Шупашкарта пурӑнакан арҫын, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер, Мари Эл вӑрманне ҫырла пуҫтарма кайсан ҫухалса кайнӑ. Вӑл Звенигово районӗнче пулнӑ, каялла тухма ҫул тупайман.
Иртнӗ канмалли кунсенче дежурнӑй пульчӗ ҫине ватӑ арҫын ҫухалса кайни пирки хыпар ҫитнӗ. Ӑна шырама Кокшайскри аварипе ҫӑлав ушкӑнӗ ҫула тухнӑ. Вӑхӑт питех нумай иртмен – Шупашкар арҫыннине ултӑ сехетрен тупнӑ. Вӑл хӑйне чиперех туйнӑ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман, киле йӗркеллех ҫитнӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче тӑватӑ хӗрарӑм кӑмпана кайсан ҫухалса кайнӑ. Вӗсене шыраса тупнӑ.
Паян Чӑваш Ене РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин вӗҫсе килнӗ. Вырӑнти оппозиционер Юрий Шакеев федераци шайӗнчи тӳре-шара хӑйне тимлӗх уйӑртӑр тесе машинисене Правительство ҫурчӗ умне килсе лартнӑ. ГАЗельсенчен пӗрин ҫине Шупашкар сити-менеджерӗ тӗлӗшпе ҫырни пур.
«Про Город» хаҫат Юрий Шакеевпа ҫыхӑнса вӑл ҫакна мӗншӗн тунипе кӑсӑкланнӑ. «Манӑн суйлавпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене палӑртас килет. Вӑл иртнӗ чухне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Ача пахчисемпе, шкулсемпе, Китай экспансийӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем те пур тата», - тенӗ оппозиционер.
13 сехет те 10 минутра Шакеевӑн машинисене ятарлӑ техникӑпа тата троспа ҫул ҫинчен илсе кайма хӑтланнӑ.
Ыран – Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ. Ҫавна май Чӑваш Енри юристсен пӗрлӗхӗ акци ирттерӗ – тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсене юридици пулӑшӑвне тӳлевсӗрех парӗҫ. Анчах ку ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултаракан ватӑ ҫынсене ҫеҫ пырса тивет.
Ыран ваттисем, ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракансем, юридици пулӑшӑвӗ илме килмешкӗн пултараҫҫӗ. 1-мӗш тата 2-мӗш ушкӑнри сусӑрсене, сахал тупӑшлӑ ҫынсене ӑна тӳлевсӗрех парӗҫ.
Консультаци ыран, юпан 1-мӗшӗнче, 12-15 сехетсенче иртӗ. Ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, Ярославль урамӗ, 76-мӗш ҫурт, 515-мӗш офис. Телефон номерӗ: 8(8352)60-55-44.
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 18 сехетре Шупашкрата «Богданкӑра», «Кошкино» чарӑну ҫывӑхӗнче, 8 ҫулти арҫын ачана ВАЗ-2110 машина ҫапса кайнӑ.
Арҫын ача светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ чупса каҫнӑ. Ун ҫине машина пырса кӗнӗ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу килнӗ. Тухтӑрсем ачана малтан вырӑнтах пулӑшнӑ. Кайран тӑнне ҫухатнӑ арҫын ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача чӗрӗ, анчах сывлӑхӗ унӑн питӗ йывӑр.
Паян ирхине 6 сехет те 10 минутра Шупашкарти Алькеш поселокӗнче ҫамрӑк арҫын виллине тупнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 28 ҫулти арҫын ӗнер каҫхи 6 сехетре Гоголь урамӗнчи общежити чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Виллине вара тепӗр кун ҫеҫ тупнӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫак арҫын Мускавра ӗҫленӗ, вӑл унтан таврӑнсан пӗлӗшӗсемпе эрех ӗҫкеленӗ. Ирхине вара унӑн виллине чӳрече айӗнче тупнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енри техникумсемпе колледжсенче вӗренекен яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа уйӑхсерен укҫа парса тӑма йышӑннӑ. Хушӑва вӑл иртнӗ эрне вӗҫӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
2020-2021 ҫулсенчи вӗренӳ ҫулӗнче уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ укҫа илсе тӑма тивӗҫнисем ҫаксем: Канашри транспортпа энергетика техникумӗнчи Александр Гурьянов тата Анастасия Константинова, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗнчи Василий Иванов, Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнчи Эльвира Ильина тата Софья Клинцева, Канашри педагогика колледжӗнчи Яна Карпова, Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗнчи Дмитрий Матвеев, Шупашкарти экономика технологий колледжӗнчи Ольга Пантелеймонова, Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжӗнчи Снежана Тарасова.
Европӑра тата Раҫҫейри хӑш-пӗр регионта кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑран Чӑваш Енри тӳре-шара маларах сисчӗвленнӗ, инфекцие сарӑлма парас мар тесе мерӑсене вӑйлатасшӑн.
Ют ҫӗршывран килекенсем анализ параҫҫӗ-ха, анчах ют регионсенчен килекенсемпе мӗнле пулмалла? Мускавран тата Мускав облаҫӗнчен вахта мелӗпе ӗҫлесе килекенсене вӑйлӑрах тӗрӗслесшӗн. Ку ӗҫе ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене, ял старостисене явӑҫтарасшӑн.
Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти, шӑпах ҫак муницbпалитсенче чирлекен нумай, общество вырӑнӗсенче тата транспортра профилактика мерисене вӑйлатасшӑн. Шкула тата ача пахчине ҫӳрекен ачасен ашшӗ-амӑшӗпе те калаҫу ирттересшӗн: чирлӗ шӑпӑрлансене ҫавӑтса ан килччӗр. Педагогсен вара медицина маски тӑхӑнмалла.
Кӑшалвирус инфекцийӗ сарӑлнипе кӗрешекен оперативлӑ штаб паян каллех ларӑва пуҫтарӑннӑ. Эрнесерен пухакан ӗҫлӗ канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа чирлекенсем Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Улатӑр хулисенче, Шупашкар, Етӗрне, Комсомольски районӗсенче нумайрах. Ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, чирпе ватӑ ҫынсем ытларах нушаланаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере пирӗн республикӑри 5 шкулта тата 1 ача пахчинче ку вируспа чирлисем пуррине шута илнӗ. Шупашкарта «Малютка» ача ҫуртӗнче те ҫав вирус ернӗ ҫынна тупса палӑртнӑ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑрушсӑрлӑх мерисене ҫирӗп пӑх пирки аса илтернӗ.
Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗ кӗнеке хӑтлавне йыхравлать. Шупашкарти Уруков урамӗнчи 2-мӗш «а» ҫуртра ирхи вунӑ сехетре «История Чувашского края в уникальных архивных документах» кӗнеке-альбомпа паллаштарӗҫ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Кӑларӑма федераци тата республикӑри архивсенчи, ҫӗршыври ӑслӑлӑх учрежденийӗсенчи тата вулавӑшсенчи сайра тӗл пулакан 100 документ кӗнӗ. Вӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе 1469 ҫултанпа пуҫласа паллаштараҫҫӗ. Хаклӑ материалсене пухас тесе нумай тимлеме тивнӗ.
Кӗнеке-альбом хӑтлавне ӑсчахсемпе тӗчевҫӗсене, таврапӗлӳҫӗсемпе преподавательсене, культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене, кӑмӑл пур мӗнпур ҫынна йыхравлаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 25-29-мӗшӗсенче Чӑваш Ен тӗп хули, Шупашкар, 2020/2021 тапхӑрти арҫынсен баскетбол клубӗсен суйлав турне йышӑнать. Юбилейлӑ XX вӑййа ҫӗршыври 34 команда хутшӑнӗ.
«Чебоксарские ястребы» (чӑв. Шупашкар хурчкисем) баскетбол дружини пилӗк кунта тӑватӑ командӑна йышӑнӗ. Вӗсем — Хусанти «Уникс-2», Сартури «Автодор-2», Самарти «Самара-2», Сулхулари «Нижний Новгород-2».
Пирӗннисем ыран, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 15 сехет те 30 минутра хусансемпе ӑмӑртӗҫ. Ӑна курас тесен Раҫҫейӗн баскетбол федерацийӗн сайтӗнче регистрациленмелле те тӳрӗ эфирта пӑхмалла. Зала кӗртмӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 15 сехет те 30 минутра шупашкарсем самарсемпе вылӗҫ, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 17 сехет те 30 минутра — чулхуласемпе, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 17 сехет те 30 минутра — сартусемпе.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |