Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Культура

Культура
Ҫӗнӗ Шупашкарти музей комплексӗ
Ҫӗнӗ Шупашкарти музей комплексӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти музей комплексне ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пыма тытӑннӑ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, сӑмах историпе ӳнер музей комплексӗ пирки пырать. Унӑн пуҫлӑхне Александр Ильина ӗҫрен кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.

Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти музейпа Нина Глотова «хуҫаланӗ». Рита Кириллова журналист Фейсбукра тӗлӗнсе ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ пуҫлӑх юлашки ҫулсенче Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Музейра вӑл нихӑҫан та ӗҫлемен: пуҫламӑш классене вӗрентнӗ, шкул тулашӗнчи ӗҫе йӗркеленӗ, Шупашкарта КПСС райкомӗнче инструкторта тӑрӑшнӑ, хула комитетӗнче агитаципе пропаганда пайӗнче консультант пулнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче педагогика пӗлӗвӗ илнӗскер юлашки ҫулсенче тивӗҫлӗ канура.

Журналиста пуринчен ытла тӗлӗнтерни музея ертсе пыма отрасльте ӗҫлемен ҫынна лартни.

 

Пӑтӑрмахсем
Михаил Ивановӑн пӗрремӗш альбомӗ
Михаил Ивановӑн пӗрремӗш альбомӗ

Путишлерех ҫак тӗслӗхе Альбина Юрату Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ. Сӑмахне вӑл тивӗҫлӗ канури лӑпкӑ пурнӑҫа ырланинчен пуҫланӑ: «Ӑҫта каяс килет — каятӑн, мӗн чухлӗ ҫывӑрас килет — ҫывӑратӑн, кама ыталас килет — ыталатӑн... Никам та кӗвӗҫмест, арӑмсем те...», — тенӗ вӑл унта.

Тӗп шухӑшӗ вара — Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ Культура керменӗнче Михаил Иванов юрӑҫпа иккӗш хушшинчи пӗр пулӑм пирки. Альбина Юрату хӑй каланӑ тӑрӑх, Василий Филиппов композитора пула вӑл юрӑҫа ҫын умӗнчех чуптуса илнӗ. Тӗрӗссипе вара вӑл ӑна «Юратупа телей сунса» юрӑ альбомӗ пуҫласа тухнӑ ятпа саламланӑ.

Сцена ҫинчех Альбина Юрату сӑвӑҫа шампань эрехӗ тыттарнӑ. Концерт хыҫҫӑн артистсемпе «ҫӑвас» тенӗ-мӗн те, анчах кӗленчене такам йӑкӑртнӑ.

 

АКА
07

«Капкӑн» журнала кап! кӑна хупса лартмалла-ши?
 Николай Теветкел | 07.04.2017 17:45 |

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Шухӑшласа пӑхар-ха...

 

Кулӑш кустӑрмине кустаракансем нихҫан та ҫухалмаҫҫӗ. Кулӑш кустӑрмине хура халӑх та, ҫӳлти пусӑмри аристократи те яланах кустарнӑ. Кустарать те... Иртнӗ саманари чи йывӑр вӑхӑтсенче те пичет урлӑ шухӑшсӑр пулӑмсенчен тӑрӑхласа куласси ҫухалман. Ҫак ӗҫе ҫав тери пултаруллӑ, ҫивӗч ӑслӑ Иван Мучи пуҫласа янӑ чи малтан. Ҫынсен ҫӑткӑнлӑхне, ухмахлӑхне ҫав тери вичкӗн чӗлхепе тӑрӑхласа ҫыракансен ушкӑнӗ пӗчӗк пулман. Епле манса кайӑпӑр чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Элкер ҫырса хӑварнӑ «Хыткукарсем», «Тамаша» ятлӑ сӑвӑлласа ҫырнӑ шӳтлӗ калавӗсене? Ҫав хушӑрах Шӑпчӑк Ҫӗпритунӗ, Марк Аттай, Петӗр Хусанкай, Митта Ваҫлейӗ, Ухсай Яккӑвӗ, Аркадий Эсхель, Стихван Шавлы, Леонид Агаков, Александр Артемьев епле вичкӗн те йӗплӗ чӗлхепе халӑх умне тухса халӑх кӑмӑлне ҫавӑрма пултарни ҫинчен пичетре сахал ҫырман. Акӑ мӗнле ҫырнӑ чӑваш халӑх поэчӗ хӑйӗн ҫул романӗнче автансем епле ҫапӑҫни ҫинчен йӑлтӑр! кулкаласа:

«Пур вӗсен хӑйне кура

Тактика манерӗ...»

Кулӑш жанрӗнчи автанлӑх тактики, тем тесен те, ӑслӑрах та ҫивӗчрех пулнипе ыттисенчен уйрӑлса тӑрать.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Канаш районӗнчи Шӑхасанти Геннадий Редьков ялта Культура ҫурчӗ тутарассишӗн РФ Президенчӗн Йышӑну пӳлӗмне ҫитнӗ. Мускава кайма тивмен-ха ӑна: видеоконференц-ҫыхӑну мелӗпе унта ӗнер йышӑну ирттернӗ. Хальхинче халӑх ыйтӑвне ҫӗршыв ертӳҫин пулӑшуҫи Игорь Щеголев итленӗ.

Чӑваш Ен ҫыннин ыйтӑвӗпе Президент пулӑшуҫи республика Элтеперне Михаил Игнатьева, РФ культура министрне Владимир Мединские, РФ ял хуҫалӑх министрне Александр Ткачёва ӗҫлеме хушнӑ. Вӗсене мероприятисен планне хатӗрлеме каланӑ.

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче финанс министрӗ Светлана Енилина Шӑхасанти Культура ҫурчӗн проект документацийӗ патшалӑх экспертизи тухнине пӗлтернине палӑртнӑ. Хутсене ырласан проектпа федераци программине хутшӑнасшӑн, республика хыснинчен укҫан пӗр пайне уйӑрма хатӗр тесе хыпарланӑ. Ӗҫе килес ҫул пуҫӑнас шанчӑк пур.

Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксаринти Агентий ФАПшӑн пӑшӑрханнине, ҫав ыйтупа вӑл кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Общество телевиденийӗн тӳрӗ эфирта пыракан «Отражение» кӑларӑмне шӑнкӑравланине пӗлтернӗччӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://letters.kremlin.ru/news/15388
 

Пӑтӑрмахсем

Иртнӗ уйӑхра Чӑваш халӑх сайтӗнче Альбина Юрату сӑвӑҫ «Кӑларса ҫапап сана кӗнекӳсемпе пӗрле урама» статья пичетленине сайтпа кӑсӑкланакансем асӑрхарӗҫех пулӗ. Унта вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчи фольклор уявӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче кӗнекесемпе дисксем сутнишӗн аренда укҫи ыйтнишӗн чунтан кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑччӗ.

Аренда хакӗ концерт пуҫланас умӗнхи 15–20 минутра, тӑхтавра 15 минут сутмалли вӑхӑтшӑн 500 тенкӗ тесе пӗлтернӗччӗ. «Эпӗ ун чухлӗ укҫа тӳлесе кӗнекесемпе дисксем сутаймастӑп. Светлана Яковлевӑна: «Ун чухлӗ таса тупӑш тӑваймастӑп», — терӗм те вӑл мана хирӗҫ: «Эпӗ сана 140 пин тенкӗ парса тутарнӑ витринӑсем патӗнче тӳлевсӗр суттараймастӑп ӗнтӗ. Аренда укҫи илме мана ҫӳлтен хушнӑ, хам ирӗкпе пӗр ыйтӑва та таса параймастӑп», — тесе хучӗ», — илсе кӑтартнӑччӗ Альбина Юрату Культура керменӗн пуҫлӑхӗпе пулса иртнӗ калаҫӑва.

Хӑйӗн чун ыратӑвӗпе сӑвӑҫ ЧР Культура министерствине ҫитнӗ. Халӗ вӑл унтан хурав илнӗ. Ҫавна А. Юрату Фейсбукри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ «Чуваши на всю страну» (чӑв. Чӑвашсем пӗтӗм ҫӗршывӗпех) видеороликсен конкурсӗ ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна ӳкерекенсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисем патне видеосалам ӑсатайӗҫ. Роликсене эрнесерен хакласа ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ-роликсене Наци телекуравӗн эфирӗнче кӑтартӗҫ. Чи-чи пултаруллин конкурсӑн финалне халалланӑ информаци сюжечӗн е ятарлӑ репортажӑн хӑни пулас шанчӑк пур.

Республикӑн Информаци политикин министерстви ӗнентернӗ тӑрӑх, Чӑваш наци телекуравне халӗ 8 миллион ытла ҫын пӑхать. Аса илтерер, нумаях пулмасть НТРК «Триколор» спутник правайдерӗпе килӗштерсе ӗҫлеме пуҫларӗ. Унсӑр пуҫне Наци телекуравӗ кабель сетӗнче 21-мӗш пускӑча йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

 

Сумлӑ сӑмах Культура

Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче 2017 ҫулхи акан 4-мӗшӗнче «Юптару каҫӗ» пулса иртрӗ. Унта Владислав Николаев ҫыравҫӑн виҫҫӗмӗш кӗнекине — «Дипломлӑ Тиха» ятлӑ юптарусен пуххине хӑтларӗҫ. Хӑтлава литературӑна юратакансем кӑна мар, Шупашкарти тата районсенчи чӑваш вӗрентекенӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, вулавӑшҫӑсем, таврапӗлӳҫӗсем пухӑннӑ. Вӗсен умӗнче юптаруҫӑ хӑйӗн ҫӗнӗ хайлавӗсене вуларӗ. Арсений Тарасов, Марина Карягина ҫыравҫӑсем, Василий Пушкин, Зоя Лукина педагогсем ҫӗнӗ талантӑн ҫӗнӗ кӗнекине тӗплӗ тишкерчӗҫ, ҫыравҫӑ пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗҫ. «Чӑваш халӑх сайчӗ» вулакансене юптару каҫӗнче Виталий Станьял тӗпчевҫӗ тухса каланӑ сӑмахпа паллаштарать.

 

Юптарусен ҫӳлӗкӗ пултаруллӑ ҫыравҫӑн Владислав Николаевӑн «Дипломлӑ Тиха» кӗнекипе пуянланчӗ (Ш., Чӑваш кӗн. изд-ви, 2017. 47 с.), ҫакӑ чӑваш литературин йывӑр жанрӗ чиперех аталанса пынине кӑтартса пачӗ.

 

Владислав Дмитриевич Николаев (28.8.1974; Елчӗкъен, Шӑмалак ялӗ) — Чӑваш Республикин яш-кӗрӗм премийӗн лауреачӗ (1998), паллӑ журналист, ҫыравҫӑ, «Тетте» журнал, «Тантӑш», «Салам» хаҫатсен тӗп тӗременӗ пулнӑ, 2013 ҫултанпа пӗчӗккисем валли хӑй йӗркеленӗ «Асамат тата Шевле», «Панулми» журналсем кӑларса тӑрать.

Малалла...

 

Культура

«Чӑваш театрӗсенче ӳсменни пур — Тутарстанри ӗҫтешсем ҫапла шутлаҫҫӗ» ятпа Тимӗн Акташ Чӑваш халӑх сайтӗнче статья пичетленине кунти хыпарсемпе кӑсӑкланакансем астӑваҫҫех пулӗ. Унта сӑмах Тутарстанри Пӑва драма театрӗнче регионсен хушшинчи театр фестивальне чӑваш театрӗсене чӗнменнине пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май каласан, ку темӑна Тутарстанри «Сувар» чӑваш хаҫачӗ те хускатнӑччӗ. Унта Чӑваш Енрисене мӗншӗн йыхравламаннин хуравне шыранӑччӗ.

Чӑваш Енри театрсемпе ҫыхӑннӑ тата тепӗр хыпар пӗлме май килчӗ. Раҫҫейӗн Шутлав палати асӑрханӑ тӑрӑх, федераци театрӗсем юлашки виҫӗ ҫулта 11 региона пачах кайман. Ку списока пирӗн республика та лекнӗ. Ҫапах та куншӑн хамӑр республикӑна ӳпкелемелле мар. РФ Шутлав палати уншӑн ҫӗршывӑн Культура министерствине патшалӑх планне йӗркеллӗ палӑртманшӑн сӑмах лектернӗ.

 

Культура

Ака уйӑхӗн 4-9-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери XXI балет фестивалӗ иртет. Кӑҫал ӑна пирӗн республикӑри балет 50 ҫул тултарнине халаллӗҫ.

Фестиваль «Жизель» балетпа уҫӑлӗ. Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мариински театрӗн артисчӗсем «Баядерка» лартӗҫ. Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче сцена ҫине «Спящая красавица» тухӗ.

Тепӗр кунхине «Золушка» балет лартӗҫ. Ӑна шупашкарсем виҫҫӗмӗш хут курӗҫ. Унӑн премьери пӗлтӗр чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ.

Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче гала-концерт пулӗ. Паллӑ артистсемпе пӗрле Коике Саори, Диана Косырева, Дарья Хохлова, Артемий Беляков, Андрей Сорокин, Олеся Гапиенко сцена ҫине тухӗҫ.

 

Культура

Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Архиври каҫ» Пӗтӗм Раҫҫейри акци иртет. Ҫак кун ЧР хальхи истори пташалӑх архивӗ хӑйӗн алӑкне пурин валли те уҫӑлӗ.

Ҫак кун патшалӑх архивӗ пурне те хапӑлласа кӗтет. Чӑваш Енӗн патшалӑх символӗсене йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалласа архивпа паллаштарӗҫ. Акцие хутшӑнакансене символсем мӗнле пулса кайни пирки пӗлӗҫ.

Фойере чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ҫынсем кӗтсе илӗҫ. Хӑнасемпе ӑсталӑх класӗсем, «Пирӗн вӑйӑ» викторина ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех документлӑ тата кӗнеке куравӗ ӗҫлӗ. Хӑнасемпе экскурси ирттерӗҫ.

Архив Шупашкарта Гладков урамӗнче 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 56-10-78.

 

Страницӑсем: 1 ... 337, 338, 339, 340, 341, 342, 343, 344, 345, 346, [347], 348, 349, 350, 351, 352, 353, 354, 355, 356, 357, ... 479
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.10.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Юпа, 28

1868
157
Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1903
122
Тимофеев Павел Тимофеевич, паллӑ вӑрман ерчетӳҫи ҫуралнӑ.
1918
107
Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1922
103
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1932
93
Анатолий Юман, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1936
89
Овчаров Виктор Викторович, сӑвӑҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1969
56
Резюков Николай Андреевич, Н.И.Ашмарин профессорӑн ӗҫне малалла тӑсаканӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть