Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищи ҫӗнӗ проект пуҫарса ярассине пӗлтернӗ. Унта «Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ» ярӑмпа концертсем хатӗрлӗҫ. Ӑна асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗн ятлӑ-сумлӑ воспитанникӗсемпе преподавателӗсене халаллӗҫ.
Проекта музыка училищине уҫнӑранпа 95 ҫул ҫитес умӗн ирттереҫҫӗ.
«Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ» ярӑмпа йӗркеленӗ пӗрремӗш концерта Филипп Лукинпа Герман Лебедев ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Юпа йуйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртекен концертра училищӗн вокалпа дирижер-хор уйрӑмӗсен студенчӗсем тата преподавателӗсем вокалпа хор номерӗсемпе сцена ҫине тухӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей халӑх артистки Нина Григорьева «Театр – ман ӑраскал» моноспектакльпе сцена ҫине тухӗ.
Раштав уйӑхӗнче 85 ҫул тултаракан артистка К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 62 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет. Ҫак ҫулсенче вӑл 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Кашнинех — ӗнентерӳллӗ, чуна тивмелле, асра юлмалла. Кӑҫалхи сезонта вӑл, сӑмах май каласан, Валентин Распутинӑн «Последний срок» пьеси тӑрӑх лартнӑ «Анне» спектакльти тӗп роле вылять.
Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Театр – ман ӑраскал» моноспектакле Чӑваш драма театрӗн Пӗчӗк залӗнче кӑтартӗҫ. Раҫҫей халӑх артистки куракан умне ҫывӑххӑн, куҫа куҫӑн, декорацисӗр тата ҫутӑпа тӗрлӗ сцена атрибучӗ усӑ курмасӑр тухӗ. Чӑваш кураканӗ умӗнче чунтан юратнӑ артистка наци тумӗ тӑхӑннӑ хӗрсем хушшинче, илемлӗ халӑх кӗввипе хӑйӗн классикӑллӑ монологӗсене вулӗ».
Паллӑ тележурналист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Марина Карягина СССР халӑх артистки Вера Кузьмина 100 ҫул тултарнине халалласа фильм ӳкерет. Кун пирки К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пӗлтернӗ.
Марина Карягина Вера Кузьмина ҫинчен унччен те фильм ӳкернӗ. Пултаруллӑ журналист кирек ӗҫе те тӗплӗн пурнӑҫлама хӑнӑхнӑ та ку фильм ӑнӑҫӑ пулса тухасси пирки иккӗленӳ ҫук.
Театрта хыпарланӑ тӑрӑх, чӑваш театрӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ артистка ҫинчен кадрта аса илсе каласа пама Чӑваш халӑх артисчӗсем Наталия Сергеева, Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Александра Зайцева, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев хаваспах килӗшнӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ ҫӗнӗ оборудовани туяннӑ. Кун валли учреждение 27,9 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Асӑннӑ суммӑран 15 миллион тенки сцена ҫинчи ҫутӑ туянма кайнӑ. Унсӑр пуҫне театр 12,9 миллион тенкӗлӗх сасӑ оборудованийӗ илӗ.
Ҫӗнӗ ҫутӑ оборудованийӗпе усӑ курса лартнӑ «Бременские музыканты» , «Дюймовочка» тата «Царевна лягушка» ӗҫсене пӗчӗк куракансем хакланӑ та ӗнтӗ. «Лебединое озеро» тата «Ромео и Джульетта» балетсен партитурисене ҫӗнӗ обрудование кура йӗркеленӗ.
Чӑваш Енри 5 муниципаллӑ округа автоклубсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ӑна илес тесен округсен ятарлӑ конкурс али витӗр тухмалла пулнӑ.
Республикӑн Культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗсем тесе ҫак уницпаллӑ округсене йышӑннӑ: Етӗрне (конкурсра 20 балл пухнӑ), Муркаш (19 балл), Тӑвай (17 балл), Вӑрмар (17 балл), Йӗпреҫ (16 балл).
Асӑннӑ кашни округа автоклуб туянма 9-шар миллион тенкӗ укҫа уйӑрса парӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ паттӑрсене асӑнмалли кун, Куславкка муниципаллӑ округӗнче «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» асӑну комплексӗнче музей уҫӗҫ.
Музейра мультимедийлӑ экспозици пулмалла. Ӑна туянмашкӑн Чӑваш наци музейне субсиди уйӑрса панӑ.
Аса илтерер: ку асӑну комплексне 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнӑ. Олег Николаев Элтепер каланӑ тӑрӑх, ӑна тума 300 миллион тенкӗ кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Галина Антонован «Ҫил ҫинчи турат» кӗнеке хӑтлавне ирттерӗҫ. Кун пирки ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Хӑтлав 16 сехетре пуҫланӗ. «Пурне те хапӑл туса кӗтетӗп», — тесе ҫырнӑ автор.
Аса илтерер: Галина Алексеевна Вӑрнар районӗнчи Витӗртухан Ялтӑра (Аҫӑм-Ҫырми) ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Республикӑри хаҫатсенче чылай ҫул ӗҫленӗ, 2006 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче вӑй хурать. Маларах унӑн «Хамӑркка», «Чӑваш», «Его звали Чуваш», «Курак тӑманӗ», «Мӑшӑр ҫунат», «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец», «Ҫураҫми кӳршӗсем. Недружные соседи» кӗнекисем пичетленсе тухнӑ.
Пӗрремӗш каналпа каллех чӑвашсене кӑтартнӑ. Хальхинче — ентешӗмӗрсем пӗтӗм халӑх хушшинчи «Раҫҫей» курав-форума епле хатӗрленни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Асӑннӑ форум чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче, Мускаври ВДНХра уҫӑлӗ. Унта ҫӗршыври мӗнпур 89 субъект хутшӑнӗ.
Чӑваш Енре хатӗрленӗ «Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттии» мероприятин визит карточки пулассине пӗлтереҫҫӗ. Унӑн цифра копине асӑннӑ ҫурта кӗнӗ ҫӗре вырнаҫтарса хурӗҫ.
Куравра чӑваш йӑли-йӗркиллӗ туйпа паллаштарӗҫ. Пулас мӑшӑрсем, Максим тата Анастасия, туя ҫине тӑрсах хатӗрленеҫҫӗ.
Етӗрне муниципаллӑ округӗнче «Семейные традиции — основа крепкой семьи» (чӑв. Ҫемье йӑли-йӗрки — ҫирӗп ҫемье никӗсӗ) фестиваль иртнӗ. Ӑна XlX ӗмӗрти чӑваш хресченӗн хуҫалӑхӗн музейӗнче йӗркеленӗ.
Унта ҫамрӑк ҫемьесем хутшӑннӑ. Вӗсем валли тӗрлӗ ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫленӗ. Музейри ӑсталӑх класӗсем урлӑ ҫемьери йӑла-йӗркене тытса пыма, ҫитӗнекен ӑрӑва унпа паллаштарма тӗллев лартнӑ.
Программӑра виҫӗ ӑсталӑх лаҫҫи ӗҫленӗ: «Хуран кукли», «Уяв», «Чуччу».
Фестивале пухӑннисем чӑвашла тумланнӑ. Ӑсталӑх лаҫҫисене вырӑнти «Ачак ен» фольклор ансамблӗ чӑваш юррисемпе пуянлатнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Геннадий Воробьев – феномен 1930-х годов» (чӑв. Геннадий Воробьёв — 1930-мӗш ҫулсенчи феномен) лекци ирттернӗ.
Лектор пулса паллӑ ученӑй-музыковед, искусствоведени докторӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, профессор, Чӑваш Енӗн тата Раҫҫейӗн искусствӑсен ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫейри композиторсен союзӗн членӗ Михаил Кондратьев тухса калаҫнӑ.
Геннадий Воробьев (1918-1939) — чӑваш музыканчӗ тата композиторӗ, ҫӗнӗ ӑрури пултаруллӑ композиторсенчен пӗри. Вӑл 1918 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ — Василий Воробьев композитор тата хор дирижёрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |