Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Информаци политикин министерствинче «Капкӑн» шӑпине сӳтсе явнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 11.05.2017 20:16 | 3395 хут пӑхнӑ
Культура
«Капкӑн» журналӑн редакторӗ Николай Ишентей
«Капкӑн» журналӑн редакторӗ Николай Ишентей

Паян Чӑваш Енри хӑш-пӗр ҫыравҫӑпа журналист Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче «Капкӑн» журнал шӑпине сӳтсе явнӑ.

2017 ҫулхи иккӗмӗш ҫурҫултан, министерство пӗлтернӗ тӑрӑх, журнала «вӑхӑтлӑха кӑларма пӑрахӗҫ». Ансат мар йышӑнӑва «Капкӑна» кӑларса тӑракан «Хыпар» издательство ҫурчӗн коллективӗ йышӑннӑ. Журнал кашни кварталтах укҫа-тенкӗ енчен пысӑк тӑкак кӳрет иккен. Журналӑн аудиторине упраса хӑварас тесе «Тӑван Атӑл» журналта ятарлӑ полоса евӗр кун ҫути кӑтартма шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Хальхи вӑхӑтра «Капкӑн» 1200 экземплярпа тухса тӑрать.

Александр Иванов министр журнала хупиччен тепӗр хутчен лайӑх шухӑшласа пӑхма сӗннӗ. Кӑларӑмра вӑл анекдотсем вырӑнне фельетонсем, сатирикӑлла статьясем тата ҫивӗч карикатурӑсем кирлине палӑртнӑ.

Тӗлпулура литература журналӗсене уйрӑм редакцине уйӑрма сӗнекен те пулнӑ. Вӗсене культура министерствине куҫарсан аван пулни пирки каланӑ.

#МИХсем, #тӗлпулусем, #журналсем, #Информаци политикин министерстви, #Капкӑн, #культура, #культура

 

Сӑнсем (18)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станислав Упасси // 1077.31.1944
2017.05.11 22:28
"Александр Иванов министр: "Кӑларӑмра вӑл анекдотсем вырӑнне фельетонсем, сатирикӑлла статьясем тата ҫивӗч карикатурӑсем кирлине палӑртнӑ".
Фельетонӗсем пурте Влаҫа хирӗҫ пулӗҫ (жанр палли).

Тепӗр вариант: "Капкӑн" Пуҫлӑхсем пӳрнепе тӗллесе кӑтарнине (кама вырӑна лартмаллине) пичетлеме пуҫлать.
елена хелхем // 3069.94.5612
2017.05.12 09:42
Питӗ шел! Ҫак йышӑну чӑваш мӗскӗнлӗхӗ пирки калать-ҫке. Ытти халӑхсем журнал хыҫҫӑн журнал пичетлеҫҫӗ. Эпир "вӑхӑтлӑха тухма чаратпӑр", эппин хупса хуратпӑр та ҫӗр ҫинчен ҫухататпӑр. "Тӑван Атӑл" журнала юратса вулатпӑр. "Капкӑнӑн" та хӑйӗн вулаканӗсем пур-ҫке. Вӗсем ҫинчен кам шутлӗ? Мӗн чухлӗн пухӑннӑ ҫавра сӗтеле! Усӑсӑр калаҫса ларнӑ та саланнӑ. Эх, питӗ те шел!
Вулакан // 3615.98.2153
2017.05.14 23:13
Официаллӑ мар пӗлтернӗ тӑрӑх, калаҫу шутсӑр ҫивӗч иртнӗ. Анчах та мӗнле йышӑну тӑвасси, чӑн та, сӗтел хушшинче калаҫакансенчен килмест ҫав.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем