Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти троллейбус Автобуспа республикӑри 1720 пурӑну вырӑнӗнчен 1068-шне (62%) ҫитме пулать. Кун пирки Чӑваш Республикин Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтерет. «Ҫыхӑнура» портал палӑртнӑ тӑрӑх, 1068 хисепе «Чӑвашавтотранс» пысӑк предприяти ӗҫленӗ чухнех, 2013 ҫултах, пӗлтернӗ. Минтрансӑн пресс-релизӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫул Чӑваш Енӗн тӗп хулинче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта кивелнӗ троллейбус паркне улӑштарас ӗҫе пурнӑҫланӑ. Чӑваш Ен электротранспорта сыхласа хӑварнӑ йышлах мар регионсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ. Троллейбуссемпе турттарнӑ пассажирсен шучӗ 2020 ҫулхипе танлаштарсан ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |