Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пӗлтӗрхи ҫулла ятарлӑ саккуна алӑ пуснӑ хыҫҫӑнах Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ 21-мӗш кнопкӑна хӑҫан та пулин йышӑнӗ-ши тесе шухӑшлама тытӑннӑччӗ.
Ӗҫлӗ хутӑн ячӗ урӑхларах-ха. Ӑна МИХсем ӑна кӗскетсе ҫапла ят панӑ. Саккуна РФ Патшалӑх Думи ырланӑ, ҫӗршыв Президенчӗ алӑ пуснӑ вӑхӑтра парламентӑн «Республика» хаҫатӗнче ӗҫлеттӗм те пирӗн тӑрӑхра 21-мӗш канал хӑҫан ӗҫлесе кайӗ-ши тесе ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствине ыйту та ҫырнӑччӗ. Унта 21-мӗш кнопка ыйтӑвӗпе ӗҫленине пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара ҫав сӑмах чӑна килни паллӑ.
Роскомнадзорӑн республикӑри управленийӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, 21-мӗш кнопкӑна лекессишӗн пирӗн республикӑра НТРК тата «Телеканл 21+» конкурса хутшӑнӗҫ. Республикӑра ытти телеканал та пур. Анчах конкурс условийӗ федераци саккунӗпе килӗшсе тӑмалла. Унта вара 21-мӗш кнопкӑна лекме ӑнтӑлакан телеканалӑн хӑйӗн контенчӗ 75 процентран кая мар пулмаллине каланӑ тата унӑн регионта пурӑнакансенчен 50 процентӗнчен кая мар патне ҫитмелле.
Конкурс нарӑсӑн 22-мӗшӗнче иртмелле.
Чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи тата халӑх ӗҫӗн хастарӗ Илле Иванов Балкан тӑрӑхӗнчи тӗрӗксен Сулейман Брина ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери парнине тивӗҫнӗ.
Тӗрӗк культуришӗн тӑрӑшакансене паракан премипе Косовӑри тӗрӗксен культурӑпа ӳнерӗн «Тӳрӗ ҫул» ушкӑнӗ тӑван халӑхӗн культуришӗн тӑрӑшакансене 1996 ҫултанпа чыслать. Кӑҫалхи лауреатсем хушшинче, чӑваш ҫыннисӗр пуҫне, Грецирен — Рахми Али ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ, Македонирен — Мустафа Яшар театр ӑсти тата сӑвӑҫ, Лейла Шериф Эмин ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ, Турцирен — Фахри Туна ҫыравҫӑ, Гӳлтекин Сербест ӳнерҫӗ, Зекерия Хочалар театр ӑсти, мусӑкҫӑ, Косовӑран — Байрам Ибрагим сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, Дашни Вешал мусӑкҫӑ.
Сулейман Брина (1935-1994) — Косово тӗрӗкӗсен наци ҫулпуҫӗ. Йышӗпе сахаллӑн пурӑнакан тӗрӗксен наци туйӑмӗсене тивӗҫтерме иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче тӑван чӗлхепе «Тан» (чӑв. Шурӑмпуҫ) хаҫат кӑларма пуҫланӑ, шкулта ӗҫленӗ, тӗрӗк ачисене тӑван чӗлхепе вӗрентессишӗн тӑрӑшнӑ. «Тӳрӗ ҫул» ушкӑна йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ. Призрен хулин муниципалитет пуҫлӑхӗн ҫумминче ӗҫленӗ ҫак пӗрремӗш тӗрӗк ҫыннине Косовӑри ытти халӑхсем те тӑрӑшулӑхӗшӗн, таса чунӗшӗн хисепленӗ.
Кӑҫал Шупашкарта иртекен пӗтӗм тӗнчери кинофестивале Ӗнчӗри (Индири) режиссерсем килӗҫ. Кун пирки ЧР культура министрӗ Константин Яковлев Тутарстанри тата Ӗнчӗри культура ҫыхӑнӑвӗсене аталантаракан центр ертӳҫипе Ахмад Гилькарпа калаҫса татӑлнӑ.
Кӑҫал Раҫҫей тата Ӗнчӗ хушшинче ҫыхӑну йӗркеленнӗренпе 70 ҫул ҫитет. Ҫавна май икӗ ен культура проекчӗсене пурнӑҫа кӗртесшӗн. Вӗсем Чӑваш Енре курав йӗркелеме палӑртнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 22–27-мӗшӗсенче иртӗ.
Нумаях пулмасть ачасем тата аслисем валли Ҫӗнӗ ҫул уявне ирттермелли республикӑри конкурса тӑратнӑ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ. Чи лайӑххисен йышне Патӑрьелӗнчи централизациленӗ клуб тытӑмӗнчи Вероника Арланова режиссер хатӗрленӗ сценари те кӗнӗ. Вӑл аслӑ ҫынсен уявӗшӗн виҫҫӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Учреждение Андриян Николаев ячӗллӗ мемориал-комплексӑн яланхи экспозиципе тата куравӗпе тӳлевсӗр паллашма сертификат панӑ.
Патӑрьел районӗнчи «Авангард» журналисчӗ А. Астраханцева пӗлтернӗ тӑрӑх, Вероника Викторовна культурӑра ҫӗнӗ ҫын мар. Г. Лебедев ячӗллӗ лицейран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тӑван яла таврӑннӑскер малтанах районти культура ҫуртне аккомпаниатор пулса вырнаҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра информаципе методика пайӗн заведующийӗ шутланать.
Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне уҫассине Мускавра та ырланӑ. Аса илтеретпӗр, ӑна Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче уҫӗҫ. Кун пирки республикӑмӑр Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура асӑнса хӑварнӑччӗ.
Ӗнер Наци ӗҫӗпе тимлекен федераци агентствин акт залӗнче Раҫҫейӗн Халӑхсен ассамблейин канашӗпе унӑн ҫамрӑксен координаци канашӗн пӗрлехи анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Чӑваш Енрен Мускаври мероприятире Чӑваш Енри халӑхсен ассамблейин ертӳҫи Лев Кураков, Мускаври чӑвашсен ентешлӗх ертӳҫи Анатолий Григорьев тата ЧПУ профессорӗ Владимир Васильев хутшӑннӑ.
Ларура РФ Президенчӗ ҫумӗнчи наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен канаш президиумӗн пайташӗ, Этнологипе антропологи институчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Владимир Зорин пирӗн республикӑра тӗрлӗ халӑх ҫыннишӗн туса ирттерекен ырӑ ӗҫсене палӑртнӑ май Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне уҫассине те ырӑпа асӑнса хӑварнӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере» ятпа курав уҫнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ. Куравра поэтӑн докуменчӗсемпе, сӑн ӳкерчӗкӗсемпе, япалисемпе, ал ҫырӑвӗсемпе тата автор хайлавӗсемпе паллашма пулать.
Уява республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов тата ыттисем хутшӑннӑ. Поэтӑн ывӑлӗ Атнер Хусанкай, вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ашшӗн пурнӑҫӗнчи кӑсӑклӑ самантсене аса илнӗ. Унӑн кашни кӗнеки хӑйӗншӗн пурнӑҫ энциклопедийӗ евӗр пулнине палӑртнӑ. Курава уҫнӑ ҫӗре СССР халӑх артистки Вера Кузьмина та пынӑ. Вӑл мӑшӑрӗн «Тилли юррисем» хайлавӗнчи сыпӑка вуланӑ.
Роза Степанова юрӑҫ Вера Кузьминан юратнӑ юррине (Литература музейӗн сайтӗнчи хыпарта, шел те, мӗнлине каламан) шӑрантарса панӑ.
«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Вера Эверкки хӑйне парикмахер профессинче тӗрӗслет. Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑл Виталий Станьял ӑсчаха ҫӳҫ касса янӑ, сухалне хитрелетнӗ.
Парикмахерта ӗҫлесен ҫӗршывра йывӑр лару-тӑру пулсан та тупӑш тума пулать. Вӑл кирек хӑҫан та ҫӑкӑр ҫимелӗх укҫа ӗҫлесе илме май парать. Ҫапла шухӑшлать Вера Эверкки. Вӑл халӗ тусӗсене, пӗлӗшӗсен ҫӳҫне илем кӗртме кӑмӑллать.
Вера хальлӗхе практика тухать, ҫавӑнпа ӑна модельсем (ҫӳҫ касма тата сӑрлама вӗренмешкӗн кирлӗ ҫынсем) питӗ кирлӗ. Парикмахера вӗренекен журналист Виталий Станьял ӑсчаха ҫӳҫне касса яма сӗннӗ. Виталий Петрович хирӗҫлемен, хаваспах парикмахерские кайнӑ. Прическа ӑна килӗшнӗ. Виталий Станьял чӑваш журналисчӗсем калемпа кӑна мар, кирек мӗнле инструментпа та, ҫав шутра – хачӑ, тура, ӗҫлеме пӗлнинче нихӑҫан та иккӗленменнине палӑртнӑ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн Владимир Григорьевӑн 50 ҫулне паллӑ тунӑ. Ӑна палӑртма вӗсем ӗлӗкхиллех Трактор тӑвакансен Культура керменне, унти Пысӑк зала, пуҫтарӑннӑ.
Пурнӑҫне театр ӳнерне халаллама йышӑннӑ ҫак ҫын раштавӑн 24-мӗшӗнче Элӗк районӗнче ҫуралнӑ. Ун шалти пуянлӑхӗ Борис Чиндыковӑн «Алӑксем патӗнче» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльти Иван художника сӑнарланӑ чух уйрӑмах уҫӑлнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Борис Чиндыковӑн «Урасмет» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльти Санай рольне те вӑл лайӑх калӑпланӑ. Кайран та, паллах, нумай сӑнара ӗнентерӳллӗ вылянӑ вӑл. Вӑл шутра хаваслисем те, йывӑр шӑпаллисем те лекнӗ. Ӗнер Владимир Григорьева ӗҫтешӗсем юбилейпа саламласа малашне те ӑнӑҫлӑ сӑнарсем суннӑ.
Шупашкар районӗнче тухса тӑракан «Тӑван Ен» хаҫата килтен тухмасӑрах ҫырӑнайӑн. Хаҫатӑн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, район хыпарҫине вулас текенсен редакцин сайтне кӗмелле кӑна.
Хаҫата ҫапла майпа альтернативлӑ та (тепӗр майлӑ каласан, редакцие ҫитсе унтан илме), пуштӑ урлӑ та ҫырӑнма май пур. Тата, паллах, электрон версине суйлама юрать.
Ҫамрӑк та мал ӗмӗтлӗ коллектив Татьяна Вашуркина редактор ертсе пынипе яланах шыравра. «Тӑван Енре» ӗҫлекенсем хыпарланӑ тӑрӑх, маларах вӗсем сайт урлӑ рекламӑсемпе пӗлтерӳсем илессине йӑлана кӗртнӗ. Халӗ, ав, хаҫата сайт урлӑ ҫырӑнма услови тунӑ. Кӑҫал хаҫатӑн юбилейне кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Ун валли тӗрлӗ календарь (дизайнер-верстальщикӗ — Марина Иванова) кӑларса та хатӗрленӗ.
Чӑваш эстрада юрӑҫи нумаях пулмасть иртнӗ концерта калмӑк костюмне тӑхӑнса тухнӑ. «Эпир ӑна малтан тутарӑн тесе шутларӑмӑр та Алексей кӳршӗллӗ халӑхӑн тӗнне куҫман-ши тесе интересленес терӗмӗр», — тесе ҫырнӑ Илья Туманов ятлӑ автор Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» хаҫатра. Хаҫатҫӑсем юрӑҫпа хӑйӗнпе пырса калаҫнӑ. Вӑл буддизма та, мӑсӑльман тӗнне те явӑҫман иккен. Имиджмейкерсем ӑна сцена валли ҫакӑн пек костюм суйласа илме сӗннӗ.
Сӑмах май каласан, автор пирӗнтен кашниех тӗрлӗ тумпа ҫӳренине палӑртнӑ. Хӑй каланине ҫирӗплетме вӑл арҫынсем европа пиншакне суйланине, каччӑсем америка джинсине тӑхӑнма кӑмӑлланине е юлашки вӑхӑтра чӑваш орнаменчӗсем евӗрлӗ эрешсемпе тухма пуҫланӑ финнсен свитерӗсене тӑхӑнса ягине палӑртнӑ. Паллах, итали пушмакӗ чи чапли, турккӑсен толстовкисем те аптрамаҫҫӗ. «Тӑратӑнса тӑракан ҫухаллӑ итальян кӗпине юратакансем те пур, пуҫлӑхсем вара акӑлчан галстукне ытларах ҫыхаҫҫӗ. Кама мӗн килӗшет вӗт», — тенӗ хыпарта.
Ара, килӗшет пулсан, ма тӑхӑнмалла мар? Чӑн та шӑлаварпа галстук тӗрлекен чӑваш модельерӗсенчен йӑлӑхнӑ пулмалла пирӗн артист.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |