Ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Ен халӑхӗ ыйтӑма хутшӑнма пултарать. Ҫурлан 11-мӗшне Космос мухтавӗн кунне уявламалла-и? Ыйтӑмра ҫакна уҫӑмлатмалла. Сасӑлав ҫурлан 18-мӗшӗччен пырӗ.
52 ҫул каялла, ҫурлан 11-мӗшӗнче, космоса ушкӑн пӗрремӗш хут вӗҫсе кайнӑ. «Восток-3» карапа пирӗн ентеш Андриян Николаев ертсе пынӑ. «Восток-4» карап ҫинче Украина ҫынни Павел Попович пулнӑ. Икӗ карапа, пӗр-пӗринчен инҫех мар вӗҫекенскерсене, тӗрӗсленӗ. Космонавтсем пӗр пӗринпе радиоҫыхӑнупа калаҫнӑ. Ҫак пулӑма кура республика чиновникӗсем ҫурлан 11-мӗшӗ паллӑ кун пулмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Cаp.ru сайтра хальлӗхе 600 ытла ҫын сасӑланӑ. Вӗсенчен 160-ше яхӑнӑшӗ Космос мухтавӗн кунне паллӑ тӑвасшӑн. 400 ытларахӑшӗ ҫакна хирӗҫ.
Кун пек тӑвасси пирки республика Элтеперӗ ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчех Хушу кӑларнӑччӗ.
Халӑх ырлӑхӗшӗн патшалӑх хыснин шучӗпе тӑрӑшакансен йышне 2015–2016 ҫулсенче 10 процент чакармалла. Элтепер Хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫапла йышӑнӑва «республика хыснин тӑкакӗсене чакарас тенипе» ҫыхӑннӑ.
Хушура вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра ӗҫлекенсен йышне чакарассипе те тивӗҫлӗ йышӑнусем тума сӗннӗ.
Аса илтеретпӗр, патшалӑх служащийӗсен йышне чакарас сӗнӗве кӑҫалхи ҫуркунне Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев каланӑччӗ. Ҫӗршывӑн Финанс министерствине сӗнӳсене вӑл утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне тӑратма хушнӑччӗ. Унта йыша 10 процент чакарасси пирки сӑмах пынӑччӗ.
Федераци Канашӗн спикерӗ вара федераци служащийӗсен йышне регионсенче ҫурри таран чакармах сӗннӗччӗ.
Коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн ертӳҫин ҫумӗн Валерий Рашковӑн шучӗпе Раҫҫейри 10 пин ҫын пуҫне 172 патшалӑх служащийӗ тивет, пӗтӗмпе хайхисен йышӗ — 2,4 миллиона яхӑн.
Ҫӗршывӑн финанс министрӗн ҫумӗ Татьяна Нестеренко та патшалӑх служащийӗсен йышӗ пысӑккипе килӗшет. Пенси фончӗн, Обязательнӑй медицина страхованийӗн, социаллӑ страхованин, Тӗп банкӑн ӗҫченӗсемпе пӗрле шутласан патшалӑх служащийӗсен йышӗ чӑннипех пысӑккине палӑртнӑ вӑл.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Андрей Бороницын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫемҫе пукна йышӑннӑ ҫынна хӑйӗн тивӗҫӗсене ӳстернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра Бороницын 2011 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче пӗр хӗрарӑма 1798 тӑваткал метр ҫӗре аукционсӑр-мӗнсӗр харпӑрлӑха пама йышӑну кӑларнӑ. Унччен ҫав ҫӗр патшалӑх харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. Пуянлӑхпа Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ хуҫаланнӑ. Ҫӗре хӗрарӑма 552 пинрен темиҫе тенкӗ йӳнӗрехпе уйрӑм ҫын харпӑрлӑхне панӑ хыҫҫӑн унта автоавӑрлав станцийӗ туса лартнӑ. Асӑннӑ ҫӗрӗн кадастр хакӗ 3,7 миллиона яхӑн иккен.
Ку фактпа иртнӗ уйӑхӑн юлашки кунӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ тӗпчев малалла пырать.
Паян Улатӑр хула Депутачӗсен пухӑвӗ иртнӗ. Черетсӗр пухӑнма хистенин сӑлтавӗ — Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхне Михаил Марискина хирӗҫле пуҫиле ӗҫ пуҫарса ӑна килтен тухса ҫӳреме чарнипе ҫыхӑннӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ — экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Ежова ҫине тиенӗ. Ку ӗҫе вӑл паянтан пурнӑҫлама кӳлӗннӗ.
Сӗнтӗрвӑрри хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Валерий Петров пуҫиле ӗҫе лекнӗ. Ӑна тӗпчевҫӗсем ҫынсене ишӗлекен ҫурт-йӗртен куҫарнӑ чух ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
2009 ҫулта вӑл 17-ри хӗре тата унӑн амӑшне социаллӑ найм килӗшӗвӗпе нумай хваттерлӗ ҫуртри ача-пӑча урапи лартмалли пӳлеме панӑ. Пурӑнмалли вырӑн мар пулин те хайхисен ҫавӑнта пурӑнма тивнӗ. Малтанхи хваттертен ҫемьене ҫурта ишӗлекен тесе йышӑннӑран куҫарнӑ. Унтан та ытларах — амӑшӗпе хӗрне хваттер ыйтӑвне лайӑхлатнӑ тесе черетрен кӑларнӑ-мӗн. Ку ӗҫпе тӗпчев малалла пырать.
Ӗнер 15:00 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗнче Чӑваш наци конгресӗн черетсӗр IX Аслӑ пухӑвӗ иртнӗ. Ун умӗн, 10 сехетре, Мӑн Канаш пухӑннӑ. Анчах вӑл хупӑ мелпе иртнӗ, Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна унта кӗртмен.
Аслӑ Пухура икӗ ыйту сӳтсе явнӑ — ҫӗнӗ Устава йышӑнассине тата «Чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медале ҫирӗплетессине. «Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейӗн 22 тӑрӑхӗнчен тата чикӗ леш енчи патшалӑхсенчен пурӗ 53 делегат хутшӑнмалла пулнӑ. Ҫавӑн пекех республикӑн кашни районӗ 2-шер делегата яма тивӗҫнӗ.
Уставне Николай Лукианов хатӗрленӗ. Мӗншӗн ҫӗнетме тивни пирки, мӗн улшӑнни пирки вӑл халӑх умне тухса доклад каланӑ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл пурнӑҫ улшӑнни пирки пӗлтернӗ — экономикӑра та, политикӑра та, кашни сферӑра тенӗ пекех — ылмашусем пулса иртнӗ. Унсӑр пуҫне обществӑлла организацисене йӗркелекен саккунсем те ҫӗнелсех тӑраҫҫӗ. Ҫакна пула ҫӗнӗ Устав ҫырма тивнӗ те. Николай Лукианов ҫавӑн пекех унчченхи уставпа танлаштарсан мӗнле улшӑнусем кӗни ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Аслӑ Пухӑвӗн делегачӗсем ҫӗнӗ Устав проектне пӗтӗмӗшле ырланӑ.
Тепӗр ыйтура «Чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медале ырларнӑ.
Шупашкарти йӑлари хытӑ каяша турттаракан предприятисенчен пӗри 15,5 миллион тенкӗпе «BOMAG» маркӑллӑ пусӑрӑнтаракан каток туяннӑ. Республика кунӗнче ҫӗннине хута яма, кӑтартма тӑрӑшни йӑлана кӗнӗ пулӑм та, ку катока та ҫак вӑхӑталла ӗҫлеттерме тытӑннӑ. Каток епле ӗҫленине тӗрлӗ шайри тӳре-шара тата тӗрлӗ хуларан кисле ҫитнӗ хӑнасем Питтукасси ҫӳп-ҫап вырӑнне ҫитсех пӑхнӑ.
Катока пахалама пынӑ йышра Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Иван Исаев, Шупашкар хула администарцийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата ыттисем пулнӑ. Ют регионсенчен килнисен хушшинче республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Чӗмпӗр, Хусан, Пенза, Йошкар-Ола, Чулхула, Магнитогорск хулисене асӑннӑ.
Ҫӗнӗ каток ӗҫе ҫӗртмен 17-мӗшӗнче тытӑннӑ иккен. Ӑна туяннӑ предприяти, «Спецавтохозяйство» общество, хуҫи Юрий Малов тинтерех туяннӑ ҫав техника ҫӳп-ҫап шайне 7 хута яхӑн пусӑрӑнтараяссине ӗнентернӗ. Ҫакӑ ҫулӑм тухасран та аван иккен. Йӑлари каяшсем ҫӗрсе выртнӑ май метан тухать, вӑл ним мар хыпса каяйрать.
Машина ытти бульдозерпа танлаштарсан самай йывӑр иккен.
ЧР Финанс министерствинчи пушӑ вакансие Светлана Иванова йышӑннӑ. Халӗ вӑл — финанс министрӗн ҫумӗ. Хушӑва паян, ҫӗртмен 16-мӗшӗнче, республика премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Светлана Ивановӑччен ҫак тивӗҫе Игорь Смирнов пурнӑҫланӑ. Вӑл халӗ ведомствӑра укҫа-тенкӗ управленийӗн пуҫлӑхӗ вырӑнӗнче юлнӑ. Светлана Иванова унччен ЧР пурлӑх министрӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Светлана Иванова 1963 ҫулта ҫуралнӑ. 1985 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1985–2004 ҫулсенче вӑл ЧР Финанс министерствинче ӗҫленӗ, хысна политикин пайӗн пуҫлӑхӗ таран ӳснӗ. Унтан ЧР Ял хуҫалӑх министерствин пай пуҫлӑхӗнче вӑй хунӑ. 2010 ҫултанпа ЧР пурлӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ.
Светлана Иванова унччен те Светлана Енилинӑпа ӗҫленӗ те халӗ те ун ҫумӗнчех пулӗ.
Малашне пысӑк должноҫри чиновниксене шанӑҫа ҫухатсан отставкӑна яма пултарӗҫ. Регионти саккуна паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче улшӑнусем кӗртнӗ.
ЧР Элтеперӗн администраци пуҫлӑхӗ Александр Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, документа республикӑри саккуна федераци шайӗнчипе пӗрпеклетнӗ. Эппин, малашне шанӑҫа ҫухатнӑ тӳре-шарана ӗҫрен хӑтарма пултарӗҫ. Ку тупӑшпа пурлӑх пирки пӗлтерменнисене, коммерци организаци управленине хутшӑнакансене, услам ӗҫӗпе аппаланакансене пырса тивӗ.
Александр Иванов каланӑ тӑрӑх, ку йӗрке ЧР Министрсен Кабинечӗн членӗсене, ҫын, ачасен, усламҫӑсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйсене пырса тивет.
Аса илтерер: кӑҫалтан пуҫласа ЧР влаҫ органӗсем муниципалитет тата организаци ертӳҫисен ӗҫ тухӑҫлӑхне хакланӑ чухне халӑх шухӑшне шута илет. Транспорт, автоҫул, ЖКХ ӗҫӗ халӑхӑн 30 процентӗнчен сахалрах тивӗҫтерет тӗк кунашкаллине тухӑҫсӑррисен йышне кӗртӗҫ. Кӑна валли ҫулсерен ҫынсем хушшинче ыйтӑм ирттерӗҫ.
Раҫҫей Правительстви регионсенчи ӗҫ тӑвакан органсем епле ӗҫленине хакласа рейтинг хатӗрленӗ. Унта виҫӗ ҫулхи кӑтартусене шута илнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, пирӗн республика рейтингра хӑйӗн кӑтартӑвне лайӑхлатнӑ. 2012 ҫулхи кӑтартупа вӑл 28-мӗш вырӑнта пулнӑ тӑк, пӗлтӗрхи тӑрӑх 20-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Экономика аталанӑвне тишкерни рейтингра ҫуррине йышӑнать иккен, социаллӑ пурнӑҫ — 30 процент, халӑх ыйтӑмӗ — 20 процент. Пӗлтӗрхи кӑтартупа Раҫҫейӗн 40 субъекчӗн кӑтартӑвӗ начарланнӑ, 39-шӗн лайӑхланнӑ, 4 регион унчченхи вырӑнтах юлнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство членӗсемпе ҫак эрнере ирттернӗ планеркӑра каланӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑра пӗчӗк тата уйрӑм усламҫӑсем продукци туса илесси, налук тата налук мар тупӑш илесси, ҫурт-йӗр хута ярасси пысӑкланӑ, ӗҫсӗрлӗх шайӗ пӗчӗкленнӗ. Налук пухасси лайӑхланнине тата патшалӑх парӑмӗпе тухӑҫлӑ татӑлса пынипе асӑннӑ кӑтарту шайӗ 6,5 процент чакнӑ. Ҫынсем влаҫ органӗсене шанасси ӳссе пырать-мӗн.
Рейтинга йӗркеленӗ чух усӑ куракан индикаторсене илсен пирӗн республика тӗп капитала укҫа-тенкӗ хывассипе, укҫа тупӑшӗпе палӑртнӑ шая ҫитеймен иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |