Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа Раҫҫйӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Атӑлҫи регионти центрӗн пуҫлӑхӗ Игорь Паншин генерал-лейтенант тӗл пулнӑ. Унта вӗсем пушар хӑрушсӑрлӑхӗ, гражданла оборона, халӑха ҫутҫанталӑк тата техногенлӑ инкекрен сыхлас лару-тӑрӑва регионсенче тӗрӗсленин пӗтӗмлетӗвне тишкернӗ. Хаклав пуш уйӑхӗн 17–26-мӗшӗсенче иртнӗ.
Паньшин генерал-лейтненат Чӑваш Ене тӗрӗслевҫӗсем лайӑхпа палӑртнине пӗлтернӗ. Татса памалли ыйтусем сиксе тухсан вӗсене ҫийӗнчех сӳтсе явнӑ, тытса памалли ҫул-йӗре планласа хунӑ-мӗн.
Кун пек ҫирӗплетни тӗрӗсех пулмасть те пуль-ха тен. Анчах ҫӗршывӑн Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви сывлӑх сыхлавӗ валли хатӗр-хӗтӗр туяннӑ ҫӗре хамӑр патра, Белоруссинче тата Казахстанра кӑларнисене кӑна кӗртес шухӑшлӑ. Вӑл ятарлӑ йышӑну проектне хатӗрленӗ ӗнтӗ. Проекта халӗ ҫӗршывӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӑхса тухать.
Асӑннӑ ведомство ертӳҫи Вероника Скворцова списока пациентсен интересӗсене кура ҫирӗплетессине пӗлтерет-мӗн. Вӑл хамӑр патра кӑларакан медицина хатӗрӗсене ҫул памаллине, анчах ҫакӑ ҫынсене пулӑшу кӳрессине начар енчен витӗм кӳмелле маррине палӑртнӑ.
Медхатӗрсем пирки каласан, вӗсен списокӗ анлӑ. Унта антисептиклӑ салфеткӑсенчен пуҫласа томографсемпе рентген препаратсем, флюорографсемпе дефибрилляторсем, хирурги тата стоматологи инструменчӗсем таранах кӗреҫҫӗ.
Проекта пурнӑҫа кӗртсен хамӑр патра туса кӑларакан медхатӗрсен калӑпӑшӗ 2020 ҫул тӗлне кӑҫалхипе танлаштарсан 4 хут ӳссе 78,8 миллиард тенкӗпе танлашмалла-мӗн.
Пушӑн 20-мӗшӗнче ЧР влаҫ органӗсен порталӗнче «вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлне хакласси» сасӑлав хута кайнӑ. Тепӗр кун валли унта 60 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Михаил Игнатьев ятарлӑ Хушӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн кӑҫалтан пуҫласа халӑхра хӑйтытӑмлӑх ертӳҫем епле ӗҫленине хакламашкӑн ҫулталӑкра пӗр хут ыйтӑм ирттерме тытӑнӗҫ.
Ыйтӑма влаҫ органӗсен порталӗнчи интерактивлӑ хурмӑсем пулӑшнипе йӗркелӗҫ. Халӑх хаклавне экспертсен ятарлӑ комиссийӗ тишкерӗ. Пӗр-пӗр тытӑм ӗҫӗ сасӑланӑ халӑхӑн 30 процентне тивӗҫтермерӗ тӗк ӑна япӑххисен йышне кӗртӗҫ.
ЧР Информаципе массӑлла коммуникацисен министерстви ЧР влаҫ органӗсен порталӗнче тата муниципалитетсен официаллӑ сайчӗсенче информаципе телекоммуникаци тетелӗсемпе тата информаци технологийӗсемпе усӑ курса ыйтӑмӑн веб-хурмине шухӑшласа кӑларнӑ. Ыйтӑмра арҫын е хӗрарӑм пулнине, ӳсӗме, вӗренӗве, социаллӑ вырӑна палӑртмалла. Сасӑлавҫӑсене ЧР Элтеперӗн ӗҫне, муниципалитетсен администрацийӗсен ертӳҫисене, вырӑнти депутатсен пухӑвне хаклама сӗнеҫҫӗ.
Чӑваш Ен экономики епле аталаннине тишкерсе пыракансем икӗ пулӑма асӑрхамасӑр ирттермерӗҫех-тӗр.
Пӗрремӗшӗнчен, пушӑн 20-мӗшӗнче иртнӗ Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Михаил Игнатьев Элтепер республикӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетрӗ. Докладра вӑл социаллӑ мӗнпур яваплӑха пурнӑҫлама пултарнине, Пӗтӗм тӗнчери «Moody's» тата «Fitch» кредит агентствисем Чӑваш Ене лайӑх енчен палӑртнине, халӑх влаҫа ытларах шаннине, ҫурт-йӗр тӑвасси тата ача ҫуратасси ӳснине палӑртса хӑварчӗ. Отчетпа тӗплӗн паллашас тесен ҫак каҫӑпа пӑхмалла.
Ӗнер вара Экономика канашӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2030 ҫулчченхи стратегине пӑхса тухнӑ. ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин шучӗпе влаҫ органӗсен тӑрӑшнине кура бизнеса аталантарма Чӑваш Енре тӑнӑҫлӑ лару-тӑру йӗркеленмелле.
Экономика канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ пысӑк пердпритяи ертӳҫисем, экспертсем стратегие кӗртме тӗрлӗ сӗнӳ панӑ. Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн Халӑхсем хушшинчи агробизнесӗн центрӗн ертӳҫин Виктор Лищенко шучӗпе Чӑваш Енри ялсенче инженери тата транспорт инфраструктури лайӑх аталаннӑ.
Ҫакӑн пирки пяан вӗсем Суту-илӳпе промышленноҫ палатине пухӑнса сӳтсе явнӑ. Унта усламҫӑсем тата банкирсем пырса ҫитнӗ. Укҫа хӑй хайне ҫухатса пыни, тенке долларпа тата европа танлаштарса пӑхсан унӑн тӑрӑмӗ епле пуласси, банкран кредит илме ҫӑмӑллипе йывӑрри, монополилле ура хуракан самантсем пирки те унта калаҫнӑ.
Тинтерех усламҫӑ ҫулӗ ҫине тухнисене ҫӑмӑл маррине, сӑмахран, Ҫӗмӗрлери сӗтел-пукан хапрӑкӗнчен килнӗ Андрей Кузнецов палӑртса хӑварнӑ. Хастар кредит ставкисем пысӑккишӗн тата усси сахалтарах патшалӑх программисемшӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ.
Банксен вара яланхиллех хӑйсен сӑмах-юмахӗ. «Кивҫен илекен шанчӑклӑ заемщиксем республикӑра паян сахал», — тенӗ пӗр банкӑн управляющийӗн ҫумӗ Роман Барабанов.
Усламҫӑсем те, банкирсем те Украинӑри кризис Раҫҫее витӗм кӳретех тенӗ. Анчах ҫавӑнтан епле тупӑш курасси пирки шухӑшламалла. Суту-илӳ палатин вице-президенчӗ Анатолий Князев шучӗпе ҫынсенчен ытларахӑшӗ хамӑр патра туса илекен тавара куҫ хывма тытӑнӗ. Ҫав вӑхӑтрах сӑнавҫӑсем тавар хакӗ ӳсессине, тавар туянаслӑх шайӗ чакассине палӑртаҫҫӗ иккен.
Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» сайт Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать.
Дотацилле ытти регионти евӗрех эрех кӑларассине ӳстерме Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчи ЛДПР фракцийӗн ертӳҫи Андрей Кулагин сӗнет-мӗн. Хӑй шухӑшне вӑл республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев парламент партийӗсен пайташӗсемпе тӗл пулнӑ чух каланӑ пулать.
Хӑй сӗнекен мерӑсем, Кулагин депутат шучӗпе, Чӑваш ен хыснине налукпа тултарма пулӑшмалла.
«Суйлавҫӑсене кӑсӑклантаракан ыйтусене» тӗлпулӑва хутшӑннӑ ытти депутат та хускатнӑ. Ҫавсен йышӗнче РФКП фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев, «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри ертӳҫи Игорь Моляков, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов, Галина Николаева сенатор пулнӑ.
Михаил Игнатьев вара «халӑх тарҫисене» республикӑн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче хыснана тӳрлетӳсем кӗртме сӗнессине пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ен Элтеперӗ правительствӑн пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗлӗ пирки отчет тӑвӗ. Черетлӗ сесси, сӑмах май, ыран пуҫтарӑнмалла.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем Ҫӗрпӳ районӗнчи депутат тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 51 ҫулти арҫын Туҫи ял тӑрӑхӗн депутачӗ шутланать иккен. Ӑна ҫамрӑк хӗрарӑма — лешӗ нумай пулмасть ача ҫуратнӑскер пулнӑ — хӗненӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ӗҫ-пуҫ арҫын паллакан хӗрарӑм патӗнче хӑналаннӑ чух пулса иртнӗ. Тӗпчевҫӗсем хӑна ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ хыҫҫӑн кил хуҫи хӗрарӑмӑн 22-ри хӗрӗ ҫумне ҫыпӑҫма пуҫланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Лешне ун пек тимлӗх килӗшмен паллах — тивӗҫлипе тытмалла, йӗркеллӗ пулмалла тесе асӑрхаттарнӑ пулать. Арҫынна вара «пурӑнма вӗрентни» килӗшмен-тӗр. 51 ҫулти вӑйпитти 22-ри хӗрарӑма питӗнчен ҫапса янӑ, уринчен тапнӑ, гитара ярса илсе унпа кӑкӑрӗнчен туртса панӑ пулать.
Тетелти «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн юстици министерствин вырӑнти управленийӗ «Ирӗклӗх» наципе культура ҫӗкленӗвӗн обществине регистрацилес темен. Игорь Михайлов юрист каласа панӑ тӑрӑх ҫакна Уставра темиҫе йӑнӑш тупнипе сӑлтавланӑ. Ытти чухне унашкал кӑлтӑксене тупсан министерство хутсене юсама тавӑрса панӑ пулсан, ку хутӗнче вӗсем тӳрех обществӑна пӑрахӑҫланӑ. Юрист шухӑшӗпе ку йышӑну политикӑпа ҫыхӑннӑ.
«Ирӗклӗх» йӗркелӳҫисем ҫак пӗрлӗхе туса чӑваш халӑхӗнче наци туйӑмне аталантарас тата ҫирӗплетес; чӑваш чӗлхине, культурине, историне тата политикине ҫутатас; чӑваш халӑхӗн прависене хӳтӗлес; тӗрӗк тата финн-угр халӑхӗсемпе туслӑха ҫирӗплетес; чӑваш халӑхне пулӑшма пултаракан Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи ытти халӑх пӗрлӗхӗсемпе ҫыхӑну йӗркелес тӗллевсем лартнӑ имӗш.
Ҫывӑх вӑхӑтра пӗрлӗх йӗркелӳҫисем юстици министерсвин йышӑнӑвне хирӗҫле тавӑҫ тӑратасшӑн.
Федерацин регионти ведомствисен пуҫлӑхӗсене ертсе пыма кандидатсене Мускавра ҫирӗплетеҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, акӑ, Чӑваш Енӗн Ветеринари службине ертсе пымалли кандидатсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫак должноҫе Сергей Сковрцов тивӗҫлӗ тесе йышӑннӑ.
Комисси кандидатсен «объективлӑ даннӑйӗсене» пӑхса тухнине пӗлтереҫҫӗ. Сергей Скворцов Хусанти ветеринари институтне 1982 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Чылай ҫул вӑл Шупашкар районӗнчи «Лапсарская» чӑх-чӗп фабрикинче тӑрӑшнӑ. Малтан — ахаль тухтӑрта. Кайран тӗп ветеринарта. 2005 ҫулта вӑл Чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен Шупашкар хула станцийӗнче выльӑх тухтӑрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Анчах унта ҫур ҫулта ӗҫлемен, ӑна патшалӑхӑн ветеринари службин ертӳҫи пулма шаннӑ. Юлашки вӑхӑтра унта вӑл пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫапла вара Сергей Скворцова «посылкӑпа янӑ ҫын» теме ниепле те май ҫук: вӑл — карьера картлашкипе пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑпарнӑ ҫын.
Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин Вӑрман комплексӗ енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн канашлӑвӗ иртнӗ. Вӑл правительство ҫуртӗнчи пӗр-пӗр залра мар, асӑннӑ комплексне кӗрекен «Спецкомплект» обществӑра иртнӗ. Вӑл юманран урай хӑми ҫурать-мӗн. Продукци ҫӗршывӗпех кӑна мар, чикӗ леш енне те курттӑммӑн сарӑлать иккен.
Координаци канашне ертсе пынӑ Иван Моторин премьер-министр «Спецкомплект» пек предприятисем ытларах кирлине палӑртнӑ. Вӑрман комплексӗн ӗҫ-хӗлӗпе эконмика министрӗ Владимир Аврелькин паллаштарнӑ. Вӑл кӑҫалхи тӗллевсене те палӑртнӑ.
Канашлу «Чи лайӑх вӑрман касакан» республикӑри конкурса хутшӑннӑ хастарсене чысланипе вӗҫленнӗ. Вӗсене республика Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗсем лекнӗ.
Сӑнсем (22)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |