Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта ют ҫӗршыв чӗлхисемпе ҫырнӑ вывескӑсене тупса палӑртас тӗллевпе рейд ирттереҫҫӗ. Тӗрӗслеве Шупашкар хула администрацийӗн предпринимательлӗх тата потребительсен прависене хӳтӗлекен сектор ӗҫченӗсем тухнӑ.
Усламҫӑсем вывескӑсене пырса тивекен ҫӗнӗ саккуна пӑхӑнаҫҫӗ-и? Ҫакна тӗрӗслеҫҫӗ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫӗнӗ саккун вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, вывескӑсене вырӑсла ҫырмалла, ют чӗлхепе дубликат пек кӑна усӑ кцрма юрать. Саккуна пӑснӑшӑн должноҫри ҫынсен – 4-20 пин, юридици сӑпачӗсен 100-500 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
Администраци пӗлтернӗ тӑрӑх, чылай усламҫӑ ҫӗнӗ саккун пирки пӗлет, нумайӑшӗ ҫӗнӗ вывескӑсем хатӗрлет.
Хула администрацийӗн ӗҫченӗсем усламҫӑсене вывескӑсене, реклама материалӗсене, мобильлӗ сарӑмсене тата халӑх тетелӗсенчи страницӑсене тӗрӗслеме сӗнет.
