Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кӑрлач уйӑхӗн 24-26-мӗшӗсенче Мускаври «Раҫҫей» форума хутшӑнӗ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталья Ахмед Чӑваш Ен ҫинчен каласа кӑтартӗ тата актёр пултарулӑхӗн вӑрттӑнлӑхне уҫӗ.
Чӑваш халӑх артистки Ирина Архипова ырӑ кӑмӑллӑ Урине карчӑка ҫаврӑнса чӑвашсем йӑлара усӑ куракан япалисемпе, арчасенче упранакан тумтирпе паллаштарӗ. Тумсене тӑхӑнса пӑхма та ирӗк парӗ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Леонид Яргейкин чӑвашсен паллӑ ывӑлӗн Василий Чапаевӑн сӑнарне кӑтартса парӗ. «Чапаев. Вечность за час» моноспектакль сыпӑкӗсемпе паллаштарӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан Семёновсем Мускаври «Раҫҫей» курав вӑхӑтӗнче иртекен «Родные – Любимые» (чӑв. Тӑвансем — Юратнисем) форума хутшӑнӗҫ.
Асӑннӑ мероприяти кӑрлач уйӑхӗн 19-23-мӗшӗсенче иртет. Асӑннӑ форум ҫӗршывра кӑҫал палӑртнӑ Ҫемье ҫулталӑкне уҫӗ.
Конкурса хутшӑнакан ҫемьсем 3 кун хушши хӑйсен регионӗсемпе паллаштарӗҫ, ентешӗсен ҫитӗнӗвӗсем тата тӑван тӑрӑхри палӑ вырӑнсем ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, сцена ҫине тухса хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Семёновсем — Шупашкар муниципаллӑ округӗнчен. «Ҫулталӑк ҫемйи-2022» республика конкурсӗнче вӗсеем «Пултарулллӑ ҫемье» номинацире ҫӗнтернӗ. Николай Анатольевич тата Алевтина Мефодьевна 20 ҫул ӗнтӗ пӗрле. Вӗсем 5 ача ӳстереҫҫӗ.
Ҫил-тӑман вӗҫтернӗрен ӗнер «Победа» авиакомпани 19 сехет те 50 минутри «Шупашкар - Мускав» тата 21 сехет те 50 минутри «Мускав - Шупашкар» рейссене вӗҫеве кӑларман.
Ҫил вӑйлӑ пулнӑран ӗнер Шупашкарти аэропорт та хӑш-пӗр рейса пӑрахӑҫланӑ. Ӗнер Сочие вӗҫмелли самолета паяна ирхи 8 сехете куҫарнӑ. Унта 184 пассажир регистрациленнӗ.
Кӗҫӗр Хусанти аэропорт та йӗркеллӗ ӗҫлеймен. Паян ирхи 6 сехетчен унта 9 самолетран пӗри кӑна анса ларайнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкартан Мускава каҫхи авиарейспа вӗҫсе кайма ӗмӗтленнӗ пассажирсен тепӗр ирччен кӗтме тивнӗ.
Асӑннӑ рейспа хутлакан «Победа» авиакомпанин самолёчӗ ҫула 10 сехет те 30 минут кая юлса хускалнӑ.
Шупашкара Мускавран вӗҫсе килнӗ самолёт анса ларнӑ хыҫҫӑн унӑн тӗп шассинче пушар пирки систерекен тытӑм ӗҫлесе кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пилотсем «Тревога» сигнал панӑ. Инкекпе ҫӑлав расчечӗсем ҫийӗнчех ура ҫине тӑнӑ.
Телее, ним те ҫунма пуҫламан. Самолёта ятарлӑ вырӑна туртса илсе кайса лартнӑ.
Мускаври ВДНХра «Раҫҫей» курав малалла ӗҫлет. Чӑваш наци музейӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна унта чӑваш тӗррин кунне халалланӑ.
Курава пырса куракансем чӑва эрешӗллӗ брошка хатӗрлеме пултараҫҫӗ. Ҫав енӗпе вӗсене Чӑваш тӗррин музейӗнче ӗҫлекен Татьяна Петрова пулӑшать. Наци тумне тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме те май пур. Пысӑк экран ҫинче вара чӑвашсен виҫӗ этнографи укшӑнӗпе паллаштаракан фильм кӑтартаҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 10-28-мӗшӗсенче Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра ЧР Культура министерстви экспозиципе паллаштарать.
Ҫак тапхӑрта хӑнасем чӑвашсен йӑли-йӗркипе, культурин уйрӑмлӑхӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ. Хӗр илни, салтака ӑсатни, ҫӗн пӳрт ӗҫки - ҫак йӑласене туса кӑтартӗҫ экспозицире.
Ҫавӑн пекех ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ: хореографи енӗпе, чӑвашсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсене, костюмӗсене тата пуканесене ӑсталассипе.
Аса илтерер: курав-форум ака уйӑхӗн 4-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Тӗнче тетлӗнче тӗрлӗ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳлевлӗ М-12 ҫул ҫинчи заправкӑсем патӗнче черетсем пулнӑ. Ҫавна май «Автодор» унта ҫӗнӗ заправкӑсем тӑвас ӗҫе хӑвӑртлатма шантарнӑ.
«Автодор» пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе унта 18 заправка тата 4 контейнерлӑ АЗС ӗҫлет. Пӗтӗмпе – 22 заправка. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи каникулта ытларах Муром тата Арзамас патӗнче, Мускава кӗнӗ ҫӗрте черетсем пулнӑ.
Сӑмах май, унччен влаҫ М-12 ҫул ҫинче кашни 50 ҫухрӑмра заправка пулассине пӗлтернӗ. Тӳрех – икӗ енчен.
Раштавӑн 22-мӗшӗнче Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра ЧР Вӗренӳ министерствипе «Просвещение» издательство 5-7-мӗш классене Чӑваш Ен историне вӗрентмелли учебник кӑларасси пирки килӗшӳ тунӑ.
ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ кӗнекепе ачасем кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗренме тытӑнӗҫ. Учебникре - республикӑра пурӑнакан халӑхсен историйӗ, Вӑтам ӗмӗр тапхӑрӗ, Вырӑс патшалӑхӗн йышне кӗни.
Сӑмах май, унччен издательствӑра 1-4-мӗш классем валли «Чӑваш чӗлхи» учебникне, вырӑсла вӗренмеллине, кӑларнӑ.
Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра Аркадий Иринӑна качча тухма ыйтнӑ. Каччӑ - Мускавран, Чӑваш Енри аслӑ шкулта вӗреннӗ, хӗр - Шупашкартан. Вӗсем ЧР Экономика министерствинче ӗҫленӗ чухне паллашнӑ.
Каччӑ хӗре ахальтен мар ҫак вырӑнта ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартса мӑшӑрӗ пулма ыйтнӑ. Мӗншӗн тесен шӑпах вӗсем ӗҫлекен пай хальхи вӑхӑтра экспозицие хутшӑнать.
Паян М-12 тӳлевлӗ автоҫулӑн Хусана илсе ҫитерекен пайӗ уҫӑлнӑ. Ку мероприятие РФ Президенчӗ Владимир Путин видеоҫыхӑну урлӑ хутшӑннӑ.
Халӗ Мускавран хулана хӑвӑртах ҫитме пулать. Аса илтерер: кӑшт маларах Арзамаса илсе ҫитерекен ҫул уҫӑлнӑччӗ.
М-12 ҫул Хусана илсе ҫитерекенни кӑна пулмӗ. Тӳлевлӗ, пысӑк хӑвартлӑхлӑ ҫула Екатеринбурга, унтан Тюмене ҫити тӑсӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |