Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Чӑваш Республикинче диаспорӑсен хутшӑнӑвӗсен ыйтӑвӗсен регионсен хушшинчи конференци» иртнӗ. Ӑна Шупашкарти «Таджикисен диаспори» тата Мускаври граждан тӗрӗслевӗн комитечӗ йӗркеленӗ.
Унта «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков тата унӑн пулӑшуҫи Геннадий Мандрейкин, Наци радиовӗ те хутшӑннӑ.
Мероприяти пуҫланас умӗн конференци иртекен зала ФСБ спецназӗ вирхӗнсе кӗнӗ те таджиксене автобуса лартса полици уйрӑмне илсе кайнӑ. Икӗ сехет тытнӑ вӗсене унта, кайран янӑ. Мӗншӗн тытса чарнӑ таджиксене? Документсене тӗрӗсленӗ имӗш.
Конференцие хутшӑнакансем ҫакна курса питӗ кӑмӑлсӑрланнӑ. Ку вӗсен шухӑшӗпе диаспорӑсен хушшинчи лару-тӑрӑва ҫивӗчлетет. ФСБ кансӗрленӗ пулсан та мероприятие ирттернӗ.
Agabazar // 2144.08.2720
2015.06.01 03:22 | |
Agabazar // 2144.08.2720
2015.06.01 03:22 | |
"Конференцие хутшӑнакансем ҫакна курса питӗ кӑмӑлсӑрланнӑ." Хӑвӑр вара кӑмӑллӑ-и, кӑмӑлсӑр-и? |
Хӑвӑр вара кӑмӑллӑ-и, кӑмӑлсӑр-и?