Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Культура ҫуртӗнче регионсем хушшинче иртекен «Чӑваш тумӗ — халӑх пуянлӑхӗ» конкурсӑн районти тапхӑрӗ иртрӗ. Трак енсем хӑйсен арчи-ҫӳпҫинчи капӑр ҫипуҫа халӑха кӑтартма пултарчӗҫ. Чӑваш тумӗ вара чӑннипех те капӑр. Ҫав ҫипуҫра халӑхӑн кун-ҫулӗ, философийӗ, этикипе эстетики палӑрса тӑрать. Кашни капӑрлӑхӗ, кашни тӗрри-эрешӗ чунра лӑпкӑлӑхпа мӑнаҫлӑх ҫуратать. Кашни япали чӑваш ҫыннин пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне, чун-чӗре пуянлӑхне, сапӑрлӑхне кӑтартать.
«Чӑваш тумӗн ытамӗнче» конкурс-курава районти Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Трак ен» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Антонина Никонорова) уҫрӗ, чӑваш халӑх юррисене шӑрантарчӗ, авалхи чӑваш тумӗпе, капӑрлӑхӗпе илемлетрӗ.
Куравра ытларах авалхи тата хальхи маҫтӑрсем тӗрлесе илемлетнӗ хӗрарӑм тата арҫын кӗписем, сурпансем, масмаксем, тутӑрсем, саппунсем, хушпу-тухья, капӑрлӑхсем пулчӗҫ.
Курава тӑратнӑ япаласене жюри (председателӗ — ЧНК ӗҫченӗ Нина Андреева, членӗсем — район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗсен пайӗн ертӳҫи тата Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайлова) пахаласа хак пачӗ, регионсем хушшинче иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнма ҫичӗ ҫынна палӑртрӗ.
Ку сӑмахсем тӳрӗ пӗлтерӗшпе те, ытарлӑ пӗлтерӗшпе те тӗп-тӗрӗс. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче эпир чӑваш сӑввин ӑстин ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑватпӑр. Ҫак куна халалласа тӗрлӗрен тӗлпулусем, поэзи уявӗсем иртеҫҫӗ. Чи кирли вара, ман шутпа, — ҫак кун Миттан хӑйӗн халӗ Патӑрьел районне кӗрекен тӑван Аслӑ Арапуҫӗнчи вил тӑприне чечексемпе пуҫ тайни. Шупашкарта сӑвӑҫ пурӑннӑ ҫурт ҫинчи асӑну хӑми те ҫак кун тӑлӑх юлмасть.
Ҫак пархатарлӑ ӗҫӗн пӗлтерӗшне тата тарӑнраххӑн ӑнланса илме ҫакна аса илни те ҫителӗклӗ: акӑ, чӑваш халӑхӗн чылай маттур ывӑлӗн-хӗрӗн вилтӑприйӗсем те пулин ӑҫти пач паллӑ мар — кайса чечек хурас тесен те хума ҫук. Ҫак чуна ыраттаракан черетлевре – чӑваш наци юхӑмӗн маттур ҫулпуҫӗ Алюн Кевӗрли, чӑваш литературин пуҫламӑшӗнче тӑнӑ Турхан Яккӑвӗ, Турхан Хӗветӗрӗ, Тайӑр Тимкки, хастар пӑлхавӑрҫӑ Тимахви Николаев-Хури, ҫӗр ҫул каяллахи чи хивре вӑхӑтра «Хыпар» хаҫатӑн редакторӗ пулнӑ Акахви Гаврилова, паллӑ ҫыравҫӑсем — Мӗтри Юман, Нестӗр Янкас, Митта Петӗрӗ тата пиншер те пиншер ят… Шучӗ те ҫук!
Шел, тӑван ҫӗр ҫинех пытарнисене те чылай чух чысласа ҫитерейместпӗр ахӑр.
Чӑваш кӗнеке издательстви «The London Book Fair — 2017» пӗтӗм тӗнчери кӗнеке куравне хутшӑнӗ. Вӑл Лондонра пуш уйӑхӗн 14–16-мӗшӗсенче иртмелле.
Кӗнеке индустрийӗн паллӑ пулӑмне Раҫҫей юлашки хут 2011 ҫулта хисеплӗ хӑна евӗр кайнӑ. «Раҫҫее вула/Read Russia» проекта хутшӑнса ун чухне пирӗн ҫӗршыв хальхи вӑхӑтри вырӑс литературипе паллаштарнӑ. Хисеплӗ хӑна евӗр кӑҫалхи курава Польшӑна йыхравланӑ.
Кӑҫал Раҫҫейӗн кӗнеке стенчӗ чӑннипех пуян пулӗ. Унта 450 ытла кӑларӑм вырӑн тупӗ. 2017 ҫулта юбилей паллӑ тӑвакан авторсен ӗҫӗсене тимлӗх уйрӑмах уйӑрмалла. Ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи издательствӑсенче пичетленнисемпе пӗрлех Чӑваш Кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ «Нарспи», «Этнокультурный портрет Чувашской Республики» кӗнеке-альбомсем, «Чебоксары - столица Чувашии», «Праздники, обряды и верования чувашского народа», «Праски Витти. Живопись, эмаль, графика, монументальное искусство» кӗнекесем, «Из опыта народных мастеров» ярӑмри ӗҫсем пулӗҫ.
Шупашкар районӗнчи «Ҫӗньял» халӑх фольклор ушкӑнне чылайранпа ертсе Земфира Яковлева «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята илнӗ.
Культурӑра нумай ҫул чунне парса тӑрӑшакан ҫак хастар хӗрарӑма патшалӑх наградипе чысласси ҫинчен хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнчех ал пуснӑ. Хисеплӗ ятпа Земфира Кузьминичнӑна Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн саламланӑ. Аса илтерер, республикӑри маттур хӗрарӑмсене Михаил Игнатьев пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче чысларӗ.
Земфира Яковлева Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сорӑм ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика училищинче, Хусанти педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Музыкӑна, дирижер ӑсталӑхне, хорпа юрлама вӗрентнӗ. Ҫак тарана ҫитсе вӑл республикӑра тата унӑн тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсенчен 800 ытла юрӑ ҫырса илнӗ. Халӑхӑн пуянлӑхне упраса хӑварассишӗн ҫунакан хӗрарӑм халӑх сӑмахлӑхӗн ытти пуянлӑхне те самай пухнӑ.
Красноармейскинчи культура ҫуртӗнче, Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалласа, йӑлана кӗнӗ «Трак ен пики» конкурс иртнӗ. Кӑҫалхи тупӑшӑва сакӑр пике хутшӑннӑ. Вӗсене малтанах район администрацийӗн пуҫлӑхӗ С. Молотков, «Ял ҫамрӑкӗсен Раҫҫейри союзӗн» Пӗтӗм Раҫҫейри обществӑлла организацин вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Д. Посадский, районти Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Р.Николаева саламланӑ.
Тупӑшӑва хутшӑннӑ пикесен малтанах хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, унтан вӗсен Чӑваш ен историне, культурине, йӑли-йӗркине пӗлнине кӑтартма тивнӗ тата пултарулӑх конкурсӗ витӗр тухма тивнӗ. Хӗрсем нацин пӗр-пӗр апат-ҫимӗҫне хатӗрлесе унӑн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Юлашкинчен вӗсем чӑваш наци тумне тӑхӑнса хӑйсен илемлӗхӗпе тыткӑнланӑ. Пикесен ӑсталӑхне пилӗк ҫынран тӑракан жюри хак панӑ.
Ҫивӗч тупӑшура «Трак ен пики-2017» ята Анастасия Козлова (Трак вӑтам шкулӗ, 9 класс) ҫӗнсе илнӗ. «Вице-Трак ен пики-2017» — Анна Кузьмина (Карай ял тӑрӑхӗ). Анна Еперина «Ӑс пике» (Алманч вӑтам шкулӗ), Анита Алемесова «Ҫепӗҫ пике» (Пикшик вӑтам шкулӗ), Надежда Петрова «Хӳхӗм пике» (Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ), Диана Данилова «Кӑмӑллӑ пике» (Красноармейски вӑтам шкулӗ), Карина Антонова «Тарават пике» (Упи ял тӑрӑхӗ), Ольга Илларионова «Сӑпайлӑ пике» (Красноармейски вӑтам шкулӗ) номинацисенче палӑрнӑ.
Шупашкарти Лакрей вӑрманне малашне пули-пулми кӗреймӗн. Иртен-ҫӳрене «СкиБарс2» автоматизациленӗ тӳлевпе тӗрӗслев тытӑмӗ урлӑ ирттерме пуҫлӗҫ.
Билетсене автоматизациленӗ тытӑм урлӑ сутнине кура кассӑсем аванрах ӗҫлеме пуҫласса, ҫынсене меллӗ пуласса шанаҫҫӗ. Анчах кунпа пӗрлех Шупашкар хула администрацийӗ паркӑн ӗҫне лайӑхрах тӗрӗслесе тӑрас ӗмӗтлине те пытармасть. Лакрей паркне кӗрекенсенчен укҫана аллӑн та илӗҫ, банк картти урлӑ та.
Ҫавӑн евӗрлӗ тытӑма халиччен Мускав, Ӗпхӳ, Архангельск, Красноярск, Чӗмпӗр, Чулхула, Сочи, Адлер, Кемӗр, Сургут, Саранск, Ижевск хулисенче ӗҫлеттерсе янӑ. Шупашкарта унччен Хӗрлӗ лапамри «Колесо обозрения» аттракционта хута янӑ.
Лакрей вӑрманӗнчи ҫӗнӗ тытӑм кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен кая юлмасӑр хута каймалла.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Сӑмах ӑсти — Порфирий Афанасьев» литературӑпа поэзи каҫӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш халӑх поэчӗ 75 ҫул тултарнине халаллӗҫ.
Порфирий Афанасьев Тутарстанри Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче, Мускаври Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ӗҫе вӑл Хусанта тухса тӑракан «Хӗрлӗ ялав» хаҫатри литература ӗҫченӗнчен пуҫланӑ.
Тӗрлӗ ҫулта Порфирий Афанасьевӑн «Хуркайӑк ҫулӗ», «Хӗвел хапхи», «Ҫарӑмсан кӗввисем», «Тав», «Корни», «Родники под Ильмами», «Пурӑнатӑп Атӑл хӗрринче», «Юрату ҫӗршывӗ», «Каҫхи кӑвайт» кӗнекисем, «Писатели Чувашии» библиографилле справочникӗ тата ытти кун ҫути курнӑ.
Поэт тӑлмачӑ евӗр те нумай ӗҫленӗ. В. Шекспирӑн, М. Шолоховӑн, Ф. Достоевскин, Л. Леоновӑн, В. Распутинӑн тата ытти нумай ҫыравҫӑн ӗҫне чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн хайлавӗсене те тӗрлӗ чӗлхене куҫарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви республикӑри тата унӑн тулашӗнчи куравсене вӗҫӗмех хутшӑнать. Хальхинче вӑл Хусанта иртнӗ «Образование России» (чӑв. Раҫҫейри вӗренӳ) форума ҫитнӗ.
Унта пуҫтарӑннисене пирӗн республикӑри издательство ача-пӑча, илемлӗ литература, наукӑпа популярлӑ, краеведени литературисене кӑтартнӑ.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, форумрисем Н.И. Ашмаринӑн «Болгары и чуваши», Е.В. Еньккин «Повествование о чувашах», Ю.Ю. Ювенальевӑн «Военное искусство суваро-болгар – предков чувашей», В.Д. Дмитриевӑн «Чувашский народ в составе Казанского ханства: предыстория и история» тата ытти хӑш-пӗр кӗнекепе кӑсӑкланса паллашнӑ. Чӑваш тӗррипе ҫыхӑннӑ кӑларӑмсемпе те интересленнӗ.
Туянакансем те пулнӑ. «Грибы», «Блюда чувашской кухни», «Чувашская музыкальная литература», «Праздники, обряды и верования чувашского народа», «Чувашские народные сказки» ятлисене ытларах туяннӑ.
Трак енӗн тӗп Культура ҫуртӗнче 2016 ҫулхи литературӑри, искусствӑри тата культурӑри сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫсемшӗн Нестер Янкас ячӗллӗ Премине илме тӑратнӑ лауреатсен чыславӗ пулчӗ. Чыслав каҫне Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн ертӳҫи Иван Прокопьев-Чураль, журналист, ҫыравҫӑ, таврапӗлӳҫӗ, композитор-музыкант, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Н.К.Янкас Премийӗн лауреачӗ уҫрӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫак пӗрлӗх 1989 ҫултанпа ӗҫлет, кун евӗр чыслав 25 хут иртет, ҫав вӑхӑтра кӑҫалхипе пурӗ 85 уйрӑм ҫын тата пултарулӑх ушкӑнӗ лауреат ятне илме тивӗҫ пулнӑ.
Лауреатсене преми парас енӗпе ӗҫлекен комисси председателӗ Виталий Михайлов, Красноармейски вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ, таврапӗлӳҫӗ, Чӑваш халӑх академикӗ, Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн председателӗн ҫумӗ, Н.К.Янкас Премийӗн лауреачӗ Преми парас енӗпе ӗҫлекен комисси протоколӗпе тата Преми пама тӑратнӑ лауреатсемпе паллаштарчӗ. 2016 ҫулхи литературӑри, искусствӑри тата культурӑри сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫсемшӗн Нестер Янкас ячӗллӗ Премине ҫак пултаруллӑ уйрӑм ҫынсене парас тенӗ:
Татьяна Ивановна Борисова сӑвӑҫа, публициста тата общество корреспондентне 2016 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ, 2 кӑларӑмран тӑракан «Асӑмран каймасть Супар шкулӗ» асаилӳпе публицистика кӗнекишӗн.
Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Культура ҫуртӗнче район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗсен пайӗ, районти Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗ, Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗ пуҫарнипе Нестер Янкас ентеш-поэта тата 2017 ҫулхи ентеш-юбилярсене халалласа «Янкас вулавӗсем» ӑслӑлӑхпа таврапӗлӳ конференцийӗ иртрӗ. Тухса калаҫакансем (пурӗ 27 ҫын: Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн тата Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн пайташӗсем, культура ӗҫченӗсем, журналистсем, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем) Нестер Янкас тата 14 юбилярӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ. Юбилярсем: Василий Васькин, Борис Романов, Николай Ершов, Николай Карай поэтсем, Георгий Тусли, Виктор Данилов журналистсем, Вилорик Романов, Николай Филимонов композиторсем, Дмитрий Александров таврапӗлӳҫӗ, Зоя Ананьева юрӑҫӑ, Раиса Федорова артистка, Дмитрий Иванов учӗнӑй, Александр Кириллов тухтӑр тата Александр Сымокин общество деятелӗ. Кусем пурте ятлӑ-сумлӑ, пултаруллӑ, хисепе тивӗҫлӗ ҫынсем. Хамӑрӑн Трак ен ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ, район историне пуянлатса пынӑ тата пыракан талантлӑ ҫынсене пирӗн тивӗҫлипе хакламалла, вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗсемпе мухтанмалла, вӗсен ятне ҫӗклесе пымалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |