Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ялсем хӑҫан тата мӗнле пуҫланса кайнӑ?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Aleksin 10.05.2017 09:41 | 3201 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ В.Д. Димитриев профессор ҫырса хӑварнинчен ҫакӑ паллӑ: чӑвашсем ХVI ӗмӗртен пуҫласа пайланса пурӑнма тытӑннӑ, вӗсен пӗр ушкӑнӗ хальхи Чӑваш Республикин ҫурҫӗр тата вӑтаҫӗр районӗсенче, тепӗр пайӗ Хусанҫи таврашӗнче тӗпленнӗ. Хусантан пуҫласа Нухрат Атӑл (Вятка) таранчченех Чӑваш Тӑрӑхӗ текен аслӑ ҫул сарӑлса выртнӑ. Хальхи Елчӗк, Комсомольски, Патӑръел, Шӑмӑршӑ районӗсен вырӑнӗнче, Чулман Атӑл хӗрринче, Чӗмпӗр, Самар, Пенза тата Сарӑту енче ирӗк ҫӗрсем пулнӑ. Ку вырӑнсене нухайсем тата ытти халӑхсен уртисем ҫу каҫма килкелесе ҫӳренӗ.

Самана лӑплансан пирӗн мӑн асаттесем хӑйсем малтан пурӑннӑ вырӑнсене таврӑнма тытӑнаҫҫӗ. Ҫав тапхӑрта халӑх хытӑ хунать, тыр-пул анисем хӗсӗкленсе ҫитнипе чӑвашсем ҫывӑхра тата аякра ирӗк выртакан ҫӗрсене йышӑнма тытӑнаҫҫӗ. Темиҫе ӗмӗр хушшинче ҫӗршер те пиншер ял ҫӗкленет.

Камсем тата хӑҫан килсе тӗпленнӗ-ши пирӗн тӑрӑха, чи малтан ял пуҫласа янӑ ҫын е йӑх ятне пӗлме пулать-ши? Ҫакӑ паянхи вӑйпитти арсемпе лӑплана пӗлмен шурсухалсене хытӑ шутлаттарать, тӗрлӗ архивсемпе вулавӑшсене хӑвалать. Паянхи тем те пӗлме пултаракан саманара чи кирлине пӗлменнине вӗсем хӑйсен айӑпӗ тесех шутлаҫҫӗ.

Паллах, пурне те улӑштаракан Вӑхӑт ним шелсӗр шӑлса лартнине сирсе пӑхма ҫӑмӑл мар. Анчах витӗр куракан ӑсчахсемпе канӑҫа пӗлмен таврапӗлӳҫӗсем кӑткӑсем пек ывӑнмасӑр ӗҫлесе сий хыҫҫӑн сий уҫса пыраҫҫӗ.

Акӑ пирӗн умра «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмри икӗ кӗнеке, вӗсем «Тавралӑх халапӗсем» ятпа пичетленсе тухрӗҫ. Ҫакӑнта кӗнӗ капашсӑр хаклӑ документсене пичете Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗ хатӗрленӗ, вӗсене Чӑваш кӗнеке издательстви халӑх патне ҫитерчӗ.

Пӗрремӗш тома (2013 ҫулта тухнӑ) этем тунӑ тата ҫутҫанталӑк вырӑнӗсем, Улӑп тӑприсем пирки калакан халапсем кӗнӗччӗ. Иккӗмӗшне (2017) ял-хула пулса кайни ҫинчен калакан халапсене пухса калӑпланӑ, вӗсене этнографи ушкӑнӗсене кура вырнаҫтарнӑ, ӑнлантарусенче халапсене кам ҫырса илнине палӑртнӑ. Кӗнекене усӑ курма кӑтартмӑш кӗртнӗ. Калас пулать, ҫак ушкӑнри хӑш-пӗр сӑмах-юмах «Истори халапӗсем» тома кӗрсе юлнӑччӗ (2007).

Мӗн-ха вӑл халап, унран Турӑ сӑмахӗ пек таса тӗрӗслӗх кӑна сӑрхӑнса тухать теме пулать-и? Ҫакна кӗнеке умсӑмахӗнче философи наукисен кандидачӗ О.Н. Терентьева акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: «Халапра калани ҫине кӑна таянса ял е хула миҫемӗш ӗмӗрте пулса кайнине палӑртма хӗнтерех. Тата халапсенче вӑхӑт хӑйне майлӑ палӑрать: «ӗлӗк» тени 100 ҫул каяллахине те, 500 ҫул каяллахине те пӗлтерме пултарать е «пӗр 200–300 ҫул каялла» тени ун чухлӗ вӑхӑта пӗлтермесен те пултарать. Ҫавӑнпа та вӑл е ку ял пуҫланса кайни ҫинчен калакан халапа хӑш тапхӑра кӗртмеллине историк, археолог ҫирӗплетӗвӗсӗр палӑртма май ҫук».

Ялсем пулса кайнин сӑлтавне те халап тӳртен мар, ытарлӑ палӑртать: хӑшӗсем чӗрчунсем (вӑкӑрсемпе ӗнесем) хыҫҫӑн кайса хӑйсене юрӑхлӑ вырӑн тупаҫҫӗ, теприсем ултавлӑ майпа ҫӗр ытларах йышӑнни пирки калаҫҫӗ, мул тупни е ваттисем пил панипе ял аталанни, ылхана пула пӗтнине пӗлтереҫҫӗ тата ытти те. Анчах пӗр вырӑнтан тӗпӗр вырӑна куҫассине, тӗпленнӗ ялсем ҫумне ытти йӑхсем пыра-пыра ларнипе, ясак тӳлессипе, вӑйпа тӗне кӗртнипе, хӗсмете каяссипе, вӑрӑ-хурах хытӑ тапӑннипе, тырӑ-пулӑ пулма пӑрахнипе, ҫӗр ҫитменнипе, пушарсем, этем тата выльӑх мурӗ аптратнипе, шывлӑ е вӑрманлӑ вырӑнсем шыранипе ӑнлантарни тӗрӗсрех пек туйӑнать.

Ҫӗнӗ ҫӗре куҫаканӑн нуши нумай пулнӑ: ун ҫурт-йӗр пураласа хӑпартмалла, вӑрман хӑртса акмалли ҫӗрсене сармалла, кӳршӗсемпе вӑрҫӑ-харҫӑсӑр пурӑнмалли йӗркесене палӑртмалла, вӑрӑ-хурахран асӑрханмалла. Тӑванла мар йӑхсем пирки вӗсем шывпа юхса анакан турпассенчен пӗлеҫҫӗ, шыв тӑрӑх ҫичӗ шит пысӑкӑш ҫӑпата юхтарса ярса вӑрӑ-хурахран е килсе ҫыпӑҫакан йӑхсенчен асӑрханмалли майсем шыраҫҫӗ.

Ял-хула пуҫланса кайнине ахальтен халапласа кӑтарман. Вӗсем йӑх-нӗсӗле пӗлсе асра тытма вӗрентеҫҫӗ, пӗрлӗх вӑйне кӑтартса параҫҫӗ, вӗсенче халӑхӑн иртнӗ пурнӑҫӗ сӑнланса юлнӑ. Умсӑмахра тата ҫакна та палӑртса хӑварнӑ: «Тавралӑх халапӗсенчи ламран лама куҫса пыракан тарӑн пӗлӳсенчен пӗри — ҫывӑх тӑвансемпе пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрма юраманни пирки калани».

Асӑннӑ кӗнекене Шупашкарта «Книжные новинки» лавккасенче, «СУМ» электронлӑ лавккара (хакӗ 574 тенкӗ) туянма, тата почта урлӑ ҫырӑнса илме пулать.

#кӗнекесем, #чӑвашлӑх, #истори, #Чӑваш кӗнеке издательстви, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем