Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта пӗр усламҫӑ ҫынна вӗлернӗ. Пуяна тытса чарнӑ, ӑна вӑхӑтлӑха хупса хунӑ, ҫынна вӗлернӗ этем тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, каҫхи вунӑ сехет тӗлӗнче, «Имидж-оптика» тулли мар яваплӑ обществӑн директорӗ хӑйӗн килӗнче пулнӑ. Ун патӗнче 47 ҫулти арҫын, хайхи кӳрши, хӑналаннӑ. Хӑнапа кил хуҫи хирӗҫсе кайсан ӳсӗр усламҫӑ кӳрше ҫӗҫӗпе 44 хутчен ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Йывӑр суранланнӑ хӑна кӑштахран килсе кайнӑ.
Agabazar // 1693.65.2013
2022.02.28 16:17 | |

Пуян е усламçă?
Пуян çын усламçă пулмасса та пултарать.
Çавăн пекех, усламçăсем те терлĕрен. Вĕсен хушшинче пит пуянах маррисем те пур.
Усламçă тени вăл ĕçлев меслетне пĕлтерет, кĕсйере мĕн чуль укçа иккенне мар.