Шупашкарти Студентсен скверӗнче кӳлепе чутах тӳнсе кайман. Чалӑшса кайнӑскере рабочисем ҫийӗнчех тӳрлетме тытӑннӑ.
Студентсен скверӗнчи «Добрый ангел мира» (чӑв. Тӗнчен ырӑ пирӗштиӗ) скульптура чалӑшма пуҫланине хула ҫыннисем ӗнер асӑрханӑ. Шупашкар тӑрӑмӗшӗн яваплисем те палӑк тӳнме пуҫланине курнӑ — ӑна ҫийӗнчех юсама тытӑннӑ. Ӗнер вӑл вырӑнта икӗ техника ӗҫленӗ. Аллинче чечек тытакан хӗрарӑм евӗрлӗ ҫав палӑка рабочисем хӑй вырӑнне йӗркелесе лартассипе тӑрӑшнӑ.
Чипер ларакан скульптура чалӑшса кайнине ҫынсем унӑн постаменчӗ чалӑшнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Маларах эпир Шупашкарти «Ашмарин урамӗ» чарӑнуран Кӳкеҫ еннелле кайнӑ ҫул ҫавринче «Уйӑх ҫинчи хӗр» улӑм палӑк ҫуннине пӗлтернӗччӗ. Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче пулнӑччӗ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта иртнӗ наци культурисен фестивалӗнчен Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мария Мареева Михаил Игнатьев Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе таврӑннӑ.
Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви тата республикӑри наципе культура пӗрлешӗвӗсем ирттернӗ мероприятире Михаил Игнатьев республикӑра 128 наци ҫынни туслӑн пурӑннине аса илтернӗ. Чӗлхе те, тӗн те чӑрмав маррине палӑртнӑ вӑл. Михаил Игнатьев шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсене тӑван ҫӗре, тӑван ҫӗршыва юратни пӗрлештерет.
Чӑваш наци конгресӗн пайташне Мария Мареевана Михаил Игнатьев наци культурине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн тата общество пурнӑҫӗнчи хастралӑхшӑн тав тунӑ.
Фестивальте республикӑна ертсе пыракансем, депутатсем, ӗҫлӗ ытти ҫынпа наци пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем сӑмах каланӑ.
Нумаях пулмасть «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче тӗлпулу иртнӗ. Унта пухӑннисем хурӑн хуппи ҫирӗп пулни пирки калаҫнӑ. Ку ӗҫпе ӗлӗкех аппаланнӑ.
Хурӑн хуппинчен мӗн те пулин ӑсталас енӗпе иртнӗ мероприятие Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх центрӗн педагогӗ Надежда Степанова ертсе пынӑ. Чи малтанах вӑл пухӑннисене ачасем ӑсталанӑ ӗҫсене кӑтартнӑ. Унтан хурӑн хуппинчен илемлӗ картинӑсем ӑсталама вӗреннӗ. Ӑсталӑх класне аслисем те, ачасем те хаваспах хутшӑннӑ.
Ӑсталӑх класӗнче хурӑн хуппинчен сулӑ, амулет, кулон та хатӗрленӗ. Ӗлӗкхи ӗҫпе аппаланни ҫынсен кӑмӑлне хӑпартнӑ.
Ольга Антипова вара хӑйӗн ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Вӑл пултарулӑх конкурсӗсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Ольга пухӑннисен ыйтӑвӗсене хаваспах хуравланӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ премьерӑна хатӗрленет. «Кӗлпике» балета вӗсем ҫӗнӗлле лартасшӑн. Ӑна чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче курма май пулӗ.
Ку таранччен «Кӗлпике» балета тӗнчере темиҫе хут та лартнӑ. Чи малтан ӑна Сергей Прокофьев 1945 ҫулта сцена ҫине кӑларнӑ. Шупашкар сцени ҫинче ку юмаха халӑх 13 ҫул каялла курнӑ. Унтанпа спектакль кивелнӗ ӗнтӗ. Халӗ ку историе сцена ҫине тепӗр хутчен кӑларасшӑн, анчах ҫӗнетесшӗн ӑна.
Халӗ Прокофьевӑн 3 актне лартма йывӑртарах, ҫавӑнпа балета кӗскетесшӗн. Хореографи чӗлхи те улшӑнӗ.
Ку спектакле нимӗҫ продюсерӗ саккас панӑ. Рашав уйӑхӗнче театр труппи гастроле тухса кайӗ. Европӑра Сурхури уявӗ тӗлне лайӑх юмах кирлӗ-мӗн.
ЧР Наци вулавӑшӗнче «Атӑлти кӗрхи палитра» курав уҫӑлнӑ. Унпа «Кӗмел ӗмӗр» галерейӑра паллашма пулать.
12 ӳнерҫӗ 3 куна тӑсӑлнӑ плэнерта 50 картина ӳкернӗ. Вӗсем юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Жуковское кану базине кайнӑ. Унта вӗсем кӗрхи ҫанталӑк илемне хут ҫине куҫарнӑ. Вӑхӑт нумаях пулман, ҫапах ӳнерҫӗсем тухӑҫлӑ ӗҫленӗ.
Ӳнерҫӗсем чылай этюд хатӗрленӗ. Ытларахӑшӗ — живопиҫ тата графика. Пур ӗҫе те пейзаж жанрӗпе ӳкернӗ пулин те кашни расна пулса тухнӑ. Мӗншӗн тесен кашни ӳнерҫӗ ҫутҫанталӑк илемне хӑйне евӗр курать.
Хӗрлӗ Чутайри тӗп вулавӑшра Мучикассинче пурӑнакан Зинаида Михайловна Черновӑн «Ма савӑнса юрлас мар...» сӑвӑсемпе юрӑсен пуххин хӑтлавӗ иртрӗ. Авторӑн ку иккӗмӗш кӗнеки.
Зинаида Чернова 1941-мӗш ҫулта Тралькасси ялӗнче йышлӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Ашшӗ вӗрентекен пулнӑ, вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. Зинаидӑн вӑрҫӑ нушисене ытти ҫынсемпе танах тӳсме тивнӗ. 20 ҫула ҫитсен вӑл Мучикассинчи Николай Андреевича качча тухнӑ. Нумаях пулмасть ҫӗре кӗнӗ мӑшӑрӗпе 5 ача ҫуратса ӳстернӗ, пурне те аслӑ пӗлӳ панӑ. Черновсен хушма хуҫалӑхӗ районти «Чи лайӑх хушма хуҫалӑх» конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ ята та тивӗҫнӗ.
Зинаида Михайловна пушӑ вӑхӑтра сӑвӑ-юрӑ хайлать, хӑйӗн юррисене районта иртекен тӗрлӗ концерт-фестивальте юрласа халӑха савӑнтарать. Халӑх унӑн юррисене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илет.
Кӗнеке хӑтлавне кӗнеке тусӗсем, унӑн ҫывӑх тӑванӗсем, вырӑнти юрӑҫсем, сӑвӑ-юрӑ юратакансем пухӑннӑ. Кашниех ӑшӑ кӑмӑллӑ автора хӑйне евӗрлӗ сӑвӑсемпе юрӑсемшӗн тав тунӑ. Райадминистраци элчисем, Зоя Спиридонова юрӑҫ, районти ветерансен канашӗн ертӳҫи Галина Тимакова, Светлана Яруткина сӑвӑҫӑ тата ыттисем ӗҫ ветеранне пултарулӑх ӗҫӗнче татах та пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума сӗннӗ.
Чӑваш Party е Самарти чӑвашсем клуб пурнӑҫӗ ҫӗнӗ трендне пуҫарать тесе пӗлтернӗ «Аван | Самар калаҫу клубӗ» «Контактра» тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Нумаях пулмасть унта пуҫласа чӑвашсен ташӑ каҫӗ иртнӗ. Уява вӑл тӑрӑхри 120 ҫын пырса савӑннӑ.
Культура мероприятине Александр Моисеев чӑваш пуҫарнӑ. Савӑнӑҫлӑ уявсене Александр унччен те йӗркеленӗ, анчах чӑвашсене пӗр ҫӗре пуҫтарса капла каҫра пӗрремӗш хут савӑнтарма пултарнӑ. Пуҫаруллӑ ҫамрӑка Самар тӑрӑхӗнчи чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аван» пӗрлешӗвӗ пулӑшнӑ.
«Аван» клуб юпа уйӑхӗн 23-мӗшенче чӑваш тӗррипе мастер-класс йӗркеленине, тӗрӗ ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли тӳлевсӗр занятие Галина Цыганкова ертсе пынине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
«Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче Чӑваш халӑх ӳнерҫин Праски Виттин куравӗ уҫӑлнӑ. Унта унӑн Венгрире, Испанире, Германире, Болгарире, Хорватире ӳкернӗ картинӑсемпе паллашма пулать.
Виталий Петрович ҫулҫӳревре нумай пулнӑ. Ку курав Праски Виттин ретроспектива пултарулӑхӗ теме пулать. Унта 1980-2015 ҫулсенче ют ҫӗршывра ӳкернӗ картинӑсем кӗнӗ.
Ӳнерҫӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл кирек ӑҫта та чарӑнса ӳкерме пултараять. Ӑна йӑлтах интереслентерет: пляжра выртакансем, урамра сутакансем, ахаль ҫынсем…
Ӳнерҫӗ куҫӗ тӗлне лекнӗ кирек мӗнле япалана та тарӑн шухӑшлӑ ӳкереет. Праски Витти кирек ӑҫта кайсан та каялла картинӑсемпе таврӑнать. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, ӳнерҫӗ яланах хаваслӑ. Пӗр япала ҫеҫ канӑҫсӑрлантарать ӑна: хӑйӗн мастерской ҫук. Унӑн 600 ытла ӗҫ. Курава лекнисем — пӗр пайӗ ҫеҫ. Унӑн ӗҫӗсемпе чӳкӗн 20-мӗшӗччен паллашма пулать.
Консантин Ишутов блогер паян хӑйӗн страницинче Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа ҫыхӑннӑ анекдотсен пуххине хатӗрленине пӗлтернӗ.
«Пичет валли никӗсне хатӗрлесе ҫитернӗ. Хальхи вӑхӑтра кӗнеке хуплашкин темиҫе варианчӗ тата кӗнеке валли редакциленӗ 46 страница хатӗр», — ҫырнӑ республикӑри паллӑ блогер. Анчах стилистика енчен хальлӗхе тӗрӗслемен иккен. Ку енӗпе пулӑшакан тупӑнсан автор хапӑл тӑвасса пӗлтерет.
Кӗнекене К. Ишутов 64 страницӑран хатӗрлесшӗн. Капла туни, ун шучӗпе, пичет валли вырӑнлӑрах. Формачӗ А5 пулӗ.
Кӑларӑма автор темиҫе пайран йӗркелесшӗн. Пысӑках мар тиражпа кун ҫути кӑтартакан пичет кӑларӑмне Раҫҫейри кӗнеке палати валли те пӑхса хӑварасшӑн, ыттине тус-юлташӗпе паллаканне парнелесшӗн.
Белоруссире пурӑнакан Дмитрий Михлеев кинорежиссера Чӑвашра курман-илтмен ҫын теме ҫук. Юлашки хут вӑл пирӗн тӑрӑха тӑватӑ ҫул каялла килсе кайрӗ, Шупашкарти кинофестиваль программипе килӗшӳллӗн хӑйӗн тӗрлӗ ҫулта ӳкернӗ фильмӗсене кӑтартрӗ, пултарулӑх вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Астӑватӑп, ӑна уйрӑмах телевидени журналисчӗсем «юратса пӑрахрӗҫ», юлашки хыпарсенче чӑвашла тата вырӑсла вӑрӑм интервьюсем кӑтартрӗҫ, тӳрӗ эфир йӗркелесех «кӗрлерӗҫ». Шӑпах ҫав тӗле Чӑваш кӗнеке издательствинче Дмитрий Никаноровичӑн «Ось земли» ятпа повеҫсемпе калавсен тата киносценарисен пуххи пичетленсе тухнӑччӗ, ун пирки те пичетпе телевидени ҫӑвара шыв сыпса лармарӗ. Паллӑ режиссера Чӑваш патшалӑх университетне чӗнсе студентсемпе куҫа-куҫӑн калаҫтарчӗҫ. Ун сасси хаҫат-журналсенче кайран та тӑтӑшах илтӗнчӗ, телевидени вӑл ӳкернӗ фильмсене уйрӑм ярӑм туса кӑтартрӗ. Режиссер хӑйӗн чи лайӑх фильмӗсене Электронлӑ тата кинодокументаци архивне парнелерӗ.
...Мӗтри пиччепе эпӗ 15 ҫул каяллах ҫырупа паллашнӑччӗ. «Советская Чувашия» хаҫатра ӗҫленӗ май унран сӑвӑсем ярса пама ыйтрӑм.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |