Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ черетсӗр сессийӗ иртесси, унта депутатсен республикӑн ҫӗнӗ прокурорӗн кадидатурине пӑхса тухмалли пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Палӑртнӑ кун сесси иртнӗ, унта прокурор кандидатурине тишкернӗ, халӑх тарҫисем кандидата ырланине палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, ку должноҫе ҫӗршывӑн Тӗп прокуратури Кисан облаҫӗн прокурорне, 51 ҫулти Сергей Легостаева, сӗннӗ. Сергей Легостаев 1963 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Орлов облаҫӗнчи Колпнянск районӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта пиллӗк паллӑсемпе Харьковри юридици облаҫне вӗренсе пӗтернӗ. Тепӗр ҫулхине Орел хулинче прокуратурӑра ӗҫлеме пуҫланӑ. Тепӗр икӗ ҫултан Орлов облаҫӗнче прокуратурӑра аслӑ следовательте тӑрӑшма тытӑннӑ. Ҫав должноҫрен вӑл регион прокурорӗн ҫумӗ таран ҫитнӗ. 2007 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Рязань облаҫӗн прокурорне лартнӑ.
Михаил Игнатьев, Чӑваш ен Элтеперӗ, ӗнер Ҫӗрпӳре пулнӑ. Вӑл район 2014 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ тата 2015 ҫула палӑртнӑ плана тишкернӗ мероприятие хутшӑннӑ. Унпа пӗрле района строительство министрӗ Олег Марков, финанс министрӗ Светлана Енилина, ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Ирина Кошкина килнӗ, тухса калаҫнӑ.
Республика пуҫлӑхӗ вӑрҫӑ ветеранӗсене, район ӗҫченӗсене, вӗренӳре палӑрнӑ ачасене чысланӑ.
Ӗнер Федерацин налук службин республикӑри управленине кам ертсе пырассине ҫирӗплетнӗ. Ҫӗршывӑн Финанс минситерствин хушӑвӗпе ҫак должноҫе Марина Петрована шаннӑ. Ҫак ятпа управленире канашлу иртнӗ.
Канашлӑва тӗрлӗ шайри пуҫлӑх пухӑннӑ: Федерацин налук службин Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем хушшинчи пуҫлӑхӗ В.Н. Губанов, федерацин Чӑваш енри инспекторӗ Г.С. Федоров, ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи И.Б. Моторин, Чӑваш Енӗн премьер-министрӗн ҫумӗ — финанс министрӗ С.А. Енилина, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫи А.П. Мигушов, ЧР шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ А.В. Тимофеев, республика прокурорӗн ҫумӗ И.Г. Сахаров, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Л.И. Черкесов.
Налукҫӑсене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарнӑ май Губановпа Федоров Петрован ӗҫлес пултарулӑхӗ пысӑк тесе ырланӑ. Управленин ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Ольга Никинӑна та ӗҫшӗн тав тунӑ.
Марина Валерьяновна 1970 ҫулта Вӑрнарта ҫуралнӑ. Бухгалтер учечӗпе аудичӗ енӗпе специальноҫ алла илнӗскер налук службине 1995 ҫулта ӗҫлеме пынӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти инспекцире вӑл пай пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, инспекцин пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Тунтикун, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан тӗп шкулӗнче Вячеслав Еремеев кубокӗшӗн тупӑшрӗҫ — волейбол ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.
Чи малтанах турнира килнӗ спортсменсене Васан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Ильин саламланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл районта ҫамрӑксене спорта явӑҫтарас тӗлӗшпе сахал мар ӗҫ туни пирки каланӑ. Тӗслӗх пек ҫак волейбол ӑмӑртӑвне илсе панӑ.
Шкул спортзалне пурӗ виҫӗ команда тухнӑ — Васан ушкӑнӗ, Чӑваш Республикин министерствисен тӳре-шарисем тата Каҫал тӑрӑхӗнчи Урмаел тутар ялӗнчи ушкӑн. Пӗрремӗш вырӑна васансем йышӑннӑ, иккӗмӗшӗсем министерство ӗҫченӗсем пулнӑ, виҫҫӗмӗшсем — урмаелсем. Вӗсене кашнине хисеп хучӗсемпе тата парнесемпе тивӗҫтерчӗҫ.
Вячеслав Еремеев турнирӗ — кашни ҫул иртекен район шайӗнчи волейбол ӑмӑртӑвӗ. Вячеслав Еремеев вара вырӑнти усламҫӑ, ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ.
Сӑнсем (14)
Пысӑк вырӑн йышӑнакан ҫын ӗҫрен кайни яланах тӗрлӗ шӑв-шав ҫуратать, самай калаҫтарать. Чӑваш Енӗн прокурорне ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпе должноҫрен хӑтарни пирки эпир те икӗ хутчен хыпарларӑмӑр.
Аса илтеретпӗр, Метелин Чӑваш Ен прокурорӗнче 2004 ҫултанпа тӑрӑшнӑччӗ. Хӑй вӑл Аҫтӑрхан хулинче ҫуралнӑ, Сартури юридици институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑхӑтӗнче Владимир Метелин Тутар Республикинче прокурор ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Республикӑн прокуратури Метелин хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен кайни пирки хыпарланине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Владимир Метелина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Наградӑласси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевнарӑсӑн 5-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. «Саккунлӑха ҫирӗплтенӗшӗн, ҫынсен правипе ирӗклӗхне хӳтӗленӗшӗн», — тесе ҫырнӑ хушура.
Патшалӑх наградипе паян, правительство планеркинче, республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин чысланӑ.
Нумаях пулмасть ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин федерацин субъекчӗсен, регионсенчи саккун кӑларакан органсен ертӳҫисемпе, пысӑк хуласен мэрӗсемпе тӗлпулнӑ. Унта «Хальхи вӑхӑтри экономика тата политика кун йӗркине, регионсенчи лайӑх практикӑсене» пӑхса тухнӑ.
Чӑваш Енрен унта Михаил Игнатьев Элтепер, Патшалӑх Канашӑн ертӳҫи Юрий Попов, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑннӑ.
Раҫҫей Президенчӗ тӗп вырӑнта — ҫынсем тесе каланӑ. Влаҫ ҫыннисен шӑпах пирӑншӑн, ҫынсемшӑн, ӑҫлемелле. Вӑл халӑхпа час-час тӗлпулмаллине те асӑнса хаварнӑ. Унтан Путин йывӑрлӑха парӑнмасӑр пӗр шухӑшлӑн ӗҫлекенсене пулӑшас тӑллевлине палӑртнӑ.
Красноармейски районӗнчи Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю.В.Степанов ҫак кунсенче ял тӑрӑхӗнчи ялсене ҫитсе 2014 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ.
Кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче вӑл Тусай ял халӑхӗ умӗнче отчетпа тухса калаҫрӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Авӑн уйӑхӗнче иртекен суйлав пирки те ӑнлантарса пачӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ял канашне суйланнӑ депутатсенчен суйлани пирки каларӗ.
Ял халӑхӗ Степанова 2015 ҫулта Тусай ял уявне ирттерме сӗнчӗ. Унсӑр пуҫне вӑрҫӑра ҫапӑҫса пуҫне хунӑ паттӑрсене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнчи картана ҫӗнетме ыйтрӗҫ.
«Ирӗклӗх» тӳре-шарана чӑвашла Конституцие йышӑнма сӗнни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Анчах общество организацийӗн сӗнӗвне шута илесшӗн мар иккен. Кун пирки «Ирӗклӗх» сайчӗ пӗлтерет.
Общество хастарӗсем ку ыйтупа тӗрлӗ ведомствӑна ҫитнӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн хуравӗнче федераци тата регион саккунӗсенче саккунсене икӗ чӗлхепе йышӑнмаллине кӑтартакан ҫирӗп норма ҫуккине пӗлтерет.
Парламентра Конституцин чӑвашла куҫарӑвӗ вырӑслипе пӗр тан пулнине калаҫҫӗ. Прокуратура ҫапла пӗлтернӗ: ЧР Конституцине Раҫҫейӗн патшалӑх чӗлхипе ҫеҫ йышӑнни саккуна пӑснине пӗлтермест-мӗн.
«Ирӗклӗх» патшалӑх инстанцийӗсемпе чӑвашла ҫырӑннӑ. Патшалӑх Канашӗ ҫырӑва чӑвашла хуравланӑ. Прокуратура икӗ чӗлхепе те ҫырнӑ. ЧР Юстици министерстви вырӑсла хуравланӑ. Унта чӑвашла лайӑх пӗлекен профессионал куҫаруҫӑ ҫук-мӗн.
Аса илтерер: общество хастарӗсем ҫакна пӗлтӗр кӗркунне пуҫланӑ. Вӗсем ЧР Конституцийӗ вырӑсла ҫеҫ пулнине, чӑвашла куҫарӑвӗн юридици вӑйӗ пулманнине палӑртнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей флот флагманӗн — «Кузнецов адмирал» авианосец-крейсерӑн пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва республикӑри ытти тӳре-шара та пырса ҫитнӗ.
Виҫҫӗмӗш рангри капитан, карапӑн апат-ҫимӗҫ службин пуҫлӑхӗ, Ҫӗмӗрлере ҫуралнӑ Иван Орешников пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн чи пысӑк ҫар флочӗн экипажӗнче 100-е яхӑн чӑваш каччи хӗсметре, вӑл шутран ҫурри килӗшӳпе ҫар ретӗнче тӑрать. Ентешсене Орешников ырӑ енчен кӑна мухтанӑ. «Пирӗн каччӑсем ҫар пуҫлӑхӗсем хушшинче ырӑ ят ҫӗнсе илни, Чӑваш Ене ҫурҫӗр флотра тивӗҫлипе кӑтартнишӗн республикӑшӑн пысӑк чыс», — тенӗ вӑл.
Чӑн та, пирӗн тӑрӑхра яшсене кадет класӗсенченех хӗсмет влали хатӗрлеме тытӑннӑ. Килӗшӳпе хӗсметре тӑракан уйрӑм командирӗн, енчен унӑн 5 ҫулхи стаж пулсан 100 пине яхӑн тенкӗ шалу тухать, ахаль матросӑн — 50 пине яхӑн. Кӑҫал Ҫурҫӗр флота Чӑваш Енри 100-е яхӑн каччӑ каймалла.
Элтеперпе тӗлпулнисем «Р-2» ракета катера «Чӑваш Ен» ят парас шухӑшлине пӗлтернӗ. Элтепере хӑйсен карапӗн сӑнӳкерчӗкне парнеленӗ.
Республикӑра муниципалитетсен чи лайӑх-тӳре шарине палӑртмасси ырӑ йӑлана кӗнӗ темелле. Пӗлтӗр те ирттерчӗҫ ӑна. 2014 ҫулта районсемпе хула округӗсен тата ял тӑрӑхӗсен чи лайӑх служащийӗсене уйрӑмшар номинаципе палӑртрӗҫ.
«Мунициаплитет районӗн, хула округӗн чи лайӑх муниципалитет служащийӗ» ята Канаш хулин физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Искандер Мингалеев ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Шупашкар хула администрацийӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе тата информаципе тишкерӳ енӗпе тӑрӑшакан пай пуҫлӑхӗ Татьяна Загоскина тата Канаш район администрацийӗн пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн сектор заведующийӗ Валерий Чернов тухнӑ.
«Хула (ял) тӑрӑхӗн чи лайӑх муниципалитет служащийӗ» номинацире Пӑрачкав районӗнчи Семеновскинчи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Людмила Канылина — ҫӗнтерӳҫӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкасси ял тӑрӑхӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ Ольга Алексеева йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва ял тӑрӑхӗн аслӑ специалист-эксперчӗ Людмила Григорьева.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |