Раштав уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче Мускавра «Языковая политика в Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнчи чӗлхе политики) VI форум иртнӗ. Унта пирӗн ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсен чӗлхине упраса хӑварас, аталантарас, халӑхра сарас ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Форума наци чӗлхисемпе ҫыракан блогерсем, чӗлхене аталантарассипе ӗҫлекен хастарсем, ученӑй-лингвистсем, инженер-лингвистсем, программистсем, IT-проектсене хатӗрлекенсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем, чӗлхе специалисчӗсем, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче, ҫавӑн пекех общество организацийӗсенче тӑрӑшакансем пухӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври ҫав мероприятие филологи енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Олег Студенцов хутшӑннӑ. Вӑл унта «Чӑваш Ен» телерадиокомпанийӗн чӑвашла информаци программисен онлайн-версийӗсене тишкернӗ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ҫӗршывӑн тӗп хулинче "Мускав ярмӑркки" лапамра хамӑр регионти ял хуҫалӑх продукцине сутмалли павильон уҫасшӑн. Халӗ кун пирки мускавсемпе калаҫаҫҫӗ.
Павильона "Верхние Лихоборы" метро станцийӗн районӗнчи ҫуртра вырнаҫтарасшӑн. "Мускав ярмӑркки" патшалӑх учрежденийӗ унта 14 суту-илӳ вырӑнӗ, холодильниксемпе тарасасем хатӗрленӗ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх продукцине сутакан павильон Ҫӗнӗ ҫул тӗлне ӗҫлесе кайма пултарать. Малтан унта нумай вӑхӑт упранакан ҫимӗҫсене сутма палӑртнӑ. Халӑх нумай туянсан кӗске вӑхӑт упранаканнисене те сутасшӑн.
Юр нумай ҫунипе, пӑрлӑ ҫумӑра пула пуйӑссем те вӑхӑтра ҫӳреймеҫҫӗ. Чукун ҫул тытӑмӗнче те электричество пӗтнӗ.
"Шупашкар" чукун ҫул вокзалӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуйӑссем 5 сехет те 10 минут кая юлса ҫитӗҫ. Ӗнер тата паян "Арзамас - Канаш" чукун ҫулӗ ҫинче пассажирсене илсе ҫӳрекен темиҫе пуйӑс тытӑнса тӑрать. "Мускав - Хусан" тата "Мускав - Шупашкар" пуйӑссене 3 сехет ытла тытса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне тепӗр 7 пуйӑс 2-7 сехет кая юлса пынӑ.
Мускавра раштавӑн 3-мӗшӗнче 9 сехет те 48 минутра Перовская урамӗнче автобус ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм ҫывӑхри пристрой ҫине те куҫнӑ, пушар 50 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Пушара 40 минутран сӳнтернӗ. Ҫунса кайнӑ автобус – Чӑваш Енрен, «Попутчик» тесе ҫырнӑскер. Вӑл Шупашкартан Мускава тата каялла тӑтӑшах ҫӳренӗ-мӗн.
«Чеб.ру» «Попутчик» компанипе ҫыхӑннӑ. Лешсем ҫунса кайнӑ автобус вӗсен пулманнине каланӑ. Ҫав транспорт ирхине Шупашкартан Мускав килнӗ имӗш. Компани ҫакна та хирӗҫленӗ.
Чӑваш Ен хӗрӗ "Мускаври педагогика патшалӑх университечӗн пики" пулса тӑнӑ. Вӑл - Ксения Гришина.
Пике Куславккара ҫуралнӑ, кайран Комсомольскине куҫса кайнӑ. Унта вӑл музыка шкулӗнче вӗреннӗ. 2016 ҫулта Хусанти музыка шкулне вӗренме кӗнӗ.
Халӗ 22 ҫулти Ксения Мускавра пурӑнать, ҫӳлерех асӑннӑ университетсӑр пуҫне ГИТИСра та вӗренет.
Хӗр университет конкурсӗнче Чӑваш Ен илемне кӑтартма тӑрӑшнӑ. Юрланӑ чух чӑваш ташши ташланӑ, видеопрезентацире пирӗн республикӑри илемлӗ вырӑнсемпе, наци кухнипе паллаштарнӑ.
Чӑваш Ене Владимир Глазунов телеертӳҫӗ тата сӑвӑ илемлӗ вулакан килӗ. Унӑн пултарулӑхӗпе Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 19 сехетре паллашма май килӗ.
Владимир Глазунов «Ностальгия» телеканалпа «Рожденные в СССР» программӑна тӳрӗ эфирта ертсе пырать. Вӑл — продюсер, режиссер.
Журналист тӗрлӗ артистпа, политикпа, писательпе, художникпа, спортсменпа тата музыкантпа интервью хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Мускаври патшалӑх университечӗ ҫумӗнчи Телевиденин аслӑ шкулӗн преподавателӗ те. Арбатри Журналистсен ҫуртӗнче «Один на один» ярӑмпа тӗлпулусем йӗркелет.
Филармонире вӑл хальхи вӑхӑтри поэтсен сӑввисене вуласа парӗ.
Мускавра Тӑван чӗлхе вӗрентекенсен пӗтӗм Раҫҫейри ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑвӑн куҫӑн тапхӑрне Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗнче пухӑннӑ.
Чӑваш Енрен ӑсталӑх лаҫҫине Надежда Андреева хутшӑннӑ. Вӑл Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма ялӗнчи «Солнышко» ача пахчинче ӗҫлет.
«Тӑван чӗлхепе кӑсӑклантаракан воспитатель» номинацире Канаш хӗрарӑмӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: тӑван чӗлхене вӗрентекенсен ҫӗршыв шайӗнчи ӑсталӑх класне 2007 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармони солисчӗсем Динара Юнисова, Татьяна Васильева тата Мария Михайлова Мускавра иртнӗ Патритотла юрӑсен гала-концертне хутшӑннӑ. Вӗсем унтан дипломант ячӗсемпе таврӑннӑ. Концерт С.А. Герасимов ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫейри кинематографи институтӗнче иртнӗ.
Фестивале хутшӑнма ҫӗршывӑн 40 хулинчен 270 заявка пуҫтарӑннӑ. Вӗсенчен куҫӑн тапхӑра 50-а яхӑн артиста суйласа илнӗ.
Чӑваш Енрен кайнӑ юрӑҫсем «Мы из России» (авторӗ — полици офицерӗ Анна Чуманкова) юрра шӑрантарнӑ.
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра Мускаври театр критикӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем Чӑваш Ене чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килсе ҫитнӗ.
Раҫҫейри театр критикӗсен коллегийӗн пирӗн тӑрӑха килнӗ пайташӗсен йышӗнче — «Сцена» журналӑн тӗп редакторӗ, «Федерация» наци театрӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗн илемлӗх канашӗн пайташӗ, Раҫҫей ӳнер академийӗн хисеплӗ членӗ, К.С. Станиславский ячӗллӗ преми лауреачӗ Дмитрий Родионов, ҫавӑн пекех паллӑ театроведсем Полина Богданова тата Анастасия Ильина.
Сумлӑ хӑнасем Ҫамрӑксен театрӗн, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тата Вырӑс драма театрӗн ӗҫӗсене хаклӗҫ.
Республикӑна килсе ҫитнӗ кунхине критиксем Ҫамрӑксен театрӗн «Кошкин дом» тата «Чапаев» ӗҫӗсене пӑхнӑ, ӗнер — «Куккук куҫҫулӗ» фантазие.
Чӳк уйӑхӗн 23 тата 24-мӗшӗсенче Чӑваш академи драма театрӗнче «Шуйттан чури» драмӑпа «Пилӗк пӑтлӑ юрату» трагикомедие хаклӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 25 тата 26-мӗшӗсенче Вырӑс драма театрне ҫитсе
«Мертвые души» фантасмагорие, «Виртуальные приключения Сони и Вовы» кибер-юмаха тата «Братья Карамазовы» драмӑна пӑхӗҫ.
Чӑваш Енри преподаватель Владимир Семенов Пӗтӗм нацин «Ҫулталӑк профессорӗ» преминче «Биологи ӑслӑлӑхӗсем» номинацире ҫӗнтернӗ. Ӑна ӗнер Мускавра чысланӑ.
Владимир Семенов – Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ветеринари медицинипе зоотехника факультечӗн морфологи, акушерство тата терапи кафедрин заведующийӗ. Вӑл тата унӑн вӗренекенӗсем биопрепаратсем, выльӑхӑн сывлӑхне ҫирӗплетме май паракан хушма апатсем шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗсемпе Атӑлҫи федераци округӗнчи, Мускав, Белгород, Челепи, Тула, Тюмень, Эренпур облаҫӗсенчи, Чӑваш Енри тата Мари Элти, Тинӗсҫум крайӗнчи выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен предприятисенче усӑ кураҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |