Ҫак ыйтӑва нумаях пулмасть Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗнче сӳтсе явнӑ. «КӖСЛЕ – ЧУВАШСКИЙ НАРОДНЫЙ МУЗЫКАЛЬНЫЙ ИНСТРУМЕНТ: ПРОБЛЕМА ВОЗРОЖДЕНИЯ» (чӑв. Кӗсле — чӑваш халӑх музыка инструменчӗ: чӗртсе тӑратассин йывӑрлӑхӗ) ятпа иртнӗ ҫавра сӗтеле республикӑн Культура министерстви, Чӑваш патшалӑх гумантари ӑслӑлӑхсен институчӗ, Вӗренӳ министерстви, Республикӑн халӑх пултарулӑх центрӗ йӗркеленӗ.
Унта Хусанти, Мускаври, Тверьти, Сартури, Шупашкарти паллӑ ӑсчахсем хӑйсен шухӑшне каланӑ, халӑх музыка инструменчӗсене ӑсталассипе хӑйсен опычӗпе паллаштаракансем те пулнӑ.
Кӗсле класӗсене ача-пӑча музыка шкулӗсенче, Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУри ӳнер кафедринче уҫас ыйтусене те хускатнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫак инструментпа хӑй тӗллӗн вӗреннӗ коллективсенче усӑ курасси, наци инструменчӗсен вӗренӳ тата профессилле оркестрӗсене йӗркелесси пирки те сӳтсе явнӑ.
Мускавра пурӑнакан Василиса тата Кирилл Ербулатовсем «Кушакпа йытӑ» юптарӑва пӑхмасӑр каласан панине ӳкерсе илнӗ, видеона «Ютуб» видеохостингра вырнаҫтарнӑ.
«Маттурсем! Мӗнле вӑрӑм пулсан та вӗреннӗ, интонаци мӗне тӑрать!» – ырланӑ вӗсене «Хавал» ушкӑн «Контактра» страницӑра.
Асӑннӑ ушкӑнра хыпарланӑ тӑрӑх, ачасем иккӗшӗ те Мускавра ҫуралса ӳснӗ. Вӗсемпе мӗн ҫуралнӑран чӑвашла калаҫма ҫемье ятарлӑ ҫынна тупнӑ.
Шупашкарти е чӑваш ялӗсенчи хӑш-пӗр ҫемьен вӗсенчен тӗлӗнмелӗх, чӑн та, пур.
Раштав уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Мускавра Тӑван чӗлхе вӗрентекен учительсен ҫӗршыв шайӗнчи XV ӑсталӑх-класӗ иртнӗ. Мероприятин куҫӑн тапхӑрне Чӑваш Енри вӗрентекен те лекнӗ. Вӑл — Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти В.А. Верендеев ячӗллӗ вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Варюхина. Унччен педагог чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен регионсем хушшинчи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Тӑван чӗлхе вӗрентекенсен Раҫҫейри ӑсталӑх-класне 2007 ӳлтанпа ирттереҫҫӗ.Ҫӗршывӑн тӗрлӗ реионӗнче пурӑнакан халӑхсен чӗлхине вӗрентекенсем унта пӗр-пӗринпе курса калаҫма, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма пултараҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Общество палатинче «Лучшие няни России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх няня (ача пӑхакан) конкурс иртнӗ. Ӑна кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ.
Професси ӑсталӑхӗн конкурсӗн куҫӑн тапхӑрӗнчи финала ҫӗршыври 17 няня тухнӑ. Вӗсен шутӗнче Чӑваш Енри ача пӑхакан хӗрарӑм та пулнӑ. Вӑл — Ҫӗмӗрлери Наталья Разгудаева.
Хӗрарӑм асӑннӑ хулари «Рябинушка» (чӑв. Палан) 16-мӗш ача пахчинче воспитательте ӗҫлет. Конкурса ҫӗнтерсе вӑл гран-прие тивӗҫнӗ, ҫӗршыври чи лайӑх няня ята ҫӗнсе илнӗ.
Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» чӑваш хаҫачӗн редакторӗ Ирина Трифонова Хусанти Туслӑх ҫуртӗнче Голланди журналисткипе, «NRC» ятлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗнче ӗҫлекен Ева Цукерпа тӗл пулнӑ. Унпа чӑвашсем ҫинчен калаҫнӑ.
Ева Цукер каланӑ тӑрӑх, Европӑри нумай ҫӗршывра пурӑнакан ахаль ҫынсем Раҫҫейре монохалӑх (вырӑссем) пурӑнать тесе шухӑшлаҫҫӗ. «Нумай нациллӗ ҫӗршыв пӗр халӑх пек пӗрлешсе пурӑнни питӗ хаклӑ. Эсир питӗ туслӑ пурӑнатӑр», — тесе каланӑ Мускавра ҫур ҫул каялла тӗпленнӗ журналист.
Вӑл чӑвашсен йышӗпе, «наци хӑйхаклӑхӗпе» кӑсӑкланнӑ.
Хӑнана чӑвашсем ҫинчен кӗнеке парнеленӗ.
Шупашкарта туса кӑларакан пальтосем ют ҫӗршыва ӑсанаҫҫӗ. Кун пирки Экспорта пулӑшакан Чӑваш Енри центр ертӳҫи Григорий Данилов Фейсбукра пӗлтернӗ.
Пальто ҫӗлекен компани (Монополипе кӗрешекен федераци служби хыпара реклама тесе хакласран материалта фирма ятне асӑнмӑпӑр. — Авт.) продукцине Раҫҫейре ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те пӗлеҫҫӗ иккен. Ҫӗвӗ продукцине экспорта кӑларма хайхи предприяти ертӳҫисене Экспорта пулӑшакан Чӑваш Енри центр пулӑшнӑ. Кӑҫал компани Мускавра иртнӗ пӗтӗм тенчери курава хутшӑннӑ. Казахстанпа килӗшӳ тунине кура продукци унта ӑсанма тытӑннӑ.
Раштавӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне Тула облаҫӗнче пурӑнакан хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл Шупашкар курма килнӗ, хостелта чарӑннӑ. Ҫӗрле вара сумки тата енчӗке таҫта «ураланнине» асӑрханӑ. Енчӗкре 10 пин тенкӗ пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем видеокамерӑсене пӑхнӑ та ҫав арҫынна палласа илнӗ. Икӗ кун каялла вӑл телефон вӑрланӑ-мӗн, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын Мускав облаҫӗнчен, хостела темиҫе уйӑх каялла вырнаҫнӑ. Полицейскисем ӑна савӑнмалли пӗр заведенире тытса чарнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа театрӗнче вилончельсен ушкӑнӗн концертмейстерӗ Светлана Григорьева пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Светлана Григорьева Шупашкарта ҫуралнӑ. 1996 ҫулта Мускаври Гнесинсем ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Студент чухнех хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. Вӑл Гнесинсен оркестрӗпе Англири сценӑсем ҫине те тухнӑ. Вӗренсе пӗтерсенех вӑл Мускаври М.И. Глинка ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче, ҫавӑн пекех К.С. Станиславский тата и Вл. И. Немирович-Данченко ячӗллӗ Мускаври музыка театрӗнче ӗҫленӗ. Артист-инструменталист евӗр вӑл «Ногу свело» рок-ушкӑнпа тата Вика Цыганова эстрада юрӑҫипе ҫыхӑну тытса ӗҫленӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн симфони оркестрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ, 2015 ҫултанпа виолончельсен ушкӑнӗн концертмейстерӗ пулнӑ.
Темиҫе чӗлхе пӗлсен те тӑван чӗлхене мала хуракансем пирӗн хушӑра пурри питех те савӑнтарать. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри вӑл — Александра Васильева. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнарта ҫуралса ӳснӗ ӑслӑ та талпӑнуллӑ хӗрпе ҫак йӗркесен авторӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче паллашрӗ.
Александра Сергеевна чӑвашла хӑй ҫырнӑ юмахсен пуххипе Zoom платформӑра паллаштарма палӑртнӑ. Презентаци раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Мускав сехечӗпе 11 сехетре пуҫланӗ. Хӑтлав чӑвашла иртӗ. 40-минутлӑ икӗ сессирен тӑракан презентацие кирек кам та хутшӑнайӗ.
Александра Сергеевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче акӑлчан тата нимӗҫ чӗлхисене вӗреннӗ. Унтан Мускавра ассистент, тӑлмачӑ пулса ӗҫленӗ. 2016-2018 ҫулсенче вӑл пӗлӗвне Экономикӑн аслӑ шкулӗнче ҫӗнӗлле уҫӑлнӑ ют чӗлхе факультетӗнчи магистратурӑра анлӑлатнӑ. Халӗ Китайри Куньмин хулинче акӑлчан чӗлхи вӗрентет.
«Эпӗ студент чухнех ҫырма пуҫланӑ. Ку юмахсен пуххин пӗрремӗш пайне эпӗ 2017-мӗш ҫулта ҫырнӑ, пӗлтӗр иккӗмӗш пайне ҫырса пӗтернӗ. Малтан ҫырнисем пурте вырӑсла, чӑвашла ҫырни пӗрремӗш хут», — пӗлтерчӗ вӑл ҫак йӗркесен авторне.
Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 18 сехетре, Мускаври «Русская песня» (чӑв. Вырӑс юрри) театрта хӑй тӗллӗн вӗреннӗ пултарулӑх коллективӗсен гала-концерчӗ уҫӑлӗ. Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн ертӳҫи Светлана Балыбердина Фейсбукра хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗршывӑн тӗп хулинчи концерта «Уяв» фольклор ансамблӗ хутшӑнӗ.
Гала-концерта Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 20 коллектив хутшӑнӗ. Вӗсем пурте «Культура» наци прокчӗн грантне тивӗҫнӗскерсем.
Мускаври гала-концерт вӑхӑтӗнче сцена ҫине Адыгея, Буряти, Мари Эл, Мордва, Тутарстан, Тыва, Чечня, Байкал, Белгород, Волгоград, Воронеж, Иркутск, Курган, Ленинград, Мускав, Омск, Орлов, Пенза, Челябинск тӑрӑхӗсенчи коллективсем тухӗҫ.
Ятарлӑ хӑнасем хушшинче М.Е. Пятницкий ячӗллӗ патшалӑх академи вырӑс халӑх хорӗ, Марина Девятова, «Партизан-FM» фолк-группа тата ыттисем пулӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |