Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Культура министрӗн ҫумне Елена Черновӑна лартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 11.05.2018 12:27 | 1660 хут пӑхнӑ
Персона
Елена Чернова. Сар.ru cӑнӗ.
Елена Чернова. Сар.ru cӑнӗ.

Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗн пуканӗ пушӑччӗ. Ун ҫине кам ларасси паян паллӑ пулчӗ. Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ хушу тӑрӑх, ку должноҫе Муркаш район администрацийӗн культурӑпа архив ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Елена Чернова йышӑннӑ.

Палӑртса хӑвармалла, Елена Чернова 1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ, Хусан патшалӑх культурӑпа искусство академийӗнче тата Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх ӗҫӗн академийӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗреннӗ. 1991 ҫултанпа тӗрлӗ должноҫра ӗҫленӗ: Муркашри ача-пӑча тӗп библиотекин методисчӗ, районӑн тӗп вулавӑшӗн аслӑ библиографӗ, методикӑпа библиографи пайӗн пуҫлӑхӗ, районти библиотекӑсен тытӑмӗн директорӗ, район администрацийӗн вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗн эксперт специалисчӗ...

#персона, #культура, #политика, #Муркаш районӗ, #вулавӑшсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

владимир // 3957.56.0551
2018.05.15 15:32
"Должнăç" тейиччен - "вырăнти çын" тесен лаăхрах мар-ши? "май килнĕ таран вырăсларан тăрăшарах кусарни пăсмĕ пире. Министăр çумĕн пуканĕ" тени те - тăрăхлашни пек илтĕнет. "Министăр çумĕн вырăнĕ" тесен килĕшÿллĕрех пек. "Тÿпи çÿлĕ" тени сирĕн мĕне тăрать тата? Пĕрте-пĕр çитĕнÿ тунă çынна çакнашкал йĕкĕлтени çитĕнÿсем тăвас кăмăла сÿрĕлтерет.
"Вырăсла - чăвашла" словарь питĕ те кирли - куçкĕрет!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем