Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар хули хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ. Шупашкарсене саламлама Раҫҫей эстрада юрӑҫи Олег Газманов килесси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Хакла лармӗ-ши ку? Ҫак ыйту пирки тахҫанах калаҫма тытӑннӑ. Олег Газманов юрӑҫ концертшӑн мӗн чухлӗ укҫа илни паллӑ.
Ку концерт хула хыснине 2 миллион тенке яхӑн пӗчӗклетӗ. Юрӑҫа концерт лартнӑшӑн 1,6 миллион тенкӗ памалла. Кунсӑр пуҫне ҫул укҫи тӳлемелле. Олег Газмановпа пӗрле командӑри 10 ҫын килӗ. Ҫавна май кун валли 70 пин тенкӗ кирлӗ.
Юрӑҫ пӗр отельри президент люксӗнче чарӑнӗ. Ҫавӑн пекех сметӑна райдер туни, талӑкри тӳлев тата мероприяти йӗркелӳҫине укҫан хавхалантарни кӗреҫҫӗ.
Аса илтерер: концерт ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре 21 сехетре пуҫланӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттан ялӗн ҫыннисем уяв лапамне пухӑннӑ. Вӗсем туслӑ пурӑннине тепӗр хутчен ҫирӗплетнӗ. Ял уявне паллӑ тумашкӑн халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ.
Малтанах ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Моисеев ентешӗсене пысӑк уявпа саламланӑ. Унтан кӑҫал хисеплӗ ята тивӗҫнӗ ҫынсене палӑртнӑ. Вӗсем — Раиса Семенова тата Анатолий Филиппов.
Шӑрттансене саламламашкӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов та килнӗ. Общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн вӑл Зинаида Семеновӑна тата Надежда Асановӑна Хисеп грамотипе чысланӑ.
ЧР ҫутҫанталӑкпа экологи министрӗ Сергей Павлов та шӑрттансене ӑшӑ сӑмахсем калама килнӗ. Официаллӑ пай вӗҫленсен концерт пуҫланнӑ. Юрӑ-ташӑпа киленнӗ хыҫҫӑн халӑх сӗтел хушшине ларса шӳрпе тутаннӑ. Паллах, ял уявӗ спорт ӑмӑртӑвӗсемсӗр иртмен. Шел те, плакатсем ҫине шӑрттансем чӑвашла мар, вырӑсла ҫырнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗрхи уявра чӑвашла ҫырсах ирттернӗччӗ-ха.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Пыл сӑпасӗ. Ҫак куна халалласа Муркаш районӗнче ҫулсерен пысӑк уяв ирттереҫҫӗ.
«Здоровье — на крыльях пчелы» (чӑв. Пыл хурчӗн ҫунатти ҫинчи сывлӑх) ят панӑ уява пуҫласа ҫичӗ ҫул каялла йӗркеленӗ. Ҫавӑн чухне унтисем Культурӑпа ӳнерти инновацилле проектсен республикӑри конкурссене ҫак уяв планӗпе хутшӑнса Чӑваш Ен Президенчӗ Грантне ҫӗнсе илнӗ.
2010 ҫултанпа ку уяв муркашсен бренчӗ пулса тӑма ӗлкӗрнӗ. Хальхине ҫурлан 19-мӗшӗнче пуҫтарӑнма палӑртса хунӑ. Уяв 10 сехетре пуҫланмалла. Унта кӳршӗллӗ Мари Элтан та килсе ҫитмелле. Вӗсем — хурт-хӑмӑр ӑстисем мар, хурт-хӑмӑр ӑстисене тата уяв хӑнисене савӑнтарма концертпа килмелле.
Уява тивӗҫлипе ирттересси пирки нумаях пулмасть район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев яваплисене хӑй пуҫтарса сӳтсе явнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкӑнӗ Чӑваш Енри фермерсен республикӑри канашлӑвне хутшӑннӑ. Мероприяти ҫак эрнере Шӑмӑршӑ ялӗнче иртнӗ.
Сӗнтӗрвӑррисем пӗлтернӗ тӑрӑх, йыша ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе, хӑна юррисемпех кӗтсе илнӗ. Аякран ҫитекенсене ҫапла хапӑллаканни — асӑннӑ тӑрӑхри «Ахаяс» фольклор ушкӑнӗ.
Хӑнасене вӑл тӑрӑхри паллӑ вырӑнсене илсе кайса кӑтартнӑ. Юрӑ-ташӑ ӑстисене Г.М. Егорова фермер хуҫалӑхӗ, сӑмахран, самай тӗлӗнтернӗ.
Шӑмӑршӑ тӑрӑхне ҫитнӗ-ҫитнех Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи культура ӗҫченӗсем вӑл енчисен культура пурнӑҫӗпе те паллашнӑ, вӗсен опычӗпе кӑсӑкланнӑ май унтисенчен мӗн вӗренме май килнине ӑша илме, асра хӑварма тӑрӑшнӑ. «Ҫӳрени харама каймарӗ», — теҫҫӗ «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкӑнӗн хастарӗсем.
Муркаш районӗнчи Тури чӑвашсен музейӗнче интереслӗ те анлӑ проект пурнӑҫланать: культура пайӗн пуҫарӑвӗпе кунта «Пултарулӑх: йӑла-йӗрке тата хальхи вӑхӑт» ятпа ӑстаҫӑсен фестиваль-конкурсӗ иртет. Унпа килӗшӳллӗн ҫулталӑк тӑршшӗпе кашни ял тӑрӑхӗ кунта ал ӗҫӗсен куравне йӗркелет.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче музей залӗнче Турай тата Катькас ял тӑрӑхӗнчи ӑстаҫӑсен куравӗ уҫӑлнӑ. Пухӑннисене художество пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ, курава «Асран кайми аки-сухи» юрӑпа пуҫланӑ.
«Ӗҫ ҫынна илем кӳрет» ятлӑ ӑстаҫӑсен куравне Турай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов уҫнӑ. Вӑл Турай ял тӑрӑхӗ питӗ пултаруллӑ та ӗҫчен ҫынсемпе пуян тесе палӑртса хӑварнӑ.
Турай тата Катькас ял тӑрӑхӗнчи ӑстаҫӑсен ӗҫӗсемпе авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗччен паллашма май пур, хыҫҫӑн эстафетӑна Хорнуй ял тӑрӑхӗ йышӑнать. Унти ӑстаҫӑсен пултарулӑхӗпе те малалли икӗ эрнере паллашма пулӗ. Ҫапла вара чӳк уйӑхӗчченех курав улшӑнса тӑрӗ.
Йӑвӑр шухӑшсем
Шупашкартан тухрӑм, тӳрех утрӑм,
Атӑл тӑвайккийӗ ҫине ухрӑм.
Акӑ куҫӑм умӗнче чӑваш ҫӗрӗ…
Тӑван ҫӗршыв тавра чунӑм вӗҫрӗ.
Атӑл шавланине итлерӗм:
Чуна лӑплантарса пули терӗм.
Анчах канӑҫсӑр чунӑм лӑпланмарӗ,
Пуҫран йӑвӑр шухӑш каймарӗ.
Тӑван ҫӗршыв, сана ӗненеттӗм,
Пулас мухтавлӑхна сисеттӗм...
Халиччен шанчӑкпа чӗре ҫунчӗ…
Паян теме сиссе ӗмӗт сӳнчӗ.
Шанчӑксӑр чунӑма сивӗ ҫапрӗ,
Сивӗннӗ чӗрере вӑйӑм чакрӗ.
* * *
— Килсем часрах, чӑваш поэчӗ! —
Тесе яланах чун чӗнетчӗ.
Шухӑшлаттӑм: акӑ талан килӗ —
Тӑван ҫӗршыв чӗлхине илем килӗ.
Ҫырулӑхӑн пулӗ тӗрӗс ҫулӗ,
Кӗнеке те пулӗ ҫӗршыв мулӗ...
Анчах кунсем, ҫулсем иртсе кайрӗҫ,
Чӑваш поэчӗсем сас памарӗҫ.
Хальччен шанчӑкпала чӗрем ҫунчӗ,
Паян кун чӗрере ӗмӗт сӳнчӗ.
Шанчӑксӑр чунӑма сивӗ ҫапрӗ,
Хуйхӑллӑ чӗрере вӑйӑм чакрӗ...
*
Тӑван ҫӗршыв, е сан та вӑю пӗтрӗ?
Е чӑваш чӗлхин хӑват ҫӗтрӗ?
Е ют чӗлхесем ӳснӗ майӗ
Чӑваш чӗлхи ҫӗтсе, пӗтсе кайӗ?
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхне 8 ял кӗрет. Кашнин хӑйӗн историйӗ, йӑли-йӗрки...
Ҫурлан 9-мӗшӗнче Чурпай ялӗ ирех уяв сывлӑшӗпе тулчӗ. Унта пурӑнакансем ял кунне паллӑ турӗҫ.
Уява Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Людмила Ионова уҫрӗ. Хисеплӗ хӑнасем — районти финанс пайӗн ертӳҫи Ольга Музякова, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Людмила Шишкова.
Людмила Ивановна пурне те уяв ячӗпе саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу, тулӑх пурнӑҫ сунчӗ. «Кашни ҫемьере ӑшӑлӑх, хӑтлӑх тата ҫителӗклӗх хуҫалантӑр», — терӗ вӑл.
Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Максим Ястран (Григорьев) сӑвӑҫ 100 ҫул тултарать. Вӑл 1916 ҫулта Элӗк районӗнчи Вӑрманкас Юнтапа ялӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫамрӑклах тӑлӑха юлнӑ поэт хӑйӗн 27-мӗш хӗлне кӗреймен — Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе Сталинград патӗнчи ҫапӑҫура пуҫ хунӑ.
Максим Ястран — поэт, куҫаруҫӑ, публицист, журналист. Пӗчӗк ялтан тухнӑ чӑваш каччин ял урамӗ унӑн ячӗпе хиспленсе тӑрать, ҫуралнӑ вырӑнта пӗчӗк палӑк лартнӑ, 2011 ҫулта Вутланти вулавӑша ун ятне панӑ.
Ястран ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине хатӗрленсе Элӗкри тӗп вулавӑш ятарлӑ планпа ӗҫленине пӗлтерет. Информаци пайӗ Максим Ястран пурнаҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен материал пуҫтарса дайджест хатӗрлесе кӑларнӑ, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшенчен кӗнекесем илсе килнӗ. Районти тӗп вулавӑшра йӗркеленӗ «Максим Ястран — 100 ҫул» кӗнеке куравӗ ҫурла уйӑхӗ вӗҫлениччен ӗҫлӗ.
Воронеж облаҫӗнче нумаях пулмасть «Русь песенная, Русь мастеровая» (чӑв. Юрӑллӑ Руҫ, ӑсталлӑ Руҫ) Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль иртнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ халӑх культурине кӑтартнӑ май чӑвашсем те сумлӑ вырӑн йышӑннӑ.
«Чӗрӗ ремесло» курав-ярмӑрккӑна ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ҫӗр ытла ӑста пухӑннӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем тӑмран ӑсталаҫҫӗ, теприсем — тимӗрҫӗсем, виҫҫӗмӗшӗсем мамӑкран хитре япала ҫыхаҫҫӗ... Пирӗн республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗн фольклор енӗпе тӑрӑшакан методисчӗ Светлана Тяхмусова хӑй те декоративлӑ прикладной ӳнер ӑсти пулнӑ май чӑваш наци тумтирӗпе паллаштарнӑ.
Фестивале уҫма 30 ытла ушкӑн пырса ҫитнӗ. Вӑл шутра Йӗпрӗҫ районӗнчи «Эревет» халӑх фольклор ушкӑнӗ те (ертӳҫи — Александр Федулов). «Эреветпе» пӗрле куракансем те ташша тухнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи сӗм аваллӑхран хӑйӗн историне тӑсакан ялсенчен пӗри — Вускасси — хӑйӗн уявне юрӑ-кӗвӗпе, хӑнасемпе ял-йыша апат ҫимӗҫпе сӑйласа паллӑ турӗ. Ҫак уяв тӗрлӗ ӑрӑва пӗрлештерет. Вӑл инҫетре пурӑнакан юлташсемпе, пӗлӗшсемпе тата тӑвансемпе тӗл пулмалли чи лайӑх сӑлтав.
Вускасси ялӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫи тата хирург Кузьма Пайраш, филолог Горшков А.Е. ҫуралнӑ.
Кӑҫалхи уява Вускасси ялӗ «Лунтик» ятлӑ ача картишӗ уҫрӗ. Шанатпӑр, ҫитес уяв валли ҫак картишре, халлӗхе пӗчӗк Вускасси пуласлӑхӗ валли, вылямалли хатӗр лӑк тулли пулӗ.
Ача картишне уҫнӑ хыҫҫӑн сӑмаха ял старости Клопов А.В. сӑмах илчӗ, ялта тирпей-илем кӗртессипе мӗнле ӗҫсем туни пирки каласа пачӗ. Вускассисене Муркаш администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Ананьев В.К. саламларӗ, Ярапайкасси пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Чернова А.В. уявпа саламланисӗр пуҫне тивӗҫлисене Тав хучӗсемпе чысларӗ. Кӳршӗ Яраккасси ялӗнче пурӑнакан Е.Е. Ерагин таврапӗлӳҫӗ тата халӑх академикӗ Вускасси ял историне аса илсе ял уявне йӗркелекен Сыпайкасси культура ҫурчӗн ертӳҫине Боголюбова Н.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |