Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Сывлӑх

Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници COVID-19 антителине палӑртма 2 миллион тенкӗ тӑкаклӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакне 3,4 миллион тенкӗ тесе пӗлтернӗ. Электрон лавккара тӑкака пӗрре-виҫҫӗмӗш чухлӗ чакарма май килнӗ.

Аукциона «Открытие» медицина центрӗ тата Чӑваш Енӗн Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗ хутшӑннӑ. Йӳнӗрех хакпа тӗпчев ирттерме медицина центрӗ сӗннӗ. Контракта унпа алӑ пусӗҫ те. Килӗшӳ вӑйӗ 2021 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырӗ.

Аукцион ҫӗнтерӳҫи 5 пин тӗпчев ирттерӗ. Ҫав вӑхӑтра M (IgM) тата G (IgG) класлӑ антителасене палӑртмалла. Кӑтартусем биоматериал лабораторие ҫитнӗ хыҫҫӑн пилӗк кунта паллӑ пулӗҫ.

 

Чӑвашлӑх
Виталий Петровича медальпе чысланӑ самант
Виталий Петровича медальпе чысланӑ самант

Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан чылай хастара Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чысларӗ. Вӗсен шутӗнче Виталий Петрович Станьял та пулчӗ.

Ҫавӑн пекех Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсене те медальпе чысларӗҫ. Вӗсен шутӗнче Эдуард Бахмисов, Петр Ивантаев, Олег Мустаев, Алексей Леонтьев, Геронтий Никифоров, Зоя Яковлева, Николай Лукианов, Анатолий Ухтиаров тата ыттисем пулчӗҫ.

Чыслав Чӑваш наци музейӗн пысӑк залӗнче иртрӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, чӑваш ҫыравҫи Анатолий Кипеч, Чӗмпӗр Ен чӑвашӗсен автономине ертсе пыракан Олег Мустаев тата ыттисем пулчӗҫ. Анатолий Кипеч, сӑмахран, республикӑмӑрӑн тӗп хулинче чӑвашлӑх сахалланса пыни пирки чарӑнса тӑчӗ, Олег Алексеевич ку ыйту тавра ӗҫлени пирки пӗлтерчӗ.

Аса илтеретпӗр, чӑвашлӑхшӑн самай вӑй хунӑ Виталий Петровича кӑҫал ҫавӑн пекех «Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни» ята та панӑччӗ. Ку вӑл ҫу уйӑхӗнче пулса иртрӗ.

Малалла...

 

Хулара

Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ «Юман рашчине» йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Планра палӑртнӑ пӗрремӗш тапхӑрта унти 100 йывӑҫа касӗҫ.

Рашча патне электричество илсе ҫитерӗҫ, видокамерӑсем вырнаҫтарӗҫ. Подрядчикӑн ҫулсене асфальт сармалла, брусчаткӑран тротуар тумалла.

Рашчана хӑтлӑлатсан унта спорт лапамӗ йӗркелӗҫ. Йытӑсене уҫӑлтармалли, суту-илӳ тумалли лапамсем те пулӗҫ.

Велосипедпа ярӑнма кӑмӑллакансем те рашчана килме пултарӗҫ, унта ятарлӑ ҫул пулӗ. Хӗлле вара унтах йӗлтӗрпе ярӑнма май килӗ.

Рашчан ятне улӑштарасшӑн. «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерсе ӑна валли «Халӑхсен туслӑхӗн паркӗ» ят суйланӑ. Парка ҫитес ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. Ӗҫ 85,7 миллион тенке кайса ларӗ.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкар хулинчи «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫывӑх вӑхӑтра икӗ ҫул хута ярасшӑн. Вӗсене кӑҫалхи виҫҫӗмӗш квартал вӗҫлениччен уҫма палӑртаҫҫӗ. Ку хыпара Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра паян пӗлтернӗ.

Сити-менеджер хыпарланӑ тӑрӑх, ҫула тӑваканӗсем — икӗ подряд организацийӗ: «Дорожно-строительная компания № 1» (чӑв. 1-мӗш номерлӗ ҫурт-йӗрпе строительство компанийӗ) тата «Дорстройсервис» тулли мар яваплӑ обществӑсем. Ӗҫе вӗсем, пӗтӗмӗшле илсен, графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ. Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗр айӗнчи шыв шайӗ хӑпарнине пула проект документацине хӑш-пӗр улшӑну кӗртме тивнӗ-ха.

Ҫулсем икӗ полосаллӑ пулӗҫ, тротуарсем те тӑвӗҫ, ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CDf-_-CA1og/
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинчи Калинин районӗнче пурӑнакан виҫӗ ача бассейнра шыва кӗрекенсен япалисене вӑрланӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ.

Яшсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗ патӗнчи фонтанта шыва кӗрекенсен пурлӑхне куҫ хывнӑ. Пуҫтахсем виҫҫӗн пулнӑ. Ҫул ҫитменскерсем шыва кӗрекенсем тимлӗхе ҫухатнӑ самантпа усӑ курнӑ.

Вӑрӑ ӗҫӗпе мала каяймӑн – йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ. Ачасене ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен тытӑмӑн профилактика учетне тӑратнӑ.

Сӑмах май каласан, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗччен пирӗн республикӑра «Подросток» (чӑв. Ҫул ҫитмен ҫамрӑк) оперативлӑ профилактика мероприятийӗ иртет.

 

Хулара
ok.ru сайтри сӑн
ok.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнче пурӑнакан ватӑ хӗрарӑма ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Хайхискер укҫа реформи пулнине ӗненнӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 84 ҫулти хӗрарӑм алӑкӗнчен палламан ҫын шакканӑ. Хайхискер хӑйӗнпе соцӗҫчен тесе паллаштарнӑ. Вӑл ҫӗршывра укҫа улшӑннине пӗлтернӗ. Ҫак соцӗҫчен ҫавӑнтах уҫана улӑштарма сӗннӗ.

Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм палламан ҫынна 15 пин тенкӗ панӑ. Ӑна вара шӳтлӗ укҫа тыттарса хӑварнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65949
 

Раҫҫейре
ТНТ сӑнӳкерчӗкӗ
ТНТ сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти сантехник ТНТ телеканалпа пыракан реалити-шоуна хутшӑнать. Вӑл «Чӗрӗ юлмалли вӑйӑ» ятлӑ.

Хальлӗхе проект экран ҫине тухман-ха, ҫапах анонс пулнӑ. Шоуна хатӗрлекенсем каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, финиша ҫитнӗ ҫынсем хӑйсен хушшинче 1 миллион еврона пайлӗҫ. Раҫҫей телекуравӗнче приз фончӗ кунашкал пысӑк пулни тӗл пулман-ха.

Вӑййа хутшӑнакан 16 ҫыннӑн ҫӑмӑлах мар ӗҫсене пурнӑҫлама тивӗ. Вӗсен хушшинче Раҫҫейри паллӑ ҫынсем те пулӗҫ. Вӗсем Алексей Чадовпа Александр Бортич актерсем.

Унта хутшӑнакансем кирек мӗнле вӑхӑтра та вӑййа чӑтаймаҫҫӗ пулсан тухса кайма пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65944
 

Экономика
edu.vgsa.ru сӑнӳкерчӗкӗ
edu.vgsa.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Федераци хыснинчен Чӑваш Ене укҫа килсе ҫитнӗ. Кун пирки республикӑн Финанс министерстви паян пӗлтернӗ.

Мускавран 1,3 миллиард тенкӗ килнӗ. Вӑл тупрана кӑшӑлвирус инфекцине пула илеймен тӑкаксене саплаштарма уйӑрнӑ. Асӑннӑ укҫаран 192,2 миллион тенкине муниципалитетсене уйӑрса парӗҫ.

Чӑваш Ен Финанс министерстви районсемпе хуласем кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта илнӗ тупӑша тишкернӗ те, хушма укҫана 19 муниципалитета пама йышӑннӑ. Уйрӑмах пысӑк сумма Шупашкар хулипе Етӗрне районне тивӗҫӗ.

Маларах каланӑ тӗллевпе кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче 13 муниципалитета 64,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Ҫапла вара хӑйсен тупӑшӗ чакнине пула муниципалитетсене кӑҫал хыснаран 256,3 миллион тенкӗ хушма укҫа панӑ.

 

Сывлӑх

Шупашкар хулинче пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче монтажник ӳксе суранланнӑ. Вӑл газ кӗртес енӗпе ӗҫленӗ. Арҫын пусма ҫинче тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра монтажник асфальт ҫине 1,8 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. 52 ҫултискер темиҫе ҫурӑм шӑммине суранлатнӑ. Ҫакна тухтӑрсем сывлӑха йывӑр сиен кӳни тесе хакланӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятире хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнассишӗн тӗп инженер яваплӑ пулнӑ. Пусмана ҫирӗплетессишӗн те вӑлах яваплӑ тесе палӑртнӑ. Ҫавна кура тӗп инженер тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 142-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ.

Анчах суд пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ, мӗншӗн тесен тӗп инженер маларах судпа айӑпланман, хӑйӗн айӑпне туллин йышӑннӑ, сывлӑха сиен кӳнине саплаштарнӑ. Суд тӗп инженера 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Канмалли кунсенче Чӑваш Енре ҫумӑр нумай ҫурӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑна каллех шӑрӑх килет.

Ыран Шупашкарта – 21-23 градус, республикӑра 26 градус таран ӑшӗ пулӗ. Эрне варринче термометр 30 градус кӑтартӗ. Эрнекун аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче каллех кӑштах сивӗтӗ. Вырсарникун ҫумӑр ҫума пултарӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех ҫумӑр килӗ, 15-20 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Кун хыҫҫӑн ҫанталӑк нумайлӑха мар ӑшӑтӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 344, 345, 346, 347, 348, 349, 350, 351, 352, 353, [354], 355, 356, 357, 358, 359, 360, 361, 362, 363, 364, ... 1032
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ака, 30

1909
116
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
111
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
96
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ