РФ вӗренӳ министерстви шкул ачисене вулама сӗнекен 100 кӗнеке йышне пӗлтернӗ. Шел те, вӗсем хушшинче чӑваш литератури валли вырӑн тупӑнман.
Вӗренӳ планне кӗмен хушма вулав кӗнекисен шутне, паллах, ытларах вырӑс литературине кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах унта ытти халӑх литератури те пур: Габдулла Тукай (юнӗпе вӑл чӑваш пулни пирки илтнех ӗнтӗ), Чингиз Айтматов, Муса Джалиль, Нодар Думбадзе, Максуд Ибрагимбеков тата ыттисем. Эпоссем те кӗнӗ: тӗрӗксен «Алпамышӗ», монголсен «Гэсэрӗ», грузинсен «Давид Сасунскийӗ», калмӑксен «Джангарӗ», карелсен «Калевали» тата ыттисем. Чӑвашсем валли вара темшӗн вырӑн тупӑнман. «Ирӗклӗ сӑмах» палӑртнӑ тӑрӑх, «Сказки народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен юмахӗсем) юмахсен пуххинче те чӑвашлисем ҫук иккен.
Мӗншӗн ҫук? Те эпир ытла вӑтанатпӑр хамӑр пирки пӗлтерме, те пирӗн культура министерстви хӑйӗн ӗҫне япӑх тӑвать. Тепер енчен ҫӗр кӗнеке вӑл нумаях мар, пирӗн халах хайлавӗсене те пӑхса тухнӑ пулӗ, анчах ыттисене пахарах шутланӑ пулин? Тепӗр енчен ҫак кӗнекесен йышӗ Раҫҫейри халӑхсен вырӑнӗ ӑҫта пулнине питӗ лайӑх кӑтартса парать.
Раҫҫей МИХӗсем анлӑ ҫутатнӑран Жерар Депардье Раҫҫей паспортне илни пирки пӗлетӗрех пулӗ? Владимир Путин Президент хӑй аллипе тыттарнӑ тет. Раҫҫей паспортне парасси пирки шӑв-шав пуҫланнӑ хыҫҫӑн хрантсус актёрне ӑҫта кӑна чӗнмерӗҫ пулӗ? Чи малтанах Чечня Пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров йыхравларӗ, унтан Киров облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ те хӑйӗн тӑрӑхне чӗнчӗ.
Жерар Депардье вара паян Саранскра пулнӑ иккен. Кунти тӑрӑха ӑна РФ Патшалӑхфильфончӗн директорӗ Николай Бородачёв (хӑй ҫак республикӑра ҫуралса ӳснӗ) йыхравланӑ.
Саранска ҫитсен Хрантси актёрне республика Пуҫлӑхӗ Владимир Волков кӗтсе илнӗ, кунта тӗпленме ыйтнӑ. Ҫакна сӑмахпа кӑна мар, ӗҫпе те ҫирӗплетнӗ — ҫӗнӗ ҫуртри пӗр хваттерӗн уҫҫине парнеленӗ иккен. Хӑшӗ-пӗри хӗсӗк пӳлӗмре хваттерсӗр темиҫе ҫул пурӑнать — хрантсус актёрӗшӗн вара, вӑл вӗсен хулинче ура ярса пустар тесе, ним мар хваттер те парнелеме хатӗр иккен. Вӑл ҫеҫ те мар, Инсар шывӗ хӗрринче ятарласа ҫурт лартса пама та хатӗр иккен кӳршӗлле тӑрӑхри влаҫсем. Мӑкшӑ халӑх ҫыравҫисене унашкал сума сунмаҫҫӗ пуль? Вӗсен ӑмсанмалли ҫеҫ юлать.
Жерар Депардье Саранскра православилле Раштава кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн Цюриха вӗҫсе каймалла тет.
РФКП депутачӗ Тамара Плетнева Патшалӑх Думине ҫӗнӗ саккун проектне кӗртнӗ — паспортра наци паллине палӑртма тытӑнасси пирки.
Проектпа килӗшӳллӗн паспортри «Национальность» йӗркене ҫырса тултарасси ирӗклӗ пулӗ. Ҫавӑн пекех кашни хӑйӗн ирӗкӗпе паспортра ИНН тата юн ушкӑнне кӑтартма пултарӗ.
Lenta.ru палӑртнӑ тӑрӑх «Национальность» йӗркене паспорта кӗртме 2000 ҫултанпа сӗнеҫҫӗ. Малтан пушкӑрт депутачӗсем сӗннӗ, каярах, икӗ ҫул иртсен, Тутарстанрисем ҫак сӗнӳпе тухнӑ. 2010 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн конституци сучӗ те ҫак ыйтӑва пӑхса тухнӑ пулнӑ — паспортра хӑш халӑх шутне кӗнине кӑтартманни ҫӗршывӑн тӗп сакунне пӑсманни пирки йышӑннӑ.
Каласа хӑварас пулать, «Национальность» йӗрке СССР паспорчӗсенче 1974–1990 ҫулсенче пулнӑ. Кайран, ҫӗнӗ паспорт йышӑннӑ хыҫҫӑн, ӑна пӑрахӑҫа кӑларнӑ.
«Извести» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей правительстви ятарлӑ хут хатӗрленӗ иккен, вӑрттӑн япала тесен те йӑнӑш пулмӗ. Ун тӑрӑх халӑхсен хушшинчи хутшӑнӑва ҫирӗплетес тата хирӗҫӳлӗхе пӗчӗклетес тӗллевпе федераллӑ телеканалсенче Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен культурине ҫутатакан фильмсене кӑтартма хушасшӑн.
Унсӑр пуҫне «ТВ-Центр» тата «Мир» каналсемпе тӳрӗ эфирта Сабантуя (ҫав шутра чӑвашсен Акатуйне те), Курбан-байрама, Мэрцишора, Навруза тата ытти уявсене кӑтартмалла иккен. Христиансен уявӗсем валли те эфирта вӑхӑта ытларах уйӑрмалла иккен. «Извести» ҫырнӑ тӑрӑх правительство хутӗнче еврейсемпе буддистсен уявӗсем валли темшӗн вырӑн тупӑнман.
Ҫавӑн пекех ӑс-тӑн вӑййисенче те халӑхсен культурипе паллаштаракан ыйтусен йышӗ ӳсмелле. «Своя игра» (чӑв. «Хамӑн вӑйӑ») продюссерӗ Сергей Пехлецкий пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен патне кунашкал хушусем ҫитмен-ха, ҫапах та ку вӑйӑра тӗрлӗ халӑхсен культурипе ҫыхӑннӑ ыйтусем унччен те сахал мар пулнӑран пысӑк улшӑнусене кӗтменни пирки вӑл каласа панӑ.
Мӗнех, Акатуя та пулин федераллӑ каналсемпе кӑтартсан пирӗн халӑх пирки Раҫҫей ҫыннисем ытларах пӗлӗҫ.
Ростоври АЭСра паян каҫхи пушар тухнӑ — кун пирки «Новости» РИА пӗлтерет. Пушар ҫӗнӗрен хӑпартакан блокра 1:32 вӑхӑт тӗлнелле тухнӑ тет, икӗ сехет ҫурӑран ӑна пушарҫӑсем сӳнтерме ӗлкӗрнӗ. Пурӗ 30 вут-кӑварпа кӗрешекен тата 11 техника хутшӑннӑ. Пушар лаптӑкӗ 350 тӑваткал метрпа танлашнӑ.
Ростов АЭСӗ «Концерн Росэнергоатом» АУО уйрӑмӗ шутланать, Цимлянск шывуправӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Ростов АЭСӗ ҫӗнӗ электостанци шутланать. Хальхи вӑхӑтра энергостанцире 2 блок ӗҫлет, тепӗр иккӗ хӑпартаҫҫӗ. Вӗсене 2014, 2017 ҫулсенче хута яма палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен энергоблоксене 2001 тата 2009 ҫулсенче ӗҫлеттерсе янӑ. Пӗтӗмӗшле хӑвачӗ 1900 МВт.
Владимир Путин «Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Нацисен хушшинчи хутшӑнусен енӗпе ӗҫлекен канаш ҫинчен» Хушӑва алӑ пуснӑ. Асӑннӑ канашӑн председателӗ В.Путин, унӑн ҫумӗсем — Президент администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Володин тата РФ вице-премьерӗ Дмитрий Козак. Канашӑн яваплӑ секретарӗ — РФ Президенчӗн Шалти политика енӗпе управленийӗн начальникӗн ҫумӗ Павел Зенькович.
Ҫавӑн пекех канашӑн йышӗнче Тутарсен федераллӑ наципе культура автономийӗн ертӳҫи Ильдар Гильмутдинов та пур.
Якути патшалӑх пухӑвӗн депутачӗсем хӑйсен Президентне Ил дархан ятпа улӑштарма сӗннӗ. Чӑвашла куҫарсан, тӑрӑх ертӳҫи пулать. Якутлипе пӗрле вырӑсли те пулӗ — Глава.
Республика пуҫлӑхӗн ячӗ икӗ чӗлхеллӗ пулни икӗ халӑха — якутсемпе вырӑссене — туслӑрах пурӑнма май парӗ тесе шутлаҫҫӗ депутатсем. Каласа хӑварас пулать, сӗнӳсем хушшинче ытти вариантсем те пулнӑ: дархан (чӑв. «ертӳҫӗ»), аан дархан («аслӑ ертӳҫӗ»), багылык («кӑлава», «пуҫлӑх»). Вӗсене пӑрахӑҫласа «ил дархан» суйласа илнӗ.
Ку ятсене кӗртме республика Конституцине улшӑнусем кӗртме тивӗ. Ыйтӑва ҫитес вӑхӑтра пӑхса тухма палӑртнӑ — ҫӗртмен 8-мӗшӗнче.
Чӑн та республикӑн ертӳҫи ячӗ тӗп халӑх чӗлхипе те пулсан епле килӗшӳллӗ пулӗччӗ. Сӑмахран, вырӑсла «Глава» ҫумне чӑвашла ята та хушсан.
Паян Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗнӗ Министрсен Кабинечӗ йӗркеленчӗ. Правительствӑна унчченхи президент Дмитрий Медведев ертсе пырӗ.
Малтанхи министрсенчен ҫурри тенӗ пек хӑйсен вырӑнӗсене упраса хӑварчӗҫ — хӑшӗ-пӗри валли ҫеҫ ҫӗнӗ правительствӑра вырӑн тупӑнман. Сӑмахран, энергетика ыйтӑвӗсемпе малашне Александр Новак ӗҫлӗ. Минздравсоцразвити министерствине икке пайланӑ хыҫҫӑн — малашне Ӗҫ министерствипе Сывлӑх сыхлав министерстви пулӗҫ — Татьяна Голикова валли вырӑн тупӑнман. Сывлӑх ыйтӑвӗсемпе Вероника Скворцова ӗҫлӗ, Ӗҫ министерствине Максим Топлин ертсе пырӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх министерствине вара малашне Николай Фёдоров ертсе пырӗ — пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, вӑл унччен нумай ҫул хушши пирӗн республика президенчӗн ӗҫне туса пычӗ. Малашне вара пӗтӗм Раҫҫей ял хуҫалӑхӗшӗн яваплӑ пулӗ.
Анатолий Сердюков пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал Раҫҫей ҫарӗ ҫӗнӗ йышши ракетӑсемпе вӑйланать иккен. Ҫар министрӗ каланӑ тӑрӑх ҫак хӗҫпӑшалпа Ту-160 тата Ту-95 инҫете вӗҫекен бомбардировщиксем усӑ курма тытӑнаҫҫӗ. «Пире хирӗҫ тӑма пултаракан ҫӗршывсен ҫарӗсенче ҫак ракетӑсене ҫитекеннисем паянхи куна ҫук-ха», — тесе пӗлтернӗ Анатолий Сердюков. Тапӑнас шухӑшлӑ тӑшманӑн ӗҫне тӑвас умӗн пайтах шутлама тивӗ ӗнтӗ вара. Хӗҫ-пӑшал ятне тата ӑҫта вырнаҫнине пӗлтермен пулсассӑн та, нумаях пулмасть, Раҫҫей хаҫачӗсем Х-555 тата Х-101 ятлӑ ҫунатлӑ ракетӑсем ҫинчен ҫырнӑччӗ ӗнтӗ.
Иртнӗ кӗҫнерникун Раҫҫей правительствин сайтӗнче аслӑ чиновниксен арӑмӗсем 2011-мӗш ҫулта мӗн чухлӗ тупӑш илнине пӗлтернӗччӗ. Ӑҫта ӗҫлеҫҫӗ-ши ку чаплӑ маткасем, мӗнрен укҫа тупаҫҫӗ? Сайтра ҫырнӑ тӑрӑх чи пуян чиновник арӑмӗ (1-мӗш вырӑн) Ольга Шувалова иккен. Унӑн пӗлтӗрхи тупӑш 365 млн. тенке ларнӑ имӗш! Килте ларсах (налук хучӗ тӑрӑх вӑл ӗҫсӗр кил хуҫи) «Газпром» тата «Сибнефть» акционерлӑ ушкӑнсен хаклӑ хучӗсемпе суту-илӳ тусах пуять иккен. Кунсӑр пуҫне тата Раҫҫейре икӗ пысӑк хватер (108 тата 175 тв.м), ҫурт (4 174,1 тв.м), Англире (424 кв.м), Арабсен Эмиратӗсенче хваттер (153,32 тв.м) тата ҫурт вырӑнӗ (1 245, 44 тв.м), Австрире пӳрт (1 479,84 тв.м). Ҫулҫӳреве Раҫҫей машинисемпе тухасшӑн мар Ольга Шувалова, картишӗнче Jaguar, Mercedes-Benz S350, S500 тата S-класслӑ седан V221, лимузин ЗИЛ-41047, Форд Химер Кемп машинӑсем лараҫҫӗ.
Наталья Дубовицкая вара, Владимир Путин правительствинчи иккӗмӗш ҫын пулакан Владимир Сурковӑн мӑшӑрӗ, хӑй пуянлӑхӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑнать иккен. Пӗлтӗрхи ҫул ун кӗсьине 125 млн. тенкӗ кӗрсе вырнаҫна тесе кӑтартнӑ вӑл налук хучӗ ҫине. Наталья Дубовицкая Раҫҫейри крахмал тӑвакан пӗрлешӳллӗ компанисен ертӳҫин ҫумӗ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |