Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ӗнер Мишши Григорянӑн юбилейлӗ куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна саламлама унта Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев та хутшӑннӑ, вӑл Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникне Чӑваш Ен Элтеперӗн тав хутне ҫитернӗ.
— Михаил Григорьевич пек ҫынсем пур чухне ҫӗнӗ усӑллӑ шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ, ҫуртсем хӑпараҫҫӗ — Туслӑх Ҫурчӗсем. Пултарулӑхра сире ӑнӑҫу сунасшӑн, ҫӗнӗ куравсем йӗркелемелле пултӑр. Ҫак ӳнере пирӗн ҫамрӑк ӑрӑва явӑҫтарни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Курава килнисен хушшинче ачасене курасчӗ, кунашкал мероприятисене ҫемьи-ҫемьипе ҫӳресен аван пулӗччӗ, — тенӗ Константин Геннадьевич.
Ҫавӑн пекех Мишши Григоряна Чӑваш Енӗн художниксен пӗрлӗхӗн председателӗ А. Анохин, Раҫҫейри эрменсен пӗрлӗхӗн вице-президенчӗ Г. Анонянц саламланӑ.
Кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Петӗр Хусанкай поэт ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитет. Ҫавна май Патӑрьел районӗнчи Первомайскинчи вулавӑшра «Петӗр Хузангай — Ҫӗршыв юрӑҫи» ятпа курав (вырӑнтисем епле ҫырнӑ, эпир те ҫавӑн пекех шӑрҫаларӑмӑр) уҫнӑ.
Чӑваш АССР поэтне хисеп тунине палӑртнӑ куравра калем ӑстин кӗнекисене вырнаҫтарнӑ. Курав пирки Первомайски ял тӑрӑхӗн администрацийӗн сайтӗнче ҫырнинче Петӗр Хусанкайӑн «Тӑван ҫӗршыв», «Таня» поэмисене, «Аптраман тавраш» сӑвӑлла романне чӑваш ачисем уйрӑмах пӗлнине асӑнса хӑварнӑ.
Курава вулавӑш ӗҫченӗсем ачасемпе ҫамрӑксене кӑна мар, поэт пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакан мӗнпур ҫынна йыхравлаҫҫӗ, поэтӑн ӗҫӗсемпе паллашма чӗнсе калаҫҫӗ, мӗншӗн тесен тӗлӗнмеллине, мӑнаҫланмаллине унта нумай тупма пулать.
Чӑваш Енре Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче уҫӗҫ. Кун пирки республикӑмӑр Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне паян янӑ Ҫыру вӑхӑтӗнче асӑнса хӑварнӑ.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне уҫассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче, ун пирки ЧР ертӳҫи ятарлӑ хушу кӑларнӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ унччен Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗ пулнӑ ҫӗрте вырнаҫмалла. Ҫӗнӗ ҫурта ӗҫлеме май туса памашкӑн хыснари укҫа-тенке пӑхса тухӗ.
Чӑваш Енре 128 наци ҫынни пурӑннине шута илсе тунӑ утӑм халӑхсене малашне те туслӑ пурӑнма, пӗр-пӗринпе хутшӑнма, кашнине хӑйсен культурӑна аталантарма май парасса шанаҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 7–12-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче чӑваш кӗввин фестивалӗ иртӗ. Вӑл 5 куна тӑсӑлӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗнетнӗ «Шывармань» постановкӑна курма май пулӗ. Ӑна сцена ҫине 2010 ҫулта пӗрремӗш хут тухнӑ. Унта Сарпипе Атнер юратӑвне кӑтартнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хӑнасене «Нарспи» опера кӑтартӗҫ. Ӑна Хусанта, Чӗмпӗрте, Йошкар-Олара, Мускаври оперетта театрӗнче лартнӑ.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче «Сарпике» спектакль курма май пулӗ. Вӑл республикӑра иртнӗ «Чӗнтӗрлӗ чаршав – 2013» театр конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Нарӑсан 12-мӗшӗнче гала-концертра чӑваш классикин шедеврӗсем янӑрӗҫ.
Республикӑра «Чӑваш Енри ялсене аталантарасси» программа ӗҫлет. Унта хутшӑнмашкӑн тӑратнӑ виҫӗ заявка суйлав витӗр тухнӑ ӗнтӗ.
Унпа килӗшӳллӗн, Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче культура ҫурчӗ хӑпартӗҫ. Вӑл 150 ҫын вырнаҫмалӑх пулӗ.
Тӑвай район администрацийӗ «Чутейре 106 вырӑнлӑх культура ҫуртне тӑвасси» проектпа ҫӗнтернӗ.
Канаш районӗн администрацийӗ те суйлав витӗр тухнӑ. Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗ те культура ҫурчӗ пулӗ. Ӑна шкул мастерскойӗнчен тӑвӗҫ.
Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче Упири пӗтӗмӗшле пелӳ паракан вӑтам шкулта паллӑ ентеш ҫыравҫӑпа, Георгий Леонидович Ефимовпа, тӗлпулу каҫӗ иртрӗ. Чи малтанах Георгий Тусли ачасене хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. «Ҫавал хумӗ» кружок членӗсем ентеш ҫыравҫӑн пӗрремӗш сӑввине каҫса кайсах итлерӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем те поэзи лаҫҫинче пӗрремӗш утӑмсем тӑваҫҫӗ-ҫке. Ку сӑвва «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат вулаканӗсене те паллаштарас килет. Сӑвӑ ашшӗ ӗҫне хакланӑ май ҫуралать:
Атте турӗ тимӗрч лаҫҫинче
Тимӗртен ҫип-ҫивӗч лум.
Касатӑп шӑн ҫӗре –
Чӑнк-чанк! Тӑвать атте тунӑ лум.
Георгий Леонидович шкулта вӗреннӗ чухнех «Ҫавал хумӗсем» литература кружокне ҫӳрени ҫинчен, мӗнле ӗҫлени ҫинчен каларӗ. 5-мӗш класра вӗреннӗ чухне вара «Марине», «Карап», «Лум» сӑвӑсем ҫуралнине пӗлтерчӗ. Ҫыравҫӑн «Октябрь ҫулӗ» хаҫатра пичетленсе тухнӑ «Марине» сӑввине те вӗренекенсем кӑмӑлларӗҫ. 5-6 класра вӗренекенсен хӑйсен те сӑвӑ ҫырас кӑмӑлӗ ҫуралнине палӑртрӗҫ.
Георгий Ефимович паллӑ сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, публицист кӑна мар, ӑста купӑсҫӑ та. Пултаруллӑ ентеш ачасене купӑс каласа, юрласа, ташласа савӑнтарчӗ.
Паян Дмитрий Михлеев кинорежиссер, ҫыравҫӑ тата ӳнерҫӗ 75 ҫул тултарчӗ.
Пирӗн паллӑ ентеш 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫарӑмсан районне кӗрекен Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗтӗм Союзри кинематографи институтне (ВГИК) пӗтернӗ хыҫҫӑн «Беларусьфильм» киностудире ӗҫлеме пуҫланӑ (1972). Вӑл вӑтӑра яхӑн илемлӗ тата документлӑ фильм ӳкернӗ, вӗсенчен нумайӑшне Тӗнчери тата Пӗтӗм Союзри кинофестивальсенче чысланӑ.
Дмитрий Михлеев ӳнерҫӗ пек те палӑрнӑ, вӑл белорус ҫыравҫисен кӗнекисене илемлетнӗ. Белоруссири «Юнацва» тата Чӑваш кӗнеке издательстви вӑл ҫырнӑ калавсен, повеҫсен тата киносценарисен пуххисене пичетлесе кӑларнӑ.
Ун фильмӗсен ярӑмне Чӑваш наци телевиденийӗ кӑтартнӑччӗ.
Юлашки вӑхӑтра вӑл «ЛИК», «Тӑван Атӑл», «КИЛ» журналсенче пичетленчӗ, икӗ ҫӗнӗ пьеса ҫырса чӑваш театрӗсене ярса пачӗ. Шел пулин те, хӑйсене тӗнче кӑвапи вырӑнне хуракан режиссерсем вӗсене тытса та пӑхасшӑн пулмарӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсенчен пӗри «ЛИК» журналта тухмалла. Халӗ ҫыравҫӑ тата режиссер «Ветка Палестина» сӑвӑсен ярӑмне пичете хатӗрлет.
Эпир Дмитрий Никоноровича иксӗлми хавхалану тата сывлӑх сунатпӑр.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Мария Асламаса тата унӑн ывӑлне, «Камерата Брно» чех оркестрӗн дирижерне, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ Алексей Асламаса хисеплесе асӑну каҫӗ иртмелле.
Уява министерствӑсемпе ведомствӑсен, ӑслӑлӑх учрежденийӗсен, культура тата вӗренӳ учрежденийӗсен пайташӗсем, студентсем, Асламассен тӑванӗсем пуҫтарӑнмалла.
Музыка ӳнерӗн ӗҫченӗсем Инна Асламас, Татьяна Асламас, Алексей Аcламас, Антон Асламас, Марина Соприко, Динара Федотова, Дмитрий Семкин «Спешите жить» (Пурӑнма васкӑр) концерт программи хатӗрлеҫҫӗ. Уява пухӑннисем Асламассен династийӗпе курав урлӑ те паллашайӗҫ. Мероприяти 18 сехетре акт залӗнче пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Энтип Ваҫҫи (Василий Антипов) поэт паян 80 ҫул тултарнӑ. Самар облаҫӗнчи Клевлӗ районӗнчи Хура шыв ялӗнче ҫуралнӑскер вӑтам шкултан вӗренсе тухсан ялти клуб заведующийӗнче, чукун ҫул ҫыхӑнӑвӗн юсав бригадин бригадирӗнче, слесарьте тӑрӑшнӑ. Чӑваш Республикине куҫса килсен те вӑл стройкӑра ӗҫленӗ.
Стройкӑран калем ӗҫӗ ҫывӑххине Энтип Ваҫҫи нумай тиражлӑ хаҫатӑн тата вырӑнти радиовещани редакторӗнче чухне тарӑннӑн ӑнланса илнӗ. 1974—1977 ҫулсенче Энтип Ваҫҫи Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче тата тӗп редакторӗнче вӑй хунӑ. Каярах вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен тата СССР Писателӗсен союзӗ ҫумӗнчи литературӑн аслӑ курсӗнчен вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн Чӑваш Республикин Писательсен союзӗн литконсультанчӗ тата правлени председателӗн ҫумӗ пулнӑ, Чӑваш Республикин Вӑрман министерствинче ӗҫленӗ.
Энтип Ваҫҫи 1977 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзӗн членӗ. Тӑван литературӑри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна «Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ» хисеплӗ ят панӑ. Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Ҫӑлкуҫ» (1974), «Алӑри асамат» (1976), «Туслӑх кӑшӑлӗ» (1977), «Пыл ҫунӑ ир» (1979), «Юрату юрри» (1984), «Самана» (1967).
Ҫӗмӗрле районӗнчи Триер ялӗнче пӗртен-пӗр ҫын — ҫичӗ теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ кинеми — пурӑнать. Триер ялне 1929 ҫулта «Триер» (вӑл ят тырӑ тасатмалли ял хуҫалӑх машинине пӗлтерет) колхоз йӗркелесен пуҫарнӑ. Вунӑ ҫултан унта 75 ҫын пурӑннӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ялта йыш сахалланса юлнӑ. Паян 12 хуҫалӑх шутланса тӑрать пулин те Нина Карпинская ҫеҫ пурӑнать.
Пӗччен ялти кинемие ҫав тӑрӑхри тӳре-шара тата Саланчӑкри юрӑ-ташӑ ӑстисем юбилейпе хисеп тунӑ: вӗсем ӑна киле кайсах саламланӑ. Нина Карпинская мӑшӑрӗпе пилӗк ывӑл ӳстернӗ. Вӗсем пурте ҫемьеленнӗ, Ҫӗмӗрлере пурӑнаҫҫӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче хыпарланӑ тӑрӑх упӑшки вилнӗ хыҫҫӑн пӗччен тӑрса юлнӑ амӑшне курма вӗсем час-часах кайса ҫӳреҫҫӗ. Кинеми 2002 ҫултанпа ял старости шутланать, ялти пурнӑҫ пирки Тури Макарин ял тӑрӑхне пӗлтерсе тӑрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |