Ҫурла уйӑхӗн 10-17-мӗшӗсенче Шупашкарта кӑҫӑл та сӑра фестивалӗ иртӗ. «Зелёное золото России» (чӑв. Раҫҫейӗн симӗҫ ылтӑнӗ)) пӗтӗм Раҫҫейри фествиале Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнче йӗркелӗҫ.
Мероприяти программи икӗ пайран тӑрӗ. Ӗҫлӗ пай ҫавра сӗтелсенчен, экскурсисенчен тӑрӗ. Куракансем валли йӗркеленӗ пай заовдсен продукцийӗпе, шеф-поварсен тутлӑ апат-ҫимӗҫӗпе фермерсен таварӗпе хӑналанма май парӗ. Фестивале Ярославль, Чулхула, Мускав тата Питӗр хулисенчи коллективсем те килӗҫ. Ҫав шутра «Отпетые мошенники» ушкӑн та. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче сцена ҫине тухӗ.
Шупашкарти «Акация» культура ҫуртӗнчи «Локинэ» эстрада ташшин халӑх ансамблӗн ертӳҫи Елена Елисеева пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Унӑн кун-ҫулӗ утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче татӑлнӑ. Вӑл 59 ҫулта пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви Елена Альбертовна ӑшӑ кӑмӑллӑ та пулӑшма хатӗр ҫын, пултаруллӑ педагог, хӑйӗн ӗҫӗнче чӑн-чӑн профессионал пулнине палӑртнӑ.
Елена Елисеевӑна паян юлашки ҫула ӑсатӗҫ.
Шупашкарӑн 555 ҫулхине халалласа «В поисках писателя» (чӑв. Ҫыравҫӑна шыраса) литература картти йӗркеленӗ.
Проекта Шупашкар хулин вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ «Амбассадоры чтения» (чӑв. Вулав амбассадор) коммерци мар организаципе пӗрле йӗркеленӗ. Литература карттине йӗркелеме «Лукойл» обществӑн социаллӑ тата культура проекчӗсен грант конкурсӗнче ҫӗнтернӗ укҫа пулӑшнӑ.
Проекта пурнӑҫа кӗртнӗ вӑхӑтра 7 ҫултан аслӑрах ачасем литература классикӗсемпе ҫыхӑннӑ достопримечательноҫсемп, хулари литература вырӑнӗсемпе палалшнӑ. Видеороликсен конкурсӗ ирттернӗ, ӗҫсене Шупашкра хулинчи вулавӑшсен литература картти ҫинче вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Суздаль хулинче иртекен Раҫҫейри наци театрӗсен ҫуллахи пӗрремӗш фестивальне хутшӑннӑ.
Пин ҫулхи хулана вӗсем ӗмӗр каялла Константин Иванов ҫырма пуҫланӑ, 1967 ҫулта Ухсай Яккӑвӗ вӗҫленӗ «Шуйттан чури» хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ мистикӑллӑ драмӑпа кайнӑ. Спектакле вӗсем Йывӑҫ ӑсталӑхӗн музейӗн уҫӑ сцени ҫинче кӑтартнӑ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «декорацисем вырӑнне – йывӑҫ чиркӳсем, тарасасемпе ҫил арманӗсем, ешӗл ҫеремпе кӑвак тӳпе, хӗвел ҫути, ӗмӗрхи йӑласемпе чӑваш чӗлхи. Спектакль куҫ умӗнче пулса иртекен чӑн-чӑн япала пек туйӑннӑ куракана».
Ҫӗрпӳ Тихвин ярмӑрккине йыхравлать. Унта республика ҫыннисемпе хӑнисене, суту-илӳ организацийӗсене, апатлану предприятийӗсене, усламҫӑсене, алӑ ӑстисене, пултарулӑх ушкӑнӗсене, спортсменсене тата ыттисене хаваспах кӗтеҫҫӗ.
Йӑлана кӗнӗ ярмӑрккӑ кӑҫал утӑ уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче унчченхи вырӑнтах иртӗ. Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 17 сехетре ярмӑрккӑна театрализациленӗ постановкӑпа уҫӗҫ. Унтан Ҫӗрпӳ округӗнчи коллективсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ.
Программа пуян. Тӗслӗхрен, утӑн 5-мӗшӗнче наци кухнин «Пӳремеч» фестивалӗ иртӗ. Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ярмӑрккӑна театрализациленӗ постановкӑпа хупӗҫ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн галерейинче Виктор Аванмарт художник тата скульпторӑн куравӗ уҫӑлнӑ.
_/news/28397.html|Аса илтерер__: Чӗмпӗрте пурӑнать. Вӑл Етӗрне тӑрӑхӗнчи Ирҫе ялӗнче ҫуралнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчи чӑваш наци юхӑмӗн хастарӗ 1989 ҫулта Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен И.Н. Ульянов ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ обществине йӗркеленӗ, ӑна хӑех темиҫе ҫул ертсе пынӑ.
Халӗ Шупашкарта унӑн «Таса - инҫе - ҫынсӑр» куравӗ уҫӑлнӑ. Куравпа паллашнӑ Марина Тумаланова журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «ӑна Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнипе ҫыхӑнтарнӑ».
<
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ оборудовани вырнаҫтарса пӗтернӗ. Ӑна «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ.
«Театрсене асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн пуянлатма май килнипе усӑ курса эпир те заявка патӑмӑр. Ӑна ырларӗҫ, эпир 13 миллион тенкӗ ытла тенкӗллӗ пултӑмӑр. Кирлӗ оборудование ҫу пуҫламӑшӗнче туянтӑмӑр, вырнаҫтарса пӗтертӗмӗр. «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакль лартнӑ чухне ҫав оборудованипе усӑ куртӑмӑр», – пӗлтернӗ театр директорӗ Елена Николаева.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Иосиф Дмитриев-Трера асра тытать. Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 13 сехетре театрта «Иосиф Трер. Учитель – друг, наставник, вдохновитель» (чӑв. Иосиф Трер. Учитель — юлташ, вӗрентекен, хавхалантаркан) проектпа килӗшӳллӗн «Наследие. История чувашского театрального искусства и кинематографа» (чӑв. Эткерлӗх. Чӑваш театр ӳнерӗпе кинематографин историйӗ) лекци иртӗ.
Паллӑ актёр, режиссёр, театр педагогӗ, поэт, фольклор куҫаруҫи, этнотеатровед Иосиф Дмитриев пурӑннӑ пулсан паян 77 ҫул тултаратчӗ. Унӑн пурнӑҫ усал чире пула татӑлчӗ.
Лекцие кирек кам та кайса итлесе ларма пултарать. Унта тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Чӑваш Енӗ Наци вулавӑшӗнче литература пикникӗ иртнӗ. Кун пирки Ольга Фёдорова ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Унта сӑвӑҫсем, поэзие юратакансем пухӑннӑ.
Литература пикникӗнче Марина Карягина вырӑс ҫыравҫисен чӑвашла хӑй куҫарнӑ сӑввисене вуланӑ, Мальвина Петрова, Ольга Австрийская, Елизавета Долгова хӑйсен сӑввисемпе паллаштарнӑ, Геннадий Кириллов артист чӑваш ҫыравҫисен юптарӑвӗсене каласа кӑмӑла ҫӗкленӗ, Надежда Кириллова Геннадий Айхи хайлавне шӑрантарнӑ. Чӗмпӗртен килсе ҫитнӗ Виктор Аванмарт сӑввисем те янӑранӑ. Елчӗк округӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Ирӗк Килтӗш (Валерий Краснов) гитара каласа хӑй ҫырнӑ юрӑсене юрланӑ. Ольга Фёдорова Анатолий Смолин сӑввине вуланӑ.
Ҫак кунсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-26-мӗшӗсенче, Чӑваш Енре «Славяно-тюркский мир: история и современность» (чӑв. Славянсемпе тӗрӗксен тӗнчи: истори тата хальхи вӑхӑт) ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Мероприятие Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви, Чӑваш Республикин гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата «Знание» Раҫҫейри обществӑн регионти уйрӑмӗ.
Конференцие республика Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |