Валерий Самойлов-Раштавӑн «Телей кайӑкӗ» юрӑсен кӗнеки Тӑвай районӗнчи виҫӗ вулавӑша ҫитнӗ. Сарӑмсӑрлӑха пула ҫамрӑклах ҫурӑм шӑммине амантнӑ хыҫҫӑн вырӑнпах выртакан ҫак поэт чун киленӗҫне сӑвӑ ҫырнинче тупнӑ. Хӑй вӑл Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче пурӑнать. Унӑн сӑмахӗсемпе кӗвӗленӗ юрӑсене паян Фарида, Алексей Московский, Андрей Думилин, Полина Борисова, Сергей Павлов тата ыттисем шӑрантараҫҫӗ.
Юрра хывӑннӑ сӑвӑсен пуххине пӗлтӗр кун ҫути кӑтартнӑ. Валерий Раштавӑн кӗнекине Тӑвай тӑрӑхӗнчи вулавӑша кам парнеленине е туянса панине райадминистраци сайтӗнчи кӗске хыпарта асӑнман.
Сӑмах май, кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче поэта Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, унчченхи пухура чӑваш парламентне ертсе пынӑ Юрий Попов тата Фарида юрӑҫ ноутбук парнеленӗччӗ.
«Илемлӗ фильмсенче лайӑх сӑнар калӑплама ҫутҫанталӑк панӑ пултарулӑх ҫителӗксӗр. Артистӑн халӑх пурнӑҫне аван пӗлмелле, тӗнче культуринче мӗн пулса иртнине сӑнаса пымалла». Ҫапла шухӑш патне пырса тухать чӑвашсен пӗрремӗш киноартистки Тани Юн хӑйӗн асаилӗвӗнче («Иртнӗ Кунсем-ҫулсемӗ Ш., 2013»).
...«Чӑвашкино» фильмӗсенче ӳкерӗннӗ чухне вӑл самай шухӑ юланутҫӑ пулнине малтан никамах та пӗлмен.
«...Пӗрре ҫапла туй сыпӑкне ӳкеретпӗр, — вулатпӑр «Иртнӗ кунсем-ҫулсем» кӗнекере (Шупашкар, 2013). — Малти лаша ҫинче туй пуҫӗ шӗвӗр сухалне каҫӑртса ларать. Ун хыҫӗнче эпир — хӗрпе каччӑ. Эпир те юланутпа. Пирӗн хыҫра тӑрантассем, урапасем ҫинче хушпу тӑхӑннӑ туй арӑмӗсем, туй каччисем, хӗр ҫумӗсем.
— Пуҫларымыр! — кӑшкӑрчӗ рупор витӗр чӑвшла пӗр сӑмах вӗреннӗ режиссер.
Хапха умне ҫитсен авалхи йӑлапа арӑмӗ упӑшки сӑмахӗнчен ан тухтӑр тесе чӗн саламатпа ҫурӑмран ҫапмалла. Зораима вылякан актер ыраттарасран хӑраса мана ҫапмарӗ, ҫурӑм хыҫӗнче саламатпа шарт! тутарчӗ те лашана купарчинчен лектерчӗ. Ман лаша карт!
Тӑвай районӗнчи Тӗмер шкулӗнче 8—9 класра вӗренекенсене паллӑ чӑваш патшалӑх политикӗн, журналисчӗн Даниил Эльменӗн (1885—1932 ҫҫ.) биографийӗпе паллаштарнӑ. Ку яваплӑха хай ҫине илни — чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Шашкова.
Д.С. Эльмень Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче К.В. Ивановпа пӗрле вӗреннӗ, каярах унта ӗҫленӗ. Эльмень — паллӑ политик, вӑл Чӑваш автономи облаҫӗнчен ЧАССР йӗркелессипе ҫине тӑнӑ, вӗрентӳ ӗҫне тата культурӑна аталантарас тесе нумай тӑрӑшнӑ.
Унсӑр пуҫне вӑл — журналист тата куҫаруҫӑ. Унӑн фельетонӗсемпе калавӗсем, сӑввисем («Хурӑн», «Хресчен телейӗ», «Хуйхӑ», «Вӑрманта», «Ҫуркунне», «Атӑл мыскари», «Пирӗн савӑт питӗ савӑк», «Пӗлӗт ҫинчи штатсене чакарни») «Канаш», «Хресчен сасси», «Шурӑмпуҫ», «Пирӗн юлташ» хаҫатсемпе журналсенче пичетленнӗ. Даниил Семенович «Хӗрлӗ сӑнӑ» тата «Лӑпсӑркка» псевдонимсемпе ытларах усӑ курнӑ.
Чӑваш Енӗн таврапӗлӳҫисем нумаях пулмасть хӑйсен пӗтӗмлетӳллӗ ларӑвне пухӑннӑччӗ. Раштавӑн 22-мӗшӗнчи ҫав калаҫура краеведсем Сӑвар-пӑлхарсен культурин тата пуштӑ историйӗн музейне уҫасси пирки калаҫнӑ. Аваллӑх управҫин экспозицийӗн проектне те кӑтартнӑ. Унпа Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен канашӗн ертӳҫи Сергей Сорокин паллаштарнӑ. Музея хастарсем 2017 ҫулхи ҫулла уҫасшӑн. Ӑна Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнчи Таврапӗлӳпе туризм центрӗнче йӗркелесшӗн.
Таврапӗлӳҫӗсен ларӑвӗнче, аса илтерер, Антонина Андреева тата Лина Яникова мезейҫӑсем, Сергей Утриван геронтолог, Ильтимер Ефремов кинорежиссер, Роза Степанова вулавӑш ӗҫченӗ, Эдуард Ушаков, Валерий Виноградов, Валерий Ивановский халӑх академикӗсем тата ыттисем тухса калаҫнӑччӗ.
Красноармейски районӗнче Элли Юрьев ҫулталӑкне пӗтӗмлетнӗ. Ҫавна май пуху иртнӗ.
15 ҫул каялла пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ Совет Союзӗн тата Раҫҫей ӳнерҫине, Чӑваш халӑх ӳнерҫине, К.Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреатне, Шупашкар хулин хисеплӗ ҫыннине Элли Юрьева тухса калаҫакансем ӑшӑ кӑмӑлпа аса илнӗ. Вӑл тӑван халӑхшӑн нумай ӗҫ тунӑ. Вӑл Чӑваш Республикин ялавӗпе гербне шухӑшласа кӑларнӑ.
Кӑҫал Трак енче Элли Юрьева халалласа чылай мероприяти ирттернӗ. Пухура кӑҫал палӑрнисене тав хучӗпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех ҫитес ҫул — Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкӗнче — ҫемьесене ҫирӗплетес, вӗсене пулӑшу парас тӗлӗшпе ытларах ӗҫлемеллине сӳтсе явнӑ.
Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ клубӑн залне район тӳре-шари хуптарнӑ. 1962 ҫулта купаланӑ ҫурт кӗҫ-вӗҫ ишӗлсе анать имӗш. «Ҫак клубра вырнаҫнӑ «Екрем» фольклор халӑх ушкӑнӗ тата ачасен ташӑ ушкӑнӗ пирки вара вӗсем шутламаҫҫӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем.
Апла-и капла-и, авариллӗ текен ҫуртра ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ним пулман пекех ӗҫлет, вулавӑш та хупӑнман. Нумаях пулмасть клуб залӗнче суйлава тӗрӗс-тӗкел ирттернӗ, концертсем пулнӑ. Ҫӗнӗ Ҫул умӗн икӗ эрне ытларах юлсан тӳре-шара мӗнпе аптраса клуб залне хупни ӑнланмалла мар. «Васкаса хупнӑ чухне залра кушак юлнӑ. Ӑна ҫӑлас тесе пичетпе палӑртнӑ, алӑк ҫине ҫыпӑҫтарнӑ хута уйӑраймӑн — саккуна пӑсӑн», — чӗрчун пирки те вырӑнтисем пӑшӑрханаҫҫӗ.
Раштавӑн 23-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри организацийӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ иртнӗ. Унта пуҫтарӑннисем патне Геннадий Тафаев профессор хӑйӗн кӗнекисемпе ҫитнӗ. Вӗсене вӑл пӑлхарпа чӑваш историйӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене сӗннӗ. Анчах делегатсем кӗнекешӗн хыпса ҫунни сисӗнмен.
Профессор Александр Белов журналиста суту-илӳ япӑх пынине пӗлтернӗ. Кӗнеке авторӗ каланӑ тӑрӑх, «Ҫамрӑк Ермолаев (сӑмах Чӑваш Енри паллӑ усламҫӑн Владимир Ермолаевӑн ывӑлӗ Кирилл пирки пырать. Вӑл Лапсарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкне ертсе пырать. — Авт.) 2,5 пин тенкӗлӗх кӗнеке туяннӑ, тата тепӗр депутат — 600 тенкӗлӗх».
Геннадий Тафаев шухӑшланӑ тӑрӑх, наци шухӑшлавӗпе ҫыхӑннӑ тема урӑх никама та кӑсӑклантарман, апла пулсан чӑваш халӑхӗ ҫухалса пынинчен тӗлӗнме кирлех мар. Хӑйӗн сӑмахне ҫирӗплетме профессор пӗр ҫыравран тепӗр ҫыравччен 500 пин ҫын ҫухалнине илсе кӑтартнӑ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашри историпе мемориал музейӗнче Чӑваш АССР халӑх художникӗ, К.В. Иванов премийӗн лауреачӗ Павел Григорьев-Савушкин тата Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Августа Спиридонова ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫнӑ.
Унта тӑратнӑ 22 ӗҫпе ачасене музей заведующийӗ Владимир Петров паллаштарнӑ. Вырӑнти, Енӗш Нӑрвашри, вӑтам шкулта сӑнарлӑ ӳнере вӗрентекен Олег Ярмулин художниксен ӗҫӗ-хӗлӗнчи хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑха уҫса панӑ май ҫавӑн ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Музейри экспонатсемпе паллашма пынисем Павел Григорьев-Савушкин тата Августа Спиридонова пурнӑҫӗпе пултарулӑхне уҫса паракан сӑнӳкерчӗксемпе те, вӗсене тӗрлӗ ҫулта тивӗҫнӗ наградӑсемпе те кӑсӑклансах паллашнӑ.
Улатӑр районӗнчи Октябрьскинчи Культура ҫуртӗнче «Ярмарка семейных талантов» (чӑв. Ҫемье пултарулӑхӗн ярмӑркки) районти IX смотр-конкурс иртнӗ. Ӑна район администрацийӗн культура, наци хушшинчи хутшӑнусен тата архив ӗҫӗн пайӗ йӗркеленӗ.
Конкурса Атрать, Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Кивӗ Эйпеҫ, Иваньково-Ленино, Суйкӑн, Алтышево ялӗсенчи, Киря тата Алтышево поселокӗсенчи ҫемье дуэчӗсем хутшӑннӑ. Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне халалланӑ ӑмӑртӑва хутшӑннисем малтан вӗсем хамӑр ҫӗршыври фильмсенчи юрӑсене юрланӑ, кайран тӑван чӗлхепе шӑрантарнӑ.
Пӗрремӗш вырӑна Суйкӑнти Юдинсем тухнӑ, иккӗмӗшне – Кивӗ Эйпеҫри Лебедевсем тата Ҫӗнӗ Эйпеҫри Сатривановсем, виҫҫӗмӗшне — Иваньково-Ленинӑри Кирьяновсем. Вӗсене асӑнмалӑх парнепе чысланӑ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Путешествие в мир турецкого языка» (чӑв. Турккӑ чӗлхи тӗнчинчи ҫулҫӳрев) интерактивлӑ заняти иртнӗ. Унта Шупашкарти медицина колледжӗнче пӗрремӗш курсра вӗренекен ҫамрӑксене йыхравланӑ. Вӗсене чӑваш чӗлхи вӗрентекен Надежда Малышева илсе пынӑ.
Турккӑ чӗлхипе паллаштаракан занятире музей экскурсовочӗ Дарья Мочалова турккӑ чӗлхипе тӗнчере 75 миллион ҫын калаҫнине пӗлтернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл ҫӗр ҫинче чи вӑйлӑ аталаннӑ 15 чӗлхе шутне кӗрет. Студентсене турккӑсен культурипе, ҫутҫанталӑкӗпе, наци тумтирӗпе, апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ. Ҫав чӗлхепе сывлӑх сунма, паллашма кирлӗ ансат сӑмахсене те ҫамрӑксене вӗрентнӗ. Турккӑ чӗлхине ӑша хывас шухӑшлисене Литература музейӗ кӑмӑлтан кӗтет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |