Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарта кафе ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пушар Гагарин урамӗнче вырнаҫнӑ «Евразия» кафере пулнӑ. Ҫулӑм шалта вентиляци тытӑмӗнче тухнӑ. Пушар вӑхӑтӗнче кафере 10 ҫын пулнӑ, пурте – унта ӗҫлекенсем. Вӗсене пурне те урама кӑларнӑ.
Пушарнӑйсем 3 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер Куславккара лавкка ҫуннӑ. Ҫулӑм сентре ҫинчи апат-ҫимӗҫе, касса аппаратне тӗп тунӑ. Пушар вӑхӑтӗнче лавкка хупӑ пулнӑ.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑра педагогсен хушшинче иртекен конкурс ҫӗнтерӳҫисене хавхаланарма хыснаран 400 пин тенкӗ уйӑрни пирки хушу алӑ пуснӑ.
Ҫӗрпӳри М.В.Силантьев ячӗллӗ 1-мӗш шкул психологӗ Надежда Павлова, Канаш районӗнчи Шӑхасанти шкулта ӗҫлекен Лариса Данилова, Патӑрьелти 1-мӗш шкул вӗрентекенӗ Алевтина Михайлова 50-шар пин тенке тивӗҫнӗ.
Шупашкарти 106-мӗш ача пахчин воспитателӗ Марина Васильева «Ҫулталӑкри воспитатель» ята тивӗҫнӗшӗн 100 пин тенкӗ илнӗ. Шупашкарти 45-мӗш шкулта истори вӗрентекен Александр Григорьев вара чи пысӑк парнене – 150 пин тенке – илнӗ. Вӑл – «Чӑваш Енри ҫулталӑкри вӗрентекен».
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарта стела уҫӑлмалла тесе Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унӑн эскиз проектне Шупашкарти хула тӑвакан канаш пӑхса тухмаллаччӗ. Обелиск 11 метр ҫӳллӗшӗ гранит юпа пулмаллаччӗ. Ун ҫине Чӑваш Республикин бронза гербне, ҫӳле икӗ метр тӑршшӗ икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк вырнаҫтарма шухӑшланӑччӗ. Стелӑн пӗтӗмӗшле ҫӳллӗшӗ 13,85 метр пулмаллаччӗ. Стелӑна Республика лапамӗнче, унчченхи Правительство ҫурчӗ енче вырнаҫтарма шухӑшлаҫҫӗ.
Паян эпир стелӑна ырламаннине пӗлтӗмӗр. Архитекторсем шухӑшланӑ тӑрӑх, стела ытла ҫӳллӗ, ӑна Республика лапамӗнче вырнаҫтарни килӗшӳллӗ мар, ун тӑррине икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк вырнаҫтарассине те хурланӑ.
Унӑн ӗҫӗсем Америкӑра, Италире, Испанире, Францире упранаҫҫӗ. Пултаруллӑ художник картинисемпе халӗ Шупашкарта паллашма май пур. Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Тутарстанри чӑваш художникӗн Валериан Киргизинӗн ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлнӑ.
Валериян Киргизин хӑйӗн малтанхи ӳкерчӗкӗсене ӑҫта май килнӗ, ҫавӑнта ӳкернӗ. Ашшӗн хучӗсен тӳнтер енне, ал айне лекнӗ хут татӑкӗсем, хут курупкисем ҫине.
Валериян Николаевич Лениногорскри музыкӑпа художество педагогика колледжӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ. Ун чухнехи Куйбышев хулинчи ӳнер шкулӗнче рисовани учителӗнче 30 ҫул ӗҫленӗ, Тутарстанри Спасскри отрасль технологийӗсен техникумӗнче вӗрентнӗ. Вӑл 1949 ҫулта Тутарстанра ҫуралнӑ.
Синоптиксем республикӑна кӗрхи ҫанталӑк ҫывхарнине пӗлтереҫҫӗ. Ыран ҫеҫ ашӑ пулӗ, термометр 19-24 градус кӑтартӗ.
Юнкун вара чӑн-чӑн кӗркунне пек пулӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра республикӑра 14 градус ҫеҫ ашӑ тӑрӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун ҫумӑр ҫукалӗ, эрнекун вара Шупашкарта пӗр тӑваткал метр ҫине 25 литр таран шыв ӳкме пултарӗ.
Эрнекун те ҫумӑр ӳкме чарӑнмӗ, 10-15 градус ӑшӑ пулӗ. Канмалли кунсенче те ҫакнашкал ҫанталӑк пулас хӑрушлӑх пур. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫеҫ ҫанталӑк лайӑхланма тытӑнӗ.
Республикӑри кардиологи диспансерӗ (вӑл Шупашкарти Гладов урамӗнче вырнаҫнӑ) Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулӗ.
Кардиологсен, чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗсен пулӑшӑвӗ кирлисене тухтӑрсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ.
Уҫӑ алӑксен кунне кардиологи диспансерӗн регистратурине 8 (8352) 70-95-90 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.
Пациентсен паспорт, СНИЛС тата медицина полисӗ пӗрле пулмалла. Тухтӑрсене консультаци валли кирлӗ ытти документсене те (медицина картти, анализсем) илни те ытлашши пулас ҫук. Тухтӑрсем консультаци ирттернипе пӗрлех кирлӗ пулсан чӗрен электрокардиографи тӗрӗслевне ярӗҫ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫынна ултавҫӑсем шӑнман пӑрпа лартса яма хӑтланнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗрисем ют хулари тӑванӗсене кӗтнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем патне арҫын шӑнкӑравланӑ. Калаҫнӑ май ҫакскер ҫемье хӑнасене кӗтнине ӑнланса илнӗ.
Кӑштахран ҫав ҫын каллех шӑнкӑравланӑ. Хальхинче вӑл пӑлханчӑк сасӑпа калаҫнӑ. Хулана кӗнӗ чухне ҫул-йӗр инспекторӗсен тӗлне лекнине пӗлтернӗ. Руль умӗнче пынӑ чух телефонпа калаҫнӑшӑн тытса чарнӑ имӗш. Кӗҫех вӑл патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторне телефона тыттарнӑ. Лешӗ хӑйӗнпе «лайӑх калаҫсан» видеорегистратор ҫинче ҫырӑннине хуратма шантарнӑ. Алла алӑ ҫӑвать теҫҫӗ. «ПАИ ӗҫченӗ» карас телефонӗ ҫине 8 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ.
Шупашкар арҫынни арӑмне тӑванӗсем патне тепӗр телефон номерӗпе шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Вӗсем чиперех иккен.
Пӑтӑрмах пирки арҫын пакунлисене пӗлтернӗ. Шанкӑравлакансем Краснодар тӑрӑхӗнчен пулни паллӑ.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра ачасем ҫӳллӗшӗнчен ӳксе вилни пирки пӗлтертӗмӗр. Паян каллех инкек пулнӑ. Хальхинче – Шупашкарти Алькеш поселокӗнче.
Ҫулталӑк ҫурӑри ача Гоголь урамӗнчи 5-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗн 8-мӗш хутӗнчен персе аннӑ. Ку паян 12 сехетсенче пулнӑ. Ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, унӑн суранӗсем ытла та йывӑр пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, килте асламӑшӗ (е кукамӑшӗ) пулнӑ. Чӳрече ҫинче москитлӑ сетка пулман.
Аса илтерер: унччен Канашра – 2 ҫулти, Шупашкарта 3 ҫулти ачасем чӳречерен ӳксе вилнӗ.
Екатеринбургра Граждан вӑрҫин паттӑрне Василий Чапаева асӑнса палӑк лартасшӑн. Палӑксем тӗрлӗ вӑрҫа: Граждан вӑрҫинче, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче, Афганистанпа Чечня вӑрҫисенче тата Украинӑра ҫапӑҫнисене – хутшӑннисене асра тытнине палӑртӗҫ.
Палӑксем ҫар комиссариачӗ умӗнче пулмалла.
Композицисен авторӗ – Виктор Мосиелев скульптор. Скульптурӑсен ҫӳллӗшӗ – 2,2 метр. Кашнине хатӗрлеме пӗр тонна таран бронза кайнӑ. Композици тӑватӑ тонна таять. Палӑксем пирки хыпарланӑ e1.ru порталта хыпарланӑ тӑрӑх, кун пек скульптура композицине лартассине ҫынсем ырламан.
Сӑмах май, Василий Чапаев 1887 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Будайкӑра хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫак вырӑс ялне XX ӗмӗрте Шупашкар хулине кӗртнӗ. 1897 ҫулта Чапаевсен ҫемйи Самар кӗпӗрнинчи Балаковӑна тухса кайнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Патӑрьелти Мир урамӗнче 12 ҫулти хӗрача ҫул урлӑ каҫнӑ чухне машина айне лекнӗ. Суранланнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫав кунах 16 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта 9 султи арҫын ача ҫул ҫине чупса тухнӑ, ӑна «Веста» машина ҫапса кайнӑ. Тухтӑрсем ачана пулӑшнӑ хыҫҫӑн киле сипленме янӑ.
Шупашкарти Эгер бульварӗнче те 9 ҫулти арҫын ача кустӑрма айне лекнӗ. Вӑл тӗмсен хушшинчен ӑнсӑртран тухнӑ. Юрать-ха, ача вӑйлах суранланман.
Паян та 14 сехетре Эгер бульварӗнче ача машина айне лекнӗ. Хальхинче 13 ҫулти хӗрача шар курнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |