Хаҫат ҫырӑнса мотоблоклӑ пулассине ӗненме йывӑр пулӗ те, анчах ку вӑл шӳт мар. Республикӑри чи вӑрӑм ӗмӗрлӗ хаҫата, «Хыпара», ҫырӑнакансен ӑна выляса илес шанчӑк калама ҫук пысӑк.
«Хыпар» хаҫата кӑҫалхи иккӗмӗш ҫур ҫуллӑха ҫырӑнакансем хушшинче лотерея ирттерӗҫ. Унта хутшӑнас тесен хаҫатпа туслашмалла тата ҫавна ӗнентерекен квитанцие редакцие ярса памалла. Хаҫата ҫырӑннине ҫирӗплетекен хута ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Лотерея Республика кунӗнче Чӑваш наци конгресӗ умӗнче, унта пуҫтарӑннӑ мӗнпур халӑх умӗнче, иртӗ.
Аса илтерер, редакци Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртра, виҫҫӗмӗш хутра, вырнаҫнӑ. Квитанцисене унта ҫитермелле е hyparkd@mail.ru электрон адреспа ярса пама юрать.
Ирӗклӗ Ҫын // 1077.31.1944
2017.04.28 20:37 | |
Пире ухмах вырӑнне тытаҫҫӗ, мар-и? Хӑйсемех (е хӑйсен ҫынни ҫӗнтеретех).