Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Вулавӑшра Иван Яковлева халалласа диктант ҫырнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 27.04.2018 19:12 | 1823 хут пӑхнӑ
Культура

Ӗнер, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енре «Иван Яковлевич Яковлев – патриарх чувашской культуры» (чӑв. Иван Яковлев — чӑваш культурин патриархӗ ) темӑпа вулавӑш диктанчӗ иртнӗ. Диктант ҫырма республикӑри 170 лапамра — вулавӑшсенче тата вӗренӳ учрежденийӗсенче — май туса панӑ.

Акцие хутшӑнакансен Иван Яковлев пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ 20 ыйтӑва хуравлама тивнӗ. Тӗрӗс хуравшӑн 5 балл лартӗҫ.

Вулавӑш диктантне мӗнпур район хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче уйрӑмах хастаррисем Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Тӑвай, Канаш, Комсомольски тата Элӗк районӗсем пулнине пӗлтереҫҫӗ. Хӑйсен пӗлевне студентсем, таврапӗлӳҫӗсем, культура ӗҫченӗсем, вулавӑш ӗҫченӗсемпе вулавӑша ҫӳрекенсем тӗрӗсленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсем ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗ хыҫҫӑн паллӑ пулӗҫ.

#Канаш районӗ, #Тӑвай районӗ, #Елчӗк районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #ҫамрӑксем, #ачасем, #вулавӑшсем, #астӑвӑм, #культура, #Комсомольски районӗ, #Элӗк районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем