Чӑваш Енри хаҫатсем кӑҫал та «Золотой фонд прессы—2017» (чӑв. Прессӑн ылтӑн фончӗ—2017) Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтерсе пахалӑх паллине тивӗҫнӗ.
Прессӑн ылтӑн фондне ҫӗршыври ертсе пыракан аслӑ шкулсен журналистика факультечӗн пайташӗсем хаклаҫҫӗ. Пахалӑх паллине виҫӗ степеньпе параҫҫӗ.
Маларах каланӑ экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӗрремӗш степеньлӗ пахалӑх паллине Чӑваш Енри икӗ журнал: «Агромаш» тата «Моя Империя» — тивӗҫ. II степеньлӗ пахалӑх паллине пирӗн республикӑра тухса тӑракан ҫичӗ хаҫата пама йышӑннӑ: «Советская Чувашия», «Республика», «Грани», Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн», Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ», Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ». Ҫӗрпӳ районӗнчи «Цивильский вестник» III степеньлӗ журнала тивӗҫнӗ.
Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫисен Сурхурине халалланӑ хайлавӗсен «Ҫитрӗ акӑ Сурхури» вулавӗ иртнӗ. Ӑна вулавӑшӑн таврапӗлӳпе наци литературин пайӗ йӗркеленӗ.
Сурхури вулавне хутшӑннисем Ҫӗнӗ ҫула тата Сурхурие Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенче епле уявланипе те паллашнӑ. Чӑвашсем хӗлле Сурхури ирттереҫҫӗ, тутарсем — Нартукан, марисем — Шорыкйол, мӑкшӑсем — Од ие, пушкӑртсем — Яны иыл нэнан, удмуртсем — Выль арен. Пирӗн халӑхӑмӑрӑн Ҫӗнӗ ҫулти тӗп сӑнарӗсем Хӗл Мучипе Юр Пике пулсан, марисен — Йушто Кугыза тата Лумудыр, тутарсем — Кыш-Бабай тата Кар-Казы, мӑкшӑсем Хӗл Мучине Нишке тата Мороз Атя теҫҫӗ, пушкӑртсем — Кыш Бабай, удмуртсем — Тол Бабай.
Вулавӑша пухӑннисене чӑвашсен хӗллехи уявӗсемпе те паллаштарнӑ.
«Ҫӑлкуҫ» кафере паян Сурхури уявӗ иртрӗ. Ӑна йӗркелекенӗ тата ирттерекенӗ — чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ. Пирӗн сайт вара информаци тӗлӗшӗпе пулӑшрӗ.
Уява Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ уҫрӗ. «Эпир хӑюллӑ! Эпир никамран та вӑтанса тӑмастпӑр. Чӑвашӑн ун пек туйӑм пулмалла та мар! Чӑваш халӑхӗн нимӗнле халӑх умӗнче та парӑмӗ ҫук», — терӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче. Пурте пӗрле «Алран кайми аки-сухи» юрра тарса юрланӑ хыҫҫӑн Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев, Владимир Болгарский, Виталий Станьял, Николай Адёр тата ыттисем сӑмах илчӗҫ.
Тимӗр Тяпкин ҫавӑн пекех Сурхурине уявне ҫитеймен ҫынсен саламӗсене ҫитерчӗ: Юрий Зоринран, Атнер Хусанкайран, Олег Мустаевран, Николай Лукиановран.
Чӑваш халӑх сайчӗ уявра пире иртнӗ ҫулталӑкра пире самай пулӑшнӑ ҫынсене Хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Чи малтанах Аҫтахар Плотников «Сӑвар» фонд ертӳҫине Тимӗр Тяпкина чыс турӗ. Ҫавӑн пекех сайта пулӑшса пынӑшӑн Владимир Болгарские тата хыпарсемпе пире пулӑшса пыракан Тимӗр Акташ журналиста Хисеп хучӗсемпе чысларӗ.
Сурхури уявӗ мӗнле иртни пирки тӗплӗнрех ятарлӑ статьяра паллашма май пулӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ «Книга + Кино» (чӑв. Кӗнеке + Кино) кинолектори ирттерме палӑртать. Мероприятие унтисем ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ валли планланӑ. Кинолектори вӑхӑтӗнче илемлӗ тата документлӑ фильмсене кӑтартӗҫ. Вӗсем пурте — вулавӑш коллекцийӗнчисем.
Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче 14 сехетре пӗр тӑван Стргацкийсен «Понедельник начинается в субботу» повеҫӗ тӑрӑх ӳкернӗ «Чародеи» камите йыхравлаҫҫӗ. Кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче 16 сехетре «Ты у меня одна» илемлӗ фильм кӑтартӗҫ. Ӑна РСФСР халӑх артистки М.М. Неёлова ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче 14 сехетре — «Карнавальная ночь» кинокамит, 18-мӗшӗнче 16 сехетре — Н.В. Гоголӗн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шинель». Юлашкинчен каланине РСФСР халӑх артисчӗ З. Трауберг ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланнӑ. Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче 14 сехетре – «На златом крыльце сидели» камит-юмах, 28-мӗшӗнче 14 сехетре – «Золушка» илемлӗ фильм. Кинона юратакансене 212-мӗш пӳлӗмре кӗтеҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче кинотеатр тата культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Халӗ ҫӗрпӳсем пахалӑхлӑ кино курма пултарӗҫ. Сасси те лайӑх пулӗ.
«Асам» кинозал культура аталанӑвӗн центрӗнче уҫӑлнӑ. Кинозалта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, ҫемҫе креслӑсем лартнӑ. Ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туянмашкӑн 5 миллион тенке яхӑн тӑкакланӑ. Укҫа-тенке Кино фончӗ уйӑрнӑ. Фонд 100 пин ытла ҫын пурӑнман пӗчӗк хуласенче кинозалсене ҫӗнетмешкӗн укҫа уйӑрать.
Кинозала чи малтан шкул ачисем килнӗ. Вӗсем Раҫҫейре ӳкернӗ «Снежная королева 3: Огонь и лед» фильм пӑхнӑ. Ял ҫыннисемшӗн тата районшӑн ку тахҫантанпах кӗтнӗ пулӑм.
Нумаях пулмасть «Ирӗклӗх» общество организацийӗн хастарӗсем ЧР Элтеперӗ патне ҫыру янине, вӗсем Чӑваш Енре ӳкернӗ документлӑ фильмсене, халӗ ЧР Электрон тата кинождокументаци архивӗнче упранаканскерсене, тӗнче тетелне вырнаҫтарма ыйтнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Хастарсем «Страна Чувашия» документлӑ лентӑна, «Спящая роща» илемлӗ фильма тата ыттисене ҫынсем курччӑр тесе ыйтнӑ.
«Ирӗклӗх» ҫырӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав фильмсем архивра тусан пуҫтарса выртаҫҫӗ. Ҫак кунсенче хастарсен ҫырӑвне ЧР Культура министерстви хуравланӑ. Унти тӳре-шаран шухӑшӗпе, ҫав фильмсене тӗнче тетелне вырнаҫтарма юрамасть.
Культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ҫырӑва хуравланӑ май ҫапла палӑртнӑ: Патшалӑх архивӗ ыркӑмӑллӑх мероприятийӗсене, ҫавра сӗтелсем, семинарсем ирттернӗ чухне ку фильмсемпе усӑ курать. Кунсӑр пуҫне ҫак кинофильмсем «Чувашия. Кинематограф. Из века в век» мультимедийлӑ кӑларӑма кӗнӗ. Грантпа килӗшӳллӗн, ку кӑларӑма республикӑри вулавӑшсене парӗҫ, унта ачасем вӗренӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательстви Г.И. Комиссаров-Вантерӑн «Чӑваш халӑхӗн историйӗ» кӗнекине 1 пин экземплярпа пичетлесе кӑларнӑ. Редакторӗ В.Н. Алексеев, ӳнерҫи В.В. Литаврин.
Г.И. Комиссаров-Вантер (1883–1969) тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ тӗпчевҫӗ пулнӑ, вӑл этнолог, чӗлхеҫӗ, философ, историк, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ тата халӑха ҫутта кӑларакан пек палӑрнӑ. «Чуваши Казанского Заволжья» (1911), «К этнографической карте Козьмодемьянского, Цивильского, Чебоксарского и Ядринского уездов Казанской губернии» (1912), «Религиозное состояние чуваш в ХIХ веке (1913), «Смысл мировой истории» (1915), тата ытти ӗҫӗсенче чӑваш халӑхӗн иртнӗ кун-ҫулне тӗпчес ӗҫӗн ҫул-йӗрне тӗрӗс палӑртнӑ. Ҫак кӗнекене кӗнӗ «Чӑваш халӑх историйӗ» (1921) тата «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» (1918) очерксенче вӑл тӑван халӑх аваллӑх тымарӗсене хӑй вӑхӑтӗнчи ӑслӑлӑх шайӗнче хаклама тӑрӑшнӑ, унта каланӑ шухӑшсем паян кунччен те кивелмен.
Паян, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнчи Тӳскелте нумай ӗҫ тӑвакан культура центрӗ уҫӑлнӑ.
«Республикӑра пурӑнакансем ыйтнипе эпир ялти клубсем тумалли программа йышӑнтӑмӑр, мӗншӗн тесен Культура ҫурчӗсем япӑхнӑччӗ. Программӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче 25 клуб тӑвасшӑн. Вӗсенчен пӗрремӗшне паян эпир Тӳскелте уҫрӑмӑр. Елчӗк районӗнче вӗри чӗреллӗ халӑх пурӑнать, вӑл ырӑ ӗҫсем тума хатӗр. Ун пек ял тӑрӑхӗсенче хӑтлӑ та хальхи вӑхӑтри социаллӑ объектсем уҫни питех те лайӑх», – ҫак шухӑша палӑртнӑ хӗрлӗ хӑйӑва касма хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер.
Михаил Васильевич пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн Культура министерстви культура учрежденийӗсене ҫӗнетме 2017 ҫулта 33,8 млн тенкӗ уйӑрӗ. Кинозалсем тума федераци хыснинчен унсӑр пуҫне 60 миллиона яхӑн уйӑрмалла.
Кӑҫал та пирӗн республикӑра Ҫӗнӗ ҫулти вӑрӑм канмалли кунсене усӑллӑ ирттерме май туса парӗҫ. «Новогодний лабиринт» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫулти пӑтрашуллӑ ҫулсем) ятлӑ мероприятисен ярӑмӗ кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче уҫӑлӗ те республикӑри сакӑр района илсе ҫитерӗ.
Ку проекта республикӑн Культура министерстви кӑҫалхи ҫӗнӗлӗх, анчах вӑл пӗлтӗрхи ҫавӑн йышши мероприятисенчен амаланнине палӑртать. Астӑватӑр пулӗ, пӗлтӗр, чӑн та, «Время отдыхать в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре канма вӑхӑт) проекта хута янӑччӗ.
Кӑҫалхи «Ҫӗнӗ ҫулти лабиринт» хайӗн географине анлӑлатнӑ. Кӑрлачӑн 2-мӗшенче Муркаш районӗнче кӗтеҫҫӗ, 3-мӗшӗнче – Етӗрне тата Элӗк районӗсенче, 4-мӗшӗнче – Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, 5-мӗшӗнче – Ҫӗнӗ Шупашкарта, 6-мӗшӗнче – Хӗрлӗ Чутай районӗнче, 7-мӗшӗнче — Ҫӗрпӳ тата Йӗпреҫ районӗсенче. Куракан валли вӗсенче кашнинчех ятарлӑ программӑсем хатӗрленӗ.
Валерий Самойлов-Раштавӑн «Телей кайӑкӗ» юрӑсен кӗнеки Тӑвай районӗнчи виҫӗ вулавӑша ҫитнӗ. Сарӑмсӑрлӑха пула ҫамрӑклах ҫурӑм шӑммине амантнӑ хыҫҫӑн вырӑнпах выртакан ҫак поэт чун киленӗҫне сӑвӑ ҫырнинче тупнӑ. Хӑй вӑл Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче пурӑнать. Унӑн сӑмахӗсемпе кӗвӗленӗ юрӑсене паян Фарида, Алексей Московский, Андрей Думилин, Полина Борисова, Сергей Павлов тата ыттисем шӑрантараҫҫӗ.
Юрра хывӑннӑ сӑвӑсен пуххине пӗлтӗр кун ҫути кӑтартнӑ. Валерий Раштавӑн кӗнекине Тӑвай тӑрӑхӗнчи вулавӑша кам парнеленине е туянса панине райадминистраци сайтӗнчи кӗске хыпарта асӑнман.
Сӑмах май, кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче поэта Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, унчченхи пухура чӑваш парламентне ертсе пынӑ Юрий Попов тата Фарида юрӑҫ ноутбук парнеленӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |