратнӑ.
Шупашкарти ача ҫуратмалли 5-мӗш ҫуртра кӑшӑлвируспа чирлӗ хӗрарӑмсене, ача ҫуратма хатӗрленекенсене, йышӑннӑ. Ҫак тапхӑрта унта 309 ҫын сипленнӗ, 123 ача кун ҫути крунӑ. Вӗсен кӑшӑлвирус пурри ҫирӗпленнӗ-и е ҫук-и – пӗлтермен.
Аса илтерер: республикӑра кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли прививка тума тытӑннӑ. Хальлӗхе пӗтӗмпе 35 пункт ӗҫлет.

Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, паян, ҫӗрле Шупашкарти Мир проспектӗнче хваттер ҫуннӑ. Шел те, инкекре икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Ку инкек Мир проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра пулнӑ. Хваттер икӗ пӳлӗмлӗ пулнӑ. Ҫулӑм пӗр пӳлӗмри сӗтел-пукана тӗп тунӑ. Пушара сӳнтерсен хваттерӗн 41 ҫулти хуҫин тата унӑн 37-шӑллӗн виллисене тупнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарта асӑрханмасӑр пирус туртнӑран 9 пушар тухнӑ. Ҫакна пула 7 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

РСФСР халӑх артисчӗ Алексей Красотин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл кун-ҫул кӗнекин 101-мӗш страницине уҫма ӗлкӗрнӗ. Юлашки вӑхӑтра артист йывӑр чирленӗ. Унӑн чӗри тапма чарӑнни пирки артистӑн кинӗ, Маргарита Красотина журналист, паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ярославль тӑрӑхӗнчи Приимково ялӗнче 1920 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗскер 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Ҫав шутра — чӑваш драматургийӗн вилӗмсӗр хайлавӗсенче те. Вӗсене Вырӑс драма театрӗнче вырӑсла куҫарса лартнӑ.
Пулас артист, сӑмах май, Киевра пилотсен, Иркутскра автомеханиксен шкулӗсенче вӗреннӗ. Шупашкара куҫса киличчен Чӗмпӗрти, Кӑнтӑр Сахалинскри, Тӗменти, Магнитогорскри театрсенче вылянӑ.
Петр Осиповӑн «Айтарӗнчи» Айтара Алексей Красотин епле калӑпланине вӑл вӑхӑтри куракансем астӑваҫҫӗ-тӗр. Е тата Ухсай Яккӑвӗн «Тутимӗрӗнчи» Чемее.
Алексей Красотинпа ыран, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче 10 сехетрен пуҫласа 11 сехет те 30 минутчен сывпуллашӗҫ.

Шупашкарта кӳрсе килнӗ 4 троллейбус маршрут ҫине тухнӑ. Тепӗр тӑваттӑшӗ ҫак эрне вӗҫӗччен ҫула тухӗҫ. Ҫапла шантарать ЧР Транспорт министерстви.
Икӗ ҫӗнӗ троллейбус Шупашкарта 1-мӗш маршрутпа ҫӳреҫҫӗ. Тепӗр иккӗшӗ – 18-мӗш тата 21-мӗш маршрутсем ҫинче.
Шупашкарти троллейбус управленине панӑ тепӗр тӑватӑ троллейбус обкатка тӑваҫҫӗ. Сӑмах май, пӗри ҫӗмӗрӗлсе те ӗлкӗрнӗ.
Икӗ ҫӗнӗ троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарта 54-мӗш маршрут ҫине тухӗ. Палӑртмалла: Чаваш Ене 68 троллейбусран 31-шӗ килнӗ. Тепӗр 37-шӗ ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ҫитмелле.
