Кун пек ҫырнинчен, тӗрӗссипе, ним тӗлӗнмелли те ҫук-ха. Ара, республикӑра икчӗлхелӗх пирки саккун та пур-ҫке. Апла пулин те теприсем чарӑну ячӗсене ҫырнӑ чух те ун пирки манса каяҫҫӗ, те йӗркине пӗлсе ҫитереймеҫҫӗ?
Наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн канашӗ Шупашкар хулинчи «Акатуй» магазин, «Вӗренӳ институчӗ», «Республика пульници» тата ытти ҫавӑн йышши чарӑну павильонӗсем ҫинче вырӑсла кӑна ҫырни пирки Шупашкарти тӳре-шара патне ыйтупа тухнӑ. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче унтисем хурав панӑ. Ҫырура мӗн ҫырнине кӗскетмесӗрех илсе кӑтартар-ха:
«Чӑваш Республикин
наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх»
халӑх пӗрлешӗвӗн канашне
Муниципаллӑ бюджетлӑ учреждени «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата тирпей-илем кӗртекен управленийӗ» Шупашкар администрацийӗ хушнӑ тӑрӑх сирӗн ҫырӑвӑра (18.04.2015ҫ. №1 00/0071) пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн сире ҫапла пӗлтерет.
Хальхи вӑхӑтра эпир Шупашкарта пӑхса тӑракан чарӑну вырӑнӗсен ячӗсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырса хунӑ. Анчах та хӑш-пӗр чарӑну вырӑнӗсенче суту-илӳ павильонӗ вырнаҫнӑ, вӗсем пирӗн учреждени балансӗ ҫинче тӑмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та эпир ун ҫинчен хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Ю.А. Васильева ҫырса пӗлтернӗ. Малашне суту-илӳ организацисемпе килӗшӳсене ылмаштармалли пирки сӗнӳ панӑ, чарӑну вырӑнӗсене чӑвашла тат вырӑсла ҫырмалли ҫинчен палӑртнӑ». Хурава хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗ О.Г. Белов ячӗпе шӑрҫаланӑ.
Тӳре-шаран ҫапла хуравне илнӗ хыҫҫӑн «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ маларах асӑннӑ чарӑну ячӗсем те чӑвашланасса, тепӗр майлӑ каласан, «икчӗлхелӗх пӗртанлӑхӗ пуласса» шанать.
Ку хыпара вӗҫленӗ май «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ «патшалӑхри чӗлхе саккунлӑхне пӑснине кура сӗнӳ парса ларни ҫителӗксӗр пулни паллӑ, явап тыттармалли мелсем те пулмаллах», — тесе пӗтӗмлетет.