Охота тинӗсӗ малашне Раҫҫейӗн пулӗ. 50 пин километр калӑпӑшлӑ лаптӑк унччен пӗтӗм тӗнчери шыв шутланнӑ. Халӗ ӑна ООН Раҫҫее пама йышӑннӑ.
Охота тинӗсӗ пулӑпа пуян теҫҫӗ. Теприсен шучӗпе геологсене вӑл савӑнтармалла. Раҫҫейӗн ӑслӑлӑхӗсен академийӗн Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи уйрӑмӗн Ҫурҫӗрпе Хӗвелтухӑҫ ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн регионти геологипе геофизики лабораторийӗн тӗп ӗҫченӗ Владимир Глотов каланӑ тӑрӑх, сайра-хутра тӗпчени те шыв тӗпӗ ҫутҫанталӑкӑн пуянлӑхӗпе иксӗлмине пулнине палӑртнӑ. «Тинӗсӗн ҫӗр хӗрринчи пайӗ нефтьпе тата газпа пуян», — ӑнлантарнӑ вӑл.
Хӑш-пӗр эксперт шучӗпе Магадан ҫывӑхӗнчи шельфра нефть пуянлӑхӗ виҫӗ миллиард баррельпе те танлашма пултарать.
Пулӑ пуянлӑхне илес пулсан — малашне «вырӑнтан хускалманнисене» (вӗсен шутне сӑмахран краб кӗрет) Раҫҫей кӑна тытайрать, ытти тӗссем пирки тепӗр патшалӑхсене чару ҫук.
Тинӗс Раҫҫее куҫнипе пӗрлех ӑна тивӗҫлипе хӳтлӗс енӗпе яваплӑх та кӑларса тӑратать. Унти китсемпе юханшыв кӑвакалӗсем, моллюсксемпе сайра тӗл пулакан пулӑсен тӗсӗсене упраса хӑварассипе ҫине тӑмалла.
Охота тинӗсӗ — пирӗн ҫӗршывӑн хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ тинӗс, Лӑпкӑ океан лаптӑкне кӗрет. Хӑйӗн ятне вӑл Охота (вырӑнти чӗлхепе «юханшыв» пулать) юханшывран илет. Охота тинӗсне ҫавӑн пекех Амур, тата Кухтуй шывӗсем юхса кӗреҫҫӗ.