Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Чӑваш чӗлхи: Пӗрремӗш канал Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 26.04.2023 05:51 | 1550 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
www.1tv.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
www.1tv.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа Чӑваш чӗлхин кунӗ ҫинчен сюжет кӑтартнӑ. Пирӗн халӑхӑмӑрӑн уявӗ ҫинчен «Доброе утро» кӑларӑмра асӑнса хӑварнӑ.

«Чӑваш Ен — ҫӗр пин юрӑпа ҫӗр пин тӗрӗ ҫершывӗ. Кудряшовемпе Абрамовсен ҫемйисенче чӑвашла кашни юрра перекетлӗн упраҫҫӗ, ҫавна май вӗсем 12 ҫул каялла ҫемье ансамблӗ йӗркелесе янӑ. Репетицисене сӗтел хушшинче ларнӑ чух та ирттереҫҫӗ. Коллективра 24 ҫын…» — каласа кӑтартнӑ сюжетра.

Чӑвашла Атӑлҫи пӑлхарсем те чӑвашла калаҫнине, пӑлхар ушкӑнӗнчи чӗлхесенчен чӑваш чӗлхи ҫеҫ упранса юлни пирки каласа панӑ. «Ку чӗлхепе паян пӗр миллион ытла ҫын калаҫать. Чӑваш Енре кӑна мар, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Чӗмпӗр, Сарту, Пенза облаҫӗсенче», — пӗлтернӗ сюжетра.

#Чӗмпӗр, #Самар, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #МИХсем, #уявсем, #Пӗрремӗш канал, #Тутарстан, #Пушкӑртстан, #Сарту, #Пенза

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 5886.3.6615
2023.05.01 18:27
Питех те аван!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем