Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть «Праздники, обряды и верования чувашского народа» ятпа кӗнеке пичетленнӗ. Унӑн тиражӗ — 1500 экземпляр. Издательствӑн аслӑ редакторӗ Ольга Федорова ку ӗҫе ытти ҫавӑн йышшисенчен туллирех тата никӗс ӗҫ тесе хаклать. Кӗнеке авторӗ — истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей наукӑсен академийӗн Антропологипе этнографи музейӗн пайӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Антон Салмин.
Антон Салмин хӑй ӗҫӗнче чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки тата хӑйне евӗрлӗхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кӗнеке ултӑ сыпӑкран тӑрать. Йӑла-йӗркене, ҫи-пуҫа тата пӗлтерӗшлӗ ытти хӑш-пӗр ене уйрӑммӑн халалланипе пӗрлех ҫутҫанталӑкпа та туллин паллаштарнӑ. Кӗнекене илемлӗ ӳкерчӗксем пуянлатнӑ.
Кӑларӑма кун ҫути кӑтартма РФ Пичет тата массӑллӑ коммуникацисен агентстви укҫа уйӑрса пулӑшнӑ.
Крымра пурӑнакан чӑвашсем ӗнер, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, Севастопольти наципе культура обществисен ассоциацийӗ ирттернӗ мероприятие хутшӑннӑ. Мероприятие Крымра халӑхсен хӗллехи уявӗсене халалланӑ.
Ассоциаци 23 ҫул ӗҫлет. Ӑна Валерий Милодан ертсе пырать. Белоруҫсен, эстонсен, гагаузсен, мӑкшӑсен тата чӑвашсен обществисем чи лайӑх ӗҫлекеннисен йышӗнчине палӑртма кӑмӑллӑ.
Тӗрлӗ халӑхӑн культурин илемлӗхне, апат-ҫимӗҫне, тумтирӗпе тата йӑли-йӗркипе паллаштарас тӗллевлӗ уява пуҫтарӑннисене Севастопольти тӳре-шара, общество организацийӗсен пайташӗсем саламланӑ. Вӗсем ассоциаци ӗҫ-хӗлне пысӑка хурса хакланӑ, вӑл тӑнӑҫлӑхпа лӑпкӑлӑха упрама пулӑшать тесе ырланӑ.
Ӗнер пирӗн халӑхӑмӑрӑн Крымри пайташӗсем те уяв сӗмне аванах кӗртнӗ. Тӑван халӑхӑмӑр тумтирне тӑхӑннӑскерсем ыттисем пекех тӑван чӗлхепе юрланӑ, наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ, йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев Чӑваш Енӗн халӑх художникӗн, живопись тата прикладной ӳнер ӑстин Раиса Терюкалова ӗҫне туяннӑ.
Художник ӗҫӗпе паллашма министрпа пӗрлех культурологи докторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Владимир Васильев профессор тата Чӑваш Е Художниксен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Андрей Анохин хутшӑннӑ.
Улатӑр районӗнчи Кувакино ялӗнче ҫуралнӑ, 8-мӗш теҫеткене ҫывхаракан ал ӑстин мастерскойӗнче пулнӑ май министр художникӑн ӗҫ условийӗпе кӑсӑкланнӑ. Ку вӑл ытахальтен мар: ӳнерҫӗн сывлӑхӗ чаплах мар.
Культура министрӗ художника паллӑ кунпа (вӑл 1939 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ) саламланӑ. Константин Яковлевӑн картинӑсен пуххийӗ пуян-мӗн, ҫавӑнпа та вӑл Раиса Терюкалова ӗҫне хаваспах туяннӑ.
Шупашкар FM радио паян икӗ ҫул тултарнӑ. Ӑна Дмитрий Митяев йӗркеленӗ. Радио итлекенсем ӑна Чӑваш наци радиовӗ урлӑ та, тен, пӗлеҫҫӗ пулӗ. Асӑннӑ МИХа уҫсан Ксения Алексинапа «Каҫхи микс» кӑларӑма йӗркелесе ертсе пынӑ. Дима Наци телевиденийӗнче ҫӗнӗ хыпарсен кӑларӑмӗн ертӳҫи те пулнӑ.
«Кун евӗрлӗ проекта пуҫарма тахҫанах шухӑш пулнӑ. 2014 ҫулта Мускава куҫса килтӗм. Чӑваш юррисӗр питӗ тунсӑхланипе, радио ӗҫне питӗ юратнипе хамӑн Интернет радиона пуҫарас терӗм», — каласа кӑтартнӑччӗ маларах хастар каччӑ ҫак йӗркесен авторне.
Радио формачӗ — чӑвашла юрӑсем. Эфир талӑкра 24 сехете пырать.
Радио йӗркелеме укҫасӑр май ҫуккине тавҫӑрма йывӑр мар. «Шупашкар ФМ — ман хобби, «чун апачӗ», проекта хамӑн вӑйпа тытса пыратӑп. Радиоэфира илемлетме юлташсем пулӑшаҫҫӗ. Тупӑш ҫинчен шутламан-ха», — тет юратнӑ ӗҫне парӑннӑ ҫамрӑк. Унтан ҫакна хушса хурать: «Хальлӗхе пӗр тӗллев — чӑваш халӑхне (Чӑваш Республикинче пурӑнать-и вӑл е республика тулашӗнче-и) тӑван чӗлхепе янӑракан юрӑсене итлеттересси, ҫӗннисемпе паллаштарасси».
Сӑмах май, эфирта ҫӗнӗ аранжировкӑсемпе илемлетнӗ чӑваш халӑх юррисене тӑтӑшах илтме пулать.
Пӗрремӗш ҫавра. Чӑваша пӗтерекенсем
«18 ӗмӗр вӗҫӗнче пӗр ыйту ҫуралать. Ку ыйту – хальхи философин полюсӗсенчен пӗри. «Мӗн вӑл тӗнче? Кам вӑл ҫын? Мӗн вӑл ун чӑнлӑхӗ? Мӗн вӑл ун пӗлӗвӗ? Пӗлӳ мӗнле пулать?..» Ҫак ыйтусене эпир йӑлана кӗнӗ философи ыйтӑвӗсем теме хӑнӑхнӑ. 18 ӗмӗр вӗҫӗнче, ман шутпа, тепӗр ыйту ҫуралать: «Камсем вара эпир пирӗн вӑхӑтра?» Ку ыйтӑва эсир Кантӑн пӗр ӗҫӗнче тупатӑр. Чӑнлӑх тата пӗлӳ пирки ҫӳлерех асӑннӑ ыйтусене айккине сирнӗрен тухман вӑл. Ҫук, вӑл ыйтусем халӗ те тӗпчев ӗҫӗн шанчӑклӑ та тӗплӗ чикки-хапин ӗлкине палӑртаҫҫӗ. Чӑнлӑх онтологийӗ тенӗ пулӑттӑм ӑна. Анчах унпа пӗрлех философи ӗҫне йӗркелекен тепӗр полюс тупӑнчӗ. Ку полюса хӑват парса тӑракан яланхи тата ҫӗнелсе тӑракан ыйту вӑл: «Камсем вара эпир паян?» Хамӑр пирки истори тӗлӗшӗнчен шухӑшлас тетпӗр пулсан, ман шутпа, «Камсем вара эпир паян?» текен анана сухаламалла» (Фуко Мишель. Интеллектуалы и власть (Избранные политические статьи, выступления и интервью). – М.: Праксис, 2002. С. 360.).
«Камсем вара эпир паян?
Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе ӳнер музей комплексӗн директорне Александр Ильина нумаях пулмасть ӗҫрен хӑтарнӑ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Сергей Семенов тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ (Александр Ильин ҫавӑн пек хисеплӗ ятлӑ пулнӑ) спутник-хулари кордодром ыйтӑвне сӳтсе явакансене хӑй ертсе пыракан организацире пухнишӗн должноҫсӑр юлнӑ. Ку шухӑша парламентари «Правда ПФО» интернет-хаҫата панӑ интервьюра палӑртнӑ.
Кордодром пирки ҫакна каламалла. Маларах унта ачасем хӑйсен вӗҫев аппарачӗсене шухӑшласа кӑларнӑ, вӗсене тӗрӗслесе пӑхнӑ. Кӑштахран кордодрома шав кӑларать йышши сӑлтавпа хӗсме тытӑннӑ, ӑна урӑх вырӑна куҫарма хулари депутатсем йышӑну тунӑ.
Тӗлӗнетӗп хамӑн паллаканӑмсенчен. Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Кӳршӗллӗ Вӑрмар районӗнчен киле кайса кӗнӗ арҫын Ҫӗрпӳрен инҫех мар ялта ҫемйипе пурӑнать. Арӑмӗ те манашкал чӑвашах. Хӑй те манашкал чӑвашах. Вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑнӑ вӑхӑтра иккӗшӗ те унта ӗҫленӗ: пӗри — фермӑра, тепри — механизаторта. Хальхи вӑхӑтра иккӗшӗ те Ҫӗрпӗве кайса вырнаҫнӑ: пӗри — стройкӑна, тепри — урам шӑлма. Ҫаксен хӗрӗпе ывӑлӗ те Ҫӗрпӳри шкула ҫӳреҫҫӗ.
«Мӗнрен тӗлӗннӗ-ши ҫак статья авторӗ? Пӗлӗшӗсем ялта пурӑнса хулара ӗҫленинчен-ши е лешсен ӗҫ вырӑнӗ тивӗҫтерменнинчен-ши?» — тесе пуҫ ватакансем ыйту хуравне кӗҫех тупӗҫ. Ҫук, ӑҫта тата кам ӗҫлени тӗлӗнтермест мана. Хайхи ҫак икӗ этем ачисемпе чӗлхисене хуҫа-хуҫа (акцентшӑн ӳпкелес килмест-ха, анчах вӗсен акценчӗ хӑлхана ытла та касать) вырӑсла пакӑлтатни. Лешсем те ашшӗпе амӑшне шелле пӗлмеҫҫӗ — вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Илтмесен е уҫӑмлатмалли тупӑнсан: «Чо?» — тесе ыйтаҫҫӗ. Тепре шӑнкӑравласа калаҫмалли пулсан «созвОнимся» тесе килӗшсе татӑлаҫҫӗ.
Вӑрнар районӗн «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫачӗ Анатолий Емельянов ячӗллӗ преми лауреатне пӗлтернӗ. Редколлеги ҫӗнтерӳҫӗ тесе хальхинче Роза Волковӑна палӑртнӑ. Вӑл редакципе темиҫе ҫул ӗнтӗ туслӑ ҫыхӑну тытать. Унӑн калавӗсене, сӑввисене тата юррисене район хаҫатӗнче тӑтӑшах пичетлеҫҫӗ. Роза Волкова — паллӑ ҫӗр ытла юрӑ авторӗ. Унӑн сӑввисене ытларах Юрий Кудаков юрра хывнӑ. Вӗсене Людмила Семенова, Василий Раймов, Надежда Заводскова тата ытти юрӑҫ шӑрантарать. Кӑҫал Роза Волкова 80 ҫул тултарать.
2005 ҫулта ҫирӗплетнӗ премие редакци Вӑрнар ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ентеше, Чӑваш халӑх ҫыравҫине Анатолий Емельянова хисеплесе йышӑннӑ. Ҫыравҫӑ Вӑрнар райкомӗнче те, 1972—1973 ҫулсенче Чӑваш АССР культура министрӗнче те тӑрӑшнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗ Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫӗнӗ вӑйпа ӗҫе кӳлӗннӗ. Унта ташӑ кружокӗсенчи занятисем ӗҫлеме тытӑннӑ кӑна мар, хореографсем тата культурӑри ытти хастарсем тӑрӑшнипе, ача-пӑчапа ҫамрӑксене явӑҫтарнипе фестивальсемпе конкурссем йышлӑ ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Массӑллӑ пӗрремӗш мероприятие кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче ирттерме шухӑшласа хунӑ. Вӑл Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗнче пулмалла. «Мама года» (чӑв. Ҫулталӑкри анне) шоу-конкурса республикӑра тата Раҫҫейре йышӑннӑ тӗллевлӗ ҫулталӑксене: республикӑри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне, Раҫҫейри Экологи ҫулталӑкне тата район 90 ҫул тултарнине халалланӑ.
Мероприяти кӑсӑклӑ пуласса шантарнӑ май унта пурне те хапӑл туса кӗтессине пӗлтереҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗнче кӑҫалхи Акатуя епле ирттерессине сумлӑ йышпа пуҫтарӑнса сӳтсе явнӑ. Йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников ирттернӗ.
Ӗҫлӗ ушкӑна тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекенсене кӗртнӗ. Вӗсем Акатуя хӑш вӑхӑтра ирттерме май пуррине, уявӑн сценарине сӳтсе явнӑ.
Ларӑва пухӑннисем Акатуйӑн тӗрлӗ сценарийӗ ҫинчен кӑна мар, ӑна ӑҫта ирттересси пирки те калаҫнӑ. Тӗрлӗ ҫын тӗрлӗ вариант сӗннӗ. Кашнин шухӑшне итленӗ хыҫҫӑн ҫитес ларура ку ыйту патне тепӗр хутчен таврӑнма калаҫса татӑлнӑ. Ҫывӑх кунсенче (ку вӑхӑта хальлӗхе кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртнӑ) йӗркелӳ комитечӗ черетлӗ хут пуҫтарӑнӗ, Акатуя епле тата ӑҫта ирттерессине тӗплӗн тишкерсе сӳтсе явӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |