Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Мензелинск аэродромӗнче Екатеринбург, Пермь, Челепи, Ижевск, Шупашкар тата Мускав парашютисчӗсем «Вингсьют – пысӑк формацисем» дисциплинӑра Урал тата Атӑлҫи рекордне ҫӗнетнӗ.
Парашютистсен йышӗнче пирӗн ентеш те пулнине палӑртма кӑмӑллӑ. Эппин, Евгений Абрамов та рекорда ҫӗнетес ӗҫе хӑйӗн тӳпине хывнӑ.
Парашютистсем улттӑмӗш хутӗнче фармаци пуҫтарнӑ. Унта 10 ҫын хутшӑннӑ. Ҫапла вӗсем регионсен хушшинче спорт ҫитӗнӗвӗ тунӑ. Халӗ спортсменсем Раҫҫей тата Европа рекорчӗсене ҫӗнетес ӗҫе хутшӑнма пултарӗҫ. Ӑмӑрту Коломнӑра ҫак уйӑхра иртӗ.
РФ Патшалӑх Думинче тӑван чӗлхе пирки пӗрремӗш вулавра саккун проектне йышӑннӑ. Унта саккуна вӗренӳ пирки улшӑнусем кӗртме сӗннӗ. Тӗплӗнрех каласан, тӑван чӗлхене ачасене хӑйсен ирӗкӗпе вӗрентесшӗн.
Саккун проекчӗн пуҫаруҫисем – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗ Алена Аршинова тата «Справедливая Россия» депутачӗ Олег Николаев. Документра акӑ мӗн палӑртнӑ: тӑван чӗлхене ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн ирӗкӗпе вӗрентмелле, патшалӑх чӗлхине ӑса хывмашкӑн чӑрмав пулмалла мар. Ҫавна май шкул ачисене тата ашшӗ-амӑшне заявлени ҫыртарӗҫ.
Ҫавӑн пекех вырӑс чӗлхине Раҫҫей халӑхӗсен тӑван чӗлхе списокне кӗртме сӗннӗ. Кунсӑр пуҫне депутатсем тӑван чӗлхене пулӑшакан фонд пуҫарма сӗнеҫҫӗ. Вӑл тӑван чӗлхене вӗрентмелли методикӑсем шухӑшласа кӑларӗ.
Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче саккун проектне пӗр шухӑшлӑн йышӑннӑ тесен те юрать: 373 депутат ырланӑ, 3-шӗ хирӗҫленӗ, пӗри ку ыйтупа татӑклӑ хурав парайман. Документа тепӗр икӗ вулавра пӑхса тухӗҫ, унта улшӑнусем кӗртӗҫ. Унтан ӑна Федераци Канашӗн пӑхса тухмалла. Кун хыҫҫӑн ҫеҫ Президент алӑ пусать.
РФ Правительстви арҫынсене – 65-ре, хӗрарӑмсене 63 ҫулта пенсие кӑларма тытӑнасшӑн. Анчах ку ӳсӗме тӑруках хӑпартмӗҫ.
Пенси ӳсӗмне ҫитес ҫултан хӑпартма пуҫласси пирки паян Дмитрий Медведев каланӑ. Вӑл пенси реформи тумашкӑн куҫӑм тапхӑрне йӗркелеме сӗннӗ. Унпа килӗшӳллӗн, 2034 ҫул тӗлне хӗрарӑмсем 63 ҫулта пенсие тухӗҫ, арҫынсем вара 2028 ҫулта 65-ре тивӗҫлӗ канӑва кайӗҫ.
Хальхи пенсионерсемшӗн правилӑсем улшӑнмӗҫ. Ҫурҫӗрте ӗҫлекенсем вара 58 ҫулта пенсие тухма пуҫлӗҫ, арҫынсем – 60-та.
Аса илтерер: халӗ хӗрарӑмсем тивӗҫлӗ канӑва 55 ҫулта тухаҫҫӗ, арҫынсем – 60-та. Чӑваш Енре ҫынсен пурнӑҫ тӑршшӗ вӑтамран 73 ҫулпа танлашнӑ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин «тӳрӗ линие» пуҫличчен икӗ минут юлчӗ. Раҫҫей ҫыннисем унран пулӑшу ыйтса видео ӳкреҫҫӗ, ыйтусем яраҫҫӗ. Шупашкарти «Садовый» микрорайонта хваттер пая кӗрсе туяннӑ ҫынсем те Владимир Владимировичран пулӑшу кӗтеҫҫӗ.
Вӗсем видео ӳкернӗ, ӑна Youtube сайтра вырнаҫтарнӑ. «Хисеплӗ Президент! Пая кӗнӗ ҫынсен ячӗпе пире хваттер уҫҫисене илмешкӗн пулӑшма ыйтатпӑр, мӗншӗн тесен хута каякан 5 ҫурта 1 ҫул та 3 уйӑх кая юлса хӑпартаҫҫӗ. Ҫемьесем тара илнӗ хваттерсенче пурӑнаҫҫӗ, банка ипотекӑшӑн процентсем тӳлеҫҫӗ», - тенӗ видеороликра.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, застройщик строительство ӗҫӗсене пурнӑҫламасть, пайҫӑсемпе тӗл пулма хирӗҫлет. ЧР Строительство министерствин даннӑйӗсене ӗненес тӗк, Б.Хмельницкий урамӗнчи 17-21 позицири ҫуртсене кая юлса хӑпартаҫҫӗ.
Чӑваш Ен спортсменкине Татьяна Акимовӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗртмен. Кун пирки ТАСС пӗлтерет.
Ҫапла, Татьяна ҫитес сезонра ӑмӑртусене хутшӑнаймӗ. Тен, куншӑн кулянмалли те ҫук, мӗншӗн тесен вӑл амӑшӗ пулма хатӗрленет.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейри биатлонистсен пӗрлӗхӗ пӗрлештернӗ командӑн тӗп тата резерв йышне пичетленӗ. Хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче Татьяна Акимова ҫук. Ҫавӑн пекех Ирина Услугинӑн ячӗ те курӑнмасть.
Чӑваш спортсменкисем ӑмӑртусене мӗншӗн хутшӑнманни пирки хальлӗхе халӑха пӗлтерме ыйтман-мӗн. Ҫапах спортменкӑсем ӑмӑртусене хутшӑнманнине ҫынсем ҫавах сисӗҫ, ыйтусем парӗҫ. Ҫавна май наци командин тренерӗ Виталий Норицын ку вӑрттӑнлӑха уҫнӑ: Татьяна та, Ирина та командӑна ача кӗтнине пула кӗмен, вӗсем декрет отпускне кайнӑ.
Шупашкартан Турцири Антальйӑна вӗҫсе кайнӑ самолет вырӑна тӳрех ҫитеймен. Унта инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 4 сехет те 45 минутра самолета ларнӑ арҫынна япӑх пулса кайнӑ. Ҫавӑнпа «тимӗр кайӑкӑн» Хусанта васкавлӑн анса ларма тивнӗ.
62 ҫулти арҫын чӗрепе аптӑраса ӳкнӗ. Самолет сывлӑша вӗҫсе хӑпарсан унӑн юн пусӑмӗ тӑрук аннӑ, вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Самолета ҫӗр ҫине лартсан вӑл тӑна кӗнӗ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа ҫийӗнчех Хусанти пульницӑна ӑсатнӑ.
Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ 33 ҫулти арҫынна полицейскисем 2 ҫул шыранӑ. Ӑна, ултав ӗҫӗпе аппаланнӑскере, тӗнче шайӗнчи шырава та панӑ.
Мӗнле хӑрушӑ ӗҫ тунӑ-ха ҫак арҫын? Владимир облаҫӗн ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫынсенчен 37 миллион тенкӗ кивҫен илнӗ. Хайхискер 2013-2016 ҫулсенче ҫынсен шанчӑкне кӗрсе «услама аталантармашкӑн» кивҫен илнӗ. Парӑм самаях – 37 миллион тенкӗ – пухӑннӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын ӑна парса татма шухӑшламан та – полицирен тарнӑ. Ӑна федераци шыравне панӑ, кайран – тӗнче шайӗнчи шырава.
Ҫын йӗп мар-ҫке, тӑрук ниҫта та ҫухалаймасть. Арҫын ӑҫта пытанса пурӑннӑ тетӗр-и? Владимир облаҫӗнчи Никологорти чиркӳре.
Халӗ унти полицейскисем ӑна тытса чарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра арҫынна Чӑваш Ене илсе килӗҫ.
Паян 16 сехетре федераци каналӗпе Шупашкарти нумай ачаллӑ ҫемье пирки кӑтартӗҫ. «Мужское\Женское» кӑларӑмӑн официаллӑ ушкӑнӗнче кун пирки анонс панӑ.
Хальхинче кӑларӑмра Мария Падиаровӑн ҫемьйи пирки калаҫӗҫ. Палӑртмалла: хӗрарӑм 2012 ҫулта «Раҫҫей миссисӗ» конкурс финалне лекнӗ. Вӑл 13 ачана воспитани парать: 9-шӗ хӑйӗн, 4-шӗ опекӑна илнисем.
Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Мария 16-ри Даринӑна тата унӑн 14 ҫулти шӑллӗне Даниила каялла ача ҫуртне парасси пирки пӗлтернӗ, анчах хӗрарӑм кайран куншӑн ӳкӗннӗ. Кая юлнӑ: опека органӗсем Даньӑна илсе кайнӑ, кӗҫех Дарина патне килӗҫ, ӑна урӑх ҫемьене парӗҫ.
Унччен ҫак кӑларӑмра Марийӑпа опекӑна илнӗ ачасен хушшинчи хутшӑну пирки калаҫнӑ. Ун чухне хӗрарӑм куҫҫульеннӗ. Халӗ хӗрарӑм ҫемйери лару-тӑру лайӑхланнине ӗнентересшӗн.
Кӑларӑма пушӑн 7-мӗшӗнче ӳкернӗ. Халӑх тетелӗнче Дарина акӑ мӗн ҫырнӑ: хӗр амӑшӗпех килте пурӑнать, унтан ниҫта та каясшӑн мар. Опека органӗсем вара хӑратаҫҫӗ имӗш. «Мана ку кӑларӑм хама ӑнланма пулӑшрӗ, халӗ эпӗ урӑхла. Халӗ ӑнланатӑп: анне маншӑн пӑшӑрханнӑ, эпӗ вара ҫакна хӑнӑхман, мӗншӗн тесен эпӗ тӑван аннепе кукамая кирлӗ пулман», - ҫырнӑ Дарина.
Калининград облаҫӗнче Балти флочӗн матросӗпе пӗлӗшӗ судра явап тытнӑ. Вӗсем «Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫар карапӗ ҫинчен ҫур тонна ытла топливо вӑрлама тӑнӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ.
Ҫак хура ӗҫе пурнӑҫлама матроса пӗлӗшӗ пулӑшнӑ. Анчах иккӗшӗн те, Иван Пуховский аслӑ матросӑн тата унӑн пӗлӗшӗн Валентин Шкалевӑн, суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Вӗсене преступлени вырӑнӗнче полицейскисем тытса чарнӑ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫак ҫамрӑк арҫынсем «Ҫӗнӗ Шупашкар» тральщик базинчен 590 килограмм топливо вӑрлама тӑнӑ. Пӗтӗмпе – 17 пин те 760 тенкӗлӗх. Балти гарнизон ҫар сучӗ Пуховские – 30 пин тенкӗлӗх, Шкалева 27 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Сӑмах май, БТ-212 тральщике «Ҫӗнӗ Шупашкар» ята пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче панӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Мускавра Telegram мессенджера блокировка тӑвассине хирӗҫ ҫынсем митинга тухнӑ. Акци йӗркелӳҫисем унта 5 пине яхӑн ҫын хутшӑнассине пӗлтернӗ, митинга вара 10 пине яхӑн ҫын ҫитнӗ.
Мессенджера шухӑшласа кӑлараканӗ – Павел Дуров. «Пин-пин ҫамрӑк тата малашлӑха шанакан ҫын халӗ тӗнче тетелӗ ирӗклӗхне хӳтӗлесе Мускавра акцие тухнӑ. Пин-пин ҫын митинга утать. Эпӗ ҫак ҫынсемпе пӗр ҫӗршывра ҫуралнӑшӑн мӑнаҫланатӑп. Сирӗн вӑй-хал тӗнчене улӑштарать, - ҫырнӑ Павел Дуров «Контактра» халӑх тетелӗнче.
Акцие хутшӑннисем тӳпенелле хутран ӑсталанӑ самолетсем вӗҫтернӗ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Мускаври Таганка район сучӗ Роскомнадзор ҫак мессенджера хупма ыйтнине тивӗҫтернӗ. Кӗҫех ҫыхӑну операторӗсем ӑна блокировка тума тытӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |