Кун пек сӑмаха эп шухӑшласа кӑларман. Этеме хӳтӗлемелли органсене ҫынсем пур чухне шансах кайманни вӑрттӑнлӑх мар. Анчах пур чухне те апла шухӑшлама кирлӗ мар. Акӑ, ҫакна ҫирӗплетекен тӗслӗхрен пӗри.
Республика прокуратури нумаях пулмасть Ростехнадзорӑн Атӑлҫи управленийӗн Чӑваш Енти ӗҫ-хӗлне тӗрӗсленӗ. Хутсене «ҫавӑрттарни» сая кайман — кӑлтӑксем сиксе тухнӑ. Тӗслӗхӗсене пӗтӗмлетсе пани те пур, уйрӑммӑн илсе кӑтартса та ҫирӗплетнӗ прокуратурӑн пресс-служби.
Акӑ, пӗррехинче асӑннӑ управление нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче ҫутӑ валеҫекен щит йӗркеллӗ ӗҫлеменни пирки пӗлтернӗ. Ҫак факта патшалӑх ҫурт-йӗр надзорӗн е муниципалитетӑн ҫурт-йӗр надзорӗн тӗрӗслемелле иккен. Тепӗр майлӑ каласан, ҫӑхава пӑхса тухма ыйтса Ростехнадзор управленийӗн маларах асӑннӑ органсенчен пӗрне ярса памалла пулнӑ. Анчах вӑл апла туса тӑман, хӑй тӗрӗслевпе персе ҫитнӗ. Ку вӑл компетенцие ӳстерни шутланать-мӗн.
Ҫав вӑхӑтрах прокуратура управлени хӑйӗн тӗп тивӗҫӗсене пурнӑҫласа ҫитерейменнине те палӑртнӑ. Ҫав фактсемпе вӑл Ростехнадзорӑн Атӑлҫи управленийӗн ертӳҫи ячӗпе хут шӑрҫаланӑ, кӑлтӑксене пӗтерме хушнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 289 пин тенкӗ нумайрах ӗҫлесе илнӗ. Ҫулталкӑри тупӑш 3,26 миллион тенкӗпе танлашнӑ. «Ытти тупӑш» текенни 60,1 пин тенкӗ хутшӑннӑ.
Игнатьевӑн харпӑрлӑхри пурлӑхӗ ӳсмен. Тӗп пурӑх унӑн — ҫӗр. Элтепер харпӑрлӑхӗнче 50.599 тӑваткал метр ҫӗр тата 216,2 тата 95,4 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ икӗ пӳрт пур. Мӑшӑрӗпе пӗрлехи харпӑрлӑхра 2.000, 623 тата 5.000 тӑваткал метр калӑпӑш ҫӗр лаптӑкӗсем, 129,5 тӑваткал метрлӑ хваттерӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ шутланаҫҫӗ. Михаил Васильевичӑн уйрӑм автомашина ҫук.
Игнатьев Элтепер арӑмӗ пӗлтӗр 389,76 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ (2012 ҫулта — 220 пин тенкӗ) тата 2 тенкӗ те 16 пус — «урӑх тупӑш». Ытти енчен унӑн та тупӑш шайӗ улшӑнман. Харпӑрлӑхра 25,300 тӑваткал метр ҫӗр, 282,6 тӑваткал метрлӑ хваттер, «Мерседес Бенц В 170» автомобиль тата 36,2 тӑваткал метрлӑ гараж боксӗ пур.
Михаил Васильевичӑн ывӑлӗ иртнӗ ҫул 24,8 пин текнӗ ӗҫлесе илнӗ тата 5 пуслӑх «урӑх тупӑш» курнӑ. Хӗрӗн тупӑшӗ ҫулталӑкра 6,85 пин тенкӗпе танлашнӑ. Элтеперӗн ывӑлӗпе хӗрӗ ашшӗн харпӑрлӑхӗнчи 129,5 тӑваткал метрлӑ хваттерӗнче тӳпене кӗнӗ.
Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районне республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова ҫитсе унти клубсен ӗҫ-хӗлне тишкернӗ. Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсене методика пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермешкӗн Культура министерствин специалисчӗсем ҫулсеренех ятарлӑ графикпа килӗшỹллӗн районсене тухса ҫỹреҫҫӗ иккен.
Татьяна Казакова ертсе пыракан ӗҫ ушкӑнӗ районти культура ҫурчӗсен ӗҫ-хӗлне тишкернӗ май ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе, клубсен, вулавӑшсен, архив, централизациленӗ бухгалтери ӗҫченӗсемпе тӗл пулни пирки асӑннӑ район хаҫачӗ хыпарлать. Сӑмах кӑҫал Раҫҫейре иртекен Культура ҫулталӑкне халалласа пурнӑҫламалли мероприятисем пирки пынӑ, культура ӗҫченӗсен шалӑвӗ пирки те калаҫнӑ. Культура ӗҫченӗсем халӑха паракан пулӑшусем ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Юлашки вӑхӑтра районта иртекен культура мероприятийӗсен шайӗ ỹссе пыни куҫ кӗрет-мӗн. Анчах та ялсенчи культура учрежденийӗсенче туса ирттерекен ӗҫсем иккӗлентереҫҫӗ иккен. Ҫав шутра клубсене каҫсерен уҫманни, халӑха нимӗнпе те кӑсӑклантарманни, хуҫисем ӗҫленӗ пек укҫа илсе ларни пирки пӑшӑрханни те тӗлӗтермӗшех мар-тӑр.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн паянхи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн республикӑн финанс министрӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ Светлана Енилинӑна регионти финанс ведомствин пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ евӗр те тӑрӑшӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Енилинӑна министра лартмалли хутсене ҫӗршывӑн Правительстви тата Финанс министерстви пӑхса тухса ырланине пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, финанс министрӗн тивӗҫӗсене Енилина кӑҫалхи анрӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пурнӑҫлама тытӑнчӗ. Ҫав кунтанах ӑна вице-премьер пулма шаннӑччӗ. Республикӑн тӗп финансистне ҫирӗплетиччен вӑл Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствине ертсе пычӗ. Унччен маларах ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче вӑй хучӗ.
Республикӑра — кадр улшӑнӑвӗ. Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗн Иван Моторинӑн паянхи йышӑнӑвӗпе сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумне Александр Медюкова ӗҫрен хӑтарнӑ.
Александр Медюкова ку должноҫа правительство пуҫлӑхӗ пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ. Унччен вӑл «Ростелеком» акционерсен обществин республикӑри филиалӗнче тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. 2007–2011 ҫулсенче, сӑмахран, Медюков асӑннӑ предприятин (тӗрлӗ ҫулта вӑл тӗрлӗ ятлӑ пулнӑ) Шупашкарти филиалӗнче ертӳҫӗре тӑрӑшнӑ. Кайран ӑна «Ростелекомӑн» республикӑри филиалӗн коммерци директорӗ пулма шаннӑ, каярах вӑл ертӳҫӗ пуканне йышӑннӑ.
Медюков 1969 ҫулта Канашра ҫуралнӑ. Ҫемьеллӗ. Виҫӗ ача ашшӗ.
Чӑваш Енри нумай ӗҫ тӑвакан центр автоматизациленӗ ҫӗнӗ йышши тытӑм ҫине куҫнӑ. Информаци тытӑмне иртнӗ ҫул вӗҫӗнче юсаса ҫӗнетнӗ. Кӑҫал ӑна тест мелӗпе тӗрӗсленӗ те тытӑм аван ӗҫленине палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑта илсен нумай ӗҫ тӑвакан центра автоматизациленӗ тытӑм ҫине йӑлтах куҫарса пӗтернӗ.
Тытӑм ҫынсем патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗ илме тӑратакан хутсене шута илекенскер иккен. Программа республикӑри мӗнпур центра пӗрлештерет. Унӑн лайӑх тепӗр енӗ шутӗнче ведомствӑсем хушшинчи электронлӑ хут ҫаврӑнӑшне йӗркеленине палӑртаҫҫӗ. Ансатрах каласан, нумай ӗҫ кӳрекен центр ӗҫченӗсем кирлӗ информацие федерацин ӗҫ тӑвакан органӗсене тӳрремӗнех ыйтса яма пултараҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Раҫҫейре Экологи харушсӑрлӑхӗнчен хӳтӗленмелли кунсем иртеҫҫӗ. Ҫак акципе килӗшӳллӗн Чӑваш Енри тӳре-шара «Селфи ҫӳп-ҫапа хирӗҫ» акци пуҫарнӑ.
Тӳре-шара ҫак мероприятие чылай ҫын хутшанасса шанать. Ара, сӑн ӳкрӗнме кӑмӑллакан нумай-ҫке. Акцие хутшӑнмашкӑн вара йывӑр мар. Хӑвна кӗсье телефонӗ е фотоаппарат ҫине ҫӳп-ҫап купи патӗнче ӳкермелле. Сӑнӳкерчӗке ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче кӑтартнӑ e-mail ҫине ямалла. Ҫырура телефон номерне, сӑна ӑҫта ӳкернине палӑртмалла.
Акци йӗркелӳҫисем каланӑ тӑрӑх, чи хастаррисем «Сӑрҫи» заповедникӑн ҫутҫанталӑк музейне экскурсие кайса курӗҫ.
Сӑмах май, селфи — хӑвна хӑв фотоаппарат е кӗсье телефонӗ ҫине сӑн ӳкерни.
Пурнан пурнӑҫра ҫыннӑн хӑйӗн ыйтӑвӗпе тухса ҫӳремелли те тупӑнсах тӑрать. Патшалӑх организацийӗ-учрежденийӗ пур ҫӗрте те, тӗпрен илсен, ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен ӗҫлет. Апат вӑхӑтне те вӗсем чылайӑшӗ 12-рен пуҫласа 13-ччен йӗркеленӗ. Ҫавӑн пек графикпа ӗҫлекенсен хайхисем патне вӑхӑт тупса каясси чӗр нуша. Ӑнланакан пуҫлӑхсем нумай калаҫса тӑмаҫҫӗ-ха, кирлӗ ҫӗре ҫитсе килме чармаҫҫӗ. Анчах ирӗк памасан вара мӗн тумалла тет?..
Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳрекен нумай ӗҫ тӑвакан Вӑрмар районӗнчи центр ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса хӑйӗн ӗҫ графикне ҫынна меллӗ йышӑннӑ. Автономилле ҫав учреждени ӳлӗмрен ирхи 8 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен палӑртнӑ. Эрнипех. Канма та вӑл вырсарникун кӑна йышӑннӑ. Шӑматкун ирхи 8-тан тытӑнса 12-ччен ӗҫлӗ.
Ҫапла ҫав вӑл пуҫлӑх пуканӗ — ытла та шанчӑксӑр. Паян сана лартаҫҫӗ, ыран шанчӑкран тухатӑн. «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхне Олег Князькина лартни ҫулталӑк та ҫитменччӗ, халӗ ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ та.
Ку предприяти республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствине пӑхӑнать. Князькина директор тивӗҫӗнчен хӑтарасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Мӗншӗн хӑтарни пирки документра пӗр сӑмах та каламан.
Аса илтеретпӗр, Олег Князькин — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ.
Тӳре-шара иртнӗ ҫулхи тупӑш пирки деклараци тӑратасси малалла пырать. «ПроГород Шупашкар» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путинӑн пӗлтӗрхи тупӑшӗ 3 672 208 тенкӗпе танлашнӑ, Медведев унран ҫур миллион тенкӗ ытларах ӗҫлесе илнӗ. Унтан Путинӑн харпӑрлӑхӗнче мӗн-мӗн пуррине ҫырса кайнӑ: 1 500 тӑваткал метр ҫӗр, 77 тӑваткал метрлӑ хваттер, 18 тӑваткал метрлӑ гараж пур-мӗн.
Раҫҫей Президенчӗ ӗҫлесе илнӗ чухлех тенӗ пек ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗ, Чӑваш Енӗн экс-Президенчӗ Николай Федоров тупӑш курни пирки пӗлтереҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн тупӑшне 3 593 827,09 тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче 123 тата 262,9 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ хваттерсем, 94,10 тӑваткал метрлӑ пурӑнмалла мар ҫурт пур иккен. Унӑн харпӑрлӑхӗнче машина тавраш ҫук-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |