Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, паян, ирхи 3 сехет ҫурӑра Владимир облаҫӗнче «Мерседес» микроавтобус ҫул хӗрринче ларакан «Скания» ҫине пырса кӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель ҫывӑрса кайнӑ.
Автобус номерӗ – Чӑваш Енри. Вӑл Чулхула еннелле кайнӑ. «Лайф» пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире 4 ҫын вилнӗ. Пурте – Чӑваш Ен ҫыннисем. Вӗсем Мускавра вахта мелӗпе ӗҫленӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна малалла тӗпчеҫҫӗ.
Мускав облаҫӗнчи Тушино хулинчи «Красный Октябрь» культура ҫуртӗнче чӑвашсем «Кӗр сӑри» уява пуҫтарӑннӑ. Кун пирки «Чӑваш халӑх сайтне» Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн хастарӗ, саппасри полковник Вячеслав Ильин хыпарланӑ.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври тепӗр хастарпа, Анатолий Волковпа, Крымра пурӑнакан чӑвашсене Мускаври чукун ҫул вокзалӗнче кӗтсе илнӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулине килсе ҫитнисем — Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенчен асӑннӑ тӑрӑха совет саманинче ӗҫлеме тухса кайнӑскерсем.
Крым чӑвашӗсем «Кӗр сӑринче» «Ҫурхи вӑрманта сар кайӑк юрлать» юрра шӑрантарнӑ.
Мускаври тӗлпулусемпе экскурсисем хыҫҫӑн вӗсем Шупашкарта юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртекен ЧНК 11-мӗн съездне килме палӑртса хунӑ иккен.
Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 18 сехет те 10 минутра «Атӑл» М-7 автоҫулӑн 706-мӗш ҫухрӑмӗнче, Куславкка районӗнче, велосипедпа пынӑ ҫын машина айне пулнӑ.
Мускавран килекен 28 ҫулти водитель ГАЗ автомашипе велосипедист ҫине пырса кӗнӗ. Лешӗ каҫхи вӑхӑтра хунарсӑр, тӗттӗмре ҫататакан хатӗрсӗр пынӑ, ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ.
Ведосипедпа Куславкка районӗнчи 49 ҫулти арҫын пынӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл унта вилнӗ.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра Пётр Егоров ячӗллӗ I пленэра хутшӑннисен ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлӗ.
Пётр Eгоров – XVIII ӗмӗрти пултаруллӑ архитектор, классицизмӑн пысӑк ӑсти. Унӑн пултарулӑхӗн чи ҫӳлли шайне кӑтартаканни Питӗрти Ҫуллахи пахчан карти шутланать. Ӑна тӗнче культурин шедеврӗ тесех хаклаҫҫӗ. Пётр Егорович Хӗллехи керменӗн, Смольный мӑнастирӗн, Петергофри керменпе парк ансамблӗн, Штегельман ҫурчӗн архитекторӗ пулнипе те палӑрнӑ.
Пётр Егоров ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалласа Сӑр юханшывӗн хӗрринче, Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче, Питӗрти, Мускаври, Шупашкарти сӑр ӑстисем икӗ эрне ӗҫленӗ. Вӗсем паллӑ архитекторӑн тӑван кӗтесне халалланӑ вырӑнсене ӳкернӗ. Чи лайӑх ӗҫсем «Солнце над Сурой» (чӑв. Сӑр ҫийӗнчи хӗвел) экспозицире вырӑн тупӗҫ.
Паян Шупашкарти хӗрарӑм Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Модный приговор» кӑларӑма хутшӑнчӗ.
Галина Фёдорова – 44 ҫулта, тахҫанах Мускав облаҫне тухса кайнӑ. Унта вӑл суту-илӳ енӗпе тӑрӑшать. Ача чухне вӑл чирленӗ, утайман та. Анчах, хӑй калашле, хӑйне хӑй ура ҫине тӑратнӑ.
Хӗрарӑм 4 хутчен качча кайнӑ, анчах пурнӑҫӗ ӑнман. Арҫынӗсем ырӑ ҫынсемех лекмен, вӗсен хушшинче тӗрмере ларни те пулнӑ. Турра шӗкӗр, хӗрарамӑн икӗ ача пур, икӗ ывӑл. Юлашки 8 ҫулта хӗрарӑм авланнӑ арҫыннӑн савнийӗ пулса пурӑнать.
Телекӑларӑма хӗрарӑм тусӗ, Татьяна Ли, илсе пынӑ.
Галина спорт тумӗпе ҫӳреме юратать. Тусӗ унӑн стильне улӑштарасшӑн, кайран хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗ те ылмашасса шанать.
«Питӗ хитре, питӗ кӑмӑллӑ. Мана килӗшет», – терӗ Галина кӑларӑм вӗҫӗнче чӑвашла Александр Васильев телеертӳҫӗ ӑна тӑван чӗлхепе калама ыйтсан.
Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Ольга Федорова (литературӑри псевдонимӗ – Ольга Васильева) Ача-пӑча кӗнекин халӑхсем хушшинчи канашӗн (ӑна Швейцарире 1953 ҫулта йӗркеленӗ) пӗтӗм тӗнчери 37-мӗш конгресне хутшӑннӑ.
Мероприяти «Огромный мир сквозь призму детских книг» (чӑв. Пысӑк тӗнче ача-пӑча кӗнеки витӗр) ятпа иртнӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 10-12-мӗшӗсенче Мускавра пуҫласа иртнӗ. Ӑна хутӑш мелпе йӗркеленӗ: онлайн тата in-person майпа. Конгреса хутшӑнакансем А.С. Пушкин ячӗллӗ патшалӑх музейӗнче, Пашков ҫуртӗнче тата Раҫҫейӗн патшалӑх ача-пӑча вулавӑшӗнче пухӑннӑ.
Ольга Васильева IBBY (Ача-пӑча кӗнекин халӑхсем хушшинчи канашӗн) Хисеплӗ дипломне тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Варвара Горбатина бетон (ҫапла-ҫапла. Бетон, батон мар) ҫиет. 18 ҫулти хӗр халӗ Мускаври аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренет.
Варвара бетон ҫиме 10 ҫулта тытӑннӑ. Цемент хутӑшне ас тивсе пӑхнӑ та килӗшсе кайнӑ. Ӑна вӑл ваннӑйӗнчи плитка айӗнчен чакаласа кӑларнӑ. Бетона малтанхи вӑхӑтра ҫӑварта тытнӑ ҫеҫ, унтан сурса пӑрахнӑ. Каярах вара ҫимех тытӑннӑ. Мӑнукӗ цемент ҫинине асӑрхасан асламӑшӗ (тен, кукамӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта «бабушка» тенӗ) эсӗ йывӑр ҫын мар-и тесе кӑсӑкланнӑ.
Бетон ҫинӗрен Варварӑн шӑл пломбисем тухса ӳкме тытӑннӑ. Халӗ хӗр вӑл йӑлана пӑрахӑҫланӑ, мӗншӗн тесен тимӗр пур препаратсем ӗҫет.
Нумаях пулмасть хӗр «Ю» телеканал кӑтартакан «Моя маленькая странность» (чӑв. Манӑн пӗчӗк тӗлӗнтермӗш) кӑларӑма хутшӑннӑ.
Сӑмах май, цемент тавраш ҫини организмра кальци, ферритин тата тимӗр ҫитменнине пӗлтерет. Цемент ҫисен ҫын наркӑмӑшланма тата унӑн пӳринче вӑл чулланса ларма пултарать.
Ҫӗмӗрле районӗпе хулине Чулхула облаҫӗпе кӗперпе ҫыхӑнтарнӑ. Кунта сӑмах кӳршӗллӗ ҫав регионти Пильна районӗнчи Карачары ялӗ патӗнчи вырӑн пирки пырать. Кӗпере хальлӗхе вӑхӑтлӑха тунӑ-ха.
Ҫӗнӗ хыпара Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев Фейсбукра пӗлтернӗ.
Асӑннӑ объекта каярах яланлӑх туса лартӗҫ. Ҫав кӗпер Мускава Хусанпа ҫыхӑнтаракан «М-12» автобанӑн пӗр пӗчӗк сыппи пулӗ.
Валерий Шигашев пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпер тунӑ илемлӗ вырӑнта маларах пулӑҫсем ҫеҫ ларнӑ. Ӳлӗмрен унтан регион тата федераци пӗлтерӗшлӗ ҫул иртӗ. Ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансен пурнӑҫӗ тата район экономики епле улшӑнассине, Валерий Шигашев калашле, вӑхӑт кӑна кӑтартса парӗ.
Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем 053/054-мӗш номерлӗ «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) фирма пуйӑсне икӗ хутлӑ вакунсенчен йӗркелесшӗн. Кун пирки хальлӗхе официаллӑ пӗлтермен-ха, анчха ун пек сӑмах-юмах тухнӑ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен 071/072-мӗш номерлӗ «Чебоксары-Москва» (чӑв. Шупашкар-Мускав) пуйӑс икӗ хутлӑ вакунсем ҫине куҫрӗ.
Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхсемпе танлаштарсан кӑҫалхи ҫур ҫулта икӗ хутлӑ вакунсем 1,5 хут нумайрах пассажира турттарнӑ.
Чӑваш Енре музыка инструменчӗсене ӑсталакан производство йӗркелесшӗн. Ҫавӑн пек ӗмӗтли — Мускаври «Ателье Гончарова» (чӑв. Гончаров ателйи) компани.
Асӑннӑ компани классика музыка инструменчӗсене проектлать, туса кӑларать, юсаса ҫӗнетет, сутать.
Мускаври предприяти ӗҫченӗсем Чӑваш Енре темиҫе тӗлпулу ирттернӗ. Сӑмахран, Шупашкарти электромеханика колледжӗнче пулнӑ. Мускавсем унта хӑйсен производстви валли специалистсене хатӗрлеме пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пурӗ 30-а яхӑн ҫынна. Инженер-конструкторсемсӗр, технологсемсӗр, программа управленийӗллӗ станоксен операторӗсемпе наладчиксемсӗр пуҫне компание ювелирсем те кирлӗ.
Инвестицм проекчӗн хакӗ — 250 миллион тенкӗ ытла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |